Çăлтăр çÿлти тÿпере

Улатимӗр Сатур. Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере. Тӗнчене ӑнланни, йӑла-йӗрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.УДК 821.512.111
ББК 82.3(2Рос=Чув)-6
          С 21

Ӳкерчӗкӗсем авторӑн

 

 

Улатимӗр Сатур
Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере. Тӗнчене ӑнланни, йӑла-йӗрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.

Кӗнекене сувар халӑх мифӗсемпе халапӗсем, юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Маларах ҫак материала тӗпе хурса вырӑсла «Мир наших предков», суварла «Чӑваш тӗнчи» ятлӑ анимациллӗ фильмсем тухнӑччӗ. Кӗнеке «Тӗнче тытӑмӗ», «Хӗвел», «Пултарни», «Уҫӑмсӑрри», «Асамли», «Паттӑрлӑх», «Кулленхи», «Этем ӗмӗрӗ» тата «Пурнӑҫ иӗрки» пайсенчен тӑрать. Унта тӗнче мӗнле пуҫланса, вӑпланса пырса паянхи пурнӑҫа ҫитиччен аталаннине кӗскен сӑнласа кӑтартнӑ. Сувар тӗнчи питех те аслӑ та пуян. Вӑл ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене, тем тӗрлӗ пӗлтерӗше хӑй евӗрлӗ расна ӑнлантарать, хаклать. Тӗнче шайӗпе илсен, ҫакӑ вӑл эпир мӗн авалах ӑслӑлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине, ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ халӑх иккенне ӗнентерет.

Укерчӗкӗсем авторӑн. Интернетра mrkusatur (ютуб) каналра видеофильмсен кӗске сыпӑкӗсене курма пулать.

Сувар культурине вӗренекен шкул ачисем, студент-филологсем тата суварлӑхпа интересленекен ытти вулакансем валли.

© Улатимер Сатур, 2011

PDF тиесе ил, 2,8 MB

 

Ҫӑлтӑрсем чӑмаҫҫӗ сассӑр
Яр ҫурса кӗрхи ҫӗре.
Асӑрхатпӑр та калатпӑр:
Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере!
Ачаран ҫакна тӑнланӑ,
Шухӑша вӑл ӳкерет:
Кам малтан тупса каланӑ —
Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере?..
Пурнӑҫа ытараймасӑр
Ӗмӗтпе тапан чӗре
Каласа хӑварнӑ, ахӑр:
Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере.
Ҫавӑн пек халӑхӑма эп,
Тем пулсан та тӗнчере,
Ӗненмесӗр пултараймӑп:
Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере!

Петӗр Хусанкай,
Сувар халӑх поэчӗ

Тупмалли

Тӗнче тытӑмӗ
Хӗвел
Пултарни
Уҫӑмсӑрри
Асамли
Паттӑрлӑх
Кулленхи
Этем ӗмӗрӗ
Пурнӑҫ йӗрки
Ӳкерчӗксем

Литература

Ашмарин Н. И. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки. 1—17 томсем. — Хусан, 1910, 1912; Шупашкар, 1928—1950.
Галошев В. П. Чӑваш тӗнчи. — Шупашкар, 2003.
Елена Енькка. Повествование о чувашах. — Чебоксары, 2000.
Месарош Дюла. Памятники старой чувашской веры. — Чебоксары. 2000.
Мифсем, халапсем, легендӑсем. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. — Шупашкар, 2004.
Наумов Н. Е. Ӗмӗр // Хыпар. — 1996. — Январӗн 1-мӗшӗ.
Пилсемпе кӗлӗсем. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. — Шупашкар, 2007.
Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ. Улӑп. — Шупашкар, 1996.
Тимофеев Г. Т. Тӑхӑръял. — Шупашкар, 1972.
Уяр Ф. Е. Чуваши в русской литературе и публицистике. — Чебоксары, 2001—2002.
Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 1—6 томсем. — Шупашкар, 1977—1987.
Юхма Мишши. Авалхи чӑваш туррисемпе паттӑрӗсем. — Шупашкар, 2000.

 

Разделы:

Тĕнче тытăмĕ

Авалхи суварсен мифӗсемпе юмахӗсенче тӗнче виҫӗ хутран — ҫӳлти тӗнчерен, эпир пурӑнакан тӗнчерен тата леш (аялти) тӗнчерен — тӑрать тесе каланисем пур. Ҫӳлти тӗнчепе леш тӗнче хӑйсем тата виҫшер сийрен тӑраҫҫӗ имӗш. Пурӗ пӗтӗмпе ҫичӗ сий пулать.

Ҫӗр ҫинче нумай-нумай тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Суварсем хамӑр тӗнчери ҫӗр кӑвапинче, варринче пурӑнатпӑр тесе ӗненнӗ. Кӑвак тӳпене ҫӗр варринче ама йывӑҫ (тӗнче йывӑҫҫи), тӗнчемӗрӗн кашни тӑватӑ енчен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр тата чул юпасем тӗревлесе тӑраҫҫӗ тенӗ. Кашни юпа тӑрринче йӑва, йӑвара виҫшер ҫӑмарта, вӗсен ҫинче пӗрер кӑвакал ларать.

Ҫут тӗнчен чи ҫӳлти сийӗнче Аслати пурӑнать. Вӑл аслӑ тӗнчере мӗн пулса ирптнине пӗтӗмпех пӗлсе, пӑхса тӑрать: ҫирӗпленнӗ йӗркене никам та пӑсмасть-и, килӗшӳсӗр хӑтланмасть-и; унашкалли пулсан ҫийӗнчех тӳрлетет. Ҫилленсессӗн Аслати кӗмсӗртетме пуҫлать, айӑплисене ҫиҫӗмпе ҫунтарать, тенӗ ҫынсем. Чарусӑр арҫурисене тӗрлӗ айӑпсемшӗн Аҫа ҫапса пӗтернӗ те ӗнтӗ. Юр, пӑр, ҫумӑрсене ҫӗр ҫине Аслати ярать. Вӗсене анлӑ Ҫӗр-аннемӗрӗн кӑкӑрӗ тӑрӑх варкӑш е ашкӑнма юратакан ҫил ачисем салатаҫҫӗ. Ҫил ҫемйинче ҫил ашшӗпе амӑшӗ тата ҫил ачисем пурӑнаҫҫӗ.

Пирӗн тӗнчене килме хатӗрленекен чунсем тӗнчен ҫӳлти сийӗнче тӑраҫҫӗ. Вӗсем ача пулса ҫут тӗнчене ҫуралнӑ ҫӗре Пӳлӗхҫӗ пырать. Тин ҫуралнӑ этемӗн ҫамки ҫине вӑл унӑн шӑпине ҫырса хурать, ун ячӗпе тӳпере ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ҫутать. Этем вилсен тӳпере унӑн ячӗпе ҫутнӑ ҫӑлтӑр та ӳкет, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӳперен ҫӑлтӑр ӳкнине курсан суварсем: «Манӑн ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере!» — теҫҫӗ. Вилнӗ ҫыннӑн ҫылӑхсӑр чунӗ ҫип пек ансӑр кӗперпе Асмат кӗперӗ ҫине каҫать те тӗнчен ҫӳлти сийне каялла хӑпарса каять. Ҫылӑхлӑ чун кӗпер урлӑ каҫаймасӑр тамӑка ӳкет.

Темлерен Шывпа Вут тавлашса кайнӑ. Кашниех хӑйне тепринчен вӑйлӑрах, аслӑрах тесе шутланӑ. Анчах та ҫакна теприне кӑтартса ӗнентермелле-ҫке-ха. Иккӗшӗ халиччен пулман хаярлӑхпа тытӑҫма пуҫлаҫҫӗ. Пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун хирӗҫеҫҫӗ. Никамӑн та парӑнас килмест. Ҫак хушӑра тавралӑха ним латти ҫук аркатса пӗтереҫҫӗ. Акӑ Вут халне ҫухатать те чакма пуҫлать. Унтан тарса ӳкет, чул ӑшне кӗрсе пытанать. Халӗ те, унтанпа темӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ пулин те, чулпа чула шаккасан ҫулӑм сирпӗнет. Ку вӑл шӑпах сивӗ чул ӑшӗнчен чӑлт-чалт вут тухать.

Ҫӗр чӑмӑрне тинӗс-океан хупӑрласа тӑрать. Ҫӗрӗн кашни тӑватӑ кӗтессинче пирӗн тӗнчене тӗрлӗ усал-тӗселтен хӑватлӑ та асамлӑ паттӑрсем сыхлаҫҫӗ тесе ӗненнӗ суварсем.

Ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрчун Пихампара пӑхӑнса тӑрать. Енчен те кама та пулин тискер кайӑк тапӑнас-тӑвас пулсан: «Пихампар, хӑвӑн йыттуна хӑв чар!» — темелле. Вара пысӑк шурӑ кашкӑр килсе тухать те тапӑнакан усал-тӗселе хӑваласа ярать.

Кашни килтех Хӗртсурт пулать. Вӑл пӳрт стени ӑшӗнче пурӑнать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫемьерисем пурте ҫывӑрса кайсан, Хӗртсурт урай варрине тухса ҫӑм арласа ларать. Ҫакна кам та пулин курас пулсан, ӑна чӑрмантармалла мар. Вара унӑн ӗҫӗ кал-кал пулать. Килте Хӗртсурт пулмасан лайӑх мар, телей пулмасть. Ҫемье пӗр хваттертен тепӗр хваттере куҫнӑ чухне суварсем: «Хӗртсурт, атя пирӗнпе ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрле пурӑнма!» — тесе чӗнеҫҫӗ.

Хӗртсурт кӑмӑлне кайсан картари выльӑх-чӗрлӗх ӑратлӑ пулать. Вӑл хӑй килӗштернӗ лашан ҫилхине ҫивӗтлесе ярать.

Ҫемьере ытлашши шавлӑ, хирӗҫсе те харкашса пурӑннине чӑтаймасть Хӗртсурт. Вӑл унашкал ҫуртран пӑрахса каять.

Аялти тӗнчере акӑш-макӑш хаяр вут ҫунса тӑрать. Ҫав ҫулӑм ҫинче тӑхӑр хуран, хуранӗсенче ҫылӑхлӑ ҫынсен чунӗсем нуша кураҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче ҫӗр хӑвӑлӗсем е шӑтӑксем пур. Аялти тӗнченех ҫитекеннине какӑр теҫҫӗ. Хӑватлӑ паттӑрсем ун тӑрӑх леш тӗнчене анса хӑйсен савнӑ ҫыннисене, ҫывӑх тусӗсемпе тӑванӗсеие тамӑкран хӑтарма пултараҫҫӗ.

 

Хĕвел

Хӗвелӗн икӗ арӑм: Ирхи Шуҫӑмпа Каҫхи Шуҫӑм. Ир пулсан Хӗвел Ирхи Шуҫӑмран уйрӑлса каять те яра кун тӑршшӗпе Каҫхи Шуҫӑм патнелле сулӑнать. Ҫак икӗ мӑшӑрӗнчен унӑн ачасем: Этем ятлӑ ывӑл тата Сывлӑм ятлӑ хӗр пур. Этемпе Сывлӑм пӗррехинче Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче тӗл пулнӑ та, пӗр-пӗрне юратса ҫемье чӑмӑртанӑ. Халь пурӑнакан этемсем ҫав мӑшӑрӑн тӑхӑмӗсем.

Хӗвел вӑл ҫав тери капмар та аслӑ. Ирсерен ӑна Ҫӗр ҫумӗнчен хӑпса кайса тӳпене ҫӗкленме питех те йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа та Хӗвеле хӑпарма, каҫсерен Ҫӗр ҫине анма этемсем пулӑшнӑ. Ҫак самантсенче хӑй епле халсӑр пулнине пӗчӗк ачасем курсан ҫав тери именнӗ вӑл. Курчӗҫ пулсан вара — хӗвел аванмарланса пӗлӗтсем хыҫне пытаннӑ. Апла ан пултӑр тесе ҫынсем хӑйсен ачисене ирхине Хӗвел тӳпене хӑпармасӑр вӑратман. Ҫапла вара Хӗвел кунӗпех тӳпере йӑл-йӑл ҫиҫсе ҫӳренӗ, унӑн Ҫӗр ҫине анасси те килмен. Хӗвеле пулӑшнӑ чухне ӑна — вараланасран — ҫара алӑпа тытма юраман, уншӑн ятарласа тӗрлесе хатӗрленӗ алшӑллисемпе усӑ курнӑ.

Пӗтӗм тӗнчене ҫутатса тата ӑшӑтса ывӑннӑ Хӗвел ҫӗр ҫине ансан асамлӑ кӳлӗре ҫӑвӑнса тасалнӑ, тепӗр кун валли вӑй пухнӑ.

