Чăвашсем çапла пурăннă (Н. В. Никольский чăвашсен этнографийĕпе хатĕрленĕ конспектран)

«Этнографи» сӑмах вырӑс чӗлхине авалхи грексен чӗлхинчен кӗнӗ. Чӑвашла «халӑха ҫырса кӑтартни» тесе куҫать. Яла, вулӑса, ҫут ҫанталӑка, япалана ҫырса кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех этнографи ӑслӑлӑхӗ те хальхи пулӑма ӳкерет, ҫырса кӑтартать. Анчах этнографи халӑх фотографӗ ҫеҫ мар, унӑн вӑл е ку япала мӗншӗн ҫапла, урӑхла мар пулнине, вӑл е ку пулӑм епле пуҫланнине ӑнлантармалла. Унӑн ҫырса кӑтартнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, ӑнлантарса та памалла. Пурӑнмалли ҫурт-йӗртен пуҫлӑпӑр. Пермьри, Костромари е Хусанти ҫурта ҫырса кӑтартнипе ҫеҫ мар, хресченӗн мӗнпур хуралтисене пӗр-пӗринпе танлаштармалла. Ку темӑпа хатӗрленӗ ӳкерчӗксене танлаштарса пӑхни халӑх архитектурин аваллӑхне пӗлме май парӗ. Чӑвашсен «шурӑ ҫуртне» вырӑссен ҫурчӗпе танлаштарни ӑна вырӑссенчен илни, вырӑс ҫуртне нимӗҫсен ҫурчӗпе танлаштарни нимӗҫсен хуралтине тӗслӗх вырӑнне хуни пирки шухӑш ҫуратать. Чӑвашсен пураласа тунӑ, ҫӗр урайлӑ, кӑмака вырӑнне варринче кӑвайт чӗртмелли вырӑн тунӑ, турпаспа мӗнле те пулин виткеленӗ хуралтӑ пур, тейӗпӗр. Кам вӗрентнӗ ку ҫурта тума? Ҫак хуралта ытти халӑхсемпе танлаштарни этнографа чӑвашӑн архитектурӑри хӑйтӗллӗнлӗ пултарулӑхӗн калӑпӑшӗ пирки тухса тӑнӑ питӗ кирлӗ ыйту ҫине хурав пама, чӑваш таврари япаласене хӑйне кирлӗ пек улӑштарма пултарнине чухлама пулӑшать.

Алӑка хирӗҫ кӑмакаллӑ ҫурт, мунча е авӑн ҫурчӗ куракан ҫак халӑх тахҫан юханшыв патне тухакан алӑклӑ ҫӗрпӳртре пурӑннине пӗлет. Кӑмака ҫурт варринче пулни ҫак халӑх тахҫан варринче кӑвайт вырӑнӗллӗ хӳшӗре пурӑнни ҫинчен ӑнлантарать.

Ҫурт-йӗр пекех кӗпе-тумтир те халӑх таврари япаласене хӑйне кирлӗ пек вырнаҫтарма пултарни ҫинчен калать. Кӗпе-тумтир енӗпе пӗр халӑх тепӗрне витӗм кӳни пуриншӗн те паллӑ. Тумтир ҫинчи тӗрӗсем меровингсен тапхӑрӗнчи тумтирсен тӗррисене аса илтереҫҫӗ, пултарулӑх пӗрпеклӗхӗ ҫинчен калаҫҫӗ.

Халӑх чӗлхинче унӑн чунне куратпӑр. Чӗлхере аваллӑх упранать. Сӑмахран, пӗр юрӑра сыхланса юлнӑ чӑваш сӑмахӗ «тына» «свидетель» тенине пӗлтерет. Апла пулсан чӑвашсен судсем тахҫанах пулнӑ. Ку енӗпе тупмалли юмахсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, ирҫе-мӑкшӑсен ҫавӑн пек тупмалли юмах пур: «Вырӑс карчӑкӗ мӗнпур хир тӑрӑх ҫаврӑнать». Ҫак тупмалли юмах ирҫе-мӑкшӑсем ҫурлапа вырӑссем урлӑ паллашни ҫинчен калать.

Ваттисен сӑмахӗсемпе юрӑсен пӗлтерӗшӗ каламасӑрах паллӑ.

Чӑвашсен ама ҫурипе тӑван мар хӗр ҫинчен калакан халап чӑвашсем авал Турӑсене ҫын вӗлерсе парне панӑ вӑхӑта уҫса парать.

Тӗн йӑли-йӗркисем, яланхи пурнӑҫсӑр пуҫне пирӗншӗн аваллӑх пӗлтерӗшлӗ те.

Ҫармӑссен ҫапла йӑла пур: Турра чӳк тунӑ чухне вӗсен пиҫиххи хушшинче тимӗр мар, пӑхӑр ҫӗҫӗ пулмалла. Ҫак йӑла пуҫланнӑ тапхӑрта ку халӑх тимӗртен хӗҫпӑшал тума пӗлмен ахӑр. Этем урӑх чӗрчунсене куҫнине ӗненни халӑх япаласем мӗнле пулса кайнӑ пирки ӑнланнине кӑтартать: малтан ҫынсем ҫеҫ пурӑннӑ, каярах хӑш-пӗр ҫынсенчен чӗрчунсем, ӳсен-тӑрансем, юханшывсем тата пирӗн тӗнчери ытти япаласем пулса кайнӑ. Тӗнсене тӗпченӗ май эпир ҫапла вара шухӑш аваллӑхне тӗпчетпӗр, халӑхсенче ҫуралнӑ ҫӗнӗ космогониллӗ идейӑсене сӑнатпӑр. Чӑвашсен киремет ҫинчен калакан халапӗсенче пултарулӑх идейисен ахрӑмӗсем илтӗнеҫҫӗ.

Ҫапла вара чӑвашсен тӗн ӗненӗвӗсем пирӗншӗн хӑйне евӗр халӑх философийӗ пек, пире ку халӑхӑн авалхи йӑлисемпе паллаштаракан материал пек уйрӑмах паха.

Чӑвашсем – тӗрӗк халӑхӗ. Чи малтан «чӑваш» сӑмах XVI ӗмӗрте (1524 ҫ.) тӗл пулать. Унччен маларах халӑхӑн урӑх ят пулнӑ. Мӗнле ят пулни чылай этнографсене интереслентернӗ. Ҫавна май чӑвашсем ӑҫтан тухса кайни пирки виҫӗ тӗрлӗ ӑнлантарни пур. Александра Фукс чӑвашсем хазарсенчен пулса кайнӑ текен шухӑша никӗслекенӗ. Летопиҫсенче «чӑваш» сӑмаха тупайманнипе вӑл чӑвашсем малтан хазарсем пулнӑ, текен шухӑш патне пырса тухнӑ. Анчах хӑйӗн шухӑшне Фукс ҫирӗплетмесӗр хӑварать. Ҫакна урӑх этнографсем те ҫирӗплетеймен. Ҫавӑнпа та ку теори пӑчланнӑ. Ун вырӑнне, Сбоев этнограф тӑрӑшнипе, чӑвашсем пӑртассенчен тухса кайнӑ текен теори ҫуралнӑ.

