Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йери-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, — ан парăн! Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕсенче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!
Несĕлсен пехилĕ



Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан нумай томлӑ ярӑмӑн пӗрремӗш кӗнеки — халӑх хайлалӑхӗн авалхи жанрӗсен пуххи — чӑваш ӑс-хакӑлӗн нумай ӗмӗр тӑршшипе пухӑнса пынӑ тӗслӗхӗсемпе паллаштарать. Унта сӗм аваллӑхра йӗркеленнӗ хайла-хачмак та (мифсемпе легендӑсем), каярахпа пулса кайнӑ хаймак-халап та вырӑн тупнӑ. Кӗнеке чӑваш халӑх историйӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулаканшӑн та усӑллӑ.