Аваллăх упранакан тăрăхра

«Атӑлҫи ҫӗрӗсем Раҫҫей историйӗпе культуринче» грант фондне тӗпе хурса Раҫҫей гуманитари наука фончӗпе Чӑваш Республикин Правительстви ырланӑ «Тутарстан Республикинчи Нурлат районӗнчи чӑвашсен фольклорӗ» проектпа килӗшӳллӗн 2008 ҫулта ҫулла тата кӗркунне Тутарстан Республикин Нурлат районӗнчи чӑваш ялӗсенче фольклор экспедицийӗ иртрӗ. Проект ертӳҫи тата ӑна пурнӑҫлаканӗ – филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Елена Владимировна Федотова (Ермилова). Экспедицие ӑнӑҫлӑ ирттерме вырӑнти вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем – Ю.Н. Ендирякова, Г.М. Ендиряков, Л.Н. Ермилова, В.В. Ермилов, В.Б. Кульметьева, В.Н. Сандрюхина, Т.Г. Таймуллина – пулӑшрӗҫ.

Экспедици вӑхӑтӗнче Нурлат районӗнчи Ерепьел, Куракьел, Уксӑмлӑ, Лачака, Якаел, Салтакьел, Якуркел, Чӑваш Менчи, Пӗчӗк Хӑмӑшлӑ, Пысӑк Хӑмӑшлӑ, Чиешне, Тарӑн Вар, Ӗнекасси, Чурапаттӑр, Тӗкӗрмел, Ялавӑр ялӗсен тата Нурлат хулин ҫыннисемпе курса калаҫма, ыйтса пӗлме, паянхи кунччен упранса юлнӑ чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн паха тӗслӗхӗсене ҫырса илме май килчӗ. Экспедици тӑватӑ тапхӑрпа иртрӗ. Ҫакӑ вӑл вырӑнти чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ кунӗсемпе, халӑх сӑмахлӑхне хӑйӗн йӑли-йӗрки вӑхӑтӗнче ҫырса илес тенипе ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, Васнеҫҫи кунӗ (2008 ҫулта вӑл ҫӗртме уйӑхӗн пиллӗкмӗшӗнче пулчӗ) Уксӑмлӑ, Якаел, Лачака, Салтакьел чӑвашӗсем Салтакьелӗнчи Карталлӑ Ырӑ патне пуҫтарӑнаҫҫӗ, юсман, пӑт юсман, пашалу, куймак, ҫулҫӑ тата кӗмӗл укҫа илсе пыраҫҫӗ, кӗл тӑваҫҫӗ. Ҫимӗк – ҫӗнӗ милӗк хатӗрлеҫҫӗ, ирех мунча хутса кӗреҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ пӗҫереҫҫӗ, ҫимӗҫсемпе масар ҫине каяҫҫӗ. Ҫимӗкре масар ҫинче ваттисене асӑнса ӗҫсе-ҫини, вил тӑприсем ҫине ҫимӗҫсем хуни ваттисене (вилнисене) кӑнтӑрлахи апат ҫитерни пулать (ҫулталӑкра пурӗ виҫҫӗ асӑнаҫҫӗ). Е тата Кама шывӗ леш енчи чӑвашсен культуринчи тепӗр пысӑк уйрӑмлӑх вӑл – Уяв туни. Уява Ҫимӗк каҫ пуҫлаҫҫӗ. Питрав хыҫне хӑвармаҫҫӗ. Питрав кунне ӑсатаҫҫӗ. Уява ӑсатмалла. Ӑна ӑсатмасан ҫамрӑксене, хӗрарӑмсене йывӑр килет теҫҫӗ. Пӗрре ҫапла Уява темле сӑлтавпа ӑсатмасӑр хӑварнӑ. Кӗркунне, хӗлле хӗрсем, хӗрарӑмсем питӗ чирлеме тытӑннӑ. Вара хӗл варринче чир-чӗр хӑптӑр тесе Уява тухса ӑсатма тивнӗ. Паян та ҫак праҫнике нумай чӑваш ялӗнче тӑваҫҫӗ. Ялӗ-ялӗпе – ял хавалӗпе. Ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ, юррисене те юрлаҫҫӗ. Ӑна ӑсатсассӑн уяв пӑтти ҫимелле. Юлашки ҫулсенче пӗтӗм районти чӑвашсем пӗр-пӗр ялта (Чиешнере тата ытти ялсенче) е район центрӗнче – Нурлат хулинче пуҫтарӑнса Уяв тӑватчӗҫ. Халӗ, юлашки икӗ ҫулта, пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсем пухӑнаҫҫӗ, кашни коллектив хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартать кунта. Сӑмахран, 2008 ҫулта Уява 65 делегаци ытла килнӗччӗ Нурлат хулине: Тутарстан районӗсенчен, Пушкӑртстанран, Мускавран, Чулхуларан, Петропавловск-Камча тскинчен, Пенза, Самара облаҫӗсенчен тата ытти ҫӗртен те. Унта Эстонирен, Итали ҫӗршывӗнчен чӑваш культурипе интересленекенсем те килнӗччӗ.