Ӗмӗрсен пуҫламӑшӗнче ҫак тӗнчене виҫӗ хӗвел ҫутатса тӑнӑ. Нихӑҫан та каҫ пулман, сивӗ аптратман, усал-тӗселсем хӑйсен киревсӗр ӗҫӗсене тӑвайман. Пӗрмай ҫурхи евӗрлӗ ырӑ ҫанталӑк тӑнӑ. Анчах та айван ҫынсем тупӑннӑ, эсрел-хаярсем вӗрентнипе вӗсем виҫҫӗшӗнчен икӗ хӗвеле тытнӑ та ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Пин те пин вӗтӗ-вӗтӗ пайсене вакланнӑ пӗр хӗвелтен ҫӑлтӑрсем, тепринчен уйӑх пулса кайнӑ. Вӗсем малтанхи пек хӗртсе ӑшӑтма та, ҫутатма та пултарайман. Ҫавӑнпах ӗнтӗ пирӗн тӗнчере каҫ пулма пуҫланӑ. Сивӗ те хаяр хӗл ларасси те ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ.

Мӗн чухлӗ терт. асап кӳмен пулӗ вӑл ҫӗр патне. Ӑҫта чӗрӗ япала курнӑ, ӑна шӑнтса лартнӑ. Кам хӑйне хирӗҫ тӑма хӑйнӑ, ӑна тӗп тунӑ. Нумай вӑхӑт ҫапла иртӗхнӗ хӗл. Анчах хӑватлӑ вӑй тупӑннӑ. Ку вӑл — илемлӗ, ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Хӗвел. Йывӑр кӗрешӳре вӑл хӗле ҫӗнтерсе хӑваласа янӑ, шӑнса ларнӑ кашни чӗрӗ япалана вӑратнӑ, каялла тавӑрнӑ. Ҫынсене Хӗвел юрату парнеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем, Хӗвел ырӑ пулнӑран, ҫӗр ҫине ырлӑх килчӗ теме пуҫланӑ.

Суварсем: «Хӗвеле хирӗҫ нимӗнле усал сӑмах та калама юрамасть, Хӗвел эпир мӗн тунине пурне те курать, мӗн каланине пурне те илтет, унран нимӗн те пытарма май ҫук», — теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тупа тунӑ чухне яланах Хӗвеле асӑнаҫҫӗ.

Улӑп пӗррехинче канма выртнӑ, ҫывӑрсах кайнӑ. Шуйттан ҫурисем пынӑ та унран мӑшкӑллама шутланӑ. Вӑл вӑхӑтсенче хӗвелпе уйӑх ҫӗр ҫийӗ ҫинчен инҫе мар ҫӳренӗ. Чарусӑр шуйттан ҫури-сем вӗсене тытса хӗвелпе Улӑпӑн аллине пӗҫертнӗ, уйӑхпа урине шӑнтнӑ. Вӑранса кайнӑ Улӑп хӗвеле пӗр енне, уйӑха тепӗр енне вӑркӑнтарса янӑ. Ҫавӑнтанпа хӑвелпе уйӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен питӗ аякра, ӗнтӗ текех ҫӗр ҫине анмаҫҫӗ.

 

Пултарни

Этеме Турӑ хӑй сӑнарлӑ, хӑй евӗрлех тума пултарнӑ. Ӑна чун кӗртмелли ҫеҫ юлнӑ. Вӑл этеме сыхлама йытта хушса хӑварать те чун илме Ҫӳлти тӗнчене хӑпарать. Турӑ кайрӗ ҫеҫ, усал-тӗсел ҫитсе те тӑчӗ, тет. Ҫепӗҫ сӑмахсем каласа йыттӑн пуҫне ҫавӑрма пултарчӗ: хӗллехи сивӗсенчен упранма ӑшӑ кӗрӗк, ҫав тери тутлӑ шӑмӑ пама пулчӗ, тет. Йытӑ, шӑпах усалран асӑрханмаллине манса. усала этем патне пӗр самантлӑха ҫеҫ пырса пӑхма ирӗк пачӗ, тет. Усалӗ пычӗ те этеме веҫех сурса-вараласа пӗтерчӗ. тет.

Таврӑнсан Турӑ курать: этеме юрӑхсӑра кӑларнӑ. Анчах та вӑл этеме ҫӗнӗрен пултармарӗ, тӳнтер туса тавӑрчӗ те чун вӗрсе кӗртрӗ, тет. Ҫавӑнпа этем ӑш-чиккийӗ сурчӑк-сӗлекеллӗ, тет.

Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм чӗрӗ чун валли Турӑ музыка ярса панӑ. Кӗвӗ-ҫемӗн хакне чи малтан этем сисет. Ҫак тӗлӗнтермӗш гиггех те унӑн кӑмӑлне кайнӑ иккен. Вӑл чӑрсӑрланса пӗтӗм музыкӑна хӑйне тытса илме тӗв тунӑ: «Манӑн, йӑлтах манӑн, никама та памастӑп!» — тенӗ. Айккинерех вӗҫсе ӳкнипе этем ытамне кӗмен кӗвӗсене ҫеҫ кайӑксем хӑйсене илме пултарчӗҫ, тет. Телей валеҫнӗ ҫӗре каярах юлса ҫигнӗ ытти чӗрчунсем кӗвӗ-ҫемӗсӗрех тӑрса юлчӗҫ, тет.

Пурӑнма ытла кичем ан пултӑр тесе, ҫӳлти тӗнчерен ҫӗр ҫинчи пӗтӗм чӗрӗ чун валли пепке антарса пачӗ, тет, Турӑ. Хӑйне пӑру парсан, ӗне ӑна тӳрех ӗмӗртме пикеннӗ. Йытӑ хӑйӗн парнине хӳтӗрех, вӑрттӑн вырӑна илсе кайса пытарнӑ.

Ҫӳлтен анакан парне ӳксе ан амантӑрччӗ тесе, хӗрарӑм саппунне сарса пепкене тытма хатӗрленнӗ. Хӑйне шанманни Турра килӗшмен. Вара вӑл йытта икӗ эрнерен ҫеҫ курма пуҫлакан суккӑр ҫура сунать. Этеме ҫулталӑк хушши алӑ ҫинчен антармасӑр йӑтса ҫӳреме утма пӗлмен пепке парать.

 

Уçăмсăрри

Тӗрлӗ киревсӗр ӗҫсемшӗн Турӑ хӑйӗн шӑллӗне, е теиӗр калавӗнче Усал ятлӑ пирӗштие, аялти тӗнчене хӑваласа антарса ярать. Лешӗ: «Патак лартмалӑх та пулин ҫӗр парччӗ», — тесе ҫӗр лаптӑкӗ ыйтса илет. Ырӑ кӑмӑлне пула Турӑ ӑна мӗн ыйтнине парать. Ҫакӑнпа усӑ курса Усал хӑш чухне леш тӗнчерен патакгта шӑтӑк шӑтарать те пирӗн тӗнчене килсе сӑтӑрла ӗҫсем туса ҫӳрет.

Авалхи тӗнчере тӗрлӗрен усал-тӗселсем, хаяр эсреметсем нумай пулнӑ. Ҫавӑнпа та айванраххисемпе вӑйсӑртараххисене, кирлӗ пулсан хӑвна та, хӳтӗлеме хатӗр пулмалла.

Арҫурисем вӑрманта пурӑннӑ. Вӗсем хӑйсем ҫине алӑ хунӑ е вӗлернӗ ҫынсенчен пулса кайнӑ. Вӑрманта пӗр-пӗр ҫынна курсан арҫури унран «каття» ыйтнӑ. Ҫыннин «катгя» пулмасан, вӑл унӑн шӑлне кӑларса илнӗ. Арҫури кӑтӑклама юратать, ахӑлтатса кулсах вӑл ҫынна кӑтӑкласа та вӗлерме пултарать, гет.

Ӑнсӑртран ҫул ҫинче арҫурие курсан «Тӑвалла!» тесе каламалла. Шыв хӗрринче тӗл пулсан, ӑна аташтарас шутпа, хӑв ӑҫталла утнине кура, «Шыва хирӗҫ» е «Шыва май» темелле. Вара вӑл юлса-юлса пырать те хӑваласа ҫитеймест. Халӗ арҫурисем ҫук, вӗсене пурне те Аҫа ҫапса пӗтернӗ.

Йӳтесе кайнӑ карчӑк вупӑр пулса тӑма пултарать, тет. Вӑл уйӑха ҫиме те вӑй ҫитереет иккен. Уйӑха вупӑр тапӑннине сиссен чӳрече ани ҫине кӗл сапмалла е икӗ йӳплӗ пилеш тураттине икӗ пая пайламалла. Вара вупӑр уйӑха нимӗн те тӑваймасть, тет.

Хӑшӗ-пӗри теприсен ирӗкне пусмӑрлама, хӑйӗн кӑмӑлне пӑхӑнтарма юратать. Вӑл хӑйӗн влаҫӗпе киленет, каппайланать, анчах та кайран ҫакӑншӑн питӗ пысӑк нуша курать. Ватӑлса ҫитсе чӗрӗллех ҫӗрме пуҫласан та вилме пултараймасть вӑл. Канлӗх тупса ҫӗре кӗрес тесен унӑн хӑй мӗн пӗлни-пултарнине пӗр-пӗр ҫамрӑка вӗрентсе хӑвармалла, тет.

 

Асамли

Пӗр чаплӑ патшан виҫӗ чипер хӗрӗ кашни каҫ асамлӑ кӳлӗ хӗррине илемлӗ кайӑксем пулса тӑрса шыва кӗме вӗҫсе килнӗ. Ҫаксене пӗррехинче пӗр ҫивӗч куҫлӑ каччӑ асӑрхать. Меллӗ самант тупса ггӗр мӑшӑр ҫунагне нытарса хурать.

Пикесем шывра ишсе-выляса тӑраннӑ та, каллех кайӑк пулса тӑрса килне вӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни те кайӗччӗ, анчах ниепле те ҫунаттисене тупаймасть. Тем самантран хайхи ӑнланать: унӑн ҫунаттисене такам вӑрланӑ! Вара вӑл куҫҫуль витӗр ҫапла калать: «Тавӑрса парсамччӗ ҫунатӑмсене. Енчен те эсӗ аслӑ ҫын пулсан — сана пичче е аппа тесе чӗнӗп. Манран кӗҫӗнрех пулсан — шӑллӑм е йӑмӑкӑм тесе калӑп. Хампа пӗр тантӑш пулсан — тусӑм е мӑшӑрӑм пулӑн. Тархасшӑн, тухсам ман ума...». Тавҫӑруллӑ каччӑ хӗр патне тухать те, вӗсем иккӗн пӗрле патша патне каяҫҫӗ пил илме.

Ҫӑлкуҫ хуҫи

Ҫӑлкуҫсене суварсем таса та тирпейлӗ пӑхса тӑнӑ. Ҫулталӑкра пӗрре — ват ҫынсен йӑли-йӗркине пӑхӑнса — вутпа тасатнӑ, парне панӑ. Ҫуралас ача чунӗ ҫӑлкуҫ урлӑ килет, тенӗ суварсем. Ҫавӑнпа та туй хыҫҫӑн тепӗр кунне ирех ҫӗнӗ ҫын ҫӑлкуҫ патне шыв ӑсма кайнӑ. Унӑн витрине пулас ачан чунӗ шӑмпӑлт! тусах кӗрсе ӳкет, тет. Ҫапла майпа вӑл ҫӗнӗрен чӑмӑртаннӑ ҫемьене килнӗ.

Вутӑш

Ҫурҫӗр ҫитсен шыва кӗме тӑрӑшмалла мар. Мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра вутӑшсем шыва кӗрсе киленеҫҫӗ. Кам та кам асӑрханусӑр — вӗсене шыва сӗтӗрсе кӗме те пултараҫҫӗ. Вутӑшсене никам та курмалла мар. Енчен те кам та пулин курас пулсан, вӗсен йышӗ ҫӗнӗреи путакансен шучӗпе ӳсет. Вутӑшсем шутсӑр нумайӑн пулмалла пек. Анчах вӗсене ирхине хӗвел питне хӗртӗнме выртсан кашкӑрсем тытса ҫиеҫҫӗ, тет. Янкӑр уяр ҫанталӑкра вӗсем улах вырӑнсенче ылтӑн турапа ҫӳҫне тураса ларма кӑмӑллаҫҫӗ. Хӑш чухне ҫавӑнтах тӗлӗрсе каяҫҫӗ. Систермесӗр пырса мӑйӗнчен хӗрес ҫакса ярсан Вутӑш шыва каялла кӗрсе пытанаймасть имӗш. Хӗресне хывса илме йӑлӑнсан, ҫав вӑхӑтра мӗн ыйтан, ҫавна парать, тет.

