Сувар сăмахĕ (Асăмри çулсем): Сăвăсем, юрăсем, шухăшлавсем

Львова А.Г. Сувар сӑмахӗ (Асӑмри ҫулсем): Сӑвӑсем, юрӑсем, шухӑшлавсем. — Шупашкар: Историпе культура тӗпчевӗсен К.В. Иванов ячӗллӗ фонд, 2011. — 200 с., ӳк.Проект ертӳҫисем —
истори наукисен докторе В. П. Иванов,
таврапӗлуҫӗ Ю. А. Львов

 

Львова А. Г. Сувар сӑмахӗ (Асӑмри ҫулсем): Сӑвӑсем, юрӑсем, шухӑшлавсем. — Шупашкар: Историпе культура тӗпчевӗсен К.В. Иванов ячӗллӗ фонд, 2011. — 200 с., ӳк.

 

Руководители проекта —
доктор исторических наук В. П. Иванов,
краевед Ю. А. Львов

 

Львова А. Г. Слово сувара (Памятные годы): Стихи, песни, размышления. — Чебоксары: Фонд историко-культурологических исследований им. К.В. Иванова, 2010. — 200 с., ил.

 

Ҫак кӗнекене кӑларма пулӑшнӑшӑн «Сувар» фонда тата Тутарстанри сувар-чӑвашсен эрнесерен тухса таракан «Сувар» хаҫат редакцине пысӑк тав тӑватпӑр.
Ҫыхӑнмалли индекссем:
Тутарстанра — 54156
Раҫҫейре — 79273

 

© Львова А. Г., 2011
© Фонд историко-культурологических исследований им. К. В. Иванова, 2011

 

Тата вулӑр

 

Тупмалли

Хисеплӗ вулаканамӑр!
Эпир суварсем

«Вӑрҫӑ чухнехи асӑмрах»

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун Трак районӗнче мӗнле иртнӗ
Ҫӗр-аннемӗр чӗнет
Шӗтме шывӗ юхать макӑрса
Ҫулсем иртсен
«Ты чем помог фронту?» пшакат ҫинчен
Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшнӑ?
Хулара
Вӑтӑр ҫултан
Ҫулсем иртсен
Хальхи Шупашкарта
Плакатсем, плакатсем...
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Шупашкара кайни
Хулана кайни
Хваттерте
Ялта пурнӑҫ ҫӑмӑл
«Ӗмӗр-ӗмӗр тивӗҫ мухтава», «Тав тӑватпӑр аннемӗрсене»,
«Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче» тата ытти хӑш-пӗр юрӑсем ҫинчен калани
Саламлатпӑр аннемӗрсене
Мӑнтарӑн ачисем
Вӑрҫӑ чухнехи асӑмрах
Вӑрҫӑ чухне
Манмасть хура халӑх
Саламлатпӑр аннемӗрсене
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа 55 ҫул
Ӗмӗр-ӗмӗр тивӗҫ мухтава
Никам та, нимӗн те тухман манӑҫа
«Ӗмӗр асӑмра» юрӑ ҫинчен
Ӗмӗр асӑмра
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче

«Атте алӑк ай уҫӑлчӗ» (салтак юррисем)

Салтак юррисем ҫинчен
Атте, маншӑн ма макӑран
Атте алӑк ай уҫӑлчӗ...
Ялтан-йышран уйрӑлтӑм
Тӑлӑх ача салтаклӑх
Ҫырман пулнӑ Турӑ пӗрле пурӑнма (салтак юрри)

«Ӗмӗр-ӗмӗр тивӗҫ мухтава» (юрӑсем)

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче
Ӗмӗр пулӗҫ халӑх асӗнче
Ӗмӗр-ӗмӗр тивӗҫ мухтава
Саламлатпӑр аннемӗрсене
Мӑнтарӑн ачисем
Ҫуркуннепе аслӑ вӑрман...
Тав, мухтав сире, Ҫӗнтерӳҫӗсем!

