Чатукассисем паллă ентеше манмаççĕ

Участники Дня памяти и Круглого стола в деревне Чадукасы

Ырӑ йӑла пур Чатукассисен. Вӗсем ҫулсеренех, нарӑс уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнче, хӑйсен паллӑ ентешӗн, педагогӑн, публицистӑн, хор дирижерӗн, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Филипп Миронович Лукинӑн Асӑну каҫне пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ.

Кӑҫал юрӑ-кӗвӗ ӑсти Ф. М. Лукин пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа шӑпах 20 ҫул ҫитрӗ. Асӑмрах-ха, Филипп Миронович 1994 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, 81 ҫула кайса, нумай вӑхӑт хушши йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ. Унӑн ячӗ яланлӑхах чӑваш халӑхӗн историне ҫырӑнса юлчӗ. Ывӑнма пӗлми ӗҫчен, ӑшӑ чун-чӗреллӗ юлташ, композитор, хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех тӑван искусствӑшӑн панӑ ҫын сӑнарӗ пирӗн халӑх асӗнче пурӑнӗ. Манмаҫҫӗ паллӑ ентешне Чатукассисем. Музыка искусствине аталантарас енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ Филипп Миронович пирки чылай ӑшӑ сӑмахсем аса илчӗҫ асӑну каҫне пухӑннисем.

Унӑн юрри-кӗввисем — чӑннипех вӑхӑтӑн летопиҫӗ. Ф. Лукин композитор ӗҫне 1930 ҫулта тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтранпа 800 ытла юрӑ, хор, романс, инструментпа каламалли пьеса ҫырнӑ, вӗсене авторӑн 30 кӗнекинче пичетлесе кӑларнӑ. Ентешӗн пурнӑҫа юратакан, этеме тулли телей сунакан пултарулӑхӗ, унӑн нумай енлӗ, хӗрӳллӗ музыкӑпа общество ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван халӑхшӑн шанчӑклӑ ӗҫлет.

Иртнӗ ҫул Ф. М. Лукин ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫав тапхӑрта Филипп Миронович кӗвӗленӗ юрӑсем таҫта та янӑрарӗҫ : тӗрлӗ концертсенче, фестиваль-конкурссенче. Чатукассинчи Ф. Лукин ячӗллӗ халӑх музейӗн ертӳҫи Н. Лукина ентешӗ пирки чылай ырӑ сӑмахсем каларӗ, юлашки вӑхӑтри кунти ҫӗнӗ экспонатсемпе паллаштарчӗ. Филипп Мироновичӑн тӑванӗсем — ФГУн «Чувашмелиоводхоз» управленийӗн районти филиалӗн ертӳҫи В. Лукин тата унӑн шӑллӗ Ю. Лукин предприниматель Ф. Лукин ҫулталӑкӗнче савӑнӑҫлӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн район администрацийӗпе унӑн пайӗсене, предприятисемпе организацисене, уйрӑм ҫынсене чӗререн тав турӗҫ. «Музей вӑл — истори, кунта аваллӑх упранать, ҫапла май эпир хамӑрӑн хыҫҫӑнхи ӑру валли пысӑк тупра хӑваратпӑр», — палӑртрӗ Юрий Николаевич.

«Ф. Лукинӑн ҫӗр ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑн паллӑ турӑмӑр, — терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Шестаков. — Ҫавна май Чатукассинчи культурӑпа библиотека аталанӑвӗн центрне, вырӑнти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула юсаса ҫӗнетме май килчӗ, тӗп усадьбӑна та ҫӗнӗ сӑн кӗчӗ. Нумаях пулмасть сирӗн тӑрӑхра ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С. Павлов пулса курчӗ, юлашки вӑхӑтра туса ирттернӗ ӗҫсемпе кӑмӑллӑ юлчӗ. Умра татах та пысӑк тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Кӑҫал район шайӗнчи тӗп мероприятисен шутне Ака туй, Районӑн Карайри кунӗ, Тусай ялӗн 600, Чатукасси ялӗн 900 ҫулхи уявӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе йӗркелӳ ӗҫӗсене паянах тытӑнмалла».

