Видео

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Вести Чăваш ен. Каçхи кăларăм. 2018.12.19)

Юрий Ювенальевпа Владимир Алмантай. Презентаци саманчӗ.

Чӑваш наци библиотекинче ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премийӗн лауреачӗн Юрий Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, культурологи кандидачӗн Владимир Алмантайӑн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кӗнекесен презентацийӗ иртрӗ. Хӑтлав каҫне сувар-пӑлхарсен, чӑвашсен Х-ХХ ӗмӗрсенчи кӗмӗл капӑрчӑкӗсен куравӗ илем кӳчӗ. Асӑннӑ ювелир хатӗрӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш халӑх художникӗн Владислав Николаевӑн пуххинчен.

Юрий Ювенальевăн тата Владимир Алмантайăн кĕнекесен презентацийĕ (Республика, каçхи кăларăм. 2018.12.18)

Владимир АлмантайЧӑваш наци библиотекинче ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премийӗн лауреачӗн Юрий Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, культурологи кандидачӗн Владимир Алмантайӑн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кӗнекесен презентацийӗ иртрӗ. Хӑтлав каҫне сувар-пӑлхарсен, чӑвашсен Х-ХХ ӗмӗрсенчи кӗмӗл капӑрчӑкӗсен куравӗ илем кӳчӗ. Асӑннӑ ювелир хатӗрӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш халӑх художникӗн Владислав Николаевӑн пуххинчен.

Ĕмĕр сакки сарлака: Суварсем

Пулкарта Асӑну юпи патӗнче. Людмила Семёнова Сарханран интервью илет.

Людмила Семёнова хатӗрленӗ «Ӗмӗр сакки сарлака» передачӑн 2018 ҫулхи «Асӑну ҫӳревӗ» ҫинчен «Суварсем» ятлӑ кӑларӑм.

Аслă Ыр

Чăваш ен. 2017.02.14 кăларăм

Чăваш ен, каçхи кăларăм. 2015/11/02

Малалла утар

Малалла утар, харӑс пусар
Хамӑр ялава хыт тытар
Харӑс, харӑссӑн утар
Хамӑр ялав, хамӑр ялав айӗнче
Харӑс, харӑссӑн утар
Хамӑр ялав, хамӑр ялав айӗнче

Ирхи тĕпел. 2015.10.20 кăларăм

Ирхи тӗпел. 2015.10.20 кӑларӑм

Сумлă ар юрри

Хурамаран пӗкӗ, авакана, хурамаран пӗкӗ, авакана,
Лартаясчӗ ҫӳлӗ, кӗлет умне, лартаясчӗ ҫӳлӗ, кӗлет умне.
Пире сума суса чӗнекене, пире сума суса чӗнекене,
Лартаясчӗ атте кӗрекине, лартаясчӗ атте кӗрекине.
Ытла шӑлтӑр-палтӑр ай ҫӳрес мар, ытла та шӑлтӑр-палтӑр ай ҫӳрес мар,
Атте-анне ятне ай ярас мар, атте-анне ятне ай ярас мар.
Атте-анне ячӗ ай пин сумлӑ, атте-анне ячӗ ай пин сумлӑ
Тата хамӑр ятсем ай ҫӗр сумлӑ, тата хамӑр ятсем ай ҫӗр сумлӑ.
Уйрӑлассӑм килмест ай тӑванран, уйрӑлассӑм килмест ай тӑванран,
Тӑван ытла лайӑх ай пулнӑран, тӑван ытла лайӑх ай пулнӑран.

Ахплат турхана асăнмалли чул уçрĕç

Вӑрмар районӗнче 2014 ҫулта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ахплат турхана асӑнмалли чул уҫрӗҫ. Ӗҫе пурнӑҫлама Арӑслан Николаев, Валем Семёнов тата ыттисем тӑрӑшнӑ.

Pages

Subscribe to RSS - Видео