Тури Камашри уяв

«Сувар» социаллӑ культура центрӗЮпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Камаша ялӗнче уяв пулчӗ. Унта «Сувар» социаллӑ культура центрӗ уҫӑлчӗ. Хитре кирпӗчрен тунӑ керменре лавкка, кафе, тавра пӗлӳ музейӗ, пуху залӗ, кӗлӗ пӳлӗмӗ, медицина уйрӑмӗ, спортзал, хуҫалӑх валли офис, архив, хӑнасем валли пӳлӗмсем тата ытти те.

Ҫак хитре кермене Анат Камаша депутачӗ Николай Адёр инвестор укҫипе ҫӗкленӗ.

Анат Камаша ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Нил Савостьянов каланӑ тӑрӑх, ҫак кермене тума 13 миллион та 90 пин тенкӗ укҫа кайнӑ.

Район пуҫлӑхӗ Владимир Мурашкин ятӗнчен Н. Адёра район администрацийӗн культура пайӗн ертӳҫи Зинаида Карпова тав турӗ. Ялти староста Юрий Пудов та ырӑ сӑмахсем каларӗ.

Шупашкартан уява «Сувар» фондӑн хастарӗсем те килсе ҫитрӗҫ. Тимӗр Тяпкин, Владимир Алмантай, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Николай Балтаев, пӗчӗк предприяти пуҫлӑхӗ Валерий Семенов чӑваш кӗнекисене, наци эрешӗсене тата ытти парнесем пачӗҫ. Н. Адёра «Сувар» фондӑн медалӗпе чысларӗҫ.

Ялти ватӑсене, кермен тунӑ ҫӗрте ӗҫлекенсене те Хисеп хучӗсем, парнесем, премисем пачӗҫ.

Вырӑнти артистсем ял-йыша пысӑк концерт кӑтартрӗҫ. Унта вырӑнти шкулти, кӳршӗри Саланчик шкул-интерначӗн хӗрӗсем хутшӑнчӗҫ.

Саланчик интернатне Н. Адёр баян парнелерӗ. Шкул пӗтерсен вӗсене Камашана пурӑнма, ӗҫлеме йыхравларӗ Николай Михайлович. «Ҫуртсем ҫӗклеме, ҫемье ҫавӑрма та эпир сире пулӑшӑпӑр», – терӗ депутат.

Тури Камашари вырӑнти депутатпа пӗрле юлашки ҫулсенче ялта ҫул та хыврӗҫ, спортсменсем валли вырӑн та, пӗве те ытти ырӑ ӗҫсене те турӗҫ. Халӗ кунта ҫуралнӑскерсем хӑшӗ-пӗри хуларан каялла таврӑнма пуҫларӗҫ. Интернетра та ҫынсем: «Сирӗн яла пурӑнма куҫса килме юрать-и?» – тесе ыйтаҫҫӗ.

Тимӗр АКТАШ.

Сувар. — 2011 ҫ. — Чӳк, 04 (44 (930) №).