Тикеш

Пуян аваллăха тĕпчемелли пайтах

Кив масарНумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнӗ конференцире асӑннӑ институтӑн, ҫавӑн пекех К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн, «Сувар» фондӑн тата Чӑваш Енри тавра пӗлӳҫӗсен союзӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ен территорийӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсене тӗпчес тата ҫӗнӗрен калӑплас ыйтӑва хускатрӗҫ.

Сувар — сумлă ар

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» ятпа ӑслӑлӑх конференцийӗ иртрӗ. Калаҫу тӗпрен илсен чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем тавра пычӗ. «Сувар» фонд директорӗ Владимир Алмантай 2007-2008 ҫулсенчи ӑслӑлӑх экспедицийӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗ. 17 ӗмӗрте пулнӑ сувар-пӑлхар палӑкӗсене ҫӗнӗрен ӑсталаса лартнӑ чух халӑх кар тӑрса пулӑшни пирки те хӑпартланса каласа пачӗ вӑл.

Subscribe to RSS - Тикеш