Алпастӑ

Алпастӑ вӑл вӑрӑм ҫӳҫлӗ, ҫӗре ҫитиччен тӑсӑлакан тӑватӑ кӑкӑрлӑскер, тет. Пӗррехинче вӑрманти сукмак хӗрринчи йывӑҫ туратти ҫинче Алпастӑ ларнине курнӑ пӗр ҫын. Вӑл ҫаврӑнса кайма ӳркенсе малалла сукмакпах Алпастӑ умӗпе иртме шутланӑ. Лешӗ кӑна питӗ хытӑ хӗнесе пӗтернӗ. Ҫынни аран ҫех килне ҫитейнӗ. Шӑмми-шакки кӑн-кӑвак, тет. Вара вӑл темиҫе кун та пурӑнаймарӗ, вилчӗ, тет.

Алпастӑ алӑ ачисене сӑтӑр тӑвать. Вӗсене амӑшӗ пӗччен хӑварасса кӗтсе ҫеҫ тӑрать. Унашкалли тӗл пулсан ӑна хӑй кӑкӑрне парса ӗмӗртет, вара ача хӗне каять, тет. Алпастӑ сиен ан кӳрейтӗр тесен пуҫелӗкне пӗр-пӗр тимӗр япала (ҫӗҫӗ е хачӑ) хума хушаҫҫӗ. Хӗрарӑмсене хӗрӗх чӗрнеллӗ чухне кӗпе арки ҫине йӗп тирсе ҫӳреме сӗнеҫҫӗ.

Вӗреҫӗлен

Вӗреҫӗлен вӑл качча каймасӑр вӑрттӑн ҫуратнӑ, анчах ҫынсенчен намӑс пулнипе амӑшӗ вӗлернӗ ачаран пулать, тет. Вӗреҫӗлен пулса тӑрсан ҫавскер хӑйне ҫуратнӑ хӗрарӑм патне пырса ӑна хӗне ярса вӗлерет, тет. Вӑл кирек кам евӗрлӗ те пулса, арҫын патне хӗр пек, хӗрарӑм патне ар пек пулса пырать. Ҫурта мӑрьерен кӗрет, тет. Кил хуҫисем вӗсем патне вӗреҫӗлен иленнине сиссен пӳрте сысна илсе кӗме хушаҫҫӗ. Сысни вӗреҫӗлен ҫывхарнине питӗ лайӑх туйса ҫухӑрма пуҫлать. Хӑйне сиснине ӑнланнӑ вӗреҫӗлен кӑпӑр-капӑр тухса тарать. Ҫапла виҫӗ хутчен пулсан вӑл ку ҫурта килме пӑрахать, тет. Вӗреҫӗленӗн пуҫӗ ҫыннӑнни евӗрлех, ҫӳҫӗ лапсӑркка милӗк пек, чӑх уриллӗ, ҫунатлӑ-хӳреллӗ тет. Вӗҫнӗ чухне вут-хӗм сапса пыракан ҫӗлен пек курӑнать, тет.

Ҫавраҫил

Авал суварсем Ҫиле Турӑ вырӑнне хурса хисепленӗ. Ҫил-тӑвӑл кӑларакан пӗлӗте Турӑ тӗнчен ҫиччӗмӗш сийӗнче вырнаҫтарнӑ пулать. Ҫил йышӗ тӗнче хӗрринче, сӑрт-ту леш енче пурӑнать, тенӗ. Ҫав сӑрт-ту витӗр тухса ҫӳреме пӗчӗкҫӗ шӑтӑк пур иккен. Ҫавӑнтан ҫӗр ҫине е лӑпкӑ ҫил, е хаяр ҫил вӗҫсе тухса каять, тет. Чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫумасӑр тӑрсан усалсем питӗ асма пуҫлаҫҫӗ, тет. Уяр ҫанталӑкра вӗсем туй тӑваҫҫӗ, тет, хӗр парса хӗр илеҫҫӗ, тет. Вӗсем Ҫавраҫилпе пӳкле вилнӗ, хӑй ҫине алӑ хунӑ, ҫын патне каяҫҫӗ, тет.

Ҫавраҫил варринче хаяр кӑмӑллӑ ҫын пур. тет. Ҫавраҫил гухсан ун ҫине ҫӗҫӗпе пемелле, вара ҫавраҫил ҫухалать, тет.

Чике-старик

Чылай сувар юмахӗсеиче ҫӳллӗшӗ чике тӑршшӗ, вӑрӑм сухаллӑ старик тӗл пулать. Унӑн сухалӗ ахаль-махаль ҫӑм пӗрчисем мар, асамлӑ-хӑватлӑ сухал. Сухал вӑйӗпе усӑ курса чӑрсӑр чике старик ыттисене пӑхӑнтарма юратать. Ӑна чӑннипех те хӑватлӑ иаттӑрсем ҫеҫ ҫӗнтерме пултараҫҫӗ. Сухалне тӑпӑлтарсан вӑл хӑйӗн ҫӗр айӗнчи тӗнчине тарса каять.

Уйӑх ҫинчи хӗр

Сӑнаса тинкерсен, уйӑх ҫинче кӗвентепе шыв витрисем ҫакнӑ хӗр-пикене асӑрхама пулать. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши вӑл унта. Халапӗ вара ҫапларах. Пурӑннӑ, те!', сӗмсӗр хӗрарӑм килӗнче амаҫури хӗр. Вӑл пӗр ырӑ кун та курман, ӑшӑ сӑмах, мухтаса е йӑпатса каланине илтмен. Апла пулин те, ҫак хӗр курса ытармалла мар илемлӗ, кирек кам та ӑмсанмалла чинер пике пулса ӳснӗ. Амаҫури амӑшне вара ҫакӑ пушшех те вӗчӗрхентернӗ, тарӑхтарнӑ. Ҫапла пӗрре питӗ тӗттӗм каҫ вӑл ял хӗрринчи ҫӑлкуҫ патне шыв илме ярать хӗре. Нимӗн те тума ҫук, каясах пулать, унсӑрӑн та кӑшласа ҫисе яманни ҫеҫ амаҫурийӗ. Анчах та ҫӑл кутӗнче кама та пулин ҫаратса пулмӗ-и тесе яла килнӗ хурахсем тапӑнаҫҫӗ хӗре. Ял хӗрринчи ҫырмана кам пулӑшма килтӗр-ха тӑлӑха сӗм тӗттӗм каҫ? Вилӗм ҫитрӗ-шим? Ҫак вӑхӑтра ним кӗтмен ҫӗртен тулли уйӑх курӑнса каять. Урӑх нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ курмасӑр, хӗр уйӑха хӑй патне илме ыйтса йӑлӑнать.

Ытла та хӗрхеннӗрен уйӑх ӑна кӗвенти-витри мӗнӗпех хӑй патне туртеа илет. Ҫав хӗре куратпӑр та ӗнтӗ халӗ уйӑх ҫинче.

Асамат кӗперӗ

Асамат кӗперрнне суварсем Сӗрен, Сӗрем, Сарамат, Сӗвек кӗперри теҫҫӗ. Асамаг ҫырмасенчен шыв илет те Ҫӗр ҫине ҫумӑр туса сапать. Асамат кӗперӗ виҫӗ ҫул курӑнмасан аван мар, тӗнчене йывӑрлӑх килет, тенӗ.

Ут ҫине утланса Асамат кӗперӗ айӗнчен тухсан, хӗр ача арҫын ачана ҫаврӑнма пултарать, арҫын ача хӗр ача пулса тӑма иултарать имӗш, халап тӑрӑх. Авал Раҫҫейре арҫын ачасене ҫеҫ ҫӗр угхӑрса панӑ. Пӗрре ҫапла темиҫе хӗр ҫинче те пӗр арҫын ача та ҫук ҫемьери хӗр ача лаша ҫине утланса Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма тӑрать. Вӑл сисмесӗрех ҫӗрме пуян ани ҫине кӗрсе каять те, уншӑн хӗрачан ашшӗн явап тытмалла пулать.

Пуҫ тури — чӑтлӑх вӑрман

Асамли, тӗлӗнмелли питӗ нумай тӗл пулать сувар халапӗ-юмахӗсенче. Усал-тӗсел хӑвалнӑ чухне хулпуҫҫи урлӑ асамлӑ пуҫ тури ывӑтсан — унӑн шӑлӗсенчен никам иртейми чӑтлӑх вӑрман ӳссе ларать.

Пуҫ тутри — аслӑ шыв

Ҫавӑн пекех усалран пуҫ тутрине сарса хурса хӑтӑлма пулать. Ун пек чухне никам ишсе каҫайми аслӑ шыв пулса тӑрать тутӑртан.

Паттăрлăх

Мифсемпе юмахсенчи сувар паттӑрӗсем, ытти халӑхсен паттӑрӗсем пекех, хӑватлӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӑслӑ та хӑюллӑ. Вӗсем гӗрӗслӗхшӗн чунне пама хатӗр, суялӑха чӑтма пултараймаҫҫӗ, вӑйсӑррисене те кӳрентерме памаҫҫӗ. Паттӑрсем мӗн авалтанах пӗтӗм халӑх юратӑвӗпе хисепне тивӗҫнӗ. Анчах хутран-ситрен вӑйлӑ та маттур ҫынсене те пулӑшу кирлӗ. Ун пек чухне малтанхинчен кая мар тепӗр чаплӑ паттӑр ҫуралать.

Улӑп

Пӗррехинче суварсене элес-мелес сӗмсӗр Алтӑркуҫ танӑнать. Вӑл суварсемпе пӗрле вӗсен хӳтӗлевҫипе тӗрекне Улӑпа ҫӗнтерсе хӑйӗн чури туса хума ӗмӗтленнӗ. Улӑп ним шиксӗрех хӑватлӑ та хӑрушӑ Алтӑркуҫа хирӗҫ вилӗмле ҫапӑ-ҫӑва тухать. Акӑ тытӑҫу пуҫланать. Чӑннипех те хӑватлӑ паттӑрсен вӑйне гӳсеймесӗр тавралӑх ахлатса та чӗгресе ҫеҫ тӑрать. Ытла та хӑрушӑ тытӑҫура ӗнтӗ кам ҫӗнтересси те паллӑ мар. Ҫапах та, меллӗ самант тупса, Улӑп Алтӑркуҫа аллисемпе хыттӑн кӑна ытамласа илет. Ҫирӗп алӑ пӑркӑҫланине чӑтаймасӑр Аттӑркуҫ шӑршлӑ сывлӑшне кӑларса ярать те халне пачах ҫухатать. Лӗнчӗр-лӗнчӗрлеинӗ сӗмеӗре Улӑп вара ҫичӗ тинӗс леш еннех ывӑтса ярать.

Пӗр патшалӑхра ӗҫме юрӑхлӑ шыв пӗртен-пӗр кӳлӗре ҫеҫ пулнӑ. Анчах та ҫав кӳлӗре капашсӑр пысӑк та хӑрушӑ ҫӗлен пурӑннӑ. Ана никам та ҫӗнтереймен. Шыв илсе кайма ҫынсене чарман-ха вӑл, тулӗк уншӑн халӑхран кашни уйӑхра таса хӗр пама хушнӑ. Пӑхӑнманнисене, ыттисем нихӑҫан та ан хӑйччӑр тесе, ним шелсӗр хыпса ҫӑтнӑ ирсӗрскер.

Ҫапла нумай вӑхӑт иртнӗ-и, сахал-и, ҫак тӑрӑха никам та курман-пӗлмен пӑхаттир килсе тухать. Вӑл ниме пӑхмасӑр кӳлӗри шыва ӗҫсе киленет. Пӗр шикленмесӗрех ҫыран хӗрринче сӑнчӑрпа кӑкарса хунӑ хӗре ирӗке кӑларать. Питӗ аякран килсе халран кайнипе-тӗр, ҫавӑнтах выртать те ҫывӑрса каять.

Акӑ, часах тавралӑх теме туйнӑн сисчӗвленет. Шыв вӗреме кӗнӗ пекех пӑкӑртатма тытӑнать — халь-халь ҫӗлен тухмалла. Пӑхаттир ним пулман пек ҫывӑрать-ха. Хӗр вӑратма пикенет ҫакна: тӗрткелет, хӑлхинчен туртать, чӗпӗтет, кӑтӑклать, питӗнчен ҫупать, чӑмӑрпа та ҫапса пӑхать. Пӑхаттир хӑнк та тумасть. Ҫӗлен шывран тухса та ҫитнӗ ӗнтӗ: «Этемсем те тавҫӑруллӑ пулма пӗлеҫҫӗ иккен. Пӗрре вырӑнне икӗ парне килсе панӑ!» — тет, шутсӑр хӗпӗртесе. Ҫӑлӑнтӑм иккен тесе ӗненмех пуҫланӑ хӗр пушшех те хурлӑхлӑрах макӑрса ярать. Икӗ куҫӗнчен куҫҫуль шапӑртатать ҫеҫ. Пӗр вӗри куҫҫуль тумламӗ пӑхаттирӗн пит ҫӑмартийӗ ҫине ӳкет. Пӑхаттир гуххӑмрах сиксе тӑрагь те: «Ан хапсӑн, эсремет, пӗрин шӑмми те пырна ларӗ!» — тесе ҫӗлене пӗррех касса пӑрахать.

