Авалхи Тунти пасарĕ

Иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче 86 çула кайса çĕре кĕчĕ Чатукассинчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ А. Г. Львова. Пур енлĕ аталаннă вĕрентекен пулнă Антонина Герасимовна. Хăй ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ хĕрарăм пушă вăхăтне (тĕрĕссипе, пулнах-ши вăл унăн) пĕр самантлăха та ахаль çĕре яман: çырнă, тĕпченĕ, фольклор материалĕ пухнă, яланах çынсем хушшинче пулнă... Хаçатăн пуш уйăхĕнчи тăватă номерĕнче эпир А. Львован "Тăван чĕлхе - анне чĕлхи" пысăк материалне вырăн патăмăр. Нумаях пулмасть Антонина Герасимовнан ывăлĕ Ю. Львов таврапĕлỹçĕ редакцие амăшĕн килти архивĕнче упранакан тепĕр ĕçне илсе килчĕ. Эпир ăна хаваспах йышăнса юлтăмăр, пичете хатĕрлерĕмĕр. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче питĕ хаклă документ упранать. Вăл ентешĕмсемшĕн, уйрăмах ỹсекен ăрушăн интереслĕ пуласса шанатăп. Шупашкарти тĕп архивăн докуменчĕсем кăтартса панă тăрăх, ĕлĕк-авалах, 400-450 çул каялла Чатукассипе Ункăçум ялĕсем хушшинче кашни эрнерех Тунти пасарĕ пулнă. Кунта çулленех çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн вара Тунти пуххи кĕрленĕ. Тунти пуххи е ярмаркки тунтикун мар, эрнекун пуçланнă. Çав уяв ун чухне питĕ палăрса тăнă. Вăл Ишек ярмарккинчен нимĕн енчен те кая юлман, уйрăлса тăман. Унта 15—20 çухрăмри ялсенчен те халăх килсе çỹренĕ. “Дело 1867 года. Ядринской уездной земской управы о состоянии торгов, базаров, ярмарок... О состоянии ярмарок, находящихся в Чебаевской Волости. Базар Унгинский: Чебаев. и 1-й Богатыревский от Ядрин 68 км, от Цивильска — 18, от Чебоксар — 30 км. Торгующих всего 30, из местных жителей — 7. Число ярмарочных лавок — 40. Предметы промышленности местные: рыбы — 3, свечь — 1, ковш — 5 р. из разных мелочей... Предметы промышленности привозные: рукавицы — 30 р. льяного — 16 р., табаку — 20, рыба — 8, свечь — 3, деревянные посуды — 10 р. соли — 1, постного масла — 1, посуды... Из различных мелочей... Волостной старшина Борисов. Волостной писарь Исторический архив Чувашской АССР, фонд № 16. Л. Захаров (Чатукасси, 1896 çулта çуралнă): "Эпĕ ача чухне, 1903-1905 çулсенче, Чатукасси питех те пĕчĕк ялччĕ. Ялăн пĕр урам анчахчĕ. Вăл урам та пысăк пулман. Тăван ялăм çинчен атте, Лев Дмитриевич, питĕ нумай каласа паратчĕ. Хаклă çыннăм çамрăк чухне Чатукасси татах та пĕчĕк пулнă. Эпир халь пурăнакан урам вĕçĕнче Ефрем Лявонч пурăнатчĕ, тепĕр енче, ял хĕрринче — Пракох арăмĕ. Шкул хыçĕнче те, депо патĕнче те, Мăн ту çинче те ун чухне пурăнакан пулман. 