Тӗпчев проекчӗ вӑхӑтӗнче чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн тӗрлӗ жанрӗсене ҫырса илме май килчӗ: улах, кивӗ Ҫӗнӗ ҫул,ҫӗрӗ янӑ чухнехи юрӑсем, Ҫӑварни, Уяв, вӑйӑ, хӑна, туй, юпа юррисем; ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, сӑнавсемпе ӗненӳсем, тӗлӗк пӗлтерӗшӗсем. 2008 ҫулта пуҫтарнӑ сӑнавсемпе ӗненӳсем, тӗлӗк пӗлтерӗшӗсем пурте «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Сӑнавсемпе ӗненӳсем. Тӗлӗксем» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай томлӑ сводӑн улттӑмӗш кӗнекинче пичетленсе тухрӗҫ. Халапсем: «Пӗр улпутпа хресчен ҫинчен», «Кунӗпе пӗр пӑрҫана ҫиекен карчӑк ҫинчен», «Карчӑкӗпе кинӗ ҫинчен» тата ыттисем те. Кашни ялӑн хӑйӗн вырӑн халапӗсем сыхланса юлнӑ, историпе ҫыхӑннисем те ҫӳреҫҫӗ халӑхра: Учӳк лапӗ, Хурӑнлӑх, Тӑрна ҫырми, Ирчемес, Машай ялӗ, Машай касси пулса кайни, Улӑп тӑпри, Сӑвӑр тӗми, Салтак ҫырми, Тарӑн Вар ҫырми тата ыттисем те. Вӗрӳ-суру чӗлхисем, кӗлӗ сӑмахӗсем пӗлекенсем те пур, авалтан килекен текстсене вӗсем ваттисенчен вӗренсе юлнӑ. Тӗслӗхрен, «Ҫемье сывлӑхӗшӗн, ҫӗршӗн, шывшӑн, выльӑхшӑн кӗл туни», «Турра хуранлӑ пӑтӑ пани (кӗл туни)», «Турра чӳк пани», «Турра чун панӑ чух асӑнса калани», «Ӗне Туррине чӳклени» тата ыттисем те. Чӗлхесенчен: «Вут чӗлхи», «Пӳсӗр чӗлхи», «Тӗтӗрни е куҫӑхни», «Юнпа аптӑрасан патӑн пани», «Улма анине тӗтӗрни», «Ҫӗлен пуҫӗ», «Тимре тухсан» тата ыттисем те. Тӗнче ҫинчен калакан мифсемпе легендӑсем, халапсем: тӗнчене пултарни, ҫӳлти пулӑмсемпе хӑватсем, ҫӗр ҫинчи управ, ырӑсем, ӑрӑмҫӑсем; кил-йыш управӗ, киремет, ахӑр усал йышӗ, вупӑр, вутӑш, тухатмӑш, леш тӗнче, масар пуҫӗ. Вӗсен варианчӗсем «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Мифсем, легендӑсем, халапсем» кӗнекене кӗнӗ. Вӑл текстсене хӑй вӑхӑтӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологипе культурин факультетӗнче вӗреннӗ студентсем – Нурлат районӗнчи чӑваш ялӗсенчен тухнӑскерсем – пухнӑ пулнӑ.

