Этеме Турӑ хӑй сӑнарлӑ, хӑй евӗрлех тума пултарнӑ. Ӑна чун кӗртмелли ҫеҫ юлнӑ. Вӑл этеме сыхлама йытта хушса хӑварать те чун илме Ҫӳлти тӗнчене хӑпарать. Турӑ кайрӗ ҫеҫ, усал-тӗсел ҫитсе те тӑчӗ, тет. Ҫепӗҫ сӑмахсем каласа йыттӑн пуҫне ҫавӑрма пултарчӗ: хӗллехи сивӗсенчен упранма ӑшӑ кӗрӗк, ҫав тери тутлӑ шӑмӑ пама пулчӗ, тет. Йытӑ, шӑпах усалран асӑрханмаллине манса. усала этем патне пӗр самантлӑха ҫеҫ пырса пӑхма ирӗк пачӗ, тет. Усалӗ пычӗ те этеме веҫех сурса-вараласа пӗтерчӗ. тет.
Таврӑнсан Турӑ курать: этеме юрӑхсӑра кӑларнӑ. Анчах та вӑл этеме ҫӗнӗрен пултармарӗ, тӳнтер туса тавӑрчӗ те чун вӗрсе кӗртрӗ, тет. Ҫавӑнпа этем ӑш-чиккийӗ сурчӑк-сӗлекеллӗ, тет.
Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм чӗрӗ чун валли Турӑ музыка ярса панӑ. Кӗвӗ-ҫемӗн хакне чи малтан этем сисет. Ҫак тӗлӗнтермӗш гиггех те унӑн кӑмӑлне кайнӑ иккен. Вӑл чӑрсӑрланса пӗтӗм музыкӑна хӑйне тытса илме тӗв тунӑ: «Манӑн, йӑлтах манӑн, никама та памастӑп!» — тенӗ. Айккинерех вӗҫсе ӳкнипе этем ытамне кӗмен кӗвӗсене ҫеҫ кайӑксем хӑйсене илме пултарчӗҫ, тет. Телей валеҫнӗ ҫӗре каярах юлса ҫигнӗ ытти чӗрчунсем кӗвӗ-ҫемӗсӗрех тӑрса юлчӗҫ, тет.
Пурӑнма ытла кичем ан пултӑр тесе, ҫӳлти тӗнчерен ҫӗр ҫинчи пӗтӗм чӗрӗ чун валли пепке антарса пачӗ, тет, Турӑ. Хӑйне пӑру парсан, ӗне ӑна тӳрех ӗмӗртме пикеннӗ. Йытӑ хӑйӗн парнине хӳтӗрех, вӑрттӑн вырӑна илсе кайса пытарнӑ.
Ҫӳлтен анакан парне ӳксе ан амантӑрччӗ тесе, хӗрарӑм саппунне сарса пепкене тытма хатӗрленнӗ. Хӑйне шанманни Турра килӗшмен. Вара вӑл йытта икӗ эрнерен ҫеҫ курма пуҫлакан суккӑр ҫура сунать. Этеме ҫулталӑк хушши алӑ ҫинчен антармасӑр йӑтса ҫӳреме утма пӗлмен пепке парать.