«Пӑртас» сӑмах, Сбоев каланӑ тӑрӑх, чӑвашсен «пурӑнас» сӑмахне аса илтерет. «Пурӑнас» сӑмахран епле «буртасы» (пӑртас) сӑмах пулса кайни ҫинчен Сбоев каламасть. Лингвистика та ҫавӑн пек улшӑнусенчен пӑрӑнать. Чӑвашсемпе авалхи пӑртассен ҫӗр ӗҫӗ те ку халӑхсен пӗрлӗхӗ (суту-илӳ еврейсемпе тутарсемпе еврейсен пӗрлӗхӗ ҫинчен каланӑ пек) ҫинчен сахал калать. Ку теоринчен никӗссӗр тесе пӑрӑннӑ. Ильминский, Радлов , Куник тата Ашмарин тӑрӑшнипе чӑвашсем пӑлхарсенчен тухни пирки ҫӗнӗ теори ҫуралать.

Пӑлхар палӑкӗсем ҫинче чылай сӑмахсем чӑвашлӑхпа палӑраҫҫӗ. Пӑлхарсемпе чӑвашсен шутлав ячӗсем пӗрешкел. Пӑлхарсемпе чӑвашсен ячӗсем, ҫавӑн пекех юханшывсемпе кӳлӗсен ячӗсем те пӗр.

Чӑвашсен тӗн халапӗсем ҫак теори тӗрӗссине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Пӑлхарсемпе чӑвашсем пӗрешкел пулсан чӑвашсен аваллӑхӗ те ҫапла пулмалла. Малтанласа вӗсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе пӗрле Азире пурӑннӑ. IV ӗмӗрте вӗсен пӗр пайӗ Кубань ҫывӑхне, тепӗр пайӗ Крымпа Дунай тӑрӑхне пырса вырнаҫнӑ. Аварсем тата ытти халӑхсем хӗснипе чӑвашсен пӗр пайӗ ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫнелле куҫнӑ. Атӑлпа Кама тӑрӑхӗнче Пӑлхар патшалӑхӗ никӗсленнӗ. Вӗсен тӗп хули – Пӑлхар. Патшалӑх пуҫӗнче хан тӑрать. Алмас тапхӑрӗнче пӑлхар патшалӑхӗ мӑсӑльман тӗнне йышӑнать. Малтанхи тӗн ислама ҫул парать. Пӑлхарта христиан тӗнӗ те пулнӑ. Мӑсӑльмансем шкулсем уҫнӑ. Пӑлхартан математиксем, астрономсем, медиксем тухнӑ. 1236 ҫулта Пӑлхар патшалӑхне тутар-монголсем пӗтернӗ.

Ҫӗнӗ хуҫасем язычниксем пулнӑ. Хӑйсем ҫӗнтернӗ халӑхран вӗсем мӑсӑльман тӗнне йышӑннӑ. Ҫӗршывра тӗп тӗн ислам пулса тӑнӑ, язычествӑна чӑтнӑ, христиансен тӗнне хӑвалама пуҫланӑ.

Ҫак тата малашнехи тапхӑрта чӑвашсем ҫирӗплетнӗ вырӑнсем ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑннӑ. Тӗпрен илсен ҫӗр ӗҫӗпе тӑраннӑ; ҫав вӑхӑтрах тӗл перессипе, кимӗсем тӑвассипе чап ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен хушшинче «хура халӑх» – ҫӗр ӗҫченӗсем, мӑрсасемпе кнеҫсем пулнӑ. Халӑха вунна тата ҫӗре пайланӑ, вӗсен пуҫӗнче вунпӳ тата ҫӗрпӳ кнеҫӗсем ларнӑ. Чӑвашсен тата ҫӗрпӳ казакӗсем пулнине асӑнаҫҫӗ. Ар ҫӗрӗнче уйрӑм кнеҫсем пулнӑ. Чӑвашсем язычниксем пулнӑ, усал тата ырӑ турӑсене ӗненнӗ, вӗсене чӳк тунӑ(парне панӑ). Чӑвашсем хушшинче ислам тӗнне ӗненекенсем те пулнӑ ахӑр. Ҫакна 1551 ҫулта Хаяр Иван патне пулӑшу ыйтма кайнӑ чӑвашсем хушшинче мӑсӑльман ячӗсем (Магомет) тӗл пулни ҫирӗплетет. 1508 ҫулта Хусан патши «хӑйӗн мӑрсисемпе кнеҫӗсемпе пӗрле» Хусан ҫывӑхӗнчи хире вырнаҫнӑ. Ку ӗҫ мӑсӑльман уявӗ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Уява чӑвашсем те килнӗ. Перетякович шухӑшӗпе чӑвашсен вырсаникун вырӑнне эрнекуна чыслас йӑли те те ислам витӗмӗпе пулнӑ.

Хусан патшалӑхӗн обществӑпа политика пурнӑҫӗнче чӑвашсем юлашки вырӑн йышӑнман. Хусанта ҫӗршывӑн тӗрлӗрен пӗрлӗхӗсен аристокрачӗсем пурӑннӑ. Чӑвашсен, ҫармӑссен, ытти халӑхсен кнеҫӗсемпе мӑрсисем политика партийӗсене (ногай, крым тата мускав партийӗсем) кӗнӗ. Чӑвашсем Хусан тронӗ ҫине Мускав палӑртнӑ патшана лартассишӗн кӗрешекен Мускав партийӗшӗн ытларах тӑнӑ пулас. Чӑвашсем хӑйсем те ногайсемпе Крым тутарӗсенчен вырӑссене уйӑрарах панӑ ахӑр. Курбский кнеҫ сӑмахӗсем тӑрӑх, чӑвашсем Хаяр Иван патшан 1551 ҫулта Хусана тапӑнма каякан ҫарне апат-ҫимӗҫпе пулӑшса тӑнӑ. Ар чӑвашӗсем Хусана хӑйне хӗҫ-пӑшалпа пырса: «Патшана (Мускав патшине) мӗншӗн пуҫ ҫапас мар?» – тесе кӑшкӑрнӑ. Хусана илнӗ вӑхӑтра тури чӑвашсем вырӑссем енче ҫапӑҫнӑ.

1552 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗнче Хусан, унпа пӗрле мӗнпур Хусан патшалӑхӗ хӑй тӗллӗнлӗхне ҫухатать, вырӑс ҫӗрӗ пулса тӑрать. Ҫак тапхӑртан пуҫласа чӑвашсен вырӑс историйӗ пуҫланать. Кнеҫсемпе мӑрсасем, турхансем унчченхи прависене ҫухатаҫҫӗ. Вӗсене службӑна та вырӑс юнӗллӗ ҫар ҫыннисем ертсе пынӑ ҫӗре ҫеҫ илнӗ. Мускав правительстви чӑвашсемпе ытти халӑхсен ҫӗрӗ ҫине хӑйӗн ҫӗрӗ пек пӑхать. Ҫӗрпе усӑ курма Мускавран ирӗк илмелле пулнӑ. Хусан кӗпӗрнин Чикме уесӗнче пурӑннӑ хӑш-пӗр чӑвашсем Мускава пулӑшнӑшӑн пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ илнӗ. Каярах тата темиҫе чӑваш ҫар енӗпе пулӑшнӑшӑн ҫӗрсем илнӗ. Ахаль ҫынсем Мускав хыснине малтан Хусан патшисене тӳленӗ пекех кашни килтен ҫуршар полтина укҫа парса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвашсемпе ытти халӑхсен Мускава тырӑ, мамӑк, тир леҫмелле пулнӑ. Каярах укҫа вырӑнне чӑвашсене пыл пама ирӗк панӑ.