Пӑлхар

Пӑлхар хули ҫине хӑрушӑ та вӑйлӑ тӑшман гапӑннӑ. Вӑл хулана ҫавӑрса илнӗ те пӗр вӗҫӗмсӗр хупӑрласа тӑнӑ. Пӑлхарсем ҫирӗп тӑнӑ, чӗнмен «хӑнасене» ҫывӑха та яман. Вара вӑрӑ-хурахсен эшкерӗн ертӳҫисем таврари ӑсчахсемпе юмӑҫсене пуҫтараҫҫӗ те хулана мӗнле ҫӗнтермеллине ыйтса вӗсене пӑвӑртма тапратаҫҫӗ. Анчах никамран та нимӗн те пӗлеймеҫҫӗ. Вара чунсӑрскерсем кашни вуннӑмӗш ӑсчаха вӗлерме пуҫлаҫҫӗ. Ҫак шута пӗр чаплӑ юмӑҫӑн ывӑлӗ те лекнӗ. Таврари паллӑ юмӑҫ, ывӑлне сыхласа хӑварас тесе, хӑрушӑ тӑшмана пулӑшма килӗшет. Юмӑҫ вӗрентнӗ пек, ҫар ҫыннисем хире тырӑ сапса тухаҫҫӗ. Ӑна ҫиме вӗҫсе килнӗ кайӑк-кӗшӗке тытса пыраҫҫӗ, кирлӗ чухлӗ пуҫтарӑнсан вӗсен ури ҫумне кӳкӗрт ҫыхса чӗртеҫҫӗ, ирӗке яраҫҫӗ. Мӗскӗн кайӑксен ҫунса каймалла пулнӑ. Анчах вӗсем хӑйсемпе пӗрле аслӑ хулана та вут хыптараҫҫӗ. Пӗр харӑсах унта та кунта вут тухать, асар-писер пушар пуҫланать. Сутӑнчӑклӑхпа мӗскӗнлӗхе пула чаплӑ Пӑлхар хули тӑшман айне пулать.

Вӑрҫӑ тухсан яланах вилӗм иртӗхет. Мӗншӗн тесен вӑрҫӑра ҫар ҫыннисем кӑна мар, ним айӑпсӑр ватӑ-вӗтӗ те шар курать. Вӑхӑтсӑр вилӗм, уйрӑмах ҫамрӑкла вилни, чӑтма ҫук хуйхӑпа нуша илсе килеҫҫӗ.

Чылай тӗпчевҫӗ асамлӑ амазонкӑсемпе сувар хӗрарӑмӗсем хушшинче нумай пӗрпеклӗх кураҫҫӗ. Чи курӑмлӑ пӗрпеклӗх вӑл — сувар хӗрарӑмӗсен тумӗ амазокӑсенни евӗрлӗ пулни. Амазонка сӑмах ама ҫын евӗрлӗ илтӗнет. Сувар юмахӗсенче йӗкӗт-паттӑрсенчен те вӑйлӑрах тата харсӑртарах хӗр-паттӑрсем тӗл пулаҫҫӗ.

Акӑ мӗнле сӑнланӑ маттур пикесене Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ «Улӑп» юмахра: «Вӑл ӗҫ пулнӑ тахҫанах, пӗр пин ҫул пуль каярах. Сувар лекнӗ чурана. Тӑшман хунӗ ҫав тери пулнӑ, теҫҫӗ, чунилли. Вӑл хушнипе Суварра арҫын ача ҫуралсан, вӑрттӑнлӑхра иулмасан, йыт апачӗ пулнӑ, тет. Арсем пӗтсе пынӑ, тет. Ҫав хӑрушӑ вӑхӑтра ҫуралнӑ, тет, пӗр ялта чипер пике Юрекке. Пике ӳссе ҫитсенех чаплӑ ҫар пуҫ пулать, тет. Ун ҫарӗнче хӗр кӑна. Кашнин пулнӑ урхамах. Ҫав ҫар кӗске вӑхӑтрах тӑшмансене аркатса Вӑтам ҫӗр тинӗс хӗррине ҫулне тӑснӑ анӑҫа».

Сувар кӗнекине хӗрлӗ ӗне ҫинӗ

Хӑйсен патшалӑх тытӑмне суварсем шсӗ гашмӗш ҫулсен варрисем тӗлнелле ҫухатнӑ. Вӗсен хӑйсен ҫырулӑхӗ те, вӗренсе аталанмалли йӗрке те, ҫӗршыв управӗн тытӑмӗ те, аталаннӑ наука та, пурнӑҫра питех те кирлӗ ытти нумай-нумай япала та пулнӑ. Анчах та тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑра, пушарсенче, инкек-синкеклӗ самантсенче, тӑшман ҫӗмӗрсе килнӗ тапхӑрсенче ҫаксем пурте пӗтнӗ е ҫухалнӑ. «Сувар кӗнекине хӗрлӗ ӗне ҫинӗ» тенине тӗпчевҫӗсем сувар ҫырулӑхне пушар е вӑрҫӑ пӗтернӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Патшалӑх пӗтнӗ. халӑхӑн пысӑках мар пайӗ ҫеҫ сыхланса юлма пултарнӑ. Ҫапла пӗр чаплӑ йӑхран пӗртен-пӗр хӗрарӑм чӗрӗ юлнӑ. Вӑл хӑйӗн алӑри ачине упӑшки кӗрӗкӗн ҫанни ӑшне хурса, Атӑл шывӗ урлӑ каҫса ҫӑлӑннӑ.

Авалхи вӑхӑтра суварсен ӗмпӳ, эльпуҫ, турхан, мӑрса. пик, алманчӑ тата ытти йышши патшалӑх тӳрисем пулпӑ. Тӗслӗхрен, турхан хальхи вӑхӑтри район шайӗнчи кнеҫ пулнӑ. Вӗсене пӗтӗм халӑхпа суйланӑ. Ватӑлса ҫитнӗ турхан ҫамрӑксене патшалӑх ӗҫне вӗрентсе пурӑннӑ. Чи юлашки турхан сувар ҫӗршывӗшӗн ахӑрсамана ҫитнӗ вӑхӑтра ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Сувар енре Турхан сӑмахпа ҫыхӑннӑ вырӑнсемпе ялсем пур.

Кулленхи

Кашни халӑхӑн ҫипуҫӗ хӑйне евӗрлӗ илемлӗ. Кирек кам та тирпейлӗ те капӑр тумланма ӑнтӑлать. Таса та ҫыпӑҫуллӑ ҫын ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ.

Авал чухне суварсене кӗмӗл тумлӑ халӑх тенӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен ҫипуҫне, тӗрӗ-чӗнтӗрсӗр пуҫне, кӗмӗл тенкӗсемпе те илемлетнӗ. Ҫыннӑн ҫипуҫӗ ҫинче мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пуррине кура вӑл мӗн таран ҫителӗклӗ пурӑннине пӗлнӗ. Мӗн тӑхӑннине, мӗн тӗслӗ, епле тӗрӗ-чӗнтӗрпе илемлетнине шута илсе ҫын хӑш енчисем — тури е анатри — иккенне чухлама пулнӑ.

Сувар: «Ҫамрӑк ӗмӗр пӗрре килет, выляса-кулса юлар!» — тесе юрлагь. Ҫамрӑксем ӗҫрен пушӑ чухне ҫеҫ мар, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче те каҫсерен ял хӗррине вӑййа тухнӑ. Вӑйӑ-кулӑ, юрӑ-ташӑ вӑхӑтӗнче ҫыннӑн кӑмӑлне, вӑй-халне, мӗне пултарнине курса пӗлме пулать. Кунта яш-кӗрӗм хӑйне валли мӑшӑр пулассине куҫ хывса хурать.

Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче темӗн чухлӗ вылясан та, виҫ-тӑват сехет ҫывӑрса илнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксем аслисемпе пӗрле тӑрса каллех ӗҫе пикеннӗ. Ӗҫчен те ӑста этем халӑхра яланах хисеплӗ, сумлӑ.

Кам ҫамрӑк пулман-ши, кам юратса курман-ши! Вӑхӑчӗ ҫитсен кирек кам та юрату тыткӑн-не лекмесӗр иртеймест. Юрату хӑвачӗ ҫунатлантарать, вӑй хушать. Ҫав асамлӑ хӑвата пула этем илемленет, тӗрекленет, тӗлӗнмелле чаплӑ ӗҫсем тума, паттӑрлӑх кӑтартма пултарать. Юратакан ҫын ун пек чухне чӑтма ҫук йывӑрлӑхсене те ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерет. Юратура ҫуралнӑ ача сывлӑхлӑ, илемлӗ, телейлӗ пулать. Тӗлӗнмелле хӑват вӑл — юрату.

Анчах та юрату хӑвачӗпе асӑрхануллӑ пулмалла. Пуҫа ҫухатсан унӑн кӑварӗ ҫунтарса илме те пултарать. Ҫакнашкал та пулать вӗт: эсӗ юрататӑн та — сана асӑрхамаҫҫӗ, е сана килӗштереҫҫӗ те — анчах хӑвна урӑххи илӗртет. Ҫавӑниа та хӑшӗ-пӗри телейсӗр юратура шар курса ҫак туйӑма сивлеме иӑхать.

Авалхи вӑхӑтра пӗр йӗкӗт аякри ялтан хӑй савнине лаша ҫине лартса качча илсе килет. Анчах кӗвӗҫ ҫынсем ҫак хӗр ҫинчен усал сӑмах сараҫҫӗ: имӗш вӑл ӗҫлеме те юратмасть, алли те ҫыпӑҫуллӑ мар. Йӗкӗт хапхи умне ҫитнӗ ҫамрӑксем ҫакна илтсен питех те хытӑ гӗлӗнеҫҫӗ. Анчах та хӗр майне тупать. Вӑл лаша ҫинчен анмасӑрах тӗрӗ тӗрлесе кӑтартать. Тӗрри пит кӑткӑсах мар, анчах та унӑн икӗ енӗ те пӗр пек пулнӑ. Чи тӗлӗнмелли — тӗрӗ вӑрттӑнлӑхне ҫак ялта никам та пӗлмен. Хӗре ним сӑлтавсӑрах хур кӳме хӑтланнине сиснӗ каччӑн амӑшӗ калать: «Енчен те ку тӗрре ялӗпе те тума пӗлмеҫҫӗ пулсан... Ҫын пӗлмен тӗрӗ тӗрлеме пултаракан хӗр ӗҫе хӑнӑхмасӑрах ҫитӗнмен ӗнтӗ, вӑл пысӑк ӑста. Пире шӑпах ҫакнашкал ӑста кин кирлӗ.»

Иккӗшин хушшинче килӗшӳ пулсан, йӗкӗт хӗр патне хӑтана ярать. Ку вӑл йӑлана кӗрсе ҫирӗпленнӗ йӗрке. Суварсен хушшинче хӗр вӑрласси те, сайра хутра ҫеҫ пулин те, пулкаланӑ. Унӑн сӑлтавӗсем чылай. Калӑпӑр, ҫамрӑксем пӗр-пӗрне кӑмӑллаҫҫӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗсем хирӗҫ. Хӗр вӑрласан, хӑтана ярса хака ларакан ӗҫкӗ-ҫикӗ туса килӗшесси пӗтет. Е тата хӗрӗ «тӗрӗс тӑватӑп-ши» тесе иккӗленет. Ун пек чухне каллех йӗкӗтӗн харсӑртарах пулма тивет.

Чагшӑ, ятлӑ хӗре кам ӑмсанмӗ-ши. Унашкаллисене вӑрлас хӑрушлӑх питӗ пысӑк пулнӑ. Йӗкӗчӗ ҫумӗнчен вӑйпа илсе кайнине те калаҫҫӗ. Вӑрланӑ хӗре каялла тавӑрсан, вӑл урӑх качча каяймасса та пултарнӑ. Ялта пурӑнакан ҫынсем пурте пӗр-пӗрне курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Пӗрре ят кайсан, чунтан юратакан савни сивӗнсен, лайӑх йӗкӗте качча тухма ҫукпа пӗрех.