1910 çулта хальхи шкул хыçĕнчи урам вырăнĕ пушахчĕ, чи малтан унта Павел Захарович куçса ларчĕ. Вĕсем çуртне уя лартрĕç. Ун хыççăн Владимир Сергеевич, Андриян Васильевич кунта тĕпленсе тымар ячĕç. Каярах вăл пĕр енлĕ урам пулса тăчĕ. Мăн ту çине те çынсем çурт лартма тытăнчĕç, унта тепĕр урам пулса юлчĕ. Эпĕ ача чухне депо хыçĕнче никам та пурăнман. Ялăн хĕвеланăç енчи урамĕнче, Павел Харитоновичсем пурăнакан вырăнта, ĕлĕк темиçе кил кăначчĕ. Халĕ унта тепĕр урам ỹссе ларчĕ". К. Степанова (Чатукасси): "Ял хыçĕнчи Мăн çырма вырăнĕнче ĕлĕк тỹрем вырăнччĕ, çерем çĕрччĕ. Унта, ят çĕрсем çинче, çынсем утă çулса илетчĕç. Çуркунне çитсен эпир унта пир сарма каяттăмăр. Сĕрен лупашки урлă пĕр хăмаран каçă хуратчĕç те çав хăма варрипе пĕрре пуссах тепĕр енне каçаттăмăр. Ехрем Лявонч унта пĕве тутарнă, анчах пурăна киле вĕсем татăлса кайма пуçларĕç, урăх вĕсене пĕвелемерĕç. Каярахпа Çăка варĕ тĕлĕнче кĕпер турĕç. Çав кĕпер урлă лашапа та каçса çỹретчĕç. Потресем кашни тунтикун лашапа çав кĕпер урлă Тунти пасарне килсе çỹретчĕç. Шетмĕсем вара пасара хальхи Çерем çулĕ текен çул тăрăх килетчĕç. Ун чухне вăл çул тỹремччĕ, çеремлĕччĕ. Эпĕ астăвасса, кашни тунтикунах улăхра пасар пулатчĕ. Унта суту-илỹ тăвакансем таçтан та килетчĕç. Питĕ вăйлăччĕ çав пасар: таварсемпе те, çын йышĕпе те. Тутарсем те пурччĕ. Шур çип нумай илсе килсе сутатчĕç. Пачки 12 тенкĕччĕ пулас. Пасар вырăнĕнчех 3-4 кил ларатчĕ. Унта лавккасем нумайччĕ. Тунти пуххи те халăхăн чи юратнă уявĕччĕ. Карусельсем пурччĕ. Пирĕн Клавди 3-4 çулта чухне Тунти пуххинче сăнỹкерчĕксем турĕç. Вĕсем халĕ те упранса юлнă-ха. Каярах Тунти пасарĕ пăрахăçа тухрĕ. Авалхи Тунти пасарĕ, Тунти пуххи çинчен (Ватă çынсен асаилĕвĕсем тăрăх) Ксения Иванова, 1882 çулта Шупуç ялĕнче çуралнă, Шăнар ялне качча тухнă. Халĕ унтах пурăнать, 85 çулта. Хальхи вăхăтра Тунти пасарĕ çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн (1941—1945 ç. ç.) çуралнисем пĕлсех те, илтсех те кайман пулĕ: çав пасар пуçтарăнма пăрахнăранпа чылай çул иртрĕ. Апла пулин те, Тунти пасарĕ, çав шутра Тунти пуххи пирки астăвакансем çук мар-ха. Çав пасар çывăхра пулнăран пирĕн ял çыннисен асĕнче яланлăхах юлнă. Чылайăшне аса илсе калаçнине халĕ те илтме пулать. Вунă-çирĕм çул ĕлĕкрех Тунти пасарĕ çинчен аса илекенсем сахал марччĕ. Вĕсем асăннă пасара пĕтерсе хунăшăн пăшăрханса, хуйхăрса калаçатчĕç. Пирĕн тăрăхра Тунти пасарĕн ячĕпе сыхланса юлнă вырăнсен ячĕсем халĕ те пур. Сăмахран, Чатукасси ялĕнчен тухса çỹрекен алăка “Пасар алăкĕ” теççĕ. Ĕлĕк пасара килекенсем çав алăкран тухса суту-илỹ вырăнне кайнă. Унсăр пуçне пасара тепĕр енчен халăх килсе çỹренĕ çул ячĕ — “Хура тăлла çулĕ” е “Çерем уй çулĕ” ятпа сыхланса юлнă. Ăна хура тăлла сырса çỹрекенсем çав çулпа пасара килсе çỹренĕрен каланă имĕш. Халĕ çав çула “Çерем уй çулĕ” тесе кăна калаççĕ. Халĕ çав çул вырăнĕ — уй варринче лапамланса юлнă симĕс курăк ешерекен вырăн кăна, ятарлă çул мар. Шел пулин те, тăван