Хырҫӑсӑр пуҫне чӑвашсен патша службинче тӑмалла пулнӑ. Вӗсем Ливонипе, Польшӑпа пынӑ вӑрҫӑсене хутшӑннӑ.

Вак халӑхсене вырӑслатас тӗллевпе Атӑл тӑрӑхӗнче, Хусанта, ялсемпе хуласенче вырӑссем йышланнӑ, вырӑс хулисем, мӑнастирсем, чиркӳсем ӳсе-ӳсе ларнӑ. Ислампа тата язычествӑпа юнашар патшалӑх тӗнӗн правипе христиан тӗнӗ вӑй илсе пырать.

Вырӑс патшалӑх влаҫӗ, ку тӑрӑхра аристократи пуҫ пулса тӑнине пӗтерсе вырӑссемпе чӑвашсен хутшӑнӑвӗсенче демократиллӗ пуҫарупа усӑ курать. Чӑвашсемпе ытти халӑхсем хушшинче вырӑс влаҫӗ ҫирӗп пулнине, вак халӑхсем влаҫ майлӑ пулнине ҫавӑнпа ӑнлантармалла та.

Вырӑссем килнӗ хыҫҫӑн ку тӑрӑхра шкулсем уҫӑлма пуҫлаҫҫӗ. Хусанти Зилант, Сӗве хулинчи Успени мӑнастирӗсенче таврари халӑх ачисене ҫырма-вулама вӗрентнӗ. Ачасенчен ӑслӑраххисене, вырӑсла кӑштах калаҫма вӗреннисене ялӗсенчен илсе кайса манахсене вӗренме панӑ.

Вырӑссемпе хутшӑннӑ май чӑвашсем вырӑс йӑлисене вӗренсе пынӑ, хуланалла туртӑнма пуҫланӑ. Сӑмахран, XVI ӗмӗр вӗҫӗнче тӗне кӗнӗ хыҫҫӑн чылай чӑваш Хусана, Чикмене, Шупашкара, Сӗве хулине пурӑнма куҫнӑ.

XVII ӗмӗрте халӑх тӑтӑшах пӑлханнӑ, ҫавӑнпа та ҫирӗп культура ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пыма пултарайман. XVII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче чӑвашсем ытти халӑхсемпе пӗр условисенче пурӑннӑ.

Чӑвашсем хушшинче вырӑссем пурӑнакан ҫирӗплетнӗ вырӑнсем ӳсе-ӳсе лараҫҫӗ. Вырӑс мар хресченӗн унта кӗме юраман.

Ӗлӗкхи аристократсен чӑвашсем хырҫӑ вӑхӑтра тӳлеччӗр, ҫар, ҫул ӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫлаччӑр тесе тӗрӗслесе тӑмалла, ҫитменлӗхсем ҫинчен ҫийӗнчех хулари влаҫсене пӗлтермелле пулнӑ. Чӑвашсен ӗҫӗнчен тупӑш ытларах илес тӗллевпе ҫӗрсене шута илес, чикӗлес ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ, хырҫӑ тӳлекенсен списокне, йӗркине палӑртаҫҫӗ. Ҫак мӗнпур ӗҫсенче влаҫсене ӗлӗкхи ӑрат пуҫӗсем пулӑшма тивӗҫ пулнӑ.

Хула вӑйпучӗ хӑйӗн уесӗнче хуҫа шутланнӑ. Мускавӑн ҫар ҫыннисем чӑвашсене ҫаратас тесе тӑрӑшнӑ, темиҫе хут хырҫӑ тӳлеттернӗ. Ҫакна Ҫӗрпӳ, Кӑрмӑш, Чикме уесӗсенчи чӑвашсем, уйрӑмах XVII ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче вӗсем ҫине панӑ ҫӑхавсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Мускав правительстви чиновниксем хӑйсене кирлӗ пек хуҫаланнипе кӗрешнӗ, анчах ӑнӑҫсӑр. Правительство енӗпе пулӑшу ҫуккипе службӑри ҫынсем хӑйсене хӑйсем чӑвашсен шучӗпе тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Вырӑссем чӑвашсем ҫине ҫиелтен пӑхнӑ, хӑйсенчен катӑкрах ҫынсем вырӑнне хунӑ.

Сувар, 20 (750) №.

...

Сувар, 21 (751) №.

(Малалли. Пуҫл. 20, 21 №№).

Чӑваш аристократийӗ те ҫав шутра пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем хӑйсем язычник пулнишӗн инкек тӳснӗ. 1628 ҫулта Мускав правительстви тӗне кӗмен аристократсенчен тӗне кӗнӗ хресченсене туртса илме хушнӑ.

Малашнехи ҫулсенче аристократсен ҫӗрӗсене туртса илме чарнӑ. Анчах кун пек чухне вӗсен тӗне кӗмелле пулнӑ. Ҫӗрӗсене сыхласа хӑварас тесе чӑваш аристокрачӗсем христиан тӗнне йышӑннӑ, ерипен вырӑссемпе хутӑшса кайнӑ.

Чӑвашсен кнеҫӗсемпе мӑрсисен тепӗр пайӗ правительство кӑтартӑвӗсене хирӗҫ тӑрас тесе тутар кнеҫӗсемпе ҫывӑхланнӑ. Чулхула ҫӗрӗнче 1647 ҫулта шута илнӗ чӑваш мӑрсисенчен XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне пӗри те юлман – мӑсӑльман тӗнне йышӑнса тутара тухнӑ.

Вырӑс тӗнӗн ҫыннисем чӑвашсене ҫутта кӑларас тӗлӗшпе мӑсӑльман пропагандисчӗсенчен чылай сахалрах ӗҫленӗ. Шкул ӗҫӗ малтанхи пекех Успени тата Хусанти Зилант мӑнастирӗсенче ҫеҫ пулнӑ, малалла кайман.

Хырҫӑ-марҫӑ нумай тӳленипе выҫса ҫитнӗ чӑвашсем, вырӑссем пекех, Степан Разин пӑлхавне хаваспах хутшӑннӑ. Разинӑн «кашнийӗ те пӗр тан» лозунгӗ чӑвашсен кӑмӑлне кайнӑ. Ҫӗр, ирӗклӗх пама, хырҫӑ-марҫӑран хӑтарма шантарни чӑвашсене алла хӗҫ-пӑшал тытма хистенӗ.