Хӗрне кӑларсан туй тӑвассине вӑраха яман, ҫывӑх вӑхӑтрах ирттерме тӑрӑшнӑ. Ӑмсанакансем е кӗвӗҫекенсем сӑмах сарса сивӗтесрен шикленнӗ.

Паллах, этем кирек кам та сӑмахласси пулать. Суварсен хӗрарӑм пирки «Ик хӗрарӑм пӗр пасар, виҫ хӗрарӑм — ярмӑркка» тесси пур. Арҫынсем пирки «Виҫӗ арҫын — пӗр урам» теҫҫӗ.

Мӑнуксем ачасенчен пылакрах теҫҫӗ. Паллах, ку вӑл ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачи-пӑчине сахалрах юратнине пӗлтермест. Хӑйӗн ачисем ӳснӗ чухне — этем вӑйпитти тапхӑрӗнче. Унӑн ӗҫре тӑрӑшса вӑй хумалла. Ҫине тӑрса ӗҫлесе ура ҫине тӑмалла, ҫемье валли тупра тумалла, пурнӑҫа аталантармалла. Ҫавӑн пирки унӑн ачисемпе ларма вӑхӑчӗ сахалрах. Этем хӑй аслашшӗ-асламӑшӗ пулса тӑнӑ вӑхӑталла пурнӑҫа ӑнтарнӑ ӗнтӗ, пурлӑхӗ те ҫигелӗклӗ, ӗҫре те ят-сумне тивӗҫме ӗлкӗрнӗ. Чылайӑшӗ мӑнуксем ҫуралнӑ вӑхӑталла ӗҫе ҫӳреме пӑрахса пенсие кайма та ӗлкӗрет. Ҫак сӑлтавсене пулах ваттисен мӑнуксемпе хутшӑнма вӑхӑтпа чылай. Хӑйсен ачисем ӳснӗ чух ӗлкӗрейменнине вӗсем халь мӑнуксене пӑхса киленеҫҫӗ.

Пил пани

Сувар ашшӗ-амӑшне, ытти кирек кам ваттине те сума сунӑ. Вӑл ват ҫынна кӳрентересрен шикленнӗ. Мӗншӗн тесен ват ҫынна кӳрентерекен пурнӑҫра ыр курайман, кун-ҫулне ӑнтарайман. Пил илеймен ҫын хирти тӑр-пӗччен черчен йывӑҫ пек ним хӳтлӗхсӗр тӑрса юлать. Ял-йышра та унашкал ҫын хисепсӗр. Ваттисен пилне илме тивӗҫлисем пархатарлӑ. Вӗсен пилӗпе пӗрле санра пӗтӗм йӑх, тӑван ҫӗрпе шыв вӑй-хӑвачӗ пулать. Ҫакнашкал йӑла-йӗркепе пурӑнать сувар, ӗмӗтленет, малашлӑха тимлет.

Этем ĕмĕрĕ

Пер ӗмӗр тӑршшӗ 100 ҫул чухлӗ. Ку вӑл пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ виҫе. Ӗмӗр тӑршшӗне ытахальтен ҫакӑн чухлӗ палӑртса хуман, лаша е вӑкӑр мӗн чул пурӑннине мар. паллах — хӑйсем миҫе ҫул пурӑннине тӗпе хунӑ ҫынсем. Ахӑртнех, уйӑх, ҫулталӑк йӗркисене ҫирӗплетнӗ вӑхӑтсенче этемӗн вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 100 ҫул пулнӑ.

Ӗлӗк те пулнӑ, хальхи вӑхӑтра та 100 ҫул е ытларах та пурӑнакансем пур. Ку вӑл — миҫе ҫул пурӑнасси — нумай сӑлтавран килет. Калӑпӑр, мӗнле сывлӑхпа ҫуралнӑ, йӑх-несӗлсем йывӑр чирсемпе нушаланман-и, мӗнле ырлӑх-хурлӑхра пурӑннӑ, мӗнле ӗҫ ӗҫлесе ирттернӗ кун-ҫула тата ытти те.

Статистикӑна ӗненсен, Раҫҫейре вӑтам арҫын пенсие кайсан нумаях та пурӑнаймасть, хӗрарӑм вара чӑтӑмлӑрах, 70-80 ҫулсене ҫитет. Ҫак кӑтартусем кашни ҫӗршывра тӗрлӗрен — ӑҫта ытларах, ӑҫта сахалтарах. Эпир, суварсем, Раҫҫейри вӑтам кӑтартусене ҫывӑхарах тӑратпӑр.

Пурнӑҫӑмӑрта эпир чи ҫывӑх тӑвансемпе, атте-аннепе, ачамӑрсемпе юнашар пурӑнатпӑр. Тӗслӗх вырӑнне чи лайӑх условисене илӗпӗр. Вӑрҫӑ-харҫӑ тухмасан, чир-чӗр сарӑмсӑр татмасан, инкек-синкек вӑхӑтсӑр пӗтерсе хумасан, — этем пурнӑҫ тӑршшӗпе (хӑйне те шутласан) чи ҫывӑх тӑванӗсен ҫичӗ сыпӑкне курать. Хальхи этем пурнӑҫ тӑршшӗне 100 ҫулпа мар, 80 ҫулпа шутлӑпӑр. Кашни сыпӑкри ҫыннӑн йӑхне малалла тӑсакан ачи хӑй 25 ҫулта чухне ҫуралнӑ тесе илӗпӗр. Эпӗ хамӑн мӑн асаттене 5 ҫулта чухне курса юлнӑ пулать. Асаттепе пӗрле 30 ҫул, аттепе пӗрле 55 ҫул пурӑнатӑп. Хам 80 ҫул, ачампа пӗр вӑхӑтра 55 ҫул, мӑнукпа — 30 ҫул пурӑнӑпӑр. Иккӗмӗш сыпӑкри мӑнука (мӑнукӑн ачине) 5 ҫулхине курса юлатӑп. Енчен те этемӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗне 100 ҫул илнӗ пулсан, ҫын тӑхӑр сыпӑк таранччен курнӑ пулӗччӗ хӑйӗн тӑванӗсене. Суварсем: ҫичӗ сыпӑк хыҫҫӑн — ҫичӗ ют, теҫҫӗ. Ҫапах та ҫакӑ вӑл тӳрӗрен пыракан тӑвансене тивмест пулмалла. Ӑнланмалла ӗнтӗ, ку вӑл ытарлӑн илсе шутлани ҫеҫ. Пурнӑҫра вара пӗрре те эпир тӑвас тенӗ пек пулса пымасть. Тӗслӗхрен: эпӗ мӑн асаттене курса ӗлкӗреймен, асатте вӑрҫӑра вилнӗ. Ун вырӑнне мӑн кукамай эпӗ чӗрӗк ӗмӗрсене ҫитнӗ чухне те аван пурӑнатчӗ.

Пурнӑҫра хӑвӑн вырӑнна шыранӑ чух, вӑй илсе ура ҫине ҫирӗи тӑриччен атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай юнашар пулни мӗнле аванччӗ. Ҫавӑн пекех хӑвӑн ачусемпе мӑнукусем пурнӑҫа ӑнтарнине курса, кирлӗ чух пулӑшса тӑрсан мӗн тери шеп пулмалла. Хӑйӗн тӗпренчӗкӗсене ашшӗ-амӑшӗнчен ытларах кам юраттӑр-ха.

 

Пурнăç йĕрки

3 ҫула ҫитиччен кӑкӑр ӗмӗртнӗ. Алӑри ача — ҫӗнӗрен ача иличчен, виҫӗ ҫула ҫитиччен. Ачан чӗлхи салтӑнсан — ҫын шутланнӑ. Ачана тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхлӑ ҫитӗнтермелле. Вӑл мӗнле ҫын пуласси ӑна пӑхаканӗсенчен килет.

6 ҫул — ачалӑх. Майӗпен ӗҫе хутшӑнтарма пуҫлаҫҫӗ. Шкула кайма хатӗрленет. Ывӑл ачи мӑлатук-пуртӑ тытса аппаланкалама пуҫласан ашшӗ: «Эй-эй, алӑран пуртӑ кайрӗ, арҫын ӗҫӗсене ман вырӑна ывӑл тума пуҫларӗ иккен,» — тет ытарлӑн.

12 ҫул — ҫур ҫын. Ылмашулӑх. Аванмарланакан, намӑсланакан пулнӑ ачана: «Шӑршланнӑ иккен, сухан шӑрши кӗнӗ», — теҫҫӗ. Ачапча ӳссе пырать, унпа пӗрлех хуйхи-суйхи те пысӑкланать. Пӗчӗк чух пӗр пӗчӗк хуйхӑ, ҫитӗнсен пысӑк (ҫӗр) хуйхӑ.

Ача-пӑча аслисемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫласан: «Эй, кӑна куршанак ҫыпӑҫнӑ иккен», — теҫҫӗ. Ӗҫрен пӑрӑнса пӗчӗк ачасемпе выляса ҫӳрекене: «Э-э, ханттар, мӗн пысӑкӑш пулнӑ, вӑй кӗнӗ, ӗҫе хӑнӑхасчӗ», — теҫҫӗ.

«Уссе ҫитет, сарлакӑшне сарӑлтӑр,» — теҫҫӗ аслисем ачисене ӗҫлеме ирхине иртерех ҫине тӑрсах вӑратса. Ытти чухне ир ҫинче нумай ҫывӑракан ҫамрӑк ача вӑрансан: «Ай-уй, ҫывӑра-ҫывӑра мӗн пысӑкӑш пулса кайнӑ!» — теҫҫӗ.

Ҫамрӑк чух, вунҫиччӗре чух... Салтака кайма ҫул ҫитеймен-ха, ҫитӗннисен шутне кӗреймен. Сывлӑх пур. Халӑх умӗнче явап тытасси тулли мар-ха. Ачалӑхпа ҫитӗннӗ пурнӑҫ хушшинчи чикӗ.

18 ҫул — пиҫсе ҫитет. Яшлӑх-хӗрупраҫлӑх. Арҫын ачана ҫӗлӗкпе персен ӳкмерӗ пулсан, ӑна авлантарма юрать.

Савни — юратнӑ хӗр; варли — ҫураҫнӑ хӗр; суйпикеҫ — йӑпанмӑш хӗр. Илемли — пӑхса савӑнма, ӑсли — пурнӑҫ пурӑнма.

24 ҫул — мӑшӑрланнӑ вӑхӑт. Авланмасӑр айванлӑх пӗтмест. Авланнӑ чух пурте пуян. Ҫитӗннӗ хӗр икӗ ҫуртра пурӑнать: паян вӑл ашшӗ-амӑш патӗнче, ыран — таҫта.

Пӗрремӗш арӑм Турӑран; иккӗмӗшӗ — инкекрен, нушаран; виҫҫӗмӗшӗ — шуйттанран. Пӗрремӗш арӑм чугунран, иккӗмӗшӗ — чӳлмекрен, виҫҫӗмӗшӗ — кӗленчерен. Малтанхи арӑм — мул усрама, кайранхи — чун усрама.

Ҫичӗ хӗр паракан юра ернӗ, ҫичӗ ывӑл авлантаракан ҫӗрме пуян пулнӑ.

Арҫын ватӑлмасть, хӗрӗн качча тухма васкамалла.

Пуян хӗрне качча илсен, ӗмӗр тӑршшӗпе ӑна пӑхас пулать. Чухӑнрах ҫемьерен хӗр илсен, вӑл хӑй сана пӑхса пурӑнӗ. Ҫемьере килӗшӳ пултӑр тесен хӗрпе йӗкӗтӗн ашшӗ-амӑшӗсен ытлӑ-ҫитлӗхӗ пӗр шайра пулни лайӑхрах.

Тин кӑна качча пынӑ арӑма ача тӑвиччен «ҫӗнӗ ҫын» е «кӗҫӗн ҫын» теҫҫӗ. Качча кайсан кача пӳрне кӗскелет, ача тусан вӑта пӳрне кӗскелет. Хӑв ача ҫуратсан ҫеҫ аҫу-аннӳне ӑнланма пуҫлатӑн.

Вӑтӑр ҫулччен ҫитӗнеймесен, аллӑ ҫулччен авланаймастӑн. Арӑм илни пурлӑх пухассин пуҫламӑшӗ.

