Чечеклĕ çĕрте пылĕ те пур

Чӑвашсем Христос тӗнне 1740 ҫуятанпа ӗненме пуҫлани паллӑ. Ҫав тапхӑртан ялсенче те чиркӳсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Елчӗк таврашӗнче чи малтан чиркӳ Патреккелте уҫӑлнӑ. Ӑна 1740—1742 ҫулсенче ҫӗкленӗ. Мускаври архивран А. Кузнецова ҫырса илнӗ тӑрӑх — Курнавӑш ҫыннисене 1758 ҫупта, Вырӑскассисене 1762 ҫулта Христос тӗнне йышӑннине ҫирӗплетсе шыва кӗртнӗ.

Патша правительстви хушнипе ҫӗнӗ тӗне чӑвашсен хушшинче вӑйпа хистесе тата илӗртсе сарнӑ. Хӑй ирӗкӗпе тӗне кӗрекенсене 3-шер тенкӗ укҫа панӑ, тӗне кӗнӗшӗн 3 ҫуллӑха хырҫӑ-куланай тӳлессинчен, салтакран хӑтарнӑ. Малтанлӑха пысӑк ялсенче чиркӳ ҫурчӗсем лартнӑ. Курнавӑш ялӗ те таврари пысӑк ялсенчен пӗри пулнӑ. Геогра- фи тӗлӗшӗнчен те вӑл питӗ меллӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпах кунта вулӑс центрне йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Чиркӳсен ҫумӗнче прихут шкулӗсем уҫнӑ. Пирӗн ялти шкулта паллӑ сӑвӑҫсем Турхан Яккӑвӗпе Хӗветӗрӗ пӗлӳ илнӗ. Чиркӗве Алексей Рекеев та килсе ҫӳренӗ, ачасем мӗнле вӗреннипе кӑсӑкланнӑ.

Пирӗн ялӑн малтанхи пӗчӗк кӑна чиркӗвне курӑсран тунӑ. Каярах чӑрӑшран пураласа хӑпартнӑ. Вӑл вӑхӑтра ялта пурнӑҫӑн кулленхи йӗркине чиркӳ йӗркелесе пынӑ. Ача-пӑчана ят парса шыва кӗртессине, праҫниксене уявлассине тата ыттине те пачӑшкӑсем турӑ саккунӗсем хушнӑ пек пур- нӑҫлама тӑрӑшнӑ. «Чӑваш ҫыннисем валли чӑвашла ҫырнӑ тӗн кӗнекисем кирлӗ», — тенӗ Хусанти Синода кунта пачӑшкӑра ӗҫленӗ Семён Гермогенов. Ҫапах та тӗн вӗрентӗвӗ те, чиркӳ хӑй ӗҫне пурнӑҫласа пырасси те пӗр тумхахсӑр пулнӑ тееймӗн.

Хусан кӗпӗрнинчи Теччӗ уесӗнчи Курнавӑш вулӑсӗнчи йывӑҫ чиркӗве 1873 ҫулта ҫӗкленӗ. Чи малтанхи пачӑшкӑсем Семен Гермогенов, Гавриил Троицкий, Скворцов дьякон пулнӑ. Хальхи ача сачӗ вырӑнӗнче Гавриил Троицкий пачӑшкӑн пысӑк сачӗ куҫа илӗртсе ларнӑ. Хӑйсен ӗҫне парӑнса пурнӑҫланине кура вӗсене ял ҫыннисем те хисепленӗ. Вырӑс пулсан та кӗлле чӑвашла лайӑх, пурте ӑнланмалла ирттерме тӑрӑшнӑ.

Йывӑҫран тунӑ Курнавӑш чиркӗвӗ хальхи шкул вырӑнӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Кунтан инҫех те мар пасар кӗрленӗ. Ача чухне пысӑк уявсенче — Раштавра, Мӑнкунра — кӗлле кӗнине ас тӑватӑп. 1936-1937 ҫулсенче чиркӳ таврашӗнче выляса ҫӳренӗ чухне тирпейлӗ тумланнӑ ял-йыш уяв кӗллине васкани халӗ те куҫ умӗнче. Пысӑк уявсем яланах хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа иртнӗ. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳмен-ши пире Мӑнкун? Атте-анне праҫнике малтанах хатӗрленме тытӑннӑ. Хӗвел тухиччен ир- ирех тӑрса сӗтел ҫине хӗрлӗ ҫӑмарта, кукӑль-пӳремеч, шӑрттан, тутлӑ шерпет лартнӑ. Унтан тӑвансем пӗр-пӗрин патне уяв кӗрекине пухӑннӑ, несӗлсене аса илнӗ.

