Халапсем

Çăлтăр çÿлти тÿпере

Улатимӗр Сатур. Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере. Тӗнчене ӑнланни, йӑла-йӗрке. — Шупашкар, 2011. — 96 с., ил.Кӗнекене сувар халӑх мифӗсемпе халапӗсем, юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Маларах ҫак материала тӗпе хурса вырӑсла «Мир наших предков», суварла «Сувар тӗнчи» ятлӑ анимациллӗ фильмсем тухнӑччӗ. Кӗнеке «Тӗнче тытӑмӗ», «Хӗвел», «Пултарни», «Уҫӑмсӑрри», «Асамли», «Паттӑрлӑх», «Кулленхи», «Этем ӗмӗрӗ» тата «Пурнӑҫ иӗрки» пайсенчен тӑрать. Унта тӗнче мӗнле пуҫланса, вӑпланса пырса паянхи пурнӑҫа ҫитиччен аталаннине кӗскен сӑнласа кӑтартнӑ. Сувар тӗнчи питех те аслӑ та пуян. Вӑл ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене, тем тӗрлӗ пӗлтерӗше хӑй евӗрлӗ расна ӑнлантарать, хаклать. Тӗнче шайӗпе илсен, ҫакӑ вӑл эпир мӗн авалах ӑслӑлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине, ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ халӑх иккенне ӗнентерет.

Мифсем, легендăсем, халапсем

medium_mifsyem_lyegyendasyem_khalapsyem.jpgЧӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан нумай томлӑ ярӑмӑн пӗрремӗш кӗнеки — халӑх хайлалӑхӗн авалхи жанрӗсен пуххи — чӑваш ӑс-хакӑлӗн нумай ӗмӗр тӑршшипе пухӑнса пынӑ тӗслӗхӗсемпе паллаштарать. Унта сӗм аваллӑхра йӗркеленнӗ хайла-хачмак та (мифсемпе легендӑсем), каярахпа пулса кайнӑ хаймак-халап та вырӑн тупнӑ. Кӗнеке чӑваш халӑх историйӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулаканшӑн та усӑллӑ.

Subscribe to RSS - Халапсем