Чÿклерĕç. Чăваш халăхне пулăшма ыйтрĕç

«Ҫӑлкуҫ» кафере чӑваш халӑхӗн хастарӗсем чӳк ирттерчӗҫПаян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑваш халӑхӗн хастарӗсем чӳк ирттерчӗҫ. Укҫа-тенкӗпе «Сувар» фонд пулӑшрӗ.

Нумайӑн пулмарӗҫ пулин те (малтанхи ҫулсенче чӳке 5-10 хут ытла ҫын пухӑнни пирки те каларӗҫ) чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, унӑн шӑпипе малашлӑхӗ пирки чылай калаҫрӗҫ. Хӑйсен хуйхи-суйхине те пӗлтерчӗҫ.

Чӳклеме Виталий Станьял, Сарри Мишши, Тимӗр Тяпкин, Владимир Алмантай, Микуҫ Палтай, Арсентий Тарасов, Геннадий Тафаев хутшӑнчӗҫ. Геннадий Тафаевӑн унсӑр пуҫне паян ҫуралнӑ кунӗ те — ҫакна шута илсе «Сувар» фонд ӑна хӑйсен кӗмӗл паллине парнелерӗ.

Ҫӑлкуҫ: Chuvash.org сайчӗ