Чӑвашсен пӗрлӗхне хваттер туянса панӑ

Власова Роза. Çавра сĕтел: Чăвашсен пĕрлĕхне хваттер туянса панă // Хыпар. - 2019. - Нарăс, 19. - С. 2.

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Вести Чăваш ен. Каçхи кăларăм. 2018.12.19)

Юрий Ювенальевпа Владимир Алмантай. Презентаци саманчĕ.

Чăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алмантайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕсен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Республика, каçхи кăларăм. 2018.12.18)

Владимир АлмантайЧăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алмантайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕсен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Кĕнеке мар, хаклă чулсен арчи тейĕн

Презентаци саманчĕ«Аваллăха, несĕлĕрсем мĕнле пурăннине тĕпчĕр - çакă сире тата йăхташăмăрсене пуласлăха çул уçма пулăшĕ», - тенĕ техника наукисен докторĕ, Василий Николаев академик. Паянхи ăру Василий Васильевичăн сăмахне шута илет, историе, культурăна, йăла-йĕркене шĕкĕлчет.

Этемĕн ырăлăхĕ – ырă ĕç туни

«Сартăш йăли-йĕрки çылăха укçа е сăмах панипе каçармасть. Кашни сиенлĕ ĕçе икĕ хут ырă ĕç тунипе тÿрлетмелле», — çапла палăртать авалтан килекен халăх сăмахлăхĕ. «Сувар» пĕрлешĕвĕн хастарĕсем те ялан ырă ĕç кăна тумаллине асра тытаççĕ.

Ĕмĕр сакки сарлака: Суварсем

Пулкарта Асăну юпи патĕнче. Людмила Семёнова Сарханран интервью илет.

Людмила Семёнова хатĕрленĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» передачăн 2018 çулхи «Асăну çÿревĕ» çинчен «Суварсем» ятлă кăларăм.

Тутарстанра «Учӳк» фестиваль иртӗ

УчӳкТутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑра «Учӳк» фестивале черетлӗ хутчен йыхравлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӗ. Заявкӑсене ҫу уйӑхӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Чӑвашлӑх: Ҫӗрпӳ ен вӗрентекенӗсене Шупашкар районӗнчи музей тӗлӗнтернӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Шупашкар районӗни Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ҫулҫӳревре пулчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, музей историйӗпе тата унти экспонатсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Авалхи сувар-пулкарсен хальхи йăх-несĕлĕсем çинчен

Ювенальев Ю. Ю., Ювенальев С. Ю. Культура суваро-булгар: история предметов вооружения. — Чебоксары, 2015. — 160 с.: ил.Манăн алăра — Шупашкарта 1 пин экземпляр тиражпа илемлĕ çутă хут çине пичетлесе кăларнă «Сувар-пулкарсен культури. Халăх тĕнĕ тата çут тĕнчине ăнкарни» кĕнеке. Ăна В. В. Николаев академика халалланă. Авторĕсем — Юрийпе Сергей Ювенальевсем. Сăнÿкерчĕкĕсене пирĕн ентеш — Чатукасси ялĕнче çуралнă Ю. А. Львов тата С. Ю. Ювенальев тунă.

Сувар-пулкарсен ячӗсем пирки ҫӗнӗ кӗнеке тухнă

В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Суваро-булгаро-чувашские имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 350 с., ил.

ЧР Наци вулавăшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнă. Вăл питӗ кирлӗ те усăллă кӗнеке — "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения". К. В. Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кăларнă темиҫе кăларăма вулавăша чăвашсен паллă таврапӗлÿҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.

Вăл вулавăшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачă ҫыхăнура. Ку — вăл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шăранса тухиччен чылай тар тăкма тивнӗ. "Ҫынсен ячӗсем — халăх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халăхăн культурипе йăли, унăн тата ытти халăхăн ҫыхăнăвӗ курăнать", — тет Владимир Алмантай.

Pages

Subscribe to Сувары RSS