Чӑваш Енре тимӗрҫ лаҫҫисем миҫемӗш ӗмӗрте уҫӑлнӑ?
И. ИВАНОВ.
Куславкка районӗ.
Тимӗр ӗҫӗн ӑсталӑхӗ чӑвашсене пӑлхарсенчен куҫнӑ. Пӑлхар халӑхӗн ҫак ремеслине тӗнче шайӗнче пысӑка хурса хакланӑ.
XVII ӗмӗрчченех чӑвашсен хушшинче тимӗр-тӑмӑртан япала тӑвакан ӑстасем пулнӑ. Тимӗр хатӗрлемелли чӗр тавар шурлӑх тӑпри шутланнӑ. Вучахра йывӑҫ кӑмрӑкӗ ҫинче тимӗр шӑратнӑ. Археологсем Чӑваш Ен ҫӗрӗнче авалхи темиҫе какӑр та тупнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗркинче, тӗнӗнче, ӑрӑмҫӑ-юмӑҫсен ӗҫ-хӗлӗнче тимӗр пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Анчах XVII ӗмӗрте хресченсен пӑлхавӗсем хыҫҫӑн патша правительстви вак халӑхсене тимӗрпе ӗҫлеме чарнӑ, вырӑс мар халӑхсем хӗҫ-пӑшал хатӗрлесрен шикленнӗ. Ҫакӑ ремесла аталанӑвне пусарнӑ. Ҫавна май Чӑвашра XIX ӗмӗрчченех тимӗрҫӗ сахал пулнӑ. Тимӗр ӗҫӗпе вырӑс ӑстисем кӑна аппаланнӑ.
Чарусене XIX ӗмӗр вӗҫӗнче пӑрахӑҫланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫеҫ чӑваш тимӗрҫисем курӑнкалама пуҫланӑ.
1837 ҫулта Хусан кӗпӗрнинче пӗтӗмпе те 108 чӑваш тимӗрҫи шутланнӑ. Каярахпа ку ӑсталӑха алла илнисӗн йышӗ хӑвӑрт ӳснӗ. Ялсенче тимӗрҫ лаҫҫисем уҫӑлнӑ. Вӗсем пысӑках мар йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта вучахпа сунтал тата кӑткӑсах мар инструментсен хатӗрӗ пулнӑ. Тимӗрҫӗсем хуҫалӑхра кирлӗ пулакан япаласене — турчӑка, ҫатма аври, витре, курка, пуртӑ, ҫӗҫӗ, хачӑ, ҫурла, ҫава, кӗреҫе, сенӗк т.ыт.те — ӑсталанӑ.
Хыпар. — 2012. — Утӑ, 21. — 139—140 №№.