Вӑрах кӗтнӗ ҫу кунӗсене усӑллӑ та кӑсӑк ирттерес килет. Ӗмӗр асӑнмалӑх тесен те ытлашши пулмӗ. Чи лайӑх кану‚ ман шутпа‚ пӗр-пӗр ҫул ҫӳревре пулни. Шупашкарти чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кашни ҫул авалхи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне кайса килет. Пушкӑртстанри Слакпуҫпа Силпи те вӑл маршрутра. Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗпе Ультияр (Олег Михайлович) Цыпленковпа калаҫма май пулчӗ.
- Эсир ҫак ҫул ҫӳреве хӑҫантанпа ҫӳретӗр?
- Чун ҫӳреве! 1990 ҫултанпа. Малтан 1-2‚ кайран 2-3 куна‚ халӗ эрнене тухса каятпӑр. Ку ята пире Светлана Асамат сӑвӑҫ тупса пачӗ: «Пирӗн чунсем ӗлӗкхи Пӑлхар патшалӑхӗнче вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа пире унта куҫпа курӑнми вӑй туртать. Чун ҫӳрев темелле!».Ҫапла пирӗн туртӑма питӗ тӗрӗс палӑртрӗ вӑл. Хавхалантаракан‚ вӑй паракан вырӑнсене кашни халӑх хисеплет‚ сума сӑвать‚ ҫитсе курма тӑрӑшать.
Мусульмансене илер: хадж тӑваҫҫӗ. Меккӑна кайса килнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗнмелле хисеплӗ‚ сумлӑ ҫынсен ретне лекеҫҫӗ‚ ячӗ ҫумне «хаджи» хушса чӗнме пуҫлаҫҫӗ. Чӑн та ҫут тӗнчери асамлӑ вырӑнсем вӗсем. Ман шутпа‚ кашнин унта ҫитсе курма ӑнтӑлмалла. Сӑваплӑ вырӑнсене ҫитнисӗр пуҫне эпир пӗр-пӗр ырӑ ӗҫ туса хӑварма тӑрӑшатпӑр.
- Чун ҫӳрев маршручӗпе кӗскен паллаштарӑр-ха?
- Пӗрремӗш чарӑну Шуршӑлта пулчӗ. Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче хисеплӗ Андриян Николаев вилнӗренпе шӑпах 6 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш паттӑрӗн вил тӑпри ҫине чечексем хутӑмӑр. Ҫеҫпӗл Мишши ҫыравҫа‚ Анатолий Миттов ӳнерҫе аса илтӗмӗр. Хальхи Патӑрьел районӗнче Пӑлхар патшалӑхӗн Тикеш хули пулнӑ. Халӗ унта юпа ларать. Ҫавӑнта пултӑмӑр. Каярах Аслӑ Арапуҫӗнче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри патне ҫитрӗмӗр. Унта ҫак йӗркесене вулама пулать:
Ан тив‚ хисеп те чыс та ан курам‚
Пин юррӑмран пӗри кӑна юлайтӑр.
Ӑна тӑван ман савӑнса юрлатӑр‚
Вара ман канлӗ пулӗччӗ тӑпрам…
Хисеппе чысшӑн ҫеҫ ӗҫлемелле мар пирӗн. Чун ыйтни пулмалла!
Пӑва ҫулӗпе Тутарстанри Теччӗ районне ҫул тытрӑмӑр. Унта Пухтель чӑваш ялӗпе юнашар пӑлхарсен Элшел хули пулнӑ. Ҫак тӗлте юпа лартрӑмӑр.
- Юпа пӗлтерӗшӗ мӗнре?
- Ҫӗрпе пӗлӗт хутшӑнӑвне палӑртать вӑл. Эпир ҫӗр ҫинче пурӑнатпӑр‚ чунсем пӗлӗтеллех ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫав ҫула кӑтартать те юпа. Ӗлӗк чылай халӑх лартнӑ ӑна‚ халӗ ҫав шутра эпир ҫеҫ.
Ульяновскри И. Я. Яковлев шкулӗнче‚ чиркӳре пултӑмӑр. Кайран Самар тӑрӑхӗнчи Ухинкел ялне ҫитрӗмӗр. Тӗлӗнмелле ял ҫакӑ: пӗр халӑх пурӑнать‚ пӗр чӗлхепе – чӑвашла – калаҫать. Пӗрисем хӑйсене кӗрешӗн теҫҫӗ – православи тӗнне тытса пыраҫҫӗ‚ теприсем хӑйсене чӑвашсем теҫҫӗ – ӗлӗкхи тӗнпе пурӑнаҫҫӗ.