Чиркӳ хупӑнас умӗн пачӑшкӑра Янкасси ҫынни Н. Макаров, старостӑра И. Петров ӗҫленӗ. Пачӑшкӑна тытса кайнӑ, Илья Петровича та хӗсӗрленӗ. Ваттисем каланӑ тӑрӑх чиркӳ чанне 1929 ҫултах антарса тиесе кайнӑ. 1937 ҫулта алӑкӗсене кӑларса илнӗ, ял халӑхне кӗлле кӗме пӑрах- тарнӑ. 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче чиркӳри хаклӑ япаласене — тӗрлӗ документпа кӗнекене — ҫичӗ лав ҫине тиесе Елчӗке илсе кайнӑ, унта вӗсем тӗлли-паллисӗр саланса пӗтнӗ. Курнавӑш чиркӗвӗн кӗмӗлтен шӑратса тунӑ макечӗ йӗрсӗр ҫухалнӑ. 1941 ҫулхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чиркӳ хӗресне антарнӑ.

Халӑхӑн турра ӗненессине вӑйпа та пӗтерме ҫуккине чухлайман-тӑр ун чухнехи пуҫлӑхсем. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫине тухса каякансем чиркӳ тавра юрласа ҫаврӑннӑ майӑн тӑванӗсенчен, ял-йышран ырӑ-сывӑ таврӑнма пехил илнӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчен 17 ҫулхи П.Поликарпов хурлӑхлӑн ҫапла ҫырнӑ: «Тӑван ял хыҫа юлчӗ, чиркӳ тӑрри ҫеҫ ҫуттӑн курӑнса чуна йӑпатса ӑшӑтрӗ...» Е тата Юхма пасарӗнчен, вӑрмантан килекенсем 8-9 ҫухрӑмранах курӑнакан чиркӗвӗн тӑррине курсан: «Часах ҫитетпӗр, чиркӳ те курӑнма пуҫларӗ, вӑй-хал та хушӑнчӗ», — тенӗ.

1954 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Курнавӑш чиркӗвне пӑсма пуҫланӑ. Лайӑх материалсене шкул ҫуртне юсама, колхоз пӑрӑвӗсене хупмалли ӑшӑ вите, арман пӳрчӗ валли турттарса кайнӑ. Нумай ҫул ял халӑхӗ чиркӳсӗр пурӑннӑ. Пуҫлӑхсем хирӗҫленине пӑхмасӑр праҫниксенче Тӗмер чиркӗвне ҫӳренӗ, ӗненӗве пӑрахман.

1989 ҫул Курнавӑш ял халӑхӗшӗн ырӑ пулӑмпа асра юлчӗ. Иван Курчин ялта чиркӳ уҫас ыйтупа Канаш чиркӗвӗн пачӑшкипе тӗл пулса канаш- лать. Инҫе ҫултан ватӑ савӑнса таврӑнать. Унӑн шухӑшне Алек- сандр Соловьев та ырлать. Пулӑшакансем те тупӑнаҫҫӗ: Апексей Цветков, Нина Соло- вьева, Ольга Шулайкина, Роза Смирнова тата ыттисем те.

Ял халӑхне кӗлӗ ҫурчӗ уҫма ыйтнӑ хут ҫине алӑ пустараҫҫӗ. Колхоз пухӑвне кӗлӗ ҫурчӗ валли унччен кантур пулнӑ ҫурта илме ыйтупа тухаҫҫӗ. Ана 400 тенкӗ укҫа тӳлесе илеҫҫӗ. Турра ӗненекенсем ҫине тӑнипе йывӑҫ чиркӗве 1990 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӗҫӗ вара вырӑнтан тапранать кӑна- ха. Мӗн чухлӗ вӑй хума тивет пысӑк та пархатарлӑ ӗҫе пуҫ- лакансен кирпӗчрен купаланӑ ҫӗнӗ чиркӗве уҫмашкӑн! Кун пирки А. Соловьевӑн /йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр/ хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса пынӑ отчетне вуласан та аван туйса илме пулать.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем ав- томашина, трактор уйӑрнӑ, строительство материалӗсем- пе тивӗҫтернӗ, укҫан та пулӑшнӑ. «Чечек пур ҫӗрте пылӗ те пур», — тенӗ ваттисем. Турӑ пулӑшсан ӗҫ ӑнать, ырӑ ӗҫ чуна ҫӗклет. Ҫын чиркӳре канӑҫлӑх тупать.

Николай КРУГЛОВ.
Хыпар. — 2012. — Ҫӗртме, 30. — 124—125 №№.