ял, тăван тăрăх 20—30 çул каялла епле пулни халăха сахал интереслентерет. Çак кунсенче (июнĕн 5-мĕшĕнче) пирĕн “Герой” колхозра ял çыннисемшĕн пысăк уяв — Акатуй иртрĕ. Иртнĕ çулсенче ку евĕр праçнике ирттерекенсем пулкаланă. Ун чухне ăна “Стадион пуххи” тесе калатчĕç. Çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ирттерекен уява хамăрăн мăн асаттесемпе мăн асаннесен, хамăрăн несĕлсен йăли-йĕркипе çĕнĕрен вăй илтерес тĕллевпе ĕлĕкхи пек Тунти пуххи тесе ят парсан йăнăш пулмĕччĕ. Тунти пасарĕ çинчен хамăн кукамай каласа панине астăватăп. Вăл, çывăх мар пулин те, 20—30 çухрăмри Тăрăн ялĕнчен пасара килсе çỹренĕ. Павел Харитонов асаилĕвĕ. Вăл 1897 çулта Чатукасси ялĕнче çуралнă. “Тунти пасарĕ — авалхи пасар. Вăл эпир ача чухне пуçтарăнатчĕ. Ĕлĕк вăл ку тăрăхри чи пысăк пасарсенчен пĕри шутланнă. Пасар Отнер çырми вĕçĕнче, Ункăçум ялĕнчен килекен çулпа юнашар Выççăлккăна кайнă çĕрте пулатчĕ. Вăл тунтикун пулнăран ăна Тунти пасарĕ тенĕ. Унта лавккасем чылайччĕ. Вĕсен хуçисем таварĕсене хуларан илсе килсе сутатчĕç. Суту-илỹ вăйлăччĕ, темĕн тĕрлĕ тавар та пулнă. Виçĕ рет лавккара пĕр тĕрлĕ таварсем (мануфактура) сутатчĕç. Тепĕр ретĕнче аш-какай, тепринче кулачă, сушка, ула пĕремĕксем, канфет... Пасар вырăнĕнчех пурăнакансем те пурччĕ. Унтах пекарня та вырнаçнăччĕ. Çавăнтах кулачă пĕçерсе сутатчĕç. Юнкунран кулачă илсе килсе сутакансем те пурччĕ. Юнкун старикки (халĕ ятне манса кайнă) юрласа халăха кулачă илме хăй тавра пуçтаратчĕ. “Шур кулачă çиекен çĕрте вун çул пурнать, тет, Хура çăкăр çиекен вун çул катăк пурнать, тет”, — тесе юрлатчĕ. Пасарта сăра та, эрех те сутатчĕç. Эрехĕ шурри çеç пулнă, хĕрли — çук. Виçĕ тĕслĕ сăра: Черное пиво, Ермолаевское пиво, Жигулевское пиво, пур тетчĕç. Сăрине хуларан турттарса килнĕ, тет. Лавкка хуçисем тĕрлĕ ял çыннисем пулнă: Топтолтан, Маркаран, Çĕньялтан... Чатук ялĕнчен те пурччĕ. Таварĕсене Шупашкартан, Хусантан илсе килетчĕç. Пасар çĕрĕ Çĕньял Чупай çĕрĕ шутланнă. Тунтикун пуххи вара тунтикун мар, çулсеренех эрнекун, Çĕрпỹре иртекен Майра пуххинчен икĕ эрне маларах пулатчĕ. Халăх таврари нумай ялсенчен пухăнатчĕ, таçтан та килнĕ. Тунти пуххи Ишек ярмарккинчен кая юлман. Çулленех карусель вырнаçтаратчĕç. Параппан, купăс сасси илемлĕн янăратчĕ. Карусель çине ача-пăча ларса çаврăнатчĕ. Пурăна киле Тунти пасарне темиçе çĕре те куçарчĕç. Чатукассинче вăл хальхи пĕчĕк лавкка çумĕнче, Михаил Кузьминсен çурчĕ патĕнче пулса иртетчĕ. Пасар улăхран куçма пуçласан унăн илемĕ пĕтрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пасара пĕтерсе хучĕç. Отнер çырми вĕçĕнче, ĕлĕк пасар пулнă вырăнта, халĕ те çурт-йĕр вырăнĕсен паллисем пур. Хальхи çамрăксем ĕлĕк çав вырăнсенче пасар пулнине пĕлмеççех ĕнтĕ. Вĕсенче ĕне çитерсе çỹрекен