«Халӑх сӑмах-юрри пуян»

Тӑван юрӑ-кӗвӗ ҫинчен
Ҫуралнӑ кун ячӗпе
Сӑвар юрри юхтӑр хӑватлӑ саспа
Тӑван халӑхӑн сӑмах пуянлӑхне пухасси - пирӗн ӗҫ
Юрӑ, ҫумри юлташ пек, яланах ҫынна пулӑшать
Тӑван халӑхӑн сӑмах пуянлӑхне ҫулсерен пухар
Никамшӑн та усӑллӑ мар шутланакан ӗҫсенче вырӑнти
халӑхӑн историйӗ упранать
Тӑван юрӑсем пуриншӗн те хаклӑ
Ӳсмен хут ҫинче
Сӑмах пуянлӑхӗн пӗр тӗслӗхне те ҫухатас марччӗ

«Ытарайми тӑванӑмсем» (юрӑсем)

Юрла, юлташ, юрруна
Мана старик юратать
Утма ҫулпа утма лайӑх
Юрла-юрла ӗҫсессӗн илемлӗ
Ҫил ҫунатлӑ кӑвак лаши
Ытарайми тӑванӑмсем
Шӑллӑм, пире ан ойӑр
Савнисен тӗлне ҫитсессӗн...
Ял варринче сар хӗрне...
Уйӑр витӗр уй курӑнать
Атте мана тутара качча парас тет
Хунемене, ял-йыша ман юрасчӗ
Сӑрт хӗррисем симӗссӗн курӑнма пуҫларӗҫ
Татах килсе курассӑм килет
Мӗнле чӗнме манса каймарӑр...

«Вырмара»

Ӗлӗкхи пурнӑҫ
XVIII ӗмӗр тӑрать илтӗнсе
Питӗ йывӑр ҫӗр ӗҫӗ
Кӗркунне ҫитсен
Вырмара
Ӗҫсем пуҫтарсассӑн кӗрхи кунсенче
Кукамай пурнӑҫ курнӑ, пӗлет вӑл нумай
Усал ҫук тесе ан шутлӑр
Ыйткалакансем, ыйткалакансем...
Кукамайӑм, кукамай

«Сӑмахра вӑй-хӑват иксӗлми»

Пит илемлӗ, ирӗк ҫӳл тӳпе
Сив сӑмах ҫын чунне амантать
Телей ҫук тенипе килӗшме май ҫуках
Сӑмахра вӑй-хӑват иксӗлми
Ҫулла хирте
Ҫутҫанталӑк, эс манӑн!
Сӑмах ҫӑмхине майласси...
Ҫӑлса кӑларасчӗ кӑштах куҫ умне
Вӑхӑт темӗнрен те хаклӑ
Ҫуралнӑ ялта
Мӗн чухлӗ ҫын пӗтрӗ
Ҫулсем хыҫа юлчӗҫ
Тӑван чӗлхене хакламанни - тӑван чӗлхене
хисеплеменниех

«Кая юлса ӑнлантӑм»

Пасарта
Черет йышӑнаҫҫӗ
Киле май утатпӑр
Виҫӗ кун иртсен
Ҫулсем иртсен
Салам, ҫирӗп сывлӑх сана, кукамай!
Нихҫан та манаймӑн
Кая юлса ӑнлантӑм
Хӑна юрри
Саламлатпӑр атгепе аннене!

«Нумай вулӑр, ҫырӑр эсир, ачасем!»

Хамӑн шухӑшсем, ӗҫсем ҫинчен кӗскен калани
Нумай ҫулсем хушши чӑваш шкулӗнче тӑван чӗлхене
вӗрентнӗ май, тӗрлӗ темӑсемпе хам тӗллӗн ҫырса пынӑ ӗҫсем
ҫинчен кӗскен калани
Хам ҫырса йӗркеленӗ ӗҫсем пирки каланӑ шухӑшсем
Эсир хут вӗренӗр
Кайран кая пулӗ
Сӑмах пуянлӑхӗ иксӗлми
Нумай вулӑр, ҫырӑр эсир, ачасем!

 


 

Хисеплӗ вулаканӑмӑр!

