Чăваш халăх капăр тумĕ... Çухалмĕ-ши яланлăхах?

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗн 400 ҫулхи юбилейне кайсан шкул музейӗпе паллашрӑмӑр. Вун-вун, ҫӗр-ҫӗр экспонат хушшинче чӑваш хӗрарӑмӗн капӑр тумӗ тӳрех куҫа илӗртрӗ. «Асанненни пекех», — ҫакӑн пек шухӑш вӗҫсе иртрӗ пуҫра. Тухья та, чӑваш тӗррисемпе эрешлесе илемлетнӗ кӗпете пулнӑунӑн. Пире вара, вӗтӗр-шакӑра, тухьяпа выляма темшӗн чарман. Ӑна тӑхӑннӑ ҫеҫ мар, ун ҫинчи шӑрҫа ярӑмӗсене каса-каса та илеттӗмӗр айванккасем.

Тӗрӗссипе, ку тухья асаннен пӗрремӗш пулман-мӗн. Вӑл 1921 ҫулхи выҫлӑх ҫул асаттерен 11 уйӑхри ачипе юлнӑ. Лешӗ пурӑнмалӑх тырӑ ӗҫлесе илес тесе Чӗмпӗр тӑрӑхне тухса кайнӑ, тифпа чирлесе вилнӗ. Асанне, унӑн куҫ курман аппӑшӗ тата вӗсен ватӑ ашшӗ, телее, выҫлӑха чӑтса ирттернӗ. Ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр пилӗк авнӑ. Ҫакна кура-ши коллективизаци ҫулӗсенче вӗсене пуянсен шутне кӗртнӗ. Пӳрте кӗреҫҫӗ те — илсе тухмалли те нимех те ҫук-мӗн. Пӗрех пушӑ алӑпа кайман «партийнӑйсем»: асанне тата аппӑшӗ тухьясӑр, капӑр ҫи-пуҫсӑр юлнӑ. Асаннен вара хӑй уйрӑмах килӗштернӗ кӗпине ялти лавккара /сутма унта ҫакса хунӑ пулнӑ/ укҫалла туянма тивнӗ.

Ҫапла шухӑшлатӑп: ҫак пулӑма чӑтса ирттернӗскерсемшӗн капӑр тумне ютсем мар, мӑнукӗсем салатса пӗтерни те чӗрисене ҫав тери «чӑрмапаман» пулӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен — иртнӗ ӗмӗрӗн 20—30-мӗш ҫулӗсенчи самана капӑр тум еткерне хӑрушла аркатнӑ. Ун чухне «хӗрлӗ улахсене», «культура ӑмӑртӑвӗсене» чи пысӑк ҫитӗнӳсем тесе палӑртнӑ. Авалтан килекен культурӑна та, ҫав шутра капӑр тума та, иртнӗ кивӗ пурнӑҫпа, тӗшмӗш тӗттӗмлӗхӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

Чӑваш халӑх капӑр тумӗ... Ҫӗнӗрен чӗрӗлӗ-и вӑл? Тата кирлӗ-и ӑна чӗртсе тӑратни? Темле шухӑшлакан та пулӗ. Тем тесен те, мӗн пулнине, пуррине пӗтме памапла мар.

Тумтирте те халӑх историйӗ пытаннӑ. Иртнине пӗлмесӗр мапалла каяймӑпӑр. Хапӑхӑмӑрӑн капӑр тумӗ пин-пин ҫул аталаннӑ пысӑк искусство. Унра Азипе Европӑри чи авапхи цивилизаци йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, тӗрлӗ йӑхсемпе халӑхсен культура пулӑмӗсем уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ. Хапӑх тумӗ хӑйне евӗрлӗ, ялан аталанса пыракан пулӑм. Историре ҫакӑ паллӑ: чӗлхе ҫухалма пултарать, анчах капӑр тум хӑйӗн пурнӑҫне малалла тӑсать. Сӑмахран, Дунайҫи пӑлхарсен кун-ҫулӗ ҫавнашкал.

Чӑвашӑн, телее, чӗлхи те, тумӗ те пур-ха. Тӗрӗссипе, тепӗр чухне «ытлашшипех» те теессӗм килет. Акӑ мӗн пирки сӑмахӑм: чӑвашлӑх, халӑхлӑх «картинчен» те тухса каятпӑр пек. Ҫак тмркев ытларах сцена тумӗсене пырса тивет. Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши ҫӗвӗҫсем, модел^ерсем? Хальхи вӑхӑтри эстрада юрӑҫисенчен кашниех хаине ҫалтар выранне хурать, тум енӗпе те пуринчен малта пулма ӑнтӑлать. Ҫавна пулах сцена ҫине арҫынсем тӗрленӗ шӑлаварпа, чӑваш тӗрриллӗ вырӑнне тутар е ытти халӑх эрешӗллӗ тумпа тухнине те курма тивет.

Ал ӗҫ ӑсгисем нумай пулни аван, анчах вӗсемпе ӗҫлекен ҫукрах. Республлкӑри Халӑх пужарулӑх ҫурчӗ ку енӗпе май килнӗ таран тӑрӑшать-ха. Ҫапах та ҫителӗклех мар ҫав.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, варринче унта Мария Симакова тата Александра Ильбекова тӗрӗ тӗрлес тата пир тӗртес тӗлӗшпе лабораторисем йӗркеленӗччӗ. Ҫи-пуҫпа ҫыхӑннӑ канашсем паратчӗҫ, капӑр тум валли кирлӗ эрешсем тупма пулӑшатчӗҫ.

Халӗ кам канаш парӗ? Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнче Зинаида Вороновӑпа Татьяна Петровахӑйсем тӗллӗн, патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр ӗҫлеҫҫӗ. Чылай регионта, пӗлнӗ тӑрӑх, хапӑх пултарулӑхне аталантарас енӗпе Наци координаци канашӗсем йӗркеленӗ. Тен, хуг ҫинче пирӗн те пулӗ? Анчах ӗҫӗ ҫук-ҫке.

Мӗн тума пулать? Чи ансат сӗнӳ: Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ республикӑри культура ҫурчӗсенче капӑр тум хатӗрлес тӗллевпе семинарсем ирттермелле, ӑсталӑх лабораторийӗсем йӗркелемелле. Хамӑрӑн ӑстапӑха, пин-пин ҫул аталаннӑ пуянлӑха пулас ӑрӑва парса хӑварас тесен ҫамрӑксемпе те ӗҫлемелле. Шкултах паллаштармапла унпа ачасене, вӗрентмелле. Ҫапла тума вара куллен усӑ курмалли хатӗрсемпе кӗнекесем кӑлармалла.

Надежда Смирнова
 
Разделы: