Ака пăтти

Ака пӑттине хӑҫан ҫинӗ? Ку йӑлана мӗнле йӗркепе ирттернӗ?

М. Сорокин.
Шӑмӑршӑ районӗ.

 

Ака пӑтти — ҫур аки вӗҫленнӗ ятпа ирттерекен йӑла-йӗрке. Пӗтӗм ҫемьепе хирте паллӑ тунӑ. Тулӑ е вир ҫӑнӑхӗнчен ҫӑкӑр е пашалу, пӑтӑ, кашнин валли пӗрер ҫӑмарта пӗҫернӗ. Маларах пӗчӗк пӗр ҫӑмарта хатӗрленӗ. Ӑна «вӑрлӑхлӑх» тенӗ, ачасене «автан тунӑскер» тесе ӑнлантарнӑ.

Хирте пир ҫитти ҫине пӑтӑ хуранне лартнӑ, ытти ҫимӗҫе сарса хунӑ. Ҫемьери арҫынсенчен чи асли ҫӗлӗкне хул

айне хӗстерсе тытнӑ, хӗвел тухӑҫнелле пӑхса кӗлӗ вуланӑ, турӑран тата тырӑ пуссине пӑхса тӑракан чунсенчен виҫӗ тӗрлӗ тыр-пулран /кӗрхи, ҫурхи тата пӑрҫа йышши/ пысӑк тухӑҫ илмешкӗн пулӑшма, акнӑ пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ ӳстерме, пучахсене тулли пулма пил ыйтнӑ. Унтан пӗр кашӑк пӑтта, татӑк ҫӑкӑра, «вӑрлӑхлӑх» ҫӑмартана ҫӗре чавса чикнӗ. Кайран вара пурте апата ларнӑ.

XIX ӗмӗрте православи тӗнне йышӑннӑ чӑвашсем йӑла-йӗркене пачӑшкӑран вӑрттӑн килте туса ирттернӗ. Пӳрт варрине сӗтел лартнӑ, унта апат-ҫимӗҫ хунӑ. Кӗлӗ вуланӑ, ытти йӗркене пӑхӑннӑ хыҫҫӑн ҫемьери чи асли чӳк апатне хире илсе кайса тӑпрапа хупланӑ. Тӗне кӗменнисем те ҫапла тума пуҫланӑ. Каярахпа ака пӑтти ирттерес йӑла манӑҫа тухнӑ, православи чӑвашӗсем Николай Чудотворец кунӗнче /ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ /22-мӗшӗ/ кӗлӗ вуланипех ҫырлахнӑ.

Хӑш-пӗр ялта ака пӑттине ака пуҫлас умӗн ҫинӗ.

Хыпар. — 2012. — Авӑн, 1 (171—172 №№)

Разделы: