Чӑваш ен : история и культура = Чувашия = CHUVASHIA : [реклам. просп. ] / Минкультуры Чуваш. Респ.; [авт.-сост. В. Иванов; фот. П. Сымкин]. — [Чебоксары : Чувашия, 1994]. — 15 с.: цв. ил. — Текст парал. чуваш., рус., англ.
Чӑваш Республики Раҫҫей варринче анлӑ Атӑл юханшывӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Территорийӗ пысӑк мар — пӗтӗмпе те 18,3 пин тӑваткал ҫухрӑм. Кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле 190 ҫухрӑма тӑсӑлать, хевеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫ еннелле — 160 ҫухрӑм, чи ансӑр вырӑнта — 80 ҫухрам.
Вӑтам континентлӑ климат, вӑрманлӑ-ҫеҫенхирлӗ вырӑн.
Республикӑра 1 миллион та 353 пин ҫын пуранать, ҫав шутра хуласенче — 810,2 (пӗтӗм йышӑн 60 проценчӗ). Кашни тӑваткал ҫухрӑма тивекен халӑх йышӗпе Чӑваш Республики Раҫҫейре тӑваттӑмӗш вырӑнта — пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫинче 73,8 ҫын (Раҫҫейре — 8,7).
Чаваш Республикинче тӑхӑр хула: Шупашкар (442 пин ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкар (121 пин), Канаш (57 пин), Улатӑр (48 пин), Ҫӗмӗрле (43 пин), Куславкка (13 пин), Сӗнтӗрвӑрри (11 пин), Ҫӗрпӳ (11 пин), Етӗрне (11 пин). Унсӑр пуҫне хула йышши 8 поселок.
Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе 21 административлӑ яллӑ район. Ял халӑхӗ 1727 ялпа посёлокра пурӑнать.
Республикӑра 55 ытла наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ, вӗсенчен тӗп халӑхсем ҫаксем — чӑвашсем — 67,8 процент, вырӑссем — 26,7 процент, тутарсем — 2,7 процент, мордвасем — 1,4 процент. Тӗп хулара Шупашкарта пурӑнакан халӑх ытларах чавашсенчен (61,6 процент) тата вырӑссенчен (34,5 процент) тӑрать.
Патша Раҫҫейӗ вӑхӑтӗнче хальхи Чӑваш территорийӗ икӗ кӗпӗрнене — Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисене кӗнӗ.
1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш автономиллӗ облаҫне туса хунӑ. 1925 ҫулта пуш уйахӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш автономиллӗ социализмлӑ совет республикине (ЧАССР), 1992 ҫулта вара Чӑваш Республикине туса хунӑ.
Чӑваш Республикин Конституци, Герб, Ялав, Гимн пур. Икӗ чӗлхе — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем патшалӑх чӗлхи шутланаҫҫӗ.
Чаваш Республикинче патшалӑхпа политикӑн кирлӗ тытӑмӗсене туса хунӑ: Республика Президенчӗ, Министрсен Кабинечӗ, Патшалӑх Канашӗ, влаҫӑн пӗтӗм шайри органӗсемпе управленийӗсем пур.
1994 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх суйланӑ Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Н. В. Федоров ӗҫе пуҫӑнна.
Чӑвашсем — Раҫҫейри йышлӑ халӑхсенчен пӗри. Весем 1 миллион та 842 пин ҫын, Раҫҫейре 4-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫе. Чӑваш Республикинче 906, 9 пин чӑваш (пӗтем йышран 49,2 процент) пурӑнать, ытти пайӗ Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Ульяновск, Оренбург тата ытти облаҫсемпе крайсенче пурӑнаҫҫӗ.
Чӑвашсен тӑхӑмӗсем — авалхи пӑлхарсемпе суварсен йӑхӗсем, вӗсем V—VIII емерсенче Ҫурҫӗр Кавказ ҫеҫенхирӗсенче пуранна. VII—VIII ӗмӗрсенче пӑлхарсен пӗр пайӗ Балкана тухса каять, славянсемпе пӗрлешет, тепӗр пайӗ Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫать, чӑвашсемпе хусан тутаресен халӑх никӗсӗ пулса тӑрать.
