Видео

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Вести Чăваш ен. Каçхи кăларăм. 2018.12.19)

Юрий Ювенальевпа Владимир Алмантай. Презентаци саманчĕ.

Чăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алмантайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕсен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Республика, каçхи кăларăм. 2018.12.18)

Владимир АлмантайЧăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алмантайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕсен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Ĕмĕр сакки сарлака: Суварсем

Пулкарта Асăну юпи патĕнче. Людмила Семёнова Сарханран интервью илет.

Людмила Семёнова хатĕрленĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» передачăн 2018 çулхи «Асăну çÿревĕ» çинчен «Суварсем» ятлă кăларăм.

Аслă Ыр

Чăваш ен. 2017.02.14 кăларăм

Чăваш ен, каçхи кăларăм. 2015/11/02

Малалла утар

Малалла утар, харăс пусар
Хамăр ялава хыт тытар
Харăс, харăссăн утар
Хамăр ялав, хамăр ялав айӗнче
Харăс, харăссăн утар
Хамăр ялав, хамăр ялав айӗнче

Ирхи тĕпел. 2015.10.20 кăларăм

Ирхи тĕпел. 2015.10.20 кăларăм

Сумлă ар юрри

Хурамаран пĕкĕ, авакана, хурамаран пĕкĕ, авакана,
Лартаясчĕ çÿлĕ, кĕлет умне, лартаясчĕ çÿлĕ, кĕлет умне.
Пире сума суса чĕнекене, пире сума суса чĕнекене,
Лартаясчĕ атте кĕрекине, лартаясчĕ атте кĕрекине.
Ытла шăлтăр-палтăр ай çÿрес мар, ытла та шăлтăр-палтăр ай çÿрес мар,
Атте-анне ятне ай ярас мар, атте-анне ятне ай ярас мар.
Атте-анне ячĕ ай пин сумлă, атте-анне ячĕ ай пин сумлă
Тата хамăр ятсем ай çĕр сумлă, тата хамăр ятсем ай çĕр сумлă.
Уйрăлассăм килмест ай тăванран, уйрăлассăм килмест ай тăванран,
Тăван ытла лайăх ай пулнăран, тăван ытла лайăх ай пулнăран.

Ахплат турхана асăнмалли чул уçрĕç

Вăрмар районĕнче 2014 çулта чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ахплат турхана асăнмалли чул уçрĕç. Ĕçе пурнăçлама Арăслан Николаев, Валем Семёнов тата ыттисем тăрăшнă.

Pages

Subscribe to RSS - Видео