Хӑйсен тӑванӗ пирки ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Матвеев, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ А. Львов питех те ӑшшӑн аса илчӗҫ. «Хӗлип кукки» тенӗ эпир Филипп Мироновича. Атте Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа тухса кайсан анне тӑватӑ ачапа тӑрса юлчӗ. Лукинсен ҫемйи пире курӑмлӑ пулӑшу кӳчӗ ҫав тапхӑрта. Вӑтам пӗлӳ илсен Шупашкарти аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне манӑн вӗсем патӗнче хваттерте пурӑнма тиврӗ. Филипп Миронович та, мӑшӑрӗ Зинаида Михайловна та питех те сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ та тарават ҫынсемчччӗ. Вӗсем патӗнчен тус-юлташӗсем, хӑна-вӗрле татӑлма пӗлмен. Кашнин патнех ӑшӑ сӑмахсем тупӑннӑ вӗсен.

Каярах хам хуҫалӑх, шкул ертӳҫинче ӗҫленӗ чухне аслӑ юлташӑма пӗр хутчен ҫеҫ мар тӗрлӗрен ыйтусемпе чӑрмантарнӑ. П. Хусанкайпа (ун чухне вӑл РСФСР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ) Ф. Лукин (вӑл пирӗн районтан суйланнӑ ЧАССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ) Чатукасси шкулӗн малтанхи ҫуртне ҫӗклесе лартма витӗмлӗ пулӑшу кӳнӗччӗ. Тата йывӑрлӑхра артистсене, уйрӑм ҫынсене мӗн чухлӗ алӑ тӑсса паман-ши ентешӗм?» — терӗ Анатолий Львович.

Николай Матвеевич хальхи кану центрне хуҫалӑх вӑйӗпе туса лартни, пӗр пулса Ф. Лукин ячӗллӗ музея ҫӗклеме пултарни пирки каларӗ.

Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Михайлов Чатукассинче иртнӗ Район кунӗ пирки тепӗр хут аса илчӗ, Филипп Мироновичӑн пултарулӑхӗ хальхи тата пулас ӑрусемшӗн паха тӗслӗх пулса тӑни пирки асӑнчӗ.

Асӑну каҫне Шупашкар хӑнисем — Чатукассисен ентешӗ Ю. Львов тавра пӗлӳҫӗ, паллӑ журналист, «Республика» хаҫатӑн штатра тӑман корреспонденчӗ Тимӗр Акташ, ҫыравҫӑ-тӗпчевҫӗ, «Сувар» фондӑн ертӳҫи В. Иванов — Алмантей хутшӑнчӗҫ, Ф. Лукина тӑван халӑх манманнине, Чатукассисен паллӑ ентешӗпе чӑннипех мухтанмаллине палӑртрӗҫ.

Иртнӗ ҫул Чатукасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ А. Валентинов тавра пӗлӳҫӗ «Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы» кӗнеке пичетлесе кӑларса пысӑк, сумлӑ парне турӗ. Ентешӗсем тӗпчев ӗҫне питех те ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Хурӑнлӑ ҫул пирки аслӑ ӑру ҫыннисем илтнех пулӗ. Ун пирки вара туллин пӗлекен сахал. Арестантсен ҫулӗ (халӑхра ӑна темӗнле те ят панӑ) шӑпах Чатукасси тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем урлӑ иртнӗ. Анатолий Валентинович аваллӑх страницисем патне каялла таврӑнса историлле ҫав ҫулӑн пӗр лаптӑкне ҫӗнӗрен юсаса ҫӗнетме, унта хурӑнсем лартма, каярах кунта кану зони тума сӗнӳпе тухнӑ. Унпа пурте килӗшрӗҫ, умри ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ.

Ю. Борисов

Источникhttp://www.cap.ru/Publication....

Разделы: