Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑх наукисен институчӗпе К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн пӗрлехи йышӑнӑвӗпе ученӑйсем республикӑри историпе культурологи тата этнографи объекчӗсене ҫитсе курма тӗллев лартнӑ. Хальхинче вӗсен ҫумне республикӑри тухтӑрсен пӗлӗвне анлӑлатакан институт ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Чӑвашсен сӑвар-пӑлхар несӗлӗсен ҫул-йӗрӗпе "ученӑйсен десанчӗ" чи малтанах Аслӑ Таяпари X-XIV ӗмӗрсенчи палӑк-хулашпа паллашрӗ.
Республикӑри паллӑ ӑсчахсене Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑх наукисен институчӗн директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов ертсе пычӗ. Вӑл авалхи сӑвар-пӑлхар халӑхӗсен эткерлӗхне сыхласа упрас, аваллӑх историне ҫитӗнекен ӑру патне ҫитерес тӗллевпе йӗркеленӗ ҫул-ҫӳрев пирки чарӑнса тӑчӗ.
Хӑнасене Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василиса Сапожникова, культура ӗҫченӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ сӑрапа кӗтсе илчӗҫ. 28 гектар ҫинче вырнаҫнӑ хулашӑн кӗске историйӗпе Владимир Алмантай ӑсчах паллаштарчӗ.
- Хамӑр халӑхӑн пӗрремӗш палӑкӗ ҫак вырӑн, — палӑртрӗ Владимир Алмантай таврапӗлӳҫӗ.
Ҫак хулаш пирки пӗрремӗш хут 1856 ҫулта С. Е. Мельников тӗпчевҫӗ ҫырса кӑтартнӑ. Пирӗн эрӑчченхи икӗ пин ҫул каялла кунта сӑварсен кану вырӑнӗ пулнӑ. XIII ӗмӗрте хулаш йӗри-тавра тӑпра купаласа ҫаврӑннӑ, варрине Кремль ӑсталаса хунӑ пулнӑ. Йӗри-тавра йывӑҫ пурапа хӳтӗлев ӑсталанӑ. Унӑн территорийӗнче кирпӗчрен ҫурт туса хуни паллӑ. Вӑл Чӑваш Енре тупнӑ пӗрремӗш кирпӗч ҫурт пулни паллӑ. Археологсен тӗпчевӗсем ҫак вырӑнта стенан, князь ҫурчӗн никӗсӗсем кирпӗчрен пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пекех керамика горнӗ, тимӗр изделисем — ҫӑраҫҫи пружини, ҫӗҫӗсем, авса тунӑ пӑтасем, хӗҫ-пӑшал пайӗсем тата ыттисене те тупнӑ. Хулаш 1000 ҫул тултарнӑ май ҫак вырӑнта архитектура комплексӗ туса лартнӑ.
Район администрацийӗн культура тата информаципе тивӗҫтерекен пай начальникӗ Антонина Александрова районта аваллӑх палӑкӗсене упраса тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланине каласа пачӗ. Акӑ, 2004, 2007 ҫулсенче хулаш территорийӗ-нче регионсем хушшинчи "Тискер уй-хир" фестиваль ҫӳллӗ шайра иртнӗ.
Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ Елена Барская "Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм" кӗнеке кӑларнӑ. Автор унта хулаш пирки те ҫырса кӑтартнӑ. Хӑнасем унӑн кӗнекине хак пама туянчӗҫ те.
Кунтах халӑх музыка инструменчӗсем янӑрани аваллӑх тӗнчине илсе кӗчӗ тейӗн. Николай Фомиряков таврапӗлӳҫӗ 10 тӗрлӗ инструмент ӑсталать, вӗсемпе хӑех калать. Хальхинче хӑнасемпе Аслӑ Таяпа ҫыннисем шӑхлич, тӑм шӑхлич, най, шӑпӑр, тимӗр купӑс каланине итлесе киленчӗҫ.
Аслӑ Таяпа хулашӗнче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттернӗ хыҫҫӑн хӑнасем Хӗрлӗҫыр ялне ҫул тытрӗҫ. Кунта та, чӑвашсен авалтан пыракан ырӑ йӑлипе, ученӑйсен ушкӑнне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Трофимов, "Алмантай" фольклор ушкӑнӗ, ял халӑхӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, пыллӑ сӑрапа кӗтсе илчӗҫ. "Тӑван тути пыл тути..." чӑваш юрри илемлӗн шӑранса ял тӑрӑх саланчӗ.
"Сувар" фончӗн активисчӗ Владимир Алмантай (Иванов) ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑван тӑрӑх историйӗпе хытӑ кӑсӑкланать, ӑна тӗпчет. Хӗрлӗҫыр ялне Алмантай, Ахилле, Сехи йӑхӗсем пуҫарса янӑ иккен. Владимир Николаевич ял историне упраса хӑварассипе калама ҫук пысӑк ӗҫ туса ирттерет. Йӑх-несӗле тӗпчесе "Предания старины глубокой", "Сувары — предки чувашей", "Кто мы — сувары-болгары или чуваши" кӗнекесем те пичетлесе кӑларнӑ.
Владимир Алмантай (псевдонимне те хӑй тухнӑ йӑх-несӗлӗн ятне илнӗ, "Алмантай" фольклор ушкӑнӗ те ҫавӑн ятлах) ялти Кив масар вырӑнне тупса тӗпчес енӗпе нумай ӗҫленӗ. Ялти ватӑсем каланисене тӗпе хурса ҫак вырӑна палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Кив масара регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗсен шутне кӗртнӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак вырӑнти палӑксене Христос тӗнне йышӑниччен пурӑннӑ чӑвашсен — сӑвар халӑхӗнчен тухнӑ чӑвашсен вил тӑприйӗсем ҫине лартнӑ. Ҫак вырӑнта иртнӗ ӗмӗрӗн вӑтӑрмӗш ҫулӗсенче Питӗр хулин археологӗ тӗпчесе ӗҫ хатӗрӗсем, килте усӑ куракан япаласем тата ытти тӗрлӗ хатӗр тупнӑ. Вӗсем Эрмитажра упранаҫҫӗ. Каярахпа та (2007-2008 ҫулсенче) унта наука экспедицийӗ ӗҫленӗ. Вӗсем вил тӑприсем ҫинчи чулсем формипе пӑлхар тапхӑрӗнчи палӑксем евӗр пулнине палӑртнӑ. Вил тӑприсем ҫинчи ҫырусене араб чӗлхипе ҫырнӑ.
2011 ҫулта Хӗрлӗҫыр халӑхӗ нимелле тунӑ Кив масара карта тытса ҫавӑрнӑ. Унта Ҫимӗкре ял ҫыннисем чи малтан хӑйсен мӑн-мӑн аслашшӗ-асламӑшне асӑнаҫҫӗ.
- Эпир ача чухне кив масарта чулсем выртнине астӑватӑп. Араб ҫырӑвӗсемлӗ хӑш-пӗр палӑксем ҫак вырӑнта иртнӗ ӗмӗрӗн ҫитмӗлмӗш ҫулӗсенче те выртатчӗҫ. Кайран ялти хӑш-пӗр ҫынсем вӗсене ҫурт никӗсӗсем яма усӑ курчӗҫ, ҫавӑн пекех Канаш-Елчӗк ҫулӗн никӗсне хывнӑ чух та усӑ курнӑ. Ялти ватӑсем чирлесен унта кайса пуҫ таятчӗҫ, тем самантра ал-ура ыратма чарӑнать тетчӗҫ. 41 ҫул шкул ачисене аваллӑха упрама вӗрентрӗм. Паян ял халӑхӗ хӑй хӑш йӑхран тухнине аван пӗлет. Эпӗ Алмантай йӑхӗнчен. Пурнӑҫ йывӑҫҫине 17 сыпӑк таран тунӑ, — пӗлтерет 88 ҫулхи Мария Каширина учитель-пенсионер.
Елчӗкре пурӑнакан Мария Лобанчикова та ҫемйипе тӑван яла ӑсчахсен ушкӑнӗ килнине пӗлсе йӑх-несӗле пуҫ тайма килнӗ. Вӑл та Алмантай йӑхӗнчен.