Сирӗн умра ывӑнма пӗлмен тараватлӑ та чӗрӗ шухӑшлӑ Антонина Львовӑн иккӗмӗш кӗнеки. Ҫакӑ чӑнах та тӗлӗнмелле пултаруллӑ халӑх поэтессин пӗрремӗш кӑлӑрӑмӗ — «Манӑҫми сӑнарсем» (2009 ҫ.) — вулакансене питӗ килӗшнӗччӗ. Ку хутӗнче вара Антонина Львова 1975—1995 ҫулсенче хайланӑ хӑйӗн сӑввисене, юррисене тата пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланисене пичетлесе халӑх умне кӑларса тӑратать.

Львова Антонина Герасимовна 1929 ҫулта майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Федоров Герасим Федорович — учитель, амӑшӗ — Федорова Варвара Сергеевна — колхозница пулнӑ. Сакӑр ҫулта Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. Ку шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулта вӗренме тьггӑннӑ. 1949-мӗш ҫулта Канашри учительсем хатӗрлекен институтри чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне кӗнӗ. Ку институтран вӗренсе тухсан, 1951-мӗш ҫулта, Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин направленийӗпе Красноармейски районӗнчи Мартынкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку шкулта виҫӗ ҫул чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1954-мӗш ҫулта ҫак районти Шупуҫӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литератури, нимӗҫ тата музыка вӗрентнӗ. 1957-мӗш ҫулта, асӑннӑ районти Чатукассинчи пуҫламӑш шкула 7 ҫул вӗренмелли шкула куҫарнӑ, шкул директорӗ пулма унӑн упӑшкине, Львов Анатолий Львовича, уйӑрса лартнӑ. Вӗсем пӗрле Шупуҫӗнчи шкулта ӗҫленӗ. Упӑшкипе Чатукассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ку шкула 1958-мӗш ҫулта 8 ҫул вӗренмелли шкул, 1965-мӗш ҫулта, общественность тата ашшӗ-амӑшӗсем ыйтнине тивӗҫтерсе, вӑтам шкул туса хунӑ. Ҫак шкулта Антонина Герасимовна тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ. Малтанхи вӑхӑтра унта условисем лайӑхах мар пулсан та тухӑҫлӑ ӗҫлеме май тупнӑ, Вӑл чӑваш литератури кружокне йӗркеленӗ. Ачасене сӑвӑсем ҫырма вӗрентме тӑрӑшнӑ. Чатукасси тата ытти ҫывӑхри ялсенчи ватӑсем каласа панисене ҫырса илнӗ. Ялсен, шкулсен историйӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма тӑрӑшнӑ.

1941—1945 ҫҫ. А. Г. Львова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисен, тыл ӗҫченӗсен аса илӗвӗсене, вӗсен ушкӑнпа тата пӗчченшер ӳкернӗ сӑн ӳкерчӗкӗсене, журналсемпе альбомсене пухнӑ. Кунашкал журналсемпе альбомсем 45 яхӑн пухӑннӑ унӑн. Ку ҫӑмӑл мар ӗҫе вӗренекенсене те хастар хутшӑнтарнӑ.

Эсир алла илнӗ кӗнекери сӑвӑсемпе юрӑсем, тӗпрен илсен, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ пирки, фронт паттӑрӗсемпе тылра нумай вӑй хунӑ ял хӗрарӑмӗсем ҫинчен. Поэтесса хӑй ҫав пурнӑҫа курнӑ, пӗлнӗ, тӳснӗ, ҫавӑнпа та вӑл хайлавӗсене чӗререн тухакан туйӑмпа ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех поэтессӑн чӑваш сӑмахлӑхӗ, юррисем пирки, чӑваш халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлани тата ачасене вӗренме чӗнсе каланисем хӑйне май кӑсӑклӑ.

Проект ертӳҫисем.

 

Эпир суварсем

Суварсем яланах хӑйсен историллӗ ятне сӑвапласа пурӑннӑ. Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче те, Хусан ханствин тапхӑрӗнче те урӑх тӗне йышӑнман — тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. Хамӑрӑн ватӑ асатте-асаннесен: «Ҫӗнӗ йӗрке шухӑшласа кӑларма кирлӗ мар, киввине ан манӑр» текен пилне пурнӑҫлани пулнӑ ӗнтӗ ку. Пирӗн тӑван халӑх XVIII-мӗш ӗмӗрчченех сувар-пулкар ятпа ҫӳренӗ.