Чӑвашсем ислам тӗнне йышӑнман ялти пӑлхар йӑхӗсенчен пӗр халӑх пулса пынӑ, ҫак процесс XV—XVI ӗмӗрсенче вӗҫленнӗ.
1551 ҫулта чӑвашсем Раҫҫей йышне кенӗ. Чӑвашсем крепостла йӗркене пӗлмен, 1930-мӗш ҫулчченех вӗсен социаллӑ пурнӑҫ йӗрки община пулна.
Чӑваш чӗлхи Алтай чӗлхисен ҫемйинчи тӗрӗк ушкӑнӗн пӑлхар пайне кӗрет. Вӗсен тӑхӑмӗсем рунӑ ҫырӑвепе, пӑлхар вӑхӑтӗнче — араб графикипе уса курнӑ. Вырӑс графикипе хатӗрлене пӗрремӗш букварь 1871 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
XVIII ӗмӗр вӗҫне ҫитичченех чӑваш халӑх тӗнӗн килӗшӳллӗ системи пулнӑ, унта авалхи Иран ҫыннисен зороастризм, иудализм (хасарсем урлӑ) тата ислам тӗнӗсен элеменчесем кӗнӗ. XVIII ӗмӗр варринчен пуҫласа XIX ӗмӗр варрине ҫитичченех чӑвашсене вӑйпах православи тӗнне йышӑнтарнӑ.
Хальхи Чӑваш Республикинче социаллӑ пурнӑҫпа культура инфратытӑмӗ (шкул, техника специального аслӑ пӗлӳ системисем, ҫыхӑну, медицина тата йӑла учрежденийӗсем тата ытти те), культура институчӗсемпе массаллӑ информаци хатӗрӗсем (телерадиокомпани, кӗнеке издательствисем, вуншар хаҫат-журнал) тата ытти те пур.
Чӑваш Республикинче творчество союзӗсем ӗҫлеҫҫӗ: писательсен, художниксен, композиторсен, театр ӗҫченӗсен, архитекторсен, журналистсен, дизайнерсен. 1992 ҫулта республикӑра Наукӑсен академине тата Чаваш наци академине йӗркеленӗ. Чӑвашъенре 4 аслӑ шкул: университет, педагогика, ялхуҫалӑх тата коммерци институчӗсем. Республикӑра 752 массӑллӑ библиотека ӗҫлет, 1113 клуб, 974 киноустановка, 11 музей. Паллӑрах музейсем: Шупашкарти наци, художество тата литература музейесем, Йӗпреҫ поселокӗнчи этнопарк, Шуршалти космонавтика музейе.
Шупашкарта пысӑк патшалӑх професси театрӗсем — 5, концерт организацийӗ тата филармони — 3: Чӑваш академи драма театре (творчество йышӗнче 102 ҫын), оперӑпа балет театрӗ (200 ҫын), Чӑваш ҫамрӑкӗсен театре (43), Вырӑс драма театре (50), пуканесен театрӗ (25), юрӑпа таша академи ансамблӗ (60), академи хор капелли (65), камера оркестре (26).
Республикара культура тата искусство енӗпе ятарлӑ пёлу илме майсем пур. Шупашкарта Ф. Павлов ячӗлле музыка училищи (341 ҫын вӗренет), художество училищи (70 ҫын), Ҫӗрпӳри культура училищи (475) ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри районсемпе хуласенче — 21 искусство шкулӗ, 17 художество тата 26 музыка шкулӗ, унта 12250 ача вӗренет. Культурӑпа искусствӑра Чӑваш педагогика институчен художествӑпа графика, музыкӑпа педагогика тата университетӑн чӑваш филологипе культура факультечӗсенче вӗренсе тухнӑ специалистсем те нумайӑн ӗҫлеҫҫӗ.
PDF тиесе ил