30 ҫул — ҫемье пысӑкланнӑ вӑхӑт. Кашни ача ҫуратмассерен хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чакать, вӑл ачисем ҫине каять. Хӗрарӑм кашни ача ҫуратмассерен вилсе чӗрӗлет. Ача ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра хӗрарӑм вутлӑ кӗпе тӑхӑнать. Пӗр ача — ҫук ача, икӗ ача — ҫур ача, виҫӗ ача — пӗр ача. Арҫын хӑй пурнӑҫӗнче ывӑл ҫитӗнтермелле, ҫурт лартмалла, йывӑҫ ӳстермелле тата пусӑ чавмалла. Арӑмӗпе упӑшки хирӗҫни шывпа хӑйӑр пӑтратни. Арпа арӑмӑн пӗр ҫын пек пурӑнмалла. Иывӑр ӗҫе арҫын тӑрать, питӗ йывӑр ӗҫ пулсан — ун ҫумне хӗрарӑм тӑрать.

Суварсен хӗр ачисем 6-7 ҫултанах тӗрӗ тӗрлеме пуҫланӑ. Асламӑшсем, амӑшӗсем вӗрентекеннисем пулнӑ. Качча кайсан тӗрлемен, пир тунӑ.

36 ҫул — ҫурт-йӗр лартнӑ вӑхӑт. Ҫамрӑк арҫын уйрӑлса тухса хӑй ҫурт лартсан чӑн-чӑн арҫын шутланнӑ. Ҫак вӑхӑта ҫитиччен хӑйне кӑтартаймарӗ пулсан унран нимӗн те ан кӗт.

42 ҫул — тулӑх вӑхӑт. «Вӑйпитти» теҫҫӗ вӑй кӗрсе ҫитнӗ, сывлӑхлӑ, вӑтам ҫулсенчи ҫынна. Ашшӗ-амӑшӗн вӑйӗ ачисенче, вӗсем ҫавӑнпа хӑватлӑ.

48 ҫул — ҫемье вакланнӑ вӑхӑт. Асатте-асанне пулма хатӗрленмелле.

54 ҫул — пурлӑх саланнӑ вӑхӑт. Арҫын аллӑран иртсен каялла, хӗрарӑм — хӗрӗхрен.

60 ҫул — тулли ӗмӗр чикки. Ахальтен мар ӗнтӗ ват ҫынсем те: «Хам ватӑ пулин те, чунпа ҫамрӑк», — теҫҫӗ.

66 ҫул — сывлӑх чакнӑ вӑхӑт. «Пенсие ахальтен памаҫҫӗ ҫав,» — тет ватлӑха туйса илнӗ ҫын. Ытла вӑл териех ватӑ мар арҫын ял халӑхӗн ӗҫне хутшӑнать, карчӑк кил хушшинче кӑштӑртатать.

72 ҫул — ватта тухнӑ вӑхӑт. Ватти ҫук та латти ҫук. Ватта хисепле, ху та ватӑ пулӑн. Ватӑ ҫын ӑсӗ — тӑватӑ ҫын ӑсӗ. Ватта пӑхакан выҫӑ ҫӳремен, лашана пӑхакан ҫуран ҫӳремен. тет.

78 ҫул — кил хуралҫи вӑхӑчӗ. Асатте кил хушши тытать, асанне — пӳрт ӑшши. Ват ҫын пӗр пӗремӗк парсан та савӑнать, ӑна нимӗн те кирлӗ мар (хисеп туни паха). Ватӑлнӑ ҫемье пуҫӗ килте хуҫа пулма ывӑлне пиллет: «Ман ӗнтӗ ачамсен уссине курма кӑна. Ывӑлсене авлантарса, уйӑрса кӑларса ура ҫине тӑратрӑм, хӗрсене качча парса ҫемьеллӗ пулчӗҫ, сана акӑ карчӑкпа хама астума тӗпе хӑвартӑм».

Ӗнтӗ килте хуҫа ҫамрӑкки: вӑл пухӑва тухать, килте ӑна-куна пуҫтарать, хӑй ҫумӗнче ӳснӗ-ҫитӗннӗ ачисене вӗрентет. Ватӑ виличчен кил пуҫӗ, кирек епле пулсан та, ватти хисепленет. Вӑл вилсен тин чӑн хуҫа ывӑлӗ пулать хайхи. Ватӑ пур чухне — вӑл канашне параканни, вӑл ӑна-кӑна хисеплештерекенни, вӑл ятлаканни, вӑл вӗрентекенни. Ватӑ пурри киле питех те илем кӳрет.

84 ҫул — хисепрен тухнӑ вӑхӑт. Ват ҫынна та ача пекех тӗрӗс-тӗкел пӑхмалла, упрамалла. Анчах ват ҫын пӗчӗк ачана ҫаврӑнать теҫҫӗ. Пӗчӗк ача чап-хисепе туйса-чӑтса курман та, вӑл нимӗн те ҫухатмасть. Ача вӑл япаласене пӗлсе, вӗренсе ҫеҫ пырать-ха. Ватӑ ҫын хӑйне кӳрентернине йывӑрпа чӑтса ирттерет. Вӑйпитти чухнехи хисеп, чап чакса, ҫука юлса пырать. Ӑна хӑйне ҫителӗклӗ чухлӗ хисеплемеҫҫӗ, юратмаҫҫӗ пек туйӑнать ахӑр.

Ваттисем пил памасан ҫамрӑккисем ыр курса пурӑнаймаҫҫӗ. Атте-анне пур чухне усал-хаяр ҫӗнеймест.

90 ҫул — ача-пӑча ӑсне тухнӑ вӑхӑт. Ваттисем чылай чухне шӳтлесе: «Эпӗ хӑр тӑлӑх та ҫак ҫут тӗнчере, манӑн атте те ҫук, анне те ҫук,» — теҫҫӗ.

96 ҫул — ҫын куҫӗнчен пӑхнӑ вӑхӑт. Ват ҫын: «Пӗр хӗл каҫиччен виҫӗ ҫу каҫӑттӑм», — тет.

Пӗр ватӑ ҫын ачисемпе пурӑннӑ. Йӳтеме пуҫланӑ пирки ӑна пӑхма ҫав тери кансӗр пулнӑ. Йӑлӑхса ҫитнӗ ывӑлӗ час-часах: «Ҫуна ҫине лартатӑп та тарӑн вара кайса пӑрахатӑп-ха», — тенӗ.

Пӗррехинче ҫак ҫемьери пӗчӗк ывӑл ача шакмаксемпе тем аппаланса ларнӑ. Ашшӗ кун патне пынӑ та: «Мӗн тӑватӑн-ха, ачам.» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Ватӑлсан сана тарӑн вара кайса пӑрахмалли ҫуна тӑватӑп», — тенӗ.

102 ҫул — вырӑн ҫинчен тӑрайман вӑхӑт. Шутлӑ кунӗсем шутланса ҫите пуҫласан вӑл авалхи сувар йӑлипе ывӑлне пуҫ вӗҫне чӗнсе илет те, икӗ аллине ачин пуҫӗ ҫиие хурса ҫапла пехиллесе хӑварать:

— Ывӑлӑм! Ӗнтӗ эпӗ хамӑн пурнӑҫ кӗнекине вуласа тухатӑ п пуль...

Вилме патне ҫитнӗ ват ҫынран каҫару ыйтаҫҫӗ, ватти хӑй те ыйтать. Ҫамрӑкки маларах ыйтсан лайӑхрах теҫҫӗ.

Ҫуртра ҫурт хуҫи вилсен ачи-пӑчи, кинӗ-керӳшӗ унран: «Ҫуртри телее хупа пӗрле илсе ан кай, пире парса хӑвар», — тесе тупӑка пӳртрен ршсе тухиччен ыйтса юлать.

Ачалӑх

Ачалӑх — чи илемлӗ те таса вӑхӑт. Атте-анне, ҫывӑх тӑвансен юратӑвне туятӑн. Пурте ачашлаҫҫӗ, выляҫҫӗ санпа, ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ. Пӗртен-пӗр ача, е ҫемьери чи малтанхи ача (мӑнук) пулсан пушшех те киленеҫҫӗ унпа аслисем. Кӗҫӗн ачана вара мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе ҫепӗҫлӗхпе упраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗсемсӗр пуҫне тата пиччӗшӗ-аппӑшӗсен юратӑвӗ хушӑнать-ҫке-ха кӗҫӗннисен ҫумне.

Пӗчӗк ача ытла та илемлӗ. Ӑна юратмасӑр майӗ те ҫук. Ҫуралсанах илемлӗ мар-ха, ытларах ват ҫынна аса илтерет вӑл. Пӗрер уйӑхран, этем тӗсӗ кӗрсен вара ачана ытарма та ҫук. Кирек камӑн та ача ҫине пӑхсан кӑкӑрӗнче ӑшӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Ӑна тытса пӑхас, ачашлас килет. Тӑвансем, паллакансем сан ачупа выляса пӑхмасӑр пулмасть. Ача тесен хӗрарӑм каҫсах каять вара.

Ача-пӑчана ӑнсӑртран кӳрентересси е ятарласа вӑрҫасси пулать. Ҫавсене ача манма, ҫийӗнчех каҫарма пултарать. Тепӗр самантранах унпа ним пулман пек калаҫма пулать.

Этем ачи кӑна мар, ытти чӗрӗ чунсен ҫурисем, чӗпписем те ытармалла мар илемлӗ пулаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗ ҫапла хитре тӑвать-ши чун тӗпренчӗкӗсене? Е ҫуратакансем пӑхчӑр тесе ытарайми тунӑ-ши Турӑ чӗрӗ чунсен ачисене?

Калӑпӑр, ансӑр сукмакпа тинтерех утма вӗреннӗ ача таплаттарса пырать. Тарават ҫынсем пирки каламӑпӑр та, темле киревсӗр этем те ачана хур кӳрес мар тесе асӑрханса пысӑк ҫаврӑм туса пӑрӑнса иртет.

Ача-пӑчан пурнӑҫри нушисем те иртсе кайманнисем ҫук е питех ҫапса хуҫаканнисем мар. Атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай пур. Хырӑм тутӑ, тумтир питӗ, ӑҫта пурӑнмалли пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар. Кулянмалли те, калӑпӑр, ашшӗ-амӑшӗ кӳршӗ ачинни пек илемлӗ тетте е чаплӑ велосипед илсе паманни ҫеҫ.

Ҫитӗннисем — кирек кам та — ачалӑха лайӑхпа аса илеҫҫӗ. Кайран мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе ача чух мӗн курса вӗреннипе танлаштарса пурӑнаҫҫӗ. Пурнӑҫ вӑл мӗн ҫуралсан, куллен-кун вӑй илсе пырса хӑвӑртран хӑвӑрт иртме пуҫлать. Пӗчӗккӗ чух вӑхӑт майӗпен шунӑн туйӑнать.

Ача-пӑчан часрах ҫитӗнес килет. Ҫирӗм-вӑтӑр урлӑ каҫсан вара этемӗн ҫамрӑкрах пулас, ҫулсене сахалтарах тӑвас килет. Ҫитӗнерехпе вӑхӑт иртнине сисместӗн ҫав. Малашлӑхра ҫамрӑк этеме пурнӑҫ хура-шурӗ те, йӳҫҫи-пылакӗ те, хытти-ҫемҫи те кӗтет. Ҫухалса ҫеҫ каймалла мар.

Ҫамрӑклӑх

Ҫамрӑклӑх хӗрӳллӗ те ырӑ тапхӑр. Сывлӑх пур, пуласлӑх ҫутӑ, чӑтма ҫук пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пуҫа пусарса тӑмаҫҫӗ-ха. Емӗрӗпех ҫапла пулассӑн туйӑнать ҫамрӑка. Ҫак вӑхӑтра ача-пӑча картинчен тухса ҫитӗннисен шутне кӗрет этем. Кӗлеткепе те, вӑй-халпа та, ӑс-тӑнпа та аслисемпе танлашать ҫамрӑк ҫын. Ӑна аслисем хӑйсен ретне кӗртеҫҫӗ, унӑн шухӑшне те шута илме пуҫлаҫҫӗ.

Этем ӳсӗвӗн кашни тапхӑрӗн хӑйӗн лайӑх енӗсемпе ҫитменлӗхӗсем пур. Кам мӗне юратать. Пӗри ӗмӗр тӑршшӗпех чунра ача юлать. Тепри ача чухнех хӑйне ват ҫын пек (ӑслӑ-тӑнлӑ) тытать. Ҫав пахалӑхсене кура вара этем пурнӑҫа та хӑйне килӗшнӗ пек ҫавӑрать, ӑнтарать.