«Сувар» сӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ: ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсене «супар» тенӗ (суп — ывӑн, халтан кайса ӗҫле — ӗҫпе супрӑм, ар — ҫын), ир тӑрсан, Турра мухтаса «савир» (сав, ир), «сапӑр ту» — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул, пӗр-пӗрне «Пӗрлех пулар, сапирсем», тенӗ. Сапир (сабир) — араб сӑмахӗ — мирлӗ, йӑваш, лӑпкӑ. «Супар», «савир», «сапир» — «сувар» сӑмахӑн маларахри формисем. Ялсенче паянхи кун та «сума сӑвар» (хисеплӗ, сумлӑ ар), «сӑваплӑ ар», юратнине палӑртма — «савар» (сав — юрат, ар — ҫын) сӑмахсем пур. Паллакан ҫынна тӗл пулсан: «сывар», «сывӑ пул», «суар» (су — сывлӑх, ар — ҫын) тетпӗр. Чӑваш чӗлхинче ҫак сӑмахсемпе сӗм авалах усӑ курма тытӑннӑ, вӗсем пирӗн халӑхӑн этнонимӗпе тачӑ ҫыхӑнса тараҫҫӗ. Н. И. Ашмарин словарӗнче ҫак сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ҫапла ӑнлантарнӑ: сапӑр (сабар) — шӑп, лӑпкӑ, сӑпай. Сапӑр ту — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул — «Самара кайрӑм сапӑрпалан». «Сепир (сабир)» тесе ӗлӗк Пугачевпа пӗрле ҫӗмӗрсе ҫӳренӗ ҫынсене каланӑ тет» (Ашм., 11 т., 53—54 с.).

Ку кӗнекере те, хамӑр халӑх ятне хисеплесе, сӑвӑсенче «сувар» тесех ҫырнӑ.

Антонина Львова.

 

Разделы:

Хисеплĕ вулаканăмăр!

Сирӗн умра ывӑнма пӗлмен тараватлӑ та чӗрӗ шухӑшлӑ Антонина Львовӑн иккӗмӗш кӗнеки. Ҫакӑ чӑнах та тӗлӗнмелле пултаруллӑ халӑх поэтессин пӗрремӗш кӑлӑрӑмӗ — «Манӑҫми сӑнарсем» (2009 ҫ.) — вулакансене питӗ килӗшнӗччӗ. Ку хутӗнче вара Антонина Львова 1975—1995 ҫулсенче хашханӑ хӑйӗн сӑввисене, юррисене тата пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланисене пичетлесе халӑх умне кӑларса тӑратать.

Львова Антонина Герасимовна 1929 ҫулта майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Фёдоров Герасим Фёдорович — учитель, амӑшӗ — Фёдорова Варвара Сергеевна — колхозница пулнӑ. Сакӑр ҫулта Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. Ку шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулта вӗренме тытӑннӑ. 1949-мӗш ҫулта Канашри учительсем хатӗрлекен институтри чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне кӗнӗ. Ку институтран вӗренсе тухсан, 1951-мӗш ҫулта, Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин направленийӗпе Красноармейски районӗнчи Мартынкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку шкулта виҫӗ ҫул чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1954-мӗш ҫулта ҫак районти Шупуҫӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литератури, нимӗҫ тата музыка вӗрентнӗ. 1957-мӗш ҫулта, асӑннӑ районти Чатукассинчи пуҫламӑш шкула 7 ҫул вӗренмелли шкула куҫарнӑ, шкул директорӗ пулма унӑн упӑшкине, Львов Анатолий Львовича, уйӑрса лартнӑ. Вӗсем пӗрле Шупуҫӗнчи шкулта ӗҫленӗ. Упӑшкипе Чатукассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ку шкула 1958-мӗш ҫулта 8 ҫул вӗренмелли шкул, 1965-мӗш ҫулта, общественность тата ашшӗ-амӑшӗсем ыйтнине тивӗҫтерсе, вӑтам шкул туса хунӑ. Ҫак шкулта Антонина Герасимовна тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ. Малтанхи вӑхӑтра унта условисем лайӑхах мар пулсан та тухӑҫлӑ ӗҫлеме май тупнӑ. Вӑл чӑваш литератури кружокне йӗркеленӗ. Ачасене сӑвӑсем ҫырма вӗрентме тӑрӑшнӑ. Чатукасси тата ытти ҫывӑхри ялсенчи ватӑсем каласа панисене ҫырса илнӗ. Ялсен, шкулсен историйӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма тӑрӑшнӑ.