шăпăрлансем тимĕр япаласем тупни те пулнă. Евдокия Ерофеева (Чатукасси ялĕ, Маек Венин кукамăшĕ). “Тунти пасарĕнче лашасем те сутатчĕç. Лаши-çунипех сутакансем те пулкалатчĕç. Питех те вăйлă иртетчĕ Тунти пасарĕ. Кĕркунне çитсен вара пасара виçшер лаша кỹлсе çара каякан каччăсем салтак юррисем юрласа пырса кĕретчĕç. Пасар тавралла тутăр вĕçтерсе юрласа çаврăнатчĕç. Пĕтĕм халăха хăйсем çине пăхтаратчĕç. Хăш ял ачисем, кам ывăлĕн салтак ячĕ тухнипе пурте интересленетчĕç. Салтака каякансем халăхпа сывпуллашса юрă шăрантаратчĕç. Пасарта темĕнпе те суту-илỹ тăватчĕç. Речĕ-речĕпе лавккасенче тĕрлĕрен пулăччĕ. Хусантан илсе килсе сутатчĕç. Виçикассинчи Яков Ефимовичсем виçшер лавпа хĕрарăм таварĕсем сутма килнĕ. Тунти пуххине пурте çитме тăрăшатчĕç. Уйрăмах вăл çамрăксемшĕн хаклă уяв шутланнă. Вĕсем юлташĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле çỹретчĕç. Ушкăнăн-ушкăнăн, ретĕн-ретĕн утма тытăнатчĕç. Пур халăха хăйсем çине пăхтаратчĕç. Тавралла купăс сасси янăраса тăратчĕ. Питех те савăнăçлăччĕ. Тунти пуххи çитес умĕн çывăхри ялсенче пурăнакансем пурте тенĕ пекех сăра туса хатĕрленĕ. Ун чухне Чатукасси ялĕнче килĕренех ĕçкĕ пулнă. Пухха килнĕ çынсем тăванĕсем патне кĕмесĕр, ĕçсе-çисе, юрласа савăнмасăр килĕсене саланман. Тунти пасарĕ патĕнчех пысăках мар, уйрăм çурт-чавсавай ларатчĕ. Шалта турăшсем, çурта лартмалли пурччĕ. Инкек-синкек пулсан халăх унта кайса пуç çапнă, укçа пăрахнă, çурта лартнă. Каярахпа Тунти пасарне улăхран кантур ялне — Çĕньяла куçарчĕç. Ун хыççăн пасар Чатука куçрĕ. Вăрçă пуçланнă çул çак пасара пĕтерчĕç”. Хурăнлă çул - хурлăх çулĕ Павел Харитонов каласа панинчен. “Ĕлĕкхи хурăнлă çул чăнахах хурăнлăччĕ. Çулăн икĕ енĕпе икшер рет хурăн ешеретчĕ. Йывăçĕсем питĕ çăра та çỹллĕччĕ. Варринче çеремлĕ çул. Вăл сарлакаччĕ: 12 чалăш тетчĕç, вăл 24 метр пулать. Çулĕ çинче курăк лайăх, çăра ỹсетчĕ. Вăл питех те илемлĕ, капăр çул шутланнă. Эпир унта ача чухне, каярах каччă çулĕсенче лаша çитерме çỹренĕ. Хурăнлă çул Чулхуларан Хусана каякан çул пулнă. Урăх яла кĕмесĕрех çав çул Çĕрпỹ хулине çитернĕ. Çĕрпỹрен — Хусана. Пирĕн патăртан Чулхула еннелле каяс пулсан, чи малтан Шупуçне, унтан Юнкуна (хальхи Мăн Шетмĕпе Дворик ялĕсем), Тỹрекасси ялĕ патĕнчен Енехмет ялĕ витĕр Чăваш Сурăмне, унтан Сарьялне, Етĕрнене çитнĕ. Етĕрнерен Чулхулана выртнă çав çул. 1915 çул. Салтак ячĕ тухас умĕн пирĕн Етĕрнене призыв комиссине каймалла пулчĕ. Эпир ун чухне Етĕрне уесне кĕнĕ-çке. Лашапа кайрăмăр. Етĕрнене çитичченех çав çулăн икĕ енĕпе те икшер рет хурăн ешеретчĕ. Сăр çинче ларакан çав хулана хам çитсе курнă. Кĕтерне патша тутарнă тетчĕç çав çула. Ăна хута яма чылай çыннăн асап тỹсмелле пулнă, ун тăрăх çынсем питĕ йышлăн çỹренĕ, тетчĕç. Салтаксем те çав çул тăрăх иртсе каятчĕç. Каторгăна çынсене конвойсем çав çулпах илсе кайнă, судпа айăпланнисене те. Çул çинчи çынсем пирĕн яла хваттере кĕре-кĕре выртатчĕç.
