Çармăс, Тоншерма

Почта адресӗ: 422377, Теччӗ районӗ, Ҫармӑс ял хутлӑхӗ, Ҫармӑс ялӗ. Ялтан район центрне ҫитме 25 километр, Хусана – 160, Пӑвари чукун ҫул станцине – 28. Теччӗ-Пӑва трассинчен тухса асфальт сарнӑ ҫулпа машинӑпа кӗме пулать яла.

Ял-йыш

2009 ҫулхи январӗн 1-мӗшне Ҫармӑсра 203 кил хуҫалӑхӗ шутланнӑ, вӗсенчен 163-шӗнче чӑнах та хуҫалӑх тытса тӑраҫҫӗ. Ҫак чӑваш ялӗнче 479 ҫын пурӑнать – 269 хӗрарӑм тата 217 арҫын. Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӗсемпе танлаштарнӑ ҫынсем Ҫармӑсра пурӗ улттӑн. Пӗтӗмӗшле илсен ял халӑхӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӗҫлет. Паллах, пахча ҫимӗҫ туса илесси те анлӑ сарӑлнӑ. Колхоз салансан ҫӗрӗсене халӑха валеҫсе панӑ, пурӗ 308 пай, ҫын пуҫне 5-шер гектар тухнӑ. Ӗҫ ҫулӗнчи ҫармӑссем Мускава, Ульяновска, Хусана вахта меслечӗпе ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ.

2009 ҫулта ялта пурӑнакансенчен виҫҫӗшӗ – В.Д.Ванямов, Т.Н.Туйдуков, И.В.Ванямов – «Самозанятость – 2009» программӑпа ӗҫлеҫҫӗ.

Учрежденисемпе предприятисем

Ялта пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул ӗҫлет. Унта 54 ача пӗлӳ илет. 1966 ҫулта ял клубӗн ҫуртне тунӑ. Халь ӑна тӗпренех юсамалла ӗнтӗ. Клуб ҫумӗнче Нина Османова ертсе пыракан юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫӗмӗрт» ӗҫлет. Ҫавӑн пекех ялта библиотека, фельдшерпа акушер пункчӗ, часавай, 3 лавкка, ял хутлӑхӗн ҫурчӗ тата механика паркӗ пур.

1950 ҫулсемччен Ҫармӑсра ҫӑм таптаракан машина, шыв тата ҫил арманӗсем, тимӗрҫ лаҫҫи ӗҫленӗ. Яла газ, телефон кӗртнӗ.

Историрен

Яла XIII ӗмӗрте, 1245 – 1250 ҫулсенче никӗс янӑ. Чи малтанах марисемпе чӑвашсем, пурӗ 11 ҫемье, куҫса килнӗ. Марисене чӑвашла ҫармӑс тенипе ял ятне те ҫаплах панӑ имӗш.

Ял пуҫланса кайни ҫинчен марисем хӑйсем евӗрлӗ каласа параҫҫӗ, чӑвашсем – хӑйсемле. Марисеннипе ял ячӗ виҫӗ сӑмахран тӑрать – «тон» – туйӑн, «шер» – ҫыран, «ма» – юхан шыв. Ҫапла вара «туйӑнлӑ ҫыранлӑ юхан шыв» пулса тӑнӑ. Пурӑна-киле ялта чӑвашсен йышӗ хушӑнсах пынӑ, ял-йыш чӑвашсен йӑли-йӗркипе пурӑннӑ. Чӑвашсем яла халь те Ҫармӑс теҫҫӗ, Тоншерма тени вара «Ҫырма патӗнче тӑнине» пӗлтерет е «Тӑм ҫырма» теҫҫӗ теприсем.

Урамсен халӑхри ячӗсем

Ҫӗн кас, Вӑта кас, Курлан кас, Аял кас (Ленин урамӗ), Арман кас, Кӳкен кас (Чапаев урамӗ), Масар кас (М.Горький урамӗ), Анат кас (К.Маркс урамӗ), Кӑркӑс кас (Киров урамӗ).

Тавралӑх

Шур, Аслӑ Ырсен ҫырми, Хӑйӑр ҫурчӗ, Улӑх, Чупса анакан вар, Тарӑн ҫырма, Туйӑн ҫырми, Хурӑнлӑх, Ҫирӗклӗх, Ҫӑл ҫырми.

Ял ҫыннисем Ҫармӑсран 2 километрти пӗве хӗрне е 7 километрти Сӗве хӗрне, 2 километрти вӑрмана канма ҫӳреҫҫӗ. Массӑллӑ мероприятисем шкул картишӗнче, спорт площадкинче иртеҫҫӗ.

Культура тата ӗҫ-хӗл

Ял халӑхӗ Мӑнкуна, Ҫимӗке, Троицӑна йышлӑн паллӑ тӑвать. Хӗллехи Микулана вара уйрӑмах лайӑх уявлаҫҫӗ. Ҫак кун кӳршӗ ялсенчи тӑванӗсене, хурӑнташӗсене пурне те яла пуҫтараҫҫӗ. Октябрь вӗҫӗнче е ноябрь пуҫламӑшӗнче ваттисене асӑнассине те ҫармӑссем ялӑн тӗн уявӗ пек йышӑнаҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ялтан 188 ҫын кайнӑ. Вилнисемпе хыпарсӑр ҫухалнисем – 90. Вӑрҫа хутшӑннисемпе вӗсемпе танлаштарнисем паянхи кун ялта ҫаксем пурӑнаҫҫӗ: И.И.Кузнецов, М.С.Земляков, П.М.Фомин, В.М.Нагуськин, П.А.Ямбашкин, И.М.Фомин.

Пӗлме интереслӗ

Язычествӑн кил-тӗрӗшри йӑли-йӗркисем ку ялта питӗ ҫирӗп. Ача ятне ӗлӗкрен эпи карчӑк панӑ. Час-часах ҫак ят чиркӳре тӗне кӗртнӗ чухнехипе пӗр килмен. Ял-йыш, тӑван-пӗтенӗ вара ытларах чухне ҫынна эпи карчӑк панӑ ятпа чӗннӗ: Упаҫ, Хураҫка, Харсӑр, Анчӑк, Тимӗркке, Сутюк, Тӑхтаман тата ыттисем.

Ҫумӑр ҫума ыйтса учӳк ирттерни те, ҫерҫи кӗллине те сӗм авалхи чӑвашсен йӑлисемпе ирттернӗ. Учӳк ирттериччен малтан халӑхран ҫӑмарта, ҫу, кӗрпе, сӗт пухнӑ. Ҫырана пухӑнса пӑтӑ пӗҫернӗ, ҫӑмарта ӑшаланӑ. Ращана сӑнлама шыва туратсем лартнӑ. Унтан ҫерҫи тытса пӗр турачӗ ҫумне ҫыхса хунӑ (кайран ӑна вӗҫертсе янӑ, Турра чӳклени ҫинчен каласа патӑр тесе). Икӗ арҫын шыва кӗрсе тимӗртен тунӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе пӗр-пӗринпе перӗнтерсе сасӑ кӑларнӑ (ку аслати авӑтни пулать ӗнтӗ). Ыттисем Хӗвел тухӑҫнелле ҫаврӑнса тӑрса ҫумӑр ыйтса кӗлӗ вуланӑ. Кӗлӗ пӗтсен пурте салтӑнса шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑна пӑтӑ ҫиме ларнӑ.

Владимир ВЕРИЯЛОВ.
Материала хатӗрлеме З.А.Кузнецова, В.П.Фуражков пулӑшнӑ.
Сувар. — 2010. — Раштав, 02 (49 (883) №).