Экспедици вӑхӑтӗнче Пенза облаҫӗнчи Неверкино районне кӗрекен Илим Кура ялӗнчен Нурлата Уява килнӗ чӑвашсен фольклор ушкӑнӗнчен те халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене ҫырса илме телей пулчӗ. Вӗсен репертуарӗнче чи хаклӑ юрӑ вӑл – урӑх ҫӗре ӗмӗрлӗхех куҫса каякан чӑвашсен юрри. Ӑна Хаяр Иван патша вӑхӑтӗнче хальхи Пенза ҫӗрӗ ҫинчен лайӑхрах пурнӑҫ шырама Хура тинӗс урлӑ Турцие куҫса каякан чӑвашсем хайланӑ. Чӑвашсем Хура тинӗсре, типӗ ҫӗр ҫине сывӑ ҫитсе ӳкесчӗ тесе Турӑран ыйтса юрланӑ вӑл юрра. Илим Кура ялӗнчи фольклор ушкӑнӗнче пурте тенӗ пекех ҫулланнӑ ҫынсем, пит ҫамрӑках мар, тен, ҫавӑнпа та вӗсем ҫак юрра хайлаканӗсем пекех чун кӗртсе, ӗмӗрлӗхех куҫса каякан чӑвашсене ӑнланса юрлаҫҫӗ. Итлекене ҫавӑн пекех туйӑнать.

Фольклор пуҫтарнӑ чухне ытларах ватӑсемпе хутшӑнма тивет. Нумай чухне вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш Менчинче пурӑнакан Ульяна Константиновна Саватникова ача чухне вӗсен ҫемйине кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнине; Ҫӗпӗртен ҫуран килнине; Якаелӗнчи Сейрепи Симуховна (Семеновна) Савельева вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Финляндирен ӑҫта ҫуран, ӑҫта поездпа икӗ уйӑх килнине; Куракьелӗнчи Мария Харитоновна Григорьева вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле Мускав облаҫӗнчи Шатура-торфра ӗҫленине, вӑй ҫуккипе ҫилпе сулланса тӑрсан та ӗҫленипе тыткӑнри нимӗҫсем те тӗлӗн- нине; Чиешнери Мария Александровна Ермуллина вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ялта нушаланса ӗҫленине каласа панисем тата ыттисем те. Иртнине аса илсе пурнӑҫ контекстӗнче каласа параҫҫӗ ӗмӗр ирттернӗ ҫирӗп чӑваш хӗрарӑмӗсем. Иртнӗ ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑскерсем, вӗсем ытларах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра ӗҫленӗскерсем, нуша хӑйсене витнӗскерсем. Вӗсен умӗнче эпӗ пуҫа ҫӗре ҫити таятӑп.

Диаспора чӑвашӗсен сӑмахлӑхне те пуҫтарни, упрани питӗ кирлӗ ӗҫ. Мӗншӗн тесен вӗсенче аваллӑх ытларах сыхланса юлнӑ. Ытти кӳршӗллӗ халӑх хушшинче пурӑнса вӗсем хӑйсенне, чӑвашӑнне ытларах уйӑрса илсе астуса тӑраҫҫӗ, кӳршӗ халӑхӑннипе танлаштараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, диаспора чӑвашӗсен сӑмахлӑхӗсӗр институт хатӗрлекен нумай томлӑ свод туллин пулмасть. Ҫавӑнпа та авалтан килекен чӑваш халӑхӗ сывӑ чухне май килнӗ таран пур материала пуҫтарса, упраса хӑварас пулать.

Елена ФЕДОТОВА,
филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ,
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
Сувар. — 2009. — Ҫурла, 07 (32 (814) №).