Антонина Львова

Сувар сăмахĕ (Асăмри çулсем): Сăвăсем, юрăсем, шухăшлавсем

Львова А. Г. Сувар сӑмахӗ (Асӑмри ҫулсем): Сӑвӑсем, юрӑсем, шухӑшлавсем. — Шупашкар: Историпе культура тӗпчевӗсен К.В. Иванов ячӗллӗ фонд, 2011. — 200 с., ӳк.

Эпир суварсем

Львова Антонина ГерасимовнаСуварсем яланах хӑйсен историллӗ ятне сӑвапласа пурӑннӑ. Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче те, Хусан ханствин тапхӑрӗнче те урӑх тӗне йышӑнман — тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. Хамӑрӑн ватӑ асатте-асаннесен: «Ҫӗнӗ йӗрке шухӑшласа кӑларма кирлӗ мар, киввине ан манӑр» текен пилне пурнӑҫлани пулнӑ ӗнтӗ ку. Пирӗн тӑван халӑх XVIII-меш ӗмӗрчченех сувар-пулкар ятпа ҫӳренӗ.

Антонина Герасимовна Львова

Антонина Герасимовна ЛьвоваЭпӗ, Антонина Герасимовна Львова, 1929 ҫулта майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Атте, Федоров Герасим Федорович — учитель, анне — Варвара Сергеевна — колхозница. Эпӗ сакӑр ҫулта Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. Ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухсан Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулта вӗренме тытӑннӑ. 1949 ҫулта 10 класс пӗтерсе аттестат илсен Канашри учительсем хатӗрлекен институтри чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ку институтран вӗренсе тухсан, 1951 ҫулта, Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин направленийӗпе Красноармейски районӗнчи Мартынкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку шкулта виҫӗ ҫул чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1954 ҫулта ҫак районти Шупуҫӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литератури, нимӗҫ чӗлхи тата музыка вӗрентнӗ.

Хисеплĕ вулаканăмăр!

Сирӗн умра ывӑнма пӗлмен тараватлӑ та чӗрӗ шухӑшлӑ Антонина Львовӑн иккӗмӗш кӗнеки. Ҫакӑ чӑнах та тӗлӗнмелле пултаруллӑ халӑх поэтессин пӗрремӗш кӑлӑрӑмӗ — «Манӑҫми сӑнарсем» (2009 ҫ.) — вулакансене питӗ килӗшнӗччӗ. Ку хутӗнче вара Антонина Львова 1975—1995 ҫулсенче хашханӑ хӑйӗн сӑввисене, юррисене тата пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланисене пичетлесе халӑх умне кӑларса тӑратать.

Манăçми сăнарсем

Львова А.Г. Манӑҫми сӑнарсем (Сӑвӑлла этнографи тӗрленчӗкӗсем). — Шупашкар: Историпе культура тӗпчевӗсен К.В. Иванов ячӗллӗ фонд, 2009 — 240 с., ук.

Subscribe to RSS - Антонина Львова