Атăлçи пăлхарсен ташши хоро

Аса килеҫ йӗкӗтсем,

Чипер сӑн-сӑпачӗсем,

Ташлани карталанса,

Пӗр-пӗрне хоп-хоп сунса,

Хӗвеле май ҫаврӑнса.

 

Эх, ташлатчӗҫ каччӑсем

Ташӑ карти ҫавӑрса,

Ал тупанӗпе тытса

Пӗр-пӗрин хулпуҫҫинчен,

Пуҫӗсене кӑшт тайса.

 

Ташлатчӗҫ хавхаланса

Пӗр ури мала пусса,

Тепри хыҫала юлса,

Каллӗ-маллӗ вылятса

Пӗрле кӑл-кӑл ярӑнса.

 

Пӗр-ик ҫаврӑнӑш туса

Ярӑнатчӗҫ каялла.

Кӑмӑллӑн йӑл-йӑл кулса,

Урисене вылятса

Пӑлхар хоро ташшинче.

 

Эпӗ виҫ сул каялла,

Кайса куртӑм концертра

Пӑлхарсем ташланине

Хӳхӗм хоро ташшине,

Пӗрлӗхлӗ тымарсене.