Хӗрпе йӗкӗт хушшинчи хутшӑну чи тасисенчен пӗри. Эпир пурте вун ҫиччӗре пулса курнӑ, е пулса куратпӑр. Ҫуркунне, пӗрремӗш юрату, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ҫав асамлӑ туйӑма халалласа сӑвӑ ҫырнисем... Кам тӳссе ирттермен-ши ҫав вӑхӑтсене. Ҫамрӑк чух этемре чи ҫепӗҫ те хӑватлӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Вӗсем таса, черчен те хӗрӳллӗ. Анчах кӗвӗҫӳ,

ӑмсану, курайманлӑх туйӑмӗсем те аякрах ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсем ҫӗлен пек систермесӗр шӑвӑнса кӗрсе мӗнпур тасине, хитрине аркатма пултараҫҫӗ. Вара ӑнланманни, куҫҫулӗ, ҫухату, ырату та кӗттерсе тӑмасть.

Юрату кӑварӗ сиплесе вӑй-хӑват пама та, ун тыткӑнне лексен ҫунтарса кӗллентерме те пултарать. Пурнӑҫра ун пек те, кун пек те пулать, ҫамрӑклӑх ҫавӑнпа илемлӗ те. Ҫамрӑка йӑнӑшма юрать, ватӑлсан йӑнӑшни килӗшмест.

Ҫамрӑклӑх, хӗрпе йӗкӗт пӗр-пӗрне юратни — ӗмӗрех асра юлакан илӗртӳллӗ вӑхӑт. Ун пирки каланисем кашни халӑхӑнах нумай. Творчество ҫыннисемшӗн ҫак тапхӑр иксӗлми уҫлӑх. Мӗн чухлӗ каланӑ, ҫырнӑ, кӗвӗленӗ ҫамрӑклӑх пирки, пурпӗрех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ҫак ыйтӑва хускатаҫҫӗ, тишкереҫҫӗ, сӑнарлаҫҫӗ. Вӑл нихӑҫан та кивелми, йӑлӑхтарми тема.

Арҫынпа хӗрарӑм

Этеме, ытти чӗрӗ чунсемпе танлаштарсан, тӗнчене пултарнӑ Турӑ ытарса пӗтермелле мар тӗлӗнмелле тунӑ. Сывӑ, ҫутҫанталӑкпа килӗшсе пурӑнакан ҫын ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ. Ҫынсем ҫӗр ҫине ҫав тери хитре ҫуралса килеҫҫӗ. Этем хитрелӗхне художниксем, скульпторсем курӑмлӑ калӑплаҫҫӗ, ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем кӗвӗпе те сӑмахпа ытарласа сӑнлаҫҫӗ. Ытла та илемлӗҫке этем! Ӑна Турӑ хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ тунӑ та-ха, урӑхла епле пултӑр. Илемлӗ маррисем, чипер маррисем... Эпир хамӑр нӗрсӗрлӗхе, апшурлӑха, мӑнкӑмӑллӑхпа ӑмсанулӑха, этемре тӗл пулакан ытти ҫитменлӗхсене кура ҫапла хитре мар пулатпӑр ахӑр.

Турӑ пултарнӑ ӗҫсем ытла та тӗлӗнмелле. Этемлӗхе икӗ пая уйӑрнӑ: ар тата ама. Уйӑрман пулсан — мӗн тери кичем пулатчӗ тӗнчере. Халӗ вара арҫынсем хӗрарӑм патне, хӗрарӑмсем арҫын патне туртӑнаҫҫӗ. Пире пӗр-пӗринпе пӗрлешсе ырӑ курмалла тунӑ. Арҫын хӗрарӑма килӗшес, унӑн кӑмӑлне хӑй енне ҫавӑрас тесе темӗн те тума хатӗр. Этемлӗх историйӗнче ҫак тӗлӗшпе ахаль чух шутласа кӑларма та ҫук паттӑрлӑх кӑтартнисем, хирӗҫӳсем, унтан та ытларах, вӑрҫӑ тухнисем те паллӑ. Чипер Еленӑшӑн грексем Троя хулине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хӗрарӑмсем арҫына килӗшес тесе чиперленес тӗлӗшпе мӗн кӑна шутласа кӑларман-ши тата. Ҫапла, ҫапла, вӗсене пурне те арсемшӗн шутласа тупнӑ. Арҫын куҫпа юратать-ҫке-ха. Тутисене хӗретеҫҫӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене хуратаҫҫӗ, пӗркеленчӗксем ан пулччӑр тесе кремсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хӗрарӑма Турӑ арҫыншӑнах чӑтмалла мар хитре туса янӑ. Мухтава тивӗҫлӗ нумай ар хӗрарӑм чиперлӗхне пула пуҫне ҫухатнӑ. «Саншӑн вилме хатӗр» тесе каланисем чылай чухне пурнӑҫланнисем пӗтӗм тӗнчешӗн паллӑ. Аякка каймастпӑр. Хӗрӗсем: «Мана эс манса кай, эпӗ качча тухрӑм», — тесе ҫыру ҫырса ярсан салтакри ачасем хӑйсен ирӗкӗпе пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнине илткелетпӗр. Мӗн тӑвас тетӗн, ар вӑл этемлӗхӗн вӑйлӑ, хӑватлӑ ҫур пайӗ пулин те, тепӗр ҫур пайне черчен, ачаш, илемлӗ хӗрарӑма пӑхӑнать. Тен, хӗрарӑмсем арҫынсенчен те чӑтӑмлӑрах тени — чӑн сӑмах.

Этем кӗлеткине тӗлӗнмелле ӑнӑҫлӑ пултарнӑ. Икӗ ураллӑ ҫеҫ пулин те, вӑл ӳкмест. Укме кӑна мар-ха, тем тӗрлӗ хусканусем тума, тӗлӗнмелле авкаланма пултарать. Ятарласа хӑнӑхнӑ акробатсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнине ҫӑвар карса пӑхасси ҫеҫ юлать. Этем кӗлетки мышцӑпа шӑмӑран мар, резинӑран тӑрать пулӗ тесе шутласа илетӗн.

Ҫамрӑк чухне пурте тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ те хитре эпир. Пӗвӗмӗрти мӑкӑрӑлчӑксемпе путӑксем пӗр-пӗринпе ылмашӑнса выляса ытармалла мар кӗлетке туса хураҫҫӗ. Арпа амана пӗр-пӗрне илӗртмешкӗнех чипер кӗлетке панӑ Турӑ.

Этем хусканӑвне, уттине пӑхса вӑл мӗнле ҫын иккенне тӗшмӗртме пулать. Хӑй кӑмӑл-туйӑмне ҫын ташланӑ чух уйрӑмах лайӑх палӑртать. Унӑн вӗрилӗхӗ, ӑсталӑхӗ, вӑй-халӗ ҫавӑн чух алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать.

Этемлӗх икӗ пайран, арпа амаран тӑрать терӗмӗр. Библи тӑрӑх, Турӑ Евӑна, ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш амана, Адамӑн, Ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш арӑн, кӗлеткинчи аяк пӗрчине кӑларса илсе ӑсталанӑ. Чун, аҫапа ама пӗр кӗлеткере пулнӑ. Авалхи грексен Зевс турри те этеме икӗ пая. аҫа хӑй уйрӑм, ама хӑй уйрӑм ҫын туса пайласа ярать. Вӑйпа уйӑрнӑ пирки аҫапа ама яланах пӗр-пӗрин патне туртӑнаҫҫӗ. Вӗсем каллех пӗрлешсе каясшӑн. Пӗр чун, пӗр кӗлетке пулса каяймаҫҫӗ пулин те, ҫав туртӑмран киленӗҫлӗх туйӑмне астивеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра, Ҫӗр ҫинче иатриархат пулнине кура, арҫын хӑй хӗрарӑм патне туртӑннине ытла пытарсах тӑмасть. Хӗрарӑм вара ытларах чух пӗр-пӗр ар хӑйпе интересленессе кӗтет. Пӗр-пӗрне килӗштерсен туслӑх, каярах юрату та пуҫланса каять. Хӗр те харсӑрланса йӗкӗте хӑй майлӑ ҫавӑрма пултарать.

Ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннӑн тепӗр ҫур пайӗ пур. Арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен чӑн ҫуррине тупнӑ пулсассӑн — вӗсем пурнӑҫа ӑнтараҫҫӗ. Анчах ӑна тупма ҫав тери йывӑр. Ҫемьеллӗ ҫынсем хушшинче «Эпӗ хамӑн тепӗр ҫуррине тӗрӗс тупнӑ» тесе сахал кам калама пултарать пулӗ.

Чылай чухне хамӑрӑн тепӗр ҫуррине пӗр йӑнӑшсӑр тупма пире мӗн чӑрмантарать-ши? Тепӗр ҫурри хамӑртан аякра пулни, е ҫумра илӗртекен урӑх ҫынсем пурри. Тен, пурнӑҫ пире хамӑра пӳрнӗ шӑпапа тӗл пултарассине шанма пӑрахни мар-ши? Е эпир, этемсем, ытла та пӑсӑлса кайнӑ та, хамӑрӑн чӑн ҫуррипе пӗр ҫемье чӑмӑртаса та лайӑх пурӑнма пӗлместпӗр.

Ҫамрӑк ҫын мӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрсан хӑйпе пӗр тӑвансенчен пӑртак ютшӑнать. Ача-пӑча ҫуралсан вара тата та ытларах сисӗнет ҫакӑ. Мӗншӗн тесен уншӑн хӑйпе пӗр тӑванӗнчен ҫывӑхрах тӗпренчӗксем, хӑйӗнчен ҫуралнӑ ачисем пур. Пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин мӑшӑрсӑр пулсан сивӗнесси ҫук-ха. Пурте мӑшӑрлӑ, ача-пӑчаллӑ пулсан — пӗр-пӗринчен аякка тӑрса юласса кӗтсех тӑр.

Этем пачах ют ҫынсемпе туслашса, чи ҫывӑх тус-тӑван пулса пурӑнать. Медицина тӗлӗшӗнчен пӑхсан, тӑван маррисем пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртани лайӑх теҫҫӗ. Унашкал майпа юн ҫӗнелет. Пӗр-пӗр йӑхра вӑй илнӗ чир-чӗр ют юнпа хутшӑнса малалла аталанса каяймасть, Ҫапла вара ҫӗнӗ юнпа ҫемьене, йӑха ҫӗнӗлӗх, ҫӗнӗ вӑй-хал кӗрет.

Сувар ҫамрӑкӗсем пӗрлешсен ҫулталӑк хушшинче мӗнле-тӗр уяв пулать — ҫӗнӗ тӑвансен, хӑтатӑхлачсен пӗр-пӗрин патне ҫине тӑрсах ҫӳремелле. Ҫулталӑк иртсен кӑмӑл килнӗ таран хутшӑнаҫҫӗ. Пысӑк уявсене (туй, ӗҫкӗ-ҫикӗ, салтака ӑсатасси) тепӗр енчи хӑта-тӑхлачӑсем кайран та пыраҫҫех.

Арҫын енчен ҫичӗ сыпӑкри ҫын ҫичӗ ют пулать, вӑл ҫынпа пӗрлешме юрать. Хӗрарӑм енчен тӑватӑ сыпӑк та юрать.

Хаҫат-журналсенче, телерадиокӑларӑмсенче час-часах телейсӗр шӑпаллӑ ҫемьесем пирки пӗлме пулать. Килти ҫӳп-ҫапа никамах та урама кӑларса пӑрахасшӑн мар-ха. Темле начар пулсан та, этем хӑйне ҫын ҫинче лайӑх кӑтартасшӑн. Пӗррехинче Суваррадиора ӗҫлекенсем ҫапла каланине илтме тӳр килчӗ: «Йытӑпа кушак пек пурӑнсан та мӑшӑрӗсене саламласа «юратнӑ упӑшки е арӑмӗ» тесе вӗҫлеҫҫӗ ҫырӑвӗсене».

Телейлисем пирки нимӗн те илтмен-ҫке. Е ун пеккисем вуҫех ҫук-ши? Апла мар иккен, телейлисем хӑйсен телейӗ пирки кӑшкӑрашмаҫҫӗ. Вӗсем телейне куҫӑхтарасран, ҫухатасран хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та телейлӗ ҫынсем хӑйсем ҫинчен каласа пама юратмаҫҫӗ.

Туй вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑш паракан пил

Пехиле кам мӗнле пултарать, кам мӗнле пӗлет, ҫапла калать. Пӗтӗмӗшле илсен, пил парасси ҫапла пулса иртет. Хӗрпе йӗкӗт чӗркуҫҫи ҫинче тӑраҫҫӗ. Вӗсене хирӗҫ, варринче ашшӗ-амӑшӗ, айккинелле асламӑш-кукамӑшсем, аслашшӗ-кукашшӗсем (кам чӗрӗ-сывӑ — пурте) ларса тухнӑ. Пилне малтан ашшӗ-амӑшӗ калать, унтан ыттисем — хреснашшӗ-хреснамӑшӗсем, аппӑшӗ-пиччӗшӗ таранах.