Чӑвашсенчен чылайӑшӗ пӑлхавҫӑсен пысӑк отрячӗсене ертсе пынӑ. Чӑваш Енри хальхи Етӗрне районӗнче пӗр отряда ҫар ӗҫӗнчи турхан Пехтемей Ахтубаев ертсе пынӑ. Вӑл атаман ятне тивӗҫнӗ. Чӑвашсем хушшинче урӑх атамансем те пулнӑ, ҫавӑн пекех есаулсем, прапорщиксем те. Чӑвашсен ҫакӑн пек атаманӗсем паллӑ: Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтриялӗнчи Изелбайпа Милшей, Сӑрбайӗнчи Тӑхтамӑш, Алип Айдуганов, Чемей Чуваков, Нурӑсри Изелбай, Кикса ялӗнчи Чурабай Чуракин, Шупашкар уесӗнчи Юманкасси ялӗнчи Петей Кулбашев, Кукшин ялӗнчи Илыгин, Етӗрне уесӗнчи Выла ялӗнчи Атеней, Кӑрмӑш уесӗнчи Элмен ялӗнчи Итубай Мамаев, Нурӑс ялӗнчи Байдимир Амелькеев, Адубай Иштубаев, Охна ялӗнчи Кулсит Байситов, Чюнбеево ялӗнчи Тӑхтамӑш Татеев. Чикме уесӗнчи Хуракасси, Етӗрне уесӗнчи Янтапа, Сурӑм ялӗсенчи чӑвашсем те атаман ятне илни паллӑ.

Пӑлхава хутшӑннӑ чӑвашсем малтан палӑртнӑ вырӑнсенче пысӑк пухусем ирттернӗ. Ҫавӑн пек пухусем Кӑрмӑш уесӗнчи Тӑван, Хӗрлӗ Чутай, Чикме уесӗнчи Хуракасси, Етӗрне уесӗнчи Богатырево ялӗсенче пулса иртнӗ, кашнине пӗр пинрен пуҫласа пилӗк пин ҫын таран, чӑвашсемсӗр пуҫне вырӑссем, тутарсем, ҫармӑссем хутшӑннӑ. Чӑвашсен отрячӗсем патша ҫарӗсемпе Ҫӗрпӳ, Чӗмпӗр хулисем ҫине тапӑннӑ чухне, Кӑрмӑш, Етӗрне, Чикме, Шупашкар, Сӗве уесӗсенче ҫапӑҫнӑ. Пӑлхавҫӑсем ухӑпа, ҫӗмренсемпе, пуртӑсемпе, сенӗксемпе, кистенсемпе хӗҫ-пӑшалланнӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех кӑштах пӑшалсем, тупӑсем те пулнӑ. Сергей Васильев атаманӑн виҫӗ йывӑҫ тупӑ пулни паллӑ. Пӑлхавҫӑсем патша ҫыннисене шеллемен: «хӗҫпе каснӑ, ҫаратнӑ, шыва путарнӑ». Хӑйсене тата хӑрушӑрах шӑпа кӗтнӗ вӗсене: чи активлисене тӑватӑ пая касса вакланӑ, ҫакса вӗлернӗ, тӗрмене хупнӑ. Ыттисене урӑх нихӑҫан та пӑлханмастпӑр тесе сӑмах партарса хӗрес чуп тутарнӑ.

Чӑвашран тухнӑ ҫар ҫыннисен: мӑрсасен, кнеҫсен, турхансен, ҫӗнӗрен тӗне кӗнӗ аристократсен, вырӑс ҫар ҫыннисенни пекех, поместьесем, йӑхран йӑха куҫса пыракан ҫӗрсем пулнӑ. Пӗрремӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнче вӗсен прависене чакарнӑ. 1713 ҫулхи ноябрьте тӗне кӗнӗ хресченсем пур аристократсене те ҫур ҫул хушшинче тӗне кӗме хушнӑ. Ҫав вӑхӑтра тӗне кӗмесен ҫӗрсене тата ҫынсене тытса илсе патша ҫине ҫыртарнӑ. 1715 ҫулта вак халӑхсен тӗне кӗмен аристократийӗ харпӑр хӑй туяннӑ пурлӑхне: ҫуртсене, армансене, ҫӗрсене хӑйне хӑварма пултарни пирки ӑнлантарса панӑ. Ҫак указсем тухнӑ хыҫҫӑн аристократсен хӑйсен хресченӗсем тӗне кӗресрен, ҫапла вара патша аллине куҫасран хӑраса пурӑнма тивнӗ. Вӗсен икӗ ҫул-йӗр: тӗне кӗрсе вырӑс улпучӗсем хушшинче ҫухаласси е хырҫӑ тӳлекенсемпе танлашасси юлнӑ. Шӑпах ҫапла пулса тухнӑ та: вак халӑхсен ҫар аристократийӗн класӗ питӗ хӑвӑрт ҫухалать. Вӗсен пӗр пайӗ вырӑс улпучӗсен ретне куҫать, тепри ахаль хресченсемпе танлашать.

Авалхи тӗне пӑрахманнисем, хырҫӑ-марҫӑ пусарса ҫитернипе, хӑйсен именийӗсене вырӑс улпучӗсене сутнӑ; ҫапла вара вак халӑхсен ҫӗрӗсем ҫинче вырӑс улпучӗсем йышланаҫҫӗ.

1718 ҫулччен ҫар ӗҫӗнчи чӑвашсене, вырӑс ҫар ҫыннисем пекех, черетпе походсене янӑ; станицӑсенче службӑра тӑнӑ вӗсем, крепоҫсене ӗҫлеме кайнӑ. Е вӗсем ун вырӑнне укҫа панӑ – 1712 ҫулччен 5000 ҫын пуҫне 5 тенкӗ, кайран – 10 тенкӗ. Ревизи ҫар службинче тӑракан тата хырҫӑ тӳлекен чӑвашсем хушшинчи уйрӑмлӑха пӗтернӗ. Вӗсен пурин те салтака, Питӗр хулине ӗҫлеме ҫынсем ямалла пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑйлӑлатнӑ налук тӳленӗ. Халиччен питӗ сахал тӳленӗ е пачах тӳлемен ҫӗрсемшӗн те халӗ ӳстернӗ хырҫӑ-марҫӑ памалла пулнӑ. Пысӑк налуксене, начар пурнӑҫа пула чӑвашсем ытти халӑхсем пекех патшалӑх хӗснинчен тарма пуҫланӑ. 1710-1714 ҫулсенче ҫеҫ Хусан кӗпӗрнинче 35215 кил пушаннине палӑртнӑ. Юлнисен патшалӑх тивӗҫне пушаннӑ ҫуртсемшӗн те пурнӑҫлама тивнӗ. Ҫавна май кил тӑрӑх шута илессине пӗтерсе валеҫмелли ҫӗнӗ система тума ревизи ирттернӗ. Ревизи хыҫҫӑн унӑн кӗнекине кӗртнӗ кашни чунран ҫар тытса тӑма уйрӑм хырҫӑ пуҫтарнӑ. Анчах та, хырҫӑ-марҫа ӳстерсе пынӑ май, правительство вак халӑхсене улпутсем ҫумне ҫирӗплетессинчен пӑрӑнать.