Пирĕн çывăхри Юнкунта, Хурăнсурта арестленĕ çынсене хупмалли казенăй çуртсем пулнă. Арестленисене çав ялсенче кăна вырттарнă, ытти ялсене кĕртмен тата юраман. Çавăн йышши çуртсем Хурăнлă çул хĕррипе вырнаçнă ялсенче малалла кайсан татах пулнă. Вăхăт иртрĕ. Çав илемлĕ çула сыхласа хăвараймарĕç. Колхозсем тăвиччен çул хĕрринчи хурăнсене вутă çук пирки ялсенче пурăнакансем касса пĕтерчĕç. Хурăнсем питĕ çăраччĕ. Кашни метртанах ỹснĕ пулĕ. Çулла каç пулсанах ял çыннисем хурăн касма, милĕк хатĕрлеме кайма хатĕрленетчĕç. Касаканнисене тытсан хытă айăпланă, тĕрмене хупни те пулнă. Темĕн чухлĕ сыхласан та халăх чарăнмарĕ”. Перасковия Антонова каласа панинчен. “Иккĕмĕш Кĕтерин патша Чăваш çĕршывĕ урлă Мăн çул хывтарнă. Çав çула чухăн хресченсене хĕсĕрлесе тутарнă. Ун тăрăх хресченсен хурăн лартмалла пулнă. Хурăнĕсем 4 рет пулнă. Çавăнтанпах асăннă çула Хурăнлă çул тенĕ. Хурăнлă çул пирĕн тăрăхри хальхи Чатукасси, Ункăçум патĕнчен Шупуç, Кỹлçырма, Мăн Шетмĕ çумĕнчен иртнĕ. Вăл Çĕрпỹрен Етĕрне хулинелле кайнă. Ун тăрăх ямшăксем почтăпа çỹренĕ. Хурăнлă çул тăрăх пуянсене хирĕç тăракансене Çĕпĕре ăсатнă. Ĕлĕкхи çынсем каланине астăватăп, çак çулпа Емельян Пугачев Çĕрпỹ хулине кайнă, имĕш. Е. Пугачев хресченсене, хура халăха хỹтĕлекенскер пулнă. Çав çул вырăнĕ халĕ те паллă. Хăш-пĕр çĕрте хурăнсем е вĕсен хунавĕсем юлнă”. Чăпта çапни Колхозсем тунă çулсенче пирĕн тăрăхра чăпта çапас ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе ячĕç. Ун чухне ăна кустпром (кустарно-промысловая артель) тетчĕç. Артель ячĕ “Стрела” пулнă (вăл 1930—1950 çулсенче ĕçленĕ). Кустпром Енĕшкасси ялĕнче 1932 çулта йĕркеленнĕ. Унăн председателĕнче нумай çул хушши Ф. Егоров ĕçлерĕ. Артель вăрçă вăхăтĕнче кăна хăйĕн ĕçне чарса лартрĕ. Вăл тапхăрта кунта вĕрен пĕтĕрсе явтарнă. Фронта пулăшас тĕллевпе артельте ытти тĕрлĕрен ĕçсене те пурнăçланă. Пирĕннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерỹпе вĕçлесен Филипп Егорович çак ĕçре мĕн ватăличченех тимлерĕ. Вăл 1965 çулта çĕре кĕчĕ. Кустпромăн ĕçне унăн правленийĕ йĕркелесе пыратчĕ. Правлени членĕ пулса Егор Кузьмич ĕçлерĕ. Технорукра Егор Кузьмин, счетоводра Федор Гаврилов вăй хучĕ. Кустпромăн бухгалтерĕ пулса чылай çул хушши Михаил Миронович Лукин тăрăшрĕ. Вăл çамрăклах, 44 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Çак артельте10 ял çыннисем чăпта çапнă, члента тăнă. Çав вăхăтрах вĕсем колхозра та тар тăкнă. Ирхине 1—2 сехетре тăнă та 8 сехет хушши ĕçленĕ. Кăнтăрла тăван хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ. Курăсне аякран турттарса килме тивнĕ (200 çухрăм е унтан та инçерех). Артель