Амӑшӗ:

Пехил, ачамсем, сывлӑхлӑ пулӑр, телейлӗ пулӑр, ӑнӑҫлӑ пурӑнӑр, ача-пӑчаллӑ пулӑр. Кил-ҫурта ҫын килсен «килех» тейӗр, сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ан ярӑр. Ваттипе ватӑ пулӑр, ҫамрӑккипе ҫамрӑк пулӑр, ваттисене сума сӑвӑр. Пире, ваттисене, манса ан кайӑр. Хӑвӑр хушша ют ҫынна ан кӗртӗр. Килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларса ан пӑрахӑр. Тата мӗн калам? Ашшӗ, тата эсӗ кала.

Ашшӗ:

Эпӗ те ҫавнах калатӑп. Вӑрман пек пуян, уй-хир пек аслӑ пулӑр. Чашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть, хӑвӑр хушӑри шӑртти-марттине ҫынна ан систерӗр. Арҫын килте арҫын вырӑнӗнче, хӗрарӑм хӗрарӑм вырӑнӗнче пултӑр. Пӗрне-пӗри итлемесен пурнӑҫ пулмасть. Пӗри хӗрсе кайсан тепри йӑваш пулӑр, тепри хӗрсе кайсан тепри саплаштарӑр. Ача-пӑчаллӑ пулӑр, ачӑрсен пархатарне курӑр. Ҫавна кӑна калам, пехил сире.

Киле, тӗпкӗҫе юлаканнине ҫапла хушса калаҫҫӗ:

Кирек епле пулсан та, эпир ку таранччен пурӑннӑ, пурӑннӑ ҫӗрте ыррине те, усаллине те курнӑ, хамӑра пурӑнмалӑх ҫакӑн чухлӗ пурлӑхӑмӑр пур, шӗкӗр Турра. Малашне ӗнтӗ эсир ӗҫлӗр, эсир туиӑр, пирӗн пурлӑхӑмӑра тӗп тумасан, хӑвӑр тата ун ҫумне мӗн чухлӗ те пулин хушсассӑн, сире ачӑрсемпе пурӑнма ҫитӗ вара. Пиртен ырӑ курма пехил сире. Ӗнтӗ тав сире, ура ҫине тӑрӑр.

Сувар халӑх пилӗсем

Кирек хӑш халӑхӑн та ҫитӗнекен ӑрӑвӗ валли пил е халал пур. Пӗтӗмӗшле илсен, сувар хӑйӗн ачисене ҫакна шута илсе ҫитӗнтерет: ӗҫченлӗх, ӑс-тӑн, туслӑх, сӑпайлӑх, чӑнлӑх, сывлӑх, ар тата хӗр чысне упрасси. Ҫуйӑн Хӗветӗрӗн хӑйӗн амӑшӗнчен ҫырса илнӗ Улӑп халапӗсенчи ҫичӗ телей шутӗнче акӑ мӗн асӑнать: сывлӑх, юрату, лайӑх мӑшӑр, сак тулли ача-пӑча, хут вӗреннн, ал ӗҫ туни, ҫуралнӑ ҫӗршыв. Чӑвашсене ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫакнашкал чӑнлӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрать.

Турра ӗненӗр. Ӗненӳ этем ӑсне, кӑмӑпне ҫунатлантарса ҫӑмӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ-мӗн курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать.

Тӑван Ҫӗршыва юратӑр. Вырӑс халӑхӗн (ун чухне Раҫҫей империйӗ пирки вӑл урӑхла калама пултарайман. — У.С.) савӑнӑҫне пӗрле пайламалла пултӑр; унӑн хуйхӑ тӳсмелле пулсан, ӑна эсир те тӳсӗр. Ҫапла вара малашне вӑл курас ҫутӑ пурнӑҫа унпа пӗрле эсир те курӑр; вӑл малашне чаплӑланса кайсан, унпа пӗрле эсир те чаплӑланӑр... Вырӑс халӑхне (тӑван ҫӗршыва. — У.С.) шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ.

Вӗренӳ, ӑс-тӑн. Вӗренӳлӗх пӗлсе тӑракан пурлӑха пуҫтарса, эсир хӑвӑрӑн тӑван халӑхӑр патне таврӑнӑр, вара патшалӑхра чӑн лайӑх этем мӗнле пулмалли ҫинчен вӗсене каласа ӑнлантарӑр; саккун ҫинчен тата халӑх хушшинче пулмалли тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентӗр.

Чӗлхе. Аннӗрсенчен вӗренсе юлнӑ хӑвӑрӑн тӗп чӗлхене ан пӑрахӑр. Кӗҫӗн тӑванӑрсен умӗнче хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑлӗ сире кирлӗ таран тавӑрӗ.

Ҫемье. Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл — халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ... Ҫемъен лӑпкӑ пурнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать. Килӗштерсе тӗреклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнӑҫ синкерӗсем хӑрушӑ мар.

Чыс, ӳт-пӳ тасалӑхӗ. Утӗре ясарпа ан варалӑр, ӳсӗртекен, астаракан япаларан шикленӗр. Ҫемйӗре сыхӑ усрасан, ачӑрсене чипер упраса пурӑнсан, килӗштерсе лӑпкӑ ӗҫлесе пурӑнма хӑвӑр валли тӗреклӗ чарак лартса хурӑр.

Сапӑрлӑх. Пӗр-пӗринпе сапӑр пулӑр, ҫукшӑн-пуршӑн чашкӑрса ҫӳресрен, харкашасран аякка тарӑр.

Туслӑх. Сувар хушшинче килӗшӳсӗр ӗҫ час-часах пулкалать. Ҫапла акӑ суварран хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен вӑл вара хӑй сире аяптан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куссан, хыҫалти унтан юлмасть.

Пӗр мыскараллӑ пӗчӗк калав аса килет. Леш тӗнчере тамӑка лекнӗ ҫылӑхлӑ суварсен чунӗсене хуранта вӗретеҫҫӗ, тет. Хӑш-пӗр харсӑр сувар хуран хӗррине хӑпарса ҫитсе тухса тарасшӑн та, анчах вӗсене аялтисем турта-турта антараҫҫӗ иккен. Ҫавӑнпа хуран патӗнче хурал та ҫук. Израиль ывӑл-хӗрӗн хуранӗ патӗнче хурал пур, тет. Мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса хурантан пурте пӗрле тухса тарасшӑн. Пире, суварсене, Иван Яковлевич ҫакнашкал ҫынсем пек туслӑ пулма вӗрентмест-и-ха?

Ӗҫченлӗх. Юшӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ — ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр. Чӑн пӗчӗк ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять.

Тӗрӗслӗх. Кукӑр ҫулпа ҫӳресрен, ултавпа тӑвас ӗҫрен хӑраса тӑрӑр: тӳрӗлӗхсӗр курнӑ усӑ, ултавпа тупнӑ телей — тӗреклӗ мар, вӑл вӑраха пымасть.

Халалсем хӑшӗ маларах, хӑшӗ каярах тӑрасси пит пӗлтерӗшлех те мар пулӗ. Ҫапах та. Турра юратасси (ӗненесси), Тӑван Ҫӗршыва юратасси чи малта тӑрасси пирки никам та иккӗленмест, паллах. Ун хыҫҫӑн чыса упрасси пулмалла. Кун пирки халӑхра ҫапла каланӑ: Чысна ҫамрӑкран упра; Чыс ҫыншӑн чи пахи; Чыс пулсан пурӑнма ҫӑмӑлрах; Чыса ҫухатсан сутӑн е кивҫен илеймӗн; Чыссӑрӑн чунӗ ҫук; Чыса ҫухатни пуҫа ҫухатнипе пӗрех.

Ҫемье, йӑх-хурӑнташ. Этем кам пуласси вӑл мӗнле ҫынсем хушшинче ӳснинчен килет. Сувар тӳрех: «Эсӗ камсен пулатӑн?» — тесе ыйтать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ: Ашшӗне кура ывӑлӗ, амӑшне пӑх та хӗрне ил, теҫҫӗ; Атте-анне пурри — телей; Пасар таврашӗнче, укҫу пулсан, темӗн те илме пулать, атте-аннене ҫеҫ туянма ҫук; Ватӑсене хисеплекен ҫын кулли пулман; Ват ҫын — тӑват ҫын; Ватӑпа ватӑ пул, ҫамрӑккипе — ҫамрӑк; Ваттине хисепле, ватӑлсан хӑв та хисеп курӑн...

Ырӑ кӑмӑл. Сапӑрлӑх (благородство). Пархатар. Хӑв ырӑ пулсан, санпа та ырӑ пулӗҫ; Ыррине курсан ырӑ пулать тет; Ырринчен ырман тет; Ырӑ кӑмӑл — ыр тивлет; Ырӑ тусан ҫын тав туса «пархатар кур» тет; Сапӑр ҫынна савӑкки лекет...

Тӗрӗслӗх. Чӑнлӑх. Чӑнлӑх чул касать; Тӗрӗслӗх шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть; Тӗрӗсси тем чул пытарсан та ҫиеле тухатех; Тӗрӗслӗх куҫа кӗрет; Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук; Начар пул та вӑрӑ ан пул; Тӗрӗс пурӑннине мӗн ҫиттӗр; Никама та ним те туман, ҫавӑнпа савӑнмалла; Ултавӑн хӳри улттӑ, хӑвна каялла таврӑнса тивме пултарать...

Ӑс-тӑн. Вӗренӳ. Ӑслӑ ҫын патне ӑс ыйтма каяҫҫӗ; Ӑс-тӑнпа ҫӳрекенрен ҫын кулман; Ӑс-тӑн ылтӑнран та хаклӑрах; Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни — тӗттӗм; Ҫамрӑкла вӗренни чул ҫинче, ватӑлла вӗренни — юр ҫинче; Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен; Вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть; Вӗреннӗ ҫын — сумлӑ, хисеплӗ ҫын; Вӗренмен ҫын суккӑр...

Чӗлхе. Тӑван сӑмах. Чӗлхе пӗтсен халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхе, тӑван сӑмах чи илемли; Пӗлсе каланӑ сӑмах хӗҫ-пӑшалран хӑватлӑ...

Сывлӑх. Пуян пуян мар, сывлӑх пуян; Сывлӑх чи пысӑк пуянлӑх, ҫавӑнпа ӑна ачаран упра; Сывлӑха сутӑн илеймӗн; Сывлӑх — ҫын телейӗ; Сывлӑх пулсан пурте пулать, сывлӑх пулмасан туссем те, пуянлӑх та пулмасть... Кирек хӑш халӑх ҫынни те тӗл пулсан, сывпуллашнӑ чухне тата ытти паллӑ самантсенче чи малтан сывлӑх сунать.

Ӗҫ — пурнӑҫ тыткӑчи. Ӗҫе пӗлекен ӗҫрен юлман, ӗҫе пӗлменни — ӗҫ тупайман; Ӗҫчен ҫыншӑн ӗҫ тупӑнсах пырать; Ӗҫе пӗчӗкрен вӗрен-месен кайран хӑнӑхма йывӑр; Ӗҫрен те ан юл, канма, савӑнма та пӗл...

Сувар ҫынни ӗҫчен пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Салтака каякансене «туянма» килекен ӑна-кӑна курнӑ офицерсем «Суварсем пур-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Республика тулашне тухса ӗҫлеме ҫӳрекен суварсем те лайӑх шутра. Ку вӑл пире ӗҫченлӗх енчен ҫеҫ мар, пурнӑҫра кирлӗ ытти пахалӑхсемпе пуян пулнине палӑртса хаклать.

Туслӑх. Туслӑхра — вӑй; Туслӑха упрама пӗлмелле; Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр; Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр тус пултӑр; Тусу пулсан туслӑха упра, тусу ҫук пулсан — тупма тӑрӑш...

 

Ÿкерчĕксем

Тӗнчене ӑнланни. Мироздание.

Хӗвел хӑйӗн йышӗпе. Солнце со своим семейством.

Этеме пултарнӑ чух усал хутшӑнмасӑр пулман. При сотворении без участия нечистого не обошлось.

Турӑ ирӗк панӑ пысӑкӑш ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче шӑтӑк туса, хӑш чухне, пирӗн тӗнчене килет усал. Проделав дыру в толще земли, равной площади дозволенной Богом, нечистый иногда приходит в наш мир.

Уйӑх инкекри хӗре хӑй патне илсе хӑпарать. Луна забирает бедную девушку к себе.

Пӑхатир чикӗ паллине лартать. Богатырь устанавливает границу.

Ҫамрӑк ӗмӗр пӗрре килет - выляса-кулса юл. Молодость приходит однажды - проводи ее весело и счастливо.

Уйӑх ҫинчи хӗр. Девушка на луне.

Буйство красной коровы.

Начало нового дня.