1941—1945 ҫҫ. А.Г. Львова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисен, тыл ӗҫченӗсен аса илӗвӗсене, вӗсен ушкӑнпа тата пӗчченшер ӳкернӗ сӑн ӳкерчӗкӗсене, журналсемпе альбомсене пухнӑ. Кунашкал журналсемпе альбомсем 45 яхӑн пухӑннӑ унӑн. Ку ҫӑмӑл мар ӗҫе вӗренекенсене те хастар хутшӑнтарнӑ.

Эсир алла илнӗ кӗнекери сӑвӑсемпе юрӑсем, тӗпрен илсен, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ пирки, фронт паттӑрӗсемпе тылра нумай вӑй хунӑ ял хӗрарӑмӗсем ҫинчен. Поэтесса хӑй ҫав пурнӑҫа курнӑ, пӗлнӗ, тӳснӗ, ҫавӑнпа та вӑл хайлавӗсене чӗререн тухакан туйӑмпа ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех поэтессӑн чӑваш сӑмахлӑхӗ, юррисем пирки, чӑваш халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлани тата ачасене вӗренме чӗнсе каланисем хӑйне май кӑсӑклӑ.

Проект ертуҫисем.

Эпир суварсем

Львова Антонина ГерасимовнаСуварсем яланах хӑйсен историллӗ ятне сӑвапласа пурӑннӑ. Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче те, Хусан ханствин тапхӑрӗнче те урӑх тӗне йышӑнман — тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. Хамӑрӑн ватӑ асатте-асаннесен: «Ҫӗнӗ йӗрке шухӑшласа кӑларма кирлӗ мар, киввине ан манӑр» текен пилне пурнӑҫлани пулнӑ ӗнтӗ ку. Пирӗн тӑван халӑх XVIII-меш ӗмӗрчченех сувар-пулкар ятпа ҫӳренӗ.

«Сувар» сӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ: ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсене «супар» тенӗ (суп — ывӑн, халтан кайса ӗҫле — ӗҫпе супрӑм, ар — ҫын), ир тӑрсан, Турра мухтаса «савир» (сав, ир), «сапӑр ту» — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул, пӗр-пӗрне «Пӗрлех пулар, сапирсем», тенӗ. Сапир (сабир) — араб сӑмахӗ — мирлӗ, йӑваш, лӑпкӑ. «Супар», «савир», «сапир» — «сувар» сӑмахӑн маларахри формисем. Ялсенче паянхи кун та «сума сӑвар» (хисеплӗ, сумлӑ ар), «сӑваплӑ ар», юратнине палӑртма — «савар» (сае — юрат, ар — ҫын) сӑмахсем пур. Паллакан ҫынна тӗл пулсан: «сывар», «сывӑ пул», «суар» (су — сывлӑх, ар — ҫын) тетпӗр. Чӑваш чӗлхинче ҫак сӑмахсемпе сӗм авалах усӑ курма тытӑннӑ, вӗсем пирӗн халӑхӑн этнонимӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Н.И. Ашмарин словарӗнче ҫак сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ҫапла ӑнлантарнӑ: сапӑр (сабар) — шӑп, лӑпкӑ, сӑпай. Сапӑр ту — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул — «Самара кайрӑм сапӑрпалан». «Сепир (сабир)» тесе ӗлӗк Пугачевпа пӗрле ҫӗмӗрсе ҫӳренӗ ҫынсене каланӑтет» (Ашм., 11 т., 53—54 с.).

Ку кӗнекере те, хамӑр халӑх ятне хиееплесе, сӑвӑсенче «сувар» тесех ҫырнӑ.

Антонина Львова.

Ÿкерчĕксем

Сувар суллисем. XI—XIII ӗмӗрсем. Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ уйӗнче 1960-мёш ҫулсенче тупнӑ.

Сувар суллисем. XI—XIII ӗмӗрсем. Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ уйӗнче 1960-мёш ҫулсенче тупнӑ.