Сувар сăмахĕ

Сувар сăмахĕ (Асăмри çулсем): Сăвăсем, юрăсем, шухăшлавсем

Львова А. Г. Сувар сӑмахӗ (Асӑмри ҫулсем): Сӑвӑсем, юрӑсем, шухӑшлавсем. — Шупашкар: Историпе культура тӗпчевӗсен К.В. Иванов ячӗллӗ фонд, 2011. — 200 с., ӳк.

Эпир суварсем

Львова Антонина ГерасимовнаСуварсем яланах хӑйсен историллӗ ятне сӑвапласа пурӑннӑ. Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче те, Хусан ханствин тапхӑрӗнче те урӑх тӗне йышӑнман — тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. Хамӑрӑн ватӑ асатте-асаннесен: «Ҫӗнӗ йӗрке шухӑшласа кӑларма кирлӗ мар, киввине ан манӑр» текен пилне пурнӑҫлани пулнӑ ӗнтӗ ку. Пирӗн тӑван халӑх XVIII-меш ӗмӗрчченех сувар-пулкар ятпа ҫӳренӗ.

Ÿкерчĕксем

Сувар суллисем. XI—XIII ӗмӗрсем. Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ уйӗнче 1960-мёш ҫулсенче тупнӑ.

Subscribe to RSS - Сувар сăмахĕ