Ку енӗпе уйрӑмах тӗне кӗнисем ҫине правительство тимлӗх уйӑрнӑ. 1722 ҫулхи указпа килӗшӳллӗн, тӗне кӗнӗ салтаксене ҫар службинчен хӑтарнӑ.

Чӑвашсен пӗр пайӗн патшалӑха укҫа-тенкӗ вырӑнне карапсем тума ҫынсем парса татӑлмалла пулнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ, мӑрсасем те, хырҫӑ-марҫӑ тӳлекенсем те ҫӗнӗ йӗркепе кӑмӑллӑ пулман. Ытти ҫулсемпе танлаштарсан вӗсем 5 хут ытларах тӳлеме пуҫланӑ вӗт-ха. Тата XVII ӗмӗрте, малтанхи ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курса, мӑрсасем хура ӗҫ пурнӑҫламан. Ҫапла вара ку лару- тӑруран тухас тесе мӑрсасем тарма, ясачнӑйсем тӗне кӗме васканӑ. Парӑмсене тӳлесе татас тесе чӑвашсем ялӗ-ялӗпе, вулӑсӗ-вулӑсӗпе кивҫене кӗнӗ.

Салтака панӑ чӑвашсем хӑйсен ялӗшӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалнӑ шутланнӑ.1736 ҫулхи указпа службӑна илнӗ вак халӑх ҫыннисене остзей гарнизонӗсене яма хушнӑ. Отставкӑна тухсан та чӑваш салтакӗ килне питӗ сайра таврӑнма пултарнӑ: ӑна салтаксен поселенийӗсене пурӑнма янӑ. Йывӑр суранланнисен, уксах-чӑлахсен ҫеҫ киле таврӑнма май пулнӑ. Хырҫӑ хӑйсемшӗн ҫеҫ мар, «ҫухалнӑ чунсемшӗн» те тӳлеме тивни чӑвашсен пурнӑҫне тата та йывӑрлатнӑ.Елизавета Петровна вӑхӑтӗнчи ҫӗнӗ генеральнӑй ревизи вак халӑхсен пурнӑҫне лайӑхлатман.

Елизавета Петровнан правительствин темиҫе хутчен те парӑмсене каҫарма тивнӗ: 1752 ҫулта Раҫҫейӗпе 2 миллион ҫурӑ, каярах тата 1миллион тенкӗ парӑма каҫарнӑ.

Хушма налогсем те халӑх пурнӑҫне япӑхлатнӑ. Хресченсен эрехшӗн, тӑваршӑн питӗ хаклӑ тӳлеме тивнӗ. Укҫа-тенкӗ системи те ахаль халӑхшӑн усӑ паракан япала пулман.

Раҫҫейре пӗртанлӑх пачах пулман, икӗ класс: ҫӳлти тата аялти пулнӑ патшалӑх тытӑмӗнче. Иккӗмӗш класс– мӗнпур хура халӑх, ҫав шутра вак халӑхсем; ахаль ҫынсем те, аристократи те. Пӗрремӗш класӑн – дворянсен мӗнпур прависем пулнӑ. Иккӗмӗшӗн вара ӗҫлеме, хырҫӑ-марҫӑ тӳлеме ирӗк пулнӑ. Ҫавна май ахаль ҫынсем пӑлханнишӗн, тӑван ҫӗртен тарса хураха тухнишӗн тӗлӗнмелле мар.

Чӑвашсен обществӑлла-экономика пурнӑҫӗ чылай енӗпе ку тапхӑрта вырӑссен ҫут ӗҫ юхӑмӗн палӑрӑмӗсенчен килет. Хусанта архиерей ҫуртӗнче чӑвашсене, ҫармӑссемпе тутарсене, ытти халӑхсене вӗрентме шкул уҫаҫҫӗ. XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне 3 пин ҫын ытла христиан тӗнне йышӑннӑ. Ҫӗнӗрен тӗне кӗнисене парнесем параҫҫӗ, ҫартан, карап ӗҫӗнчен хӑтараҫҫӗ; вӗсенчен хӑшпӗрисем хуласене, вырӑс ялӗсене пурӑнма куҫаҫҫӗ. 1731 ҫулта ҫӗнӗрен тӗне кӗнисен ӗҫӗсемпе комисси туса хураҫҫӗ. Ӑна малтанласа Раифский архимандрит ертсе пырать. Вак халӑхсен ыйтӑвӗпе комисси членӗсем пуҫтарнӑ материал 1740 ҫулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнчи ҫӗнӗ указ никӗсне кӗрет. Ҫав указпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ ҫут ӗҫ обществине – ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисен кантурне туса хураҫҫӗ. . Унӑн пуҫлӑхӗ архимандрит пулнӑ, ӑна пулӑшакансем – хулари 4 протоиерей. Кантурта ҫавӑн пекех тӑлмачӑсем ӗҫленӗ. Ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисене ют тӗн ҫыннисенчен хӳтӗлеме, вӗсене куҫарса кайма ҫар команди туса хураҫҫӗ. Кантура тытса тӑма ҫуллен 10 пин тенкӗ укҫан тата 10 тонна тырӑ уйӑрма палӑртаҫҫӗ. 1740- 1764 ҫулсенче ҫеҫ 300 пин чӑваша тӗне кӗртнӗ. Чӑвашсем хушшинче 70 приход йӗркеленӗ. Ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисенчен чылайӑшне пурӑнма вырӑс ялӗсене куҫарнӑ. Тӗрлӗ хуласенче шкулсем уҫнӑ. 1755 ҫулта, мӗнпур шкулсене Хусана, каярах вак халӑсен семинарийӗ ӗҫленӗ вырӑна куҫараҫҫӗ. Ҫапла вара чӑвашсене пӗтӗмпех тенӗ пек тӗне кӗртнӗ. Анчах та вӗсенчен чылайӑшӗ авалхи тӗнне манман. Малтанхи вӑхӑтпа танлаштарсан вӗсен прависем те лайӑхланайман.

1763 ҫулта Хусан, Шупашкар, Чикме уесӗсенчи вак халӑхсенчен суйланӑ ҫынсем Сенатран салтака илессине пӗтерме , илнӗ салтаксене киле яма, салтака ярас вырӑнне тӗне кӗнӗ ачасене шкула яма ыйтнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн 1764 ҫулхи февралӗн 20 – мӗшӗнчи указпа вак халӑхсен 1755 ҫултанпа пуҫтарӑннӑ парӑмӗсене пӑрахӑҫлама, тӗне кӗнисене 3 ҫула ҫӑмӑллӑхсем пама, тӗне кӗртнисен кантурне пӗтерме, шкулсене хӑварма йышӑннӑ. Анчах та ку указпа Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ыратакан ыйтӑвӗсе пӗтереймен. Ҫавна май Иккӗмӗш Кӗтерне патша, кашни халӑхӑн нушисене тӗплӗнрех пӗлес тесе 1766 ҫулта манифест кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн обществӑн тӗрлӗ сийӗсем, ҫав шутра вак халӑхсем те депутатсем суйласа, вӗсене хӑйсен нушисене пӗлтерсе Мускава ямалла пулнӑ. Комисси малтан Мускавра, кайран Питӗрте канашланӑ. Таса чун-чӗрепе, ахаль чӗлхепе депутатсем хӑйсен нушисем ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах та комисси вӗсен ыйтӑвӗсене шута илсе вак халӑхсен пурнӑҫне лайӑхлаас тесе мерӑсем йышӑнни паллӑ мар. Ҫапла вара ҫак ҫитменлӗхсем XVIII ӗмӗр вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ тесе шутлама майсем пур. Пугачев ячӗпе ҫыхӑннӑ юхӑм, унта чӑвашсем активлӑ хутшӑнни шӑпах ҫав ҫитменлӗхсенчен килнӗ те ӗнтӗ. Ҫак тапхӑрта Самар кӗпӗрнинчи 2 пин чӑваш Орлов- Давыдов улпутсен танатине лекнӗ , вӗсен крепостнойӗсем пулса тӑнӑ. Темиҫе ҫӗр чӑваша Уралти заводсем ҫумне ҫырса хунӑ.

Сувар, 22 (752) №.

Ку енӗпе уйрӑмах тӗне кӗнисем ҫине правительство тимлӗх уйӑрнӑ. 1722 ҫулхи указпа килӗшӳллӗн, тӗне кӗнӗ салтаксене ҫар службинчен хӑтарнӑ.

Чӑвашсен пӗр пайӗн патшалӑха укҫа-тенкӗ вырӑнне карапсем тума ҫынсем парса татӑлмалла пулнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ, мӑрсасем те, хырҫӑ-марҫӑ тӳлекенсем те ҫӗнӗ йӗркепе кӑмӑллӑ пулман. Ытти ҫулсемпе танлаштарсан, вӗсем 5 хут ытларах тӳлеме пуҫланӑ вӗт-ха. Тата XVII ӗмӗрте, малтанхи ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курса, мӑрсасем хура ӗҫ пурнӑҫламан. Ҫапла вара ку лару-тӑруран тухас тесе мӑрсасем тарма, ясачнӑйсем тӗне кӗме васканӑ. Парӑмсене тӳлесе татас тесе чӑвашсем ялӗ-ялӗпе, вулӑсӗ-вулӑсӗпе кивҫене кӗнӗ.

Салтака панӑ чӑвашсем хӑйсен ялӗшӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалнӑ шутланнӑ.1736 ҫулхи указпа службӑна илнӗ вак халӑх ҫыннисене остзей гарнизонӗсене яма хушнӑ. Отставкӑна тухсан та чӑваш салтакӗ килне питӗ сайра таврӑнма пултарнӑ: ӑна салтаксен поселенийӗсене пурӑнма янӑ. Йывӑр суранланнисен, уксах-чӑлахсен ҫеҫ киле таврӑнма май пулнӑ. Хырҫӑ хӑйсемшӗн ҫеҫ мар, «ҫухалнӑ чунсемшӗн» те тӳлеме тивни чӑвашсен пурнӑҫне тата та йывӑрлатнӑ. Елизавета Петровна вӑхӑтӗнчи ҫӗнӗ генеральнӑй ревизи вак халӑхсен пурнӑҫне лайӑхлатман.

Елизавета Петровнӑн правительствин темиҫе хутчен те парӑмсене каҫарма тивнӗ: 1752 ҫулта Раҫҫейӗпе 2 миллион ҫурӑ, каярах тата 1 миллион тенкӗ парӑма каҫарнӑ.

Хушма налогсем те халӑх пурнӑҫне япӑхлатнӑ. Хресченсен эрехшӗн, тӑваршӑн питӗ хаклӑ тӳлеме тивнӗ. Укҫа-тенкӗ системи те ахаль халӑхшӑн усӑ паракан япала пулман.

Раҫҫейре пӗртанлӑх пачах пулман, икӗ класс: ҫӳлти тата аялти пулнӑ патшалӑх тытӑмӗнче. Иккӗмӗш класс – мӗнпур хура халӑх, ҫав шутра вак халӑхсем; ахаль ҫынсем те, аристократи те. Пӗрремӗш класӑн – дворянсен мӗнпур прависем пулнӑ. Иккӗмӗшӗн вара ӗҫлеме, хырҫӑ-марҫӑ тӳлеме ирӗк пулнӑ. Ҫавна май ахаль ҫынсем пӑлханнишӗн, тӑван ҫӗртен тарса хураха тухнишӗн тӗлӗнмелле мар.

Чӑвашсен обществӑлла-экономика пурнӑҫӗ чылай енӗпе ку тапхӑрта вырӑссен ҫутӗҫ юхӑмӗн палӑрӑмӗсенчен килет. Хусанта архиерей ҫуртӗнче чӑвашсене, ҫармӑссемпе тутарсене, ытти халӑхсене вӗрентме шкул уҫаҫҫӗ. XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне 3 пин ҫын ытла христиан тӗнне йышӑннӑ. Ҫӗнӗрен тӗне кӗнисене парнесем параҫҫӗ, ҫартан, карап ӗҫӗнчен хӑтараҫҫӗ; вӗсенчен хӑш-пӗрисем хуласене, вырӑс ялӗсене пурӑнма куҫаҫҫӗ. 1731 ҫулта ҫӗнӗрен тӗне кӗнисен ӗҫӗсемпе комисси туса хураҫҫӗ. Ӑна малтанласа Раифа архимандричӗ ертсе пырать. Вак халӑхсен ыйтӑвӗпе комисси членӗсем пуҫтарнӑ материал 1740 ҫулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнчи ҫӗнӗ указ никӗсне кӗрет. Ҫав указпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ ҫутӗҫ обществине – ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисен кантурне туса хураҫҫӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ архимандрит пулнӑ, ӑна пулӑшакансем – хулари 4 протоиерей. Кантурта ҫавӑн пекех тӑлмачӑсем ӗҫленӗ. Ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисене ют тӗн ҫыннисенчен хӳтӗлеме, вӗсене куҫарса кайма ҫар команди туса хураҫҫӗ. Кантура тытса тӑма ҫуллен 10 пин тенкӗ укҫан тата 10 тонна тырӑ уйӑрма палӑртаҫҫӗ. 1740–1764 ҫулсенче ҫеҫ 300 пин чӑваша тӗне кӗртнӗ. Чӑвашсем хушшинче 70 прихут йӗркеленӗ. Ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисенчен чылайӑшне пурӑнма вырӑс ялӗсене куҫарнӑ. Тӗрлӗ хуласенче шкулсем уҫнӑ. 1755 ҫулта, мӗнпур шкулсене Хусана, каярах вак халӑхсен семинарийӗ ӗҫленӗ вырӑна куҫараҫҫӗ.

Ҫапла вара чӑвашсене пӗтӗмпех тенӗ пек тӗне кӗртнӗ. Анчах та вӗсенчен чылайӑшӗ авалхи тӗнне манман. Малтанхи вӑхӑтпа танлаштарсан вӗсен прависем те лайӑхланайман.