питех те тăрăшуллă çынсене пĕтĕçтерсе тăнă, вăл тĕллевсене яланах ирттерсе тултарнă. Артель Шупашкарти Чувашторпромсоюза пăхăннă. Кустпромăн курăс склачĕсем Енĕшкасси ялĕнчеччĕ. Çынсем унта лашапа кайса курăс тиесе килетчĕç, чăпта çапатчĕç. Каярах кустпромăн курăс склачĕсене ытти ялсенче те çĕклесе лартрĕç. Чатукассинче Иван Ефимовичăн (Петр Ивановичăн ашшĕ) килĕнче склад та пулнă. Унăн сарайĕнче курăс туллиехчĕ. Вăл Енĕшкассинчи чăпта артелĕн склачех пулнă. “Стрела” артель ĕçченĕсем канăвне те аван йĕркеленĕ. Артель “Спартак” спорт командине тытса тăнă. Хĕлле йĕлтĕрçĕсем аван кăтартусемпе савăнтарнă. Кун пирки акă мĕн каласа панă Августина Матвеева: “Эпир Шупашкара походпа тата тĕрлĕрен ăмăртусене час-часах тухса çỹренĕ. Нихăçан та кайри вырăнта пулман. Çав сăнỹкерчĕксем халĕ те упранаççĕ. Асăннă ăмăртусене Семен Андреев, Евдокия Исакова, Николай Воротников тата Харитон Михайлов (шел, вăл иртнĕ вăрçăран таврăнаймарĕ) тăтăшах хутшăннă. Анна Русина, Августина Лукина, Василий Коньков, ыттисем вăхăт таппипе тан пынă. Шкул ачисем тĕрлĕрен мероприятисенчен аякра тăман. Артельте эпир шумовой оркестр та йĕркеленĕччĕ. Çамрăксем ялтан яла çỹресе спектакльсем кăтартнă, ытти артельсемпе çыхăну тытнă. Евдокия Мироновна (1893—1976) Çавалçырмари чăпта хуçин хĕрĕ пулнă. Вăл Анатри Шурçырмана качча тухнă. Çав ялтах пурăннă. Акă еплерех аса илнĕ вăл çав тапхăра: “Эпĕ ача чухне, çитĕнсе çитсе хĕр пулсан та, пирĕн атте çынсене чăпта çаптаратчĕ. Пирĕн складсенче курăс туллиехчĕ. Курăсне çармăсран, Мордва тăрăхĕнчен лавпа кайса тиесе килетчĕç. Каярахпа çынсене чăпта çаптарнăшăн пире курайман. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче пирĕн çуртсене пăсса илсе кайма пуçларĕç. Мĕн чухлĕ сарай, кĕлет турттарса тухмарĕç пулĕ? Çакăншăн мĕн чухлĕ куççулĕ юхтарман-ши эпир? Пирĕн Шурçырмари мăнакай пуян çын хĕрĕ пек те мар, питĕ ырă кăмăллăскер, ĕçлеме юратаканскер. Ĕлĕк-авал ашшĕ-амăшĕ пуян хуçа пулнишĕн вăл пачах та айăплă мар-çке?” Л. Захаров асаилĕвĕ: “Авалхи вăхăтри чăпта историйĕ пирки манран Н. И. Олангаев темиçе хут та ыйтрĕ. Пирĕн тăрăхри ялсем Чупай (Çĕньял) вулăсне кĕнĕ. Вĕсенчи çынсем, пирĕн Чатукасси енче пурăнакансем те, кăштах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе чăпта çапнă. Çак ĕç чи йывăррисенчен пĕри шутланнă. Çынсем талăкĕ-талăкĕпе унран уйрăлмасăр тар тăкнă. Ĕлĕк-авал чăпта çапассипе уйрăм артельсем пулман. Ялсенче уйрăм хуçасем пулни паллă. Чи авал пирĕн тăрăхри Потрере чăпта хуçи пурччĕ. Ăна Партас тетчĕç. Вăл Çавалçырмари Мирон Дмитриевичран чылай малтан чăпта çаптарнă халăха. Сăмах май çакăн çинчен каласа хăварам: Партас хĕрне Матвей Миронович качча илнĕ. Ăна ĕлĕк Партас Васси тенĕ. Вăл чăпта хуçин хĕрĕ, упăшки, Матвей Миронович, чăпта хуçин ывăлĕ пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те ашшĕ-амăшĕ тăрăх питĕ пуян таврашран шутланнă. Çавалçырмара та чăпта хуçи ĕлĕк-авалах пулнă. Вăл Мирон Дмитриевич ятлăччĕ. Вăл пачах хутла пĕлмен. Эпĕ ача чухне пирĕн килте те вĕсем патĕнчен илсе килнĕ курăспа чăпта çапатчĕç. Эпĕ йĕп туртаттăм. Чăпта хуçисем пурте пуянччĕ. Вĕсен çурчĕсем нумайччĕ, выльăхĕ йышлăччĕ. Вĕсем курăсне çармăсран илсе килнĕ, ăна Атăл тăрăх нумай антаратчĕç. Чăпта çапма Мордва тăрăхĕнчи чĕртаварпа та усă курнă. Каярах Çавалçырмара тепĕр чăпта хуçи вăй илсе аталанчĕ. Вăл Сергей Степанович ятлăччĕ. Чăпта хуçисем хушшинче хирĕçỹсем те сиксе тухатчĕç”. Перасковия Федорова: “Иван Корнилович ашшĕ Корнил Прокопьевич ятлă пулнă. Вăл хутла пĕлмен. Иван Корнилович амăшĕ Сухви ятлă, пирĕнпе пĕрле вĕренчĕ. Корнил Прокопьевич чăпта çапнăшăн панă укçине шутласа илме Сухвине чĕнетчĕ. Эпĕ 7 çулта чухне йĕп ачи пулнă. Çавăн чухне 100 чăпта çапнăшăн 50 процентне асли илнĕ, курăс чĕрекен 30, йĕп ачи 20 процент илнĕ. Каярах 100 чăпташăн 12 тенкĕ пама пуçларĕç. Октябрьти Аслă революции хыççăн Корнил Прокопьевич чăпта çаптарман, вĕсене хĕстерме пуçларĕç. Матвей Миронович колхоз тăвиччен Çавалçырмара пурăннă чухне чăпта çаптаратчĕ. Вĕсем Выççăлккăна колхозсем йĕркеленĕ тапхăрта куçрĕç. Каярахпа вăл урăх чăпта çаптарман. 16 çулта чухне эпĕ хам та чăпта çапма пуçланă. Эрнере 100-шер чăпта çапнă. “Стрела” артель йĕркелесен 100 чăпташăн 60 тенкĕ паратчĕç. Чăпта çапакансем тата çитсă илнĕ, çак чĕртавар ун чухне лавккасенче пулман. Чăпта лайăх çапнăшăн мана путевкăпа Кавказа ямалла турĕç. Епле савăнман-ши? Сухумипе Сочи хушшинчи Афоньская Гора çине илсе хăпарчĕç. Çỹлте — чиркỹ. Кавказри нумай-нумай хулана çитсе куртăмăр. Вăл ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Унтан таврăнсан пире хаçат редакцине илсе кайрĕç. Эпир Кавказа мĕнле кайса килни çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç. В. Бараев кĕнеке çырса кăларчĕ. Унта эпир Кавказа кайса килни çинчен каласа кăтартнăччĕ. Ун хуплашки çинче ман сăн пурччĕ. Çав кĕнекене эпĕ паян кун та упратăп”. В. Бараевăн “Кавказ хăнисем” кĕнекерен. Кĕнекере Перасковия Федорова çинчен çырнă хăш-пĕр сыпăксем: “Поезд çине пирвайхи хут ларсан, хăть кама та хумхантарать, тĕлĕнтерет. Праски, халиччен Шупашкарта çеç пулнă чăптаçă, ударницăсен слетне автобуспа çеç кайса курнăскер, вăрăм çула малтанхи хут тухнă...