- Аваллӑх палӑкӗсен вырӑнӗнчен вӑй пуҫтарса каятпӑр, — терӗ К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи фончӗн директорӗ Владимир Иванов ӑсчах.
Аваллӑха упракан, унӑн историне тӗпчекен, кӑсӑкланакан ӑсчахсем район центрӗпе паллашмасӑр каяс темерӗҫ. Хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, Тӗп лапамри паллӑ вырӑнсемпе, палӑксемпе паллаштарчӗ. Петр Краснов депутата район ҫыннисем лайӑх пӗлеҫҫӗ, унран тӗрлӗ сӗнӳ-канаш ыйтаҫҫӗ. Хальхинче те Петр Степанович ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑнма майсем тупрӗ.
Петр Краснов Николай Петровича "Археологическая карта Чувашской Республики" кӗнекен виҫҫӗмӗш томне парнелерӗ. Унта шӑпах Елчӗк районӗнчи археологи палӑкӗсене кӗртнӗ. Николай Миллин та хӑнасене парнесӗр ямарӗ. Вӑл "Елчӗк районӗн энциклопедийӗ" кӗнеке парнелерӗ.
Хӑнасем Елчӗксемпе ӑшшӑн сывпуллашса Патӑрьел районне ҫул тытрӗҫ. Аваллӑха упракан, тӗпчекен ушкӑна Шупашкарти "Пегас-авто" генеральнӑй директорӗ Дмитрий Иванов хальхи йышши автобус уйӑрса панӑ. Вӑл хӑй те тӑван халӑх патриочӗ. Вырӑсла калаҫса ӳснӗскер халӗ тӑрӑшсах чӑваш чӗлхине вӗренет, унӑн аваллӑхӗпе интересленет, ӑсчахсемпе пӗрле ҫула тухнӑ.
Хаклав
Владимир АЛМАНТАЙ, тӗпчевҫӗ:
- Палӑк ҫинчи ҫырулӑха тӗпе хурса пирӗн несӗлӗмӗрсем пӗр тапхӑрта ислам тӗнӗ витӗр те тухнӑ, икӗ чӗлхе пӗлнӗрен вӗсем вил тӑприсем ҫинчи палӑк ҫине чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ текен шухӑш та ҫуралнӑ тӗпчевҫӗсен. Чӑвашсем пулсан та эпир паян вил тӑприсем ҫинчи палӑк ҫине вырӑсла ҫыратпӑр. Тен, вӑл вӑхӑтра та ҫакӑн евӗр ӳкерчӗк пулнӑ?
Тӑван ялӑмӑрта ҫакӑн евӗр археологи палӑкӗ ларни хӑйне евӗрлӗ ырӑ пулӑм. Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук. Пирӗн хамӑрӑн йӑх-тымарсен историне пӗлмелле, хисеплемелле. Историе пӗлмесӗр халӑхӑн малашлӑхне упраса хӑварма ҫуках. "Сувар" фонд ӗҫӗ-хӗлӗпе эсир "Сувары РФ" сайтра тӗплӗнрех паллашма пултаратӑр.
Вячеслав ЕНДЕРОВ, Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑх институчӗн наука сотрудникӗ:
- Елчӗк районӗ аваллӑх историйӗпе пуян. Кунти халӑх историне пӗлни, ӑна упрама тӑрӑшни сисӗнет. Юлашки ҫулсенче район центрӗнче ҫӗнӗ палӑксем нумай ӳссе ларнӑ. Чылайӑшне нимеллех ӑсталанӑ. Апла пулсан ӗмӗрлӗх палӑксем ҫамрӑк ӑрӑва воспитани панӑ ҫӗрте пысӑк витӗм кӳрӗҫ. Истори страницисем ҫырӑнсах пыраҫҫӗ Елчӗк енре. Ҫакӑ вара пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
В. Кириллова.
Сӑнӳкерчӗкре: Хӗрлӗҫырти палӑксем патӗнче.
Ҫӑлкуҫ: "Елчӗк Ен" (Елчӗк районӗн хаҫачӗ)