1763 ҫулта Хусан, Шупашкар, Чикме уесӗсенчи вак халӑхсенчен суйланӑ ҫынсем Сенатран салтака илессине пӗтерме, илнӗ салтаксене киле яма, салтака ярас вырӑнне тӗне кӗнӗ ачасене шкула яма ыйтнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн 1764 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнчи указпа вак халӑхсен 1755 ҫултанпа пуҫтарӑннӑ парӑмӗсене пӑрахӑҫлама, тӗне кӗнисене 3 ҫула ҫӑмӑллӑхсем пама, тӗне кӗртнисен кантурне пӗтерме, шкулсене хӑварма йышӑннӑ. Анчах та ку указпа Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен лару-тӑрӑвне улӑштарайман. Ҫавна май II Кӗтерне патша, кашни халӑхӑн нушисене тӗплӗнрех пӗлес тесе, 1766 ҫулта манифест кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн обществӑн тӗрлӗ сийӗсем, ҫав шутра вак халӑхсем те депутатсем суйласа, вӗсене хӑйсен нушисене пӗлтерсе Мускава ямалла пулнӑ. Комисси малтан Мускавра, кайран Питӗрте канашланӑ. Таса чун-чӗрепе, ахаль чӗлхепе депутатсем хӑйсен нушисем ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах та комисси вӗсен ыйтӑвӗсене шута илсе вак халӑхсен пурнӑҫне лайӑхлатас тесе мерӑсем йышӑнни паллӑ мар. Ҫапла вара ҫак ҫитменлӗхсем XVIII ӗмӗр вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ тесе шутлама майсем пур. Пугачев ячӗпе ҫыхӑннӑ юхӑм, унта чӑвашсем активлӑ хутшӑнни шӑпах ҫав ҫитменлӗхсенчен килнӗ те ӗнтӗ. Ҫак тапхӑрта Самар кӗпӗрнинчи 2 пин чӑваш Орлов-Давыдов улпутсен танатине лекнӗ, вӗсен крепостнойӗсем пулса тӑнӑ. Темиҫе ҫӗр чӑваша Уралти заводсем ҫумне ҫырса хунӑ.

ХIХ ӗмӗр чӑвашсенче пурнӑҫне лайӑхлатас шанчӑк ҫуратать. Ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче уйрӑм ҫынсен пӗтӗмпех пӗтнӗ пек туйӑнакан ҫӑмӑллӑхӗсем ҫиеле тухаҫҫӗ. Ӗлӗкхи мӑрсасем хӑйсен прависене ҫӗнӗрен чӗртесси, вырӑс дворянӗсемпе танлашасси пирки калаҫаҫҫӗ. Хӑйсем чаплӑ йӑхран тухнине ҫирӗплетейсен ҫакна тума ирӗк пама шантараҫҫӗ вӗсене. Тӗрлӗ сийри хресченлӗх те хӑйсен правишӗн ҫӗкленет, вӗсен пӗр пайӗ хӑйсен пурнӑҫне кӑштах лайӑхлатма та пултарать.

Халӗ чӑваш хресченӗсен купсана тухма май пулнӑ; ҫакна тума халӑхран ку ҫын ҫӗр ӗҫлесе пурӑнмасть, ҫӗр пушӑ юлмасть тесе хут кӑна илмелле. Унтан, купсана куҫмалли налук тӳлесен, ӗҫ тивӗҫлӗ инстанцисем урлӑ малалла кайнӑ. Ҫӗнӗ званине ҫырса хунӑ хыҫҫӑн купсасем малтан пурӑннӑ вырӑнтах юлма пултарнӑ. Анчах та халӗ вӗсен икӗ налог – хресчен тата купса хырҫисене тӳлеме тивнӗ. Салтака каясран хыснана укҫа тӳлесе хӑтӑлса юлма май пулнӑ. Тӗне кӗнӗ купсасене виҫӗ ҫула мӗнпур хырҫӑ-марҫӑран хӑтарнӑ. 1830 ҫултанпа купсасене малтанхи званипе хырҫӑ тӳлессинчен хӑтараҫҫӗ. Мещене тухасси те ҫак йӗркепех пулса пынӑ. Обществӑран унӑн хулара пурӑнать, ҫӗр пушӑ юлмасть тесе хут илмелле пулнӑ. Малтанласа мещен икӗ енӗпе те хырҫӑ тӳлет, кайран хуларине ҫеҫ. Салтака та ӑна мещен званийӗпе илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне мещене тӗне кӗрсен те ҫӑмӑллӑхсем панӑ. Чиновнике тухас тесен чӑваш ӗмӗтне прихут, ланкастер, удельни тата вулӑс шкулӗсем урлӑ пурнӑҫлама пултарнӑ. Общество тытса чармасан хут пӗлекен чӑваш вӑл е ку канцелярие ӗҫлеме кӗнӗ.

Чӑвашсенчен ытларахӑшӗ казеннӑй е патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсен кирлӗ чухне акса тӑракан ҫӗр лаптӑкне ӳстерме май пулнӑ. Хусан кӗпӗрнинче ҫын пуҫне 11 теҫеттин ҫӗр норма шутланнӑ. Анчах та хӑш-пӗрисен ҫӗр ытларах, теприсен сахалрах пулнӑ. Ҫавна май сахал ҫӗрлисене казеннӑй ведомство шучӗпе тивӗҫтерме йышӑннӑ.

1812 ҫулта хресченсене ҫӗр туянас тӗлӗшпе хӗсме юраман. Чикӗ кантурӗсен ку енӗпе пӗр чӑрмав та тума юраман. 1808 ҫултанпа хресченӗн темиҫе ҫӗр лаптӑкӗ юнашар пулмасан улпут ҫӗрӗсемпе улӑштарса ҫӗрсене пӗрлештерме юранӑ.

1811 ҫултанпа чӑваш хресченне подряд илме, ҫитсӑпа, тӑварпа, ҫӗр ӗҫ таварӗсемпе суту-илӳ тума ирӗк панӑ. Правительство учрежденийӗсенче чӑвашсем хӑйсен представителӗсене тытма пултарнӑ.

Сувар, 23 (753) №.

Удельнӑй чӑвашсем Чӗмпӗр кӗпӗрнинче пурӑннӑ (Чӗмпӗр, Пӑва уесӗсем). Кашни ҫын пуҫне ҫӗр норми кунта тӑтӑшах 15 теҫеттин шутланать. Удельнӑй чӑвашсен пурнӑҫӗ патшалӑх чӑвашӗсеннинчен чылай лайӑхрах пулнӑ. Чӑваш-казаксем Оренбург тата Ӗпхӳ кӗпӗрнисенче пурӑннӑ. Казака 1830 ҫул хыҫҫӑн тухнӑ чӑвашсен ушкӑнӗ чи йышли пулнӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки удельнӑй е патшалӑх хресченӗсеннинчен пачах улшӑнса тӑнӑ. Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ывӑлӗпе хуҫа пулайман, вӗсем казак управленийӗ ҫинче шутланнӑ.