(114 стр.). Трак районĕнчи чăпта çапакансен “Стрела” эртел ятне илтсенех куç умне çак уçă кăмăллă хĕр — Праски тухса тăрать. Вăл иртнĕ сезонра, Чăваш Республики 15 çул тултарнă ячĕпе пыракан ăмăртăва хутшăнса, хăйĕн планне 200 процент тултарнă, 2150 чăпта тĕртме ĕлкĕрнĕ. Праски хăй тĕртсе тунă чăпта пирĕн çăмăл промышленноçра тавар тĕркисене чĕркемелли паха тарă пулса тăнине, вăл пулмасан ун вырăнне хаклă пир-авăр е çитсă таврашĕ тивĕçсĕр сая каясса лайăх ăнланать. Çавăнпа вăл хăйĕн ĕçне пикенсех тума юратать... (115 стр.). Праскипе пĕрле экскурсине тата 9 çын каяççĕ. Вĕсем пурте чăпта ĕçне маттур туса пыракан паллă ударниксем. Çавăнпа та вĕсене Чăвашкультпромсоюз пысăк преми парса инçетри Кавказа кайса курмалла тунă...(115 стр.). Колхоз туни А. Васильев асаилĕвĕ: “1929 çулта Виçикассинче коммуна йĕркелерĕç. Чатукасси ялĕ çав коммунăн пĕр пайĕ пулнă. Ăна “Цех Ильича” тетчĕç. Анчах ку хут çинче кăна пулнă, ĕçĕ йĕркеленсе пĕтеймерĕ. Халăхăн çĕрĕсем ун чухне уйрăм шутланнă. 1929 çулта ял халăхне пухса Чатукасси шкулĕнче пуху йĕркелерĕç. Воронцов ятлă коммунист, чăваш килнĕччĕ. 1930 çулта пĕрлешỹллĕ хуçалăх теме пуçларĕç. Ун чухне эпир колхоз теме те пĕлмен. Колхоз йĕркелеме Горькинчен (Чулхуларан) КПСС ретĕнче тăракансем çитрĕç. Пĕри Липатов ятлăччĕ, вырăс. Ытти ялсенче урăх çынсем пулнă. Вĕсем пире коммуна мар, колхоз тăватпăр, терĕç. Чи малтан Сергей Ефимович председатель пулчĕ (Манькка ашшĕ). Вăл тăватă çул вĕреннĕ. Питĕ ăслă, тавракурăмлă çынччĕ. Ун хыççăн колхоза Никифор Трофимович çырăнчĕ. Вăл малтан кантурта ĕçленĕ. Нумай пĕлетчĕ, хăюллăччĕ. Унтан Григорий Павлович кĕме килĕшрĕ. Евдокия Ерофеева та (Наçтуçсен, Маексен амăшĕ) колхоза кĕчĕ. Вăл питĕ активлă хĕрарăмччĕ. Ун чухне колхоза 20 хуçалăх патнех çырăнчĕç. Колхоз председателĕнче Сергей Ефимович ĕçленĕ чухне правлени çуртне Максим Титович пỹртĕнче турĕç. (Кивĕ ял совечĕ вырăнĕнче. Тита Макçăмне раскулачить тусан хăй мунчинче пĕрер çул пурăнчĕ, кайран ăна ялтан кăларса ячĕç). Колхозăн счетовочĕ чи малтан Михаил Ермолаевич (Сухви упăшки) пулчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Сергей Ефимовича пĕр çул ĕçленĕ хыççăн колхозăн çĕр улмине çĕртнĕ тесе пуçлăхран кăларчĕç. Колхоз председательне Лев Петровича (Герман ашшĕ) суйларĕç. Вăл пĕр çулталăк хушши тăрăшрĕ. Унтан пуçлăх пуканне Аркадий Васильевич йышăнчĕ (1932 ç.). Правлени З. Дубровин килне куçрĕ. Вăл пушă пỹртчĕ. Пĕр çул тăрăшнă хыççăн тилхепене тытма Кондратий Филипповича шанчĕç. 1933—1934 çулсенче колхоз председателĕнче Никифор Трофимович тăрăшрĕ, 2—3 çул ĕçлерĕ. Каярах хуçалăх пуçĕнче Никифор Кондратьевич (1936—1938), Даниил Афанасьевич (1939—1940), С. Т. Тимофеев (1941—1942, Семен Тимофеевич фронтра пуçне хунă), Д. Я. Яковлев (1942—1943),Терентий Васильевич (1944), А. Н. Николаев (1945—1948) тăнă. Нумай тапхăр хуçалăха Николай Павлович Харитонов тĕрĕс-тĕкел ертсе пычĕ. Вăл 1962 çулта çĕре кĕчĕ. Николай Павловичах клуб çуртне çĕклесе лартма май çитерчĕ. Ăна 1952 çулта хута ячĕç. Унта колхоз правленийĕ, клуб, вулав çурчĕ куçнă. Çĕнĕ правлени çурчĕ 1962 çулта хута кайрĕ.
А. Львова