Истори ыйтӑвӗсене ҫутатакан кӗнекесенче чӑвашсем мӗнле пулса кайни пирки тӗрлӗрен вулама пулать. Эпир сӑварсен‚ пӑлхарсен‚ гунсен йӑхӗсем. Мӗншӗн юлашки 300-400 ҫул ҫеҫ чӑваш тенине тӗл пулатпӑр? Хуравӗ‚ ман шутпа‚ ҫакӑнта: чӑваш тени хӑй вӑхӑтӗнче халӑх ячӗ пулман. Вӑл – халӑхӑн тӗн палли. Авалхи асаттемӗрсен пӗр пайӗ ислам тӗнне йышӑнсан йӑла-йӗркесем те улшӑннӑ. Вӗсене ӗлӗкхи пек ҫӑвана пытарма пултарайман. Ҫапла мусульман халӑхӗн йӗркипе масарсем йӗркеленнӗ. Ӗлӗкхи тӗнпех пурӑнакансене ҫӑваҫсем теме пуҫланӑ. Кайран чӑвашсем пулса кайнӑ. Ҫапла тӗн палли халӑх ячӗ пулса тӑнӑ.
- Кӑсӑк верси ку!
- Ҫапла‚ вӑл яла ҫитсе курма тӑрӑшӑр. Чӑваш курмасӑр шанмасть‚ теҫҫӗ (кулать – авт.). Унтан эпир Слакпуҫне ҫитрӗмӗр. Ир ҫинчен музейра пултӑмӑр. Кайран Силпине кайрӑмӑр. Кунти ытарайми илемрен пуҫ ҫаврӑнать. Шансамӑр пире‚ эпир таҫта та пулнӑ‚ анчах кунта сывлӑш урӑх‚ кӑкӑр тулли сывлаттарать! Силпире Чӳк турӑмӑр‚ ҫумӑр пама ыйтрӑмӑр.Каҫхине ял халӑхне «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ. Силпире 6-7 юрра видео ӳкертӗмӗр.
- Силпире ҫулсерен мӗн те пулин тӑватӑрах. Ҫитес ҫула мӗн палӑртатӑр?
- Ял карти лартасшӑн. Ытарайми тавралӑхпа киленсе ларма ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлемелле. Ҫӑл куҫсем патне анма картлашкасем тӑвасшӑн. Тӗрӗссипе‚ унта тумалли ӗҫсем нумай. Ҫавӑнпа та «Сӑвар» пӗрлӗхпе пӗрле ытти ырӑ ҫынсем хӑйсен вӑйне хушсан лайӑх пулмалла. Силпи умӗнче эпир пурте парӑмра.
Слакпуҫӗнчен хальхи Тутарстанри Пӳлере тухса каятпӑр. Унта Валем хуҫа ҫӑл куҫӗ пур. Эпир унта 1995 ҫулта юпа лартнӑччӗ. Ӑна чӑвашсем ҫеҫ мар‚ ытти халӑх ҫыннисем те йышӑнчӗҫ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвне кӗрес текенсем Валем хуҫа ҫӑл куҫӗ‚ Киремет юпи патӗнче‚ ваттисен умӗнче тупа туса чӑвашла ят илеҫҫӗ. Хӑйсене пысӑк атте‚ пысӑк анне суйлаҫҫӗ. Юлашкинчен така шӳрпипе сӑйланатпӑр.
Ҫаплах Сӑвар‚ Пӑлхар хулисене ҫитме палӑртнӑ. Сӑвар пирки манӑн ҫакна асӑнас килет:Араб ҫулҫӳревҫи Ибн-Фадлан ҫыравӗсем тӑрӑх ислам тӗнне йышӑнас мар тесе Вӑрӑх ятлӑ ҫын ертсе пынипе питӗ пысӑк йыш Сӑвартан тухса кайнӑ. Нимӗҫ географӗ хальхи Шупашкар вырӑнӗнче Вӗтӗ Сӑвар тесе ҫырса хунӑ. Вӑл карттӑ Мускаври истори музейӗнче ҫакӑнса тӑрать. Мускавра пулсан ан ӳркенӗр‚ кӗрсе курӑр. Ҫапла Шупашкара пин ытла ҫул. Анчах пирӗн ӑсчахсем темшӗн шарламаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан Шупашкарта Вӑрӑха халалланӑ палӑк пуласса шанатӑп эпӗ.
- Чун ҫӳреврен хавхаланса таврӑннӑ хыҫҫӑн «Сӑвар» ҫамрӑкӗсем мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ?
- Ҫитес ҫул Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен черетлӗ курултайӗ иртмелле. Ҫак аслӑ тӗл пулӑва паянах хатӗрленме пуҫламалла. Сӑмах май‚ вӑл пӗрлешӳ чӑваш‚ пушкӑрт‚ тутар ҫамрӑкӗсен сӗнӗвӗпе йӗркеленчӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсем П.Хусанкай сӑмахӗсене: «Эпир пулнӑ‚ пур‚ пулатпӑр!» лозунг туса илчӗҫ. Халӗ эпир Дагестан ҫӗршывӗпе туслӑ. Тен‚ ҫитес ҫулран пирӗн чун ҫӳрев Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗпе ҫеҫ мар‚ Дагестанра вырнаҫнӑ Сӑвар‚ Варачан‚ Сементер хуласене пулӗ. Пирӗн юлташсем вӑл паллӑ вырӑнсене пӗлеҫҫӗ. Ертсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Аслӑ Пӑлхар ҫӗрӗпех ҫӳресчӗ!
Т. НИКИТИНА калаҫнӑ.
Урал сасси. — 2010 ҫ. — Утӑ, 22.
Тата курӑр