«Тептяр» тесе казеннӑй хресченрен лайӑхрах, Оренбург кӗпӗрнинчи казакран япӑхрах пурӑнакансене каланӑ. Чӑваш-тептярсем Оренбург, Ӗпхӳ кӗпӗрнисенче пурӑннӑ. Хӑйсен пурнӑҫне хурламан вӗсем. Пачах урӑхла, тептяр званине ҫухатакан ӑна ҫӗнӗрен илес тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ.

«Ирӗклӗ хресченсем» – крепостной йӗркерен хӑтӑлнӑскерсем. Кун пек чӑвашсем хальхи Самар тата Ӗпхӳ кӗпӗрнисенче пурӑннӑ. Орлова-Чесменская улпут майри патӗнче крепостной шутланнӑ 1000 чӑваша крепостной йӗркерен 1828–1832 ҫулсенче хӑтарнӑ. Ирӗклӗ хресченсем ҫӗр сутӑн илме, ӑна сутма пултарнӑ. Салтака илес йӗрке вӗсен урӑхларах пулнӑ, рекрут квитанцийӗсем туянса салтакран хӑтӑлса юлма май пулнӑ вӗсен. Чӑваш-лашмансем Чӗмпӗр тата Чулхула кӗпӗрнисенче пулнӑ. Наряд тӑрӑх карапсем тума вӑрман каснӑ вӗсем, лашмансен вулӑс правленине пӑхӑнса тӑнӑ. Лашманлӑхран хӑтӑлас тесе чӑвашсем тӗне кӗнӗ е хуласене пурӑнма куҫнӑ, хӑш-пӗрисем вырӑнтах, удельни хресченсен вырӑнӗнче юлнӑ.

Хусан, Чӗмпӗр, Оренбург кӗпӗрнисенче ҫар е ҫӗр ӗҫ ялӗсем пулнӑ. Вӗсене ҫавӑн пекех суха ӗҫченӗ е отставкӑри салтак тесе чӗннӗ. Суха салтакӗсен ачисем ашшӗ-амӑшӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулмасан палӑртнӑ срока салтакра пулма тивӗҫлӗ. Суха салтакӗн ҫемйинчен кам та пулин хӗсметре пулсан (вун пилӗк ҫула, 20-рен пуҫласа 35 ҫула ҫити) ҫемьене хӑш-пӗр хырҫӑ-марҫӑран хӑтарнӑ. Ҫемьерен икӗ е ытларах ҫын хӗсметре пулсан мӗнпур налогсенчен хӑтарнӑ ӑна. Суха салтакӗсем ку йывӑр пурнӑҫран тухас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗне кӗменнисем тӗне кӗрсе хӑтӑлаҫҫӗ. Суха салтакӗсен чи ӑслӑ ачисем чиновнике тухса пӗтнӗ.

Вятка, Ӗпхӳ, Пермь кӗпӗрнисенче чӑвашсем завод е фабрика хресченӗсем пулнӑ. Заводра е фабрикӑра ӗҫленипе пӗрех вӗсем кӗперсемпе ҫулсене юсанӑ. Ту завочӗсенчи хресченсене салтакран е уншӑн укҫа тӳлессинчен хӑтарнӑ. Мӑнастирсемпе архиерей хресченӗсем чӑвашсем хушшинче сахал пулнӑ. Вӗсем хырҫӑ-марҫӑ тӳлемен.

Чӑвашсен экономика лару-тӑрӑвӗ XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫулӗнче лайӑхланман. Кун умӗнхи ӗмӗртен питӗ нумай парӑм юлнӑ. Вӗсене пуҫтарас тесе нумай вӑй хунӑ правительство, усси пулайман. Хырҫӑ системин ҫитменлӗхӗсем ытларах та ытларах палӑрнӑ. 1845 ҫулта хырҫӑ системине каллех ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Чӑвашсенчен патшалӑх, земской тата мирской налогсем пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн кӗтӳҫӗ валли, старостӑна, чиркӗве укҫа уйӑрса пама тивнӗ. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш кашни ҫулах запас кӗлетсене палӑртнӑ чухлӗ тырӑ хывнӑ, пуҫлӑхсене турттарма лаша, тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама ӗҫ вӑйӗ панӑ, канав чавнӑ, йывӑҫсем лартнӑ. Кашни хресчен хӑй патӗнче ҫар командисене упрама, вӗсене апат-ҫимӗҫ парса тӑма тивӗҫ пулнӑ. Казеннӑй вӑрмансенче ӗҫлесси, юханшывсем тӑрӑх ишекен карапсене сыхласси, уйрӑмах ӗмӗре илекен салтак хӗсмечӗ чӑвашсен обществӑлла-экономикӑлла пурнӑҫне йывӑрлатнӑ.

Мӗнле мерӑсем йышӑннӑ-ха правительство ҫакна пӗтерес тесе? Чи малтан ҫак мерӑсенчен пӗри вӑл ҫӗре хресченсем хушшинче пӗр пек тата хӑвӑртрах уйӑрса парасси; сахал ҫӗрлӗ кӗпӗрнесенчен нумай ҫӗрлӗ вырӑна куҫарса кайни; ҫӗрпе тухӑҫлӑрах усӑ курма вӗрентесси; сад-пахча ӗҫӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн хавхалантарасси тата ытти те.

Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес мелсенчен пӗри шкул пулни пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ. Ялти хуҫалӑх аталанӑвӗн пӗтӗмӗшле шайне ӳстерсе пырса вӑл халӑха тытса пырассин лайӑхлатнӑ меслечӗсене алла илме пулӑшать. Ҫавна вӑл вӑхӑтра чылайӑшӗ ӑнланнӑ, шкулсем уҫассине хирӗҫҫисем сахал пулнӑ. Чӑвашсем валли шкулсем 1807 ҫулта Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пӑртас ялӗнче, 1821 ҫулхи декабрьте Кӑрмӑш уесӗнчи Хӗрлӗ Чутайра уҫӑлаҫҫӗ. 40-мӗш ҫулсенче удельнӑй ведомствӑпа патшалӑх пурлӑхӗн министерстви ку енӗпе чылай ӗҫлесе чӑвашсем хушшинче 60 шкул уҫаҫҫӗ.

Ку тапхӑр пирки ҫапла пӗтӗмлетӳ тума пулать: XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче XVIII ӗмӗрпе танлаштарсан хырҫӑ-марҫӑ тӳлесси виҫӗ хут ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш хресченӗсен тупӑшӗн тӗп ҫӑлкуҫӗ – ҫӗр ӗҫӗ – пахалӑх енӗпе те, калӑпӑшӗпе те лайӑхланман.

Культурӑпа ҫут ӗҫ мероприятийӗсем халӑх пурнӑҫӗн уйрӑмлӑхӗсемпе ҫыхӑнса тӑман, ҫавна май чӑвашсем хушшинче тарӑн йӗрех хӑварайман.

(Малалли пулать).

Георгий РОМБ.
Сувар. — 2008. Ака, 12 (24 (754) №).

Тата вулӑр