Çулталăк ярăмĕ

Ҫулталӑк ярӑмӗ

Ҫӑлкуҫhttp://chuvash.org/e/c387d183d0bbd182d0b0d0bbc483d0ba20d18fd180c483d0bcc495

Ҫулталӑк «ҫул» тата «талӑк» сӑмахсенчен тӑрать. «Ҫул» ҫӳремелли ҫула пӗлтерет. «Талӑк» сӑмах «талкӑш» сӑмаха ҫывӑх: ут, васка, таврӑн тенине ӑнлантарать.

Ҫулталӑкра ҫултан-ҫул пӗр курӑмлӑ пулӑмсем — хӗл, ҫур, ҫу, кӗр вӑхӑчӗсем.

Ҫулталӑк ҫулне, кунне, вӑхӑтне пӗлӳҫӗсемпе ӑрӑмҫӑсем, ватӑсемпе юмӑҫсем сӑнанӑ. Ҫулталӑк кунӗсене каҫхи уйӑх тӑрӑх, кунри хӗвел тӑрӑх шутланӑ.

Ҫулталӑкра уйӑх 12 хут пулса-тулса пӗтет. Ҫав вӑхӑтра 354 кун иртет. Хӗвел пӗр пек мӗлке йӑвантаракан тӗле /21. 03 е 23. 09/ 365 1/4 кун хушшинче таврӑнса ҫитет. Хӗвел тӑрӑх, ҫулталӑкра 365 1/4 кун шутланать. Уйӑхпа хӗвел ҫулталӑкӗсем 11 кунпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Ӑсчахсем ку ҫухатӑва йӗркелес тесе 2-3 ҫулта вун виҫҫӗмӗш уйӑха ҫулталӑк ярӑмне кӗртеҫҫӗ.

Паянхи кун уйӑх тӑрӑх шутлакан календарьсемпе пурӑнакан патшалӑхсем: Китай, Израиль тата мӑсӑльман тӗнне йышӑннисем. Ҫулталӑкри кунсен шучӗсене ҫухатас мар тесе 19 ҫул хушшинчи ҫул — 13 уйӑхлӑ, 12 ҫул — 12 уйӑхлӑ ҫулталӑк йӗркине тытса пыраҫҫӗ.

Чӑвашсен авал уйӑх тӑрӑх шутлакан ҫулталӑкӑн йӗрки ҫапла пулнӑ.

Ӑсчахсем 3, 6, 8, 11, 14, 16, 19 ҫулсенче 12 уйӑх хыҫҫӑн кӗҫӗн кӑрлач уйӑхне, 13 уйӑха шута кӗртнӗ. Ҫакӑн пек ҫулталӑкра хӗл уйӑхӗсем ҫиччӗ, ҫу уйӑхӗсем улттӑ пулнӑ.

Ҫулталӑка пуш уйӑхӗнчен шутлама пуҫланӑ. Ҫулталӑк кунпа ҫӗр танлашнӑ эрнере, ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун, тунти кунран пуҫланнӑ. Эрнере 5 кун пулнӑ — ку алӑри 5 пӳрнерен килнӗ. 12 уйӑхлӑ ҫулталӑкра /354 кун/ пилӗк кунлӑ 71 эрне е 13 уйӑхлӑ ҫулталӑкра /385/ 77 эрне пулнӑ.

Ҫӗнӗ ҫул эрнинчи юн кунра Мӑн куна уявланӑ, чӳкленӗ. Вут чӗртсе ҫунтарса асӑннӑ. Вутӑ ҫине ҫулталӑкри кунсене шутлакан ярӑм пушшине пӑрахса ҫунтарнӑ. Ҫӗнӗ ярӑм пушшине ҫыхнӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн кунне ҫыхса шутла пуҫланӑ. Уявне Нартухан уявӗ тесе те каланӑ. Вутне пуши вучӗ тенӗ.

Ас тутару

I. Календаре паянхи куна йышӑннӑ уйӑхсен йӗркипе хатӗрленӗ.

II. Раҫҫейре икӗ календарь:

  1. патшалӑх йышӑннӑ календарь;
  2. чиркӳ календарӗ.

Кунсене 13 куна хӑварса шутлаҫҫӗ.

Мӑнкун, Ҫимӗк, Ҫӑварни уявӗсене уйӑх календарӗ тӑрӑх ирттереҫҫӗ.

3. Чӑваш ярӑмӗнчи уявсем, йӑла йӗркисем уйӑх тӑрӑх пулса иртнӗ. Халӗ те ҫаплах.

Эрнери кун ячӗсем

Тунти кун — уйӑх мӑйрака туса ҫуралнӑ кун. Тына, вӑкӑр кунӗ. /Пуҫ пӳрне кунӗ/.

Ытларикун — Ут ҫине /вӑкӑр ҫине/ ларнӑ кун. /Шӗвӗр пӳрне кунӗ/.

Юнкун — Турӑ кунӗ. Чӳк кунӗ. Выльӑх пусмалли кун /така пусса чӳкленӗ/. /Вӑта пӳрне кунӗ/.

Кӗҫнерни кун — Кӗҫӗн эрне кунӗ. Хӗрарӑмсен кунӗ. Тулли эрне кунӗ умӗнхи кун. /Ятсӑр пӳрне кунӗ/.

Эрнекун — Пилӗк кунлӑ эрнене пуҫтарса вӗҫлекен кун. /«Эрне» перс халӑхӗн «адиня» сӑмахӗнчен пулса кайнӑ/. /Кача пӳрне кунӗ. Алӑри пилӗк пӳрне чӑмӑрӗ/. Пӗр пиллӗкӗн кунӗ.

Чӑвашсем XVI ӗмӗрте вырӑссен кун йӗрки ҫине куҫнӑ. Эрнен кунӗсем ҫумне шӑмат /еврейсен «шабат», «уяв» «кану»/ кунне, вырӑс эрнин кунне, «вырсарни куна» хушса кӗртнӗ. Эрнене ҫичӗ кун тӑрӑх, уйӑха тӑватӑ эрне тӑрӑх /пӗр эрнине уйӑх тӑххӑр пулнӑ тӑрӑх/, ҫулталӑка 12 уйӑх тӑрӑх шутла пуҫланӑ.

Авалхи чӑвашсен ҫулталӑк ярӑмне-календарьне шутламалли хӑйсен йӗрки пулнӑ: арҫынсен тӑваттӑлла явнӑ тӑватӑ вӗҫлӗ «вун икӗ юплӗ» ярапаллӑ пушӑ /Вун ик йӳплӗ чӗн пушӑ. Н. И. Ашмарин. 10 т. 64 стр. /; хӗрарӑмсен пӳ ҫине, пилӗке ҫыхнӑ ярӑмлӑ, саркӑч е яркӑчлӑ пиҫиххи. Вӑл виҫӗ ҫӳҫе ярапаллӑ тӑватӑ тӗслӗ, тӑватӑ хутлӑ пулнӑ. Пиллӗкмӗш хутӗнче хушма уйӑх ҫуҫин яраписен ҫыххи тӑнӑ. Халӗ ҫак майпа хатӗрленӗ илемлетнӗ пиҫиххисене музейсенче кӑна курма пулать.

Ӑсчахсем ҫулталӑкӑн кунӗсене тӑватӑ енлӗ туя юпа ҫине картласа, шӑтӑклӑ лапка ҫине чикмек чиксе шутланӑ.

Вӗсем кӗлӗ вырӑнӗнче, кӗтӳҫӗн ҫурчӗсенче-кушарта ларнӑ. XIX ӗмӗрте вӗсем кивелсе ҫухалнӑ.

Чӑвашсем хӑйсен календарьне XIX ӗмӗрччен тытса пыни паллӑ. Кама тӑрӑхӗнче чӑвашсем XX ӗмӗрчченех 12-13 уйӑхлӑ ҫулталӑк кунӗсене уйӑх тӑрӑх шутлани никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Паянхи кунччен халӑхра уйӑх ячӗсемпе кун ячӗсем сыхланса юлнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, халӗ ҫулталӑка патшалӑхӑн яваплӑ календарӗ тӑрӑх шутласа ирттеретпӗр.

Тупмалли

Кӑрлач уйӑхӗ
Нарӑс уйӑхӗ
Пуш уйӑхӗ
Ака уйӑхӗ
Ҫу уйӑхӗ
Ҫӗртме уйӑхӗ
Утӑ уйӑхӗ
Ҫурла уйӑхӗ
Авӑн уйӑхӗ
Юпа уйӑхӗ
Чӳк уйӑхӗ
Раштав уйӑхӗ
 

Кӑрлач уйӑхӗ

Кӑрлач уйӑхне мӑн кӑрлач, раштав, сурхури, хӗл /кӑш/ уйӑхӗ тесе каланӑ.

Кӑрлач, мӑн кӑрлач, кӗҫӗн кӑрлач тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхинче авалах пулнӑ. Вӗсем кӑра, сивӗ, пӗчӗк, пысӑк сивӗ пулӑма ӑнлантараҫҫӗ.

«Кӑрлач» — ырӑ-усал, уйӑх хуҫи, пуҫлӑхӗ. Хӗле, сивве тытса тӑраканӗ, ҫут ҫанталӑка «хӑртаканӗ».

Кӑрлач ҫӗре-шыва шурӑ юрпа витет. Сивӗ ярать. Асар-писер ҫил вӗҫтерет. Юхан шывсене, шурлӑха шӑнтать. Пӑрлӑ кӗпер хурса ҫуна валли ҫул хывать. Вӗҫен кайӑка шӑнтать. Ватӑ ҫынна ҫамрӑклатса чуптарать. Ҫула тухнӑ лавҫа тӑлӑп витӗр чӗпӗтет. Пит-куҫне хӗретет, сӑмсине шуратать, чӗпӗтет. Хура лашине шурӑ пӑспа хупӑрлать. Ҫуна тупанне чӗриклеттерсе ҫухӑртать.

Хӗлӗн сивӗ эрнине «кӑш эрни», «кӑшарни» тесе калаҫҫӗ. Ҫак эрнере хӗл сиввине тытакана — хӗл карчӑкне — хисеплесе те асӑнса хур-чӑх пусса кӑмакара ӑшаласа, чӳк туса ирттернӗ. Кӗҫнерни кун хӗл ӗҫкине пуҫланӑ. Ҫамрӑксем ӗҫкине «хӗр сӑри», «йӗтес кукли», «хӗр-упраҫ ӗҫки» тесе каланӑ. Ҫамрӑксем улахра /хӗрпе каччӑ/ йӗтес уйӑрнӑ. Камӑн сӑра-эрех тумаллине, кукӑль пӗҫермеллине палӑртнӑ. Йӗтес ӗҫкине кашниех кучченеҫпе пынӑ. Хӗр ӗҫки килтен-киле, ушкӑн-ушкӑна куҫса пӗр уйӑха тӑсӑлнӑ.

Ҫак уйӑхра картиш туррине «ыррине, сыхчине» асӑннӑ. Картише вутӑ чӗртсе тӗтӗмпе тӗтӗрнӗ, пӑтӑ пӑрахнӑ. Чӑхсене кӗлпе хутӑштарнӑ сӗлӗ ҫитернӗ.

Кӑрлачра сысна пусса тирпейленӗ, хӗлле ҫиме какай хатӗрленӗ. Сурӑх усракансем картишсенче сурӑх ыррине — «сурӑх урине» асӑннӑ. Кашкӑрсене хӑратнӑ, кил-ҫурт тавра вут пуҫҫисем чиксе тухнӑ.

Хурт утарне те кайма манман. Шӑшисем кӗресрен хура курӑк /чернокорень/ пӑрахса хӑварнӑ.

Хурт амисене чӳкленӗ. Сӗтел ҫине пылпа пӑтӑ лартнӑ, кӑрчама ӗҫнӗ.

Христос тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Христос ҫуралнӑ куна /ҫиччӗмӗшне/, шыва кӗртнӗ куна /вун тӑххӑрмӗшне/ асӑнасси йӑлана кӗнӗ. Ҫветке эрнинче ҫамрӑксем килтен киле ҫветки пулса ҫӳренӗ.

Ҫӗнӗ ҫул — пысӑк уяв.

Чӑвашсем уявӗсене, йӑли-йӗркисене уйӑх ҫуралса пӗтнӗ вӑхӑта пӑхӑнса ирттернӗ.

Кӑҫал ҫӗнӗ уйӑх 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче килчӗ.

Паллӑ кунсем, уявсем

1. Ҫӗнӗ ҫул.

2-8. Кӑшарни эрни. Сурӑх ури уявӗ.

5. Пӑрҫа сапса ҫамрӑксем кукӑль пуҫтарса сӑра ӗҫнӗ кун. Юмӑҫ янӑ каҫ.

7. Раштав. Вырӑс йалипе — «Коляда», тырӑ сапса ырлӑх суннӑ кун.

7-19. Ҫветке кунӗсем.

11. Хур, чӑх пусса ваттисене асӑннӑ кун.

12. Каччӑсем лаша кӳлсе хӗр пӑхма, мӑшӑр шырама тухнӑ кун.

13. Юмӑҫ каҫӗ.

14. Кивӗ ҫӗнӗ ҫул. Иккӗмӗш хут тырӑ сапса телейлӗ ҫул сӗннӗ кун.

9-15. Хӗллехи ӗҫкӗ эрни. Сысна пуснӑ вӑхӑт.

15. Картиш туррине, сурӑх ыррине асӑннӑ, чӳкленӗ кун.

16-22. Утара кайса пӑхмалли эрне.

17 /21/. Хурт амине, хурт ыррине, туррине кӑрчамапа, пылпа, пӑтӑпа асӑннӑ кун.

19. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун. Турӑ шыва кӗнӗ кун.

23-29. Сад пахчине, йӗтем ҫинчи капансене кайса пӑхмалли эрне. Шӑшисене хӑваласа юр таптанӑ, кӑмрӑкпа кӗл сапса хӑварнӑ кунсем.

30. Хӗл сивви урлӑ каҫнӑ кун. Хӗл сивви сӑмсана чӗпӗтет. Ваттисене ташлаттарать.

31. Чиркӳ йӗркипе ҫамрӑксем 29-31-мӗшӗ хушшине туй тума пултараҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗ

Нарӑс уйӑхне кӗҫӗн кӑрлач, хӗл, кӗрт вӗҫтернӗ, йыт-качка туй кӗртнӗ уйӑх тесе калаҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗнче тӗрлӗ ҫанталӑк тӑрать: юр ҫӑвать, ҫил-тӑман алхасать. Каҫсенче кӗтмен сивӗсем чӗпӗтеҫҫӗ. Ӗне-вӑкӑр, пӑши-пӑлан мӑйракисене пӑрахаҫҫӗ, хуҫаҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗ сивӗ ярса пиччӗшне, кӑрлача, ҫӗнтерейӗп тесе мухтанать тет.

Ку уйӑхра кун тӑршшӗ 1,5-3,5 сехет таран тӑсӑлать. Ҫанталӑк яр уҫҫӑн ҫуталать.

Хӗвел юр ҫине ӳксе куҫа йӑмӑхтарать. Пӳрт, сарай тӑрринчен тумла юхма пуҫлать, сивӗтсен тумла шӑнать.

Уйӑх варринче /15. 02/ ӑшӑпа сивӗ тӗл пулса тавлашаҫҫӗ, кӗрӗшеҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫур енне куҫать.

Кашкӑрсем кӗтӳленеҫҫӗ, тилӗ туй ташшине ташлать. Йыт-качка кӗрт ертет.

Кушак ҫухӑрса макӑрать, кушак аҫине чӗнет.

Ҫӗрҫисем ҫул ҫинчи тислӗк ҫинче чӗвӗлтетсе чакаланаҫҫӗ.

Кукӑр сӑмса кайӑкӗ /клест/ чӗпписене /15. 02 тӗлне/ кӑларать, виҫӗ-пилӗк ҫӑмартапа икӗ эрне йӑвара ларать.

Улӑхри хӗрлӗ хӑва кӑчкӑ кӑларса шуралать.

Ӗне выльӑх пӑруланма пуҫланӑ вӑхӑт.

Ял хресченӗ ҫил вӗрнӗ кунсенче арман авӑртса юлма тӑрӑшать.

Пулас акана хатӗрленсе чашӑкпа /виҫӗ чашӑкпа/ ҫӑлтӑрлӑ каҫа /виҫӗ каҫа/ пӗлӗт айне вӑрлӑх кӑларса лартнӑ. Кайран вӗсене пӳртре акса пӑхнӑ, калча йышне шутланӑ. Ака уйӑхӗнче, чашӑкри вӑрлӑха, малтан акнӑ.

Утарти лаҫа тӗрӗсленӗ. Шӑшисене имҫам пӑрахса хӑратнӑ.

Хӗрарӑмсемпе хӗр-упраҫ ҫип арласа пӗтернӗ. Кӗл шывӗпе ҫунӑ, юр ҫине хывса темиҫе кун шуратнӑ. Пир тӗртме хатӗрленӗ.

Каччӑсем хӗр суйланӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен авланма ирӗк ыйтнӑ. Евчӗ тупнӑ, хӗр ҫураҫма, килӗшсе татӑлма ҫӳренӗ. Веҫех йӗркеллӗ пулсан пуш уйӑхӗнче хӗр ҫураҫма хӑтана кайнӑ. Килӗшӳ пулмасан тепӗр ялта хӗр пӑхнӑ, килӗшнине ҫураҫнӑ. Кӑҫал уйӑх ҫуралса тухни нарӑсӑн 17-мӗш кунӗнче пулать.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1. Уйӑх тытӑмне, уйӑха кӑтартакан кун.

Тумла юхсан ҫуркунне ир килет, ҫил-тӑман вӗҫтерсен вӑрӑм ҫуркунне пулать.

1-5. Ҫанталӑк чӗпӗтсе сивӗтнӗ эрне.

1-12. Йыт-качка, кашкӑр-тилӗ кӗрт кӗртнӗ, «туй тунӑ» вӑхӑт. Кашкӑрсем усалланнӑ, кӗтӗве пуҫтарӑннӑ, выльӑх картисене тапӑннӑ вӑхӑт.

10. Хӗрт-сурта пӑтӑпа асӑннӑ кун.

11. Ҫил ашшӗпе ачисем, ҫил амӑшӗн ҫӑварне Ҫил-ту сӑрчӗн хапхине уҫса янӑ кун.

12. Вӑрлӑх кӑлармалли вӑхӑт.

12-19. Ҫил-тӑман эрни. Кашлатса, хӑрат-са, хӗвел хупласа ҫил-тӑман вӗҫтернӗ кун-сем. Арманҫӑсем ҫил йышне ҫӑнӑх сапса чӳклеҫҫӗ.

14. Лашасене сӗлӗ хушса панӑ вӑхӑт. Ака умӗн самӑрлатас тенӗ. Хальхи календарьпе ҫамрӑксен юрату кунӗ — Валентин кунӗ.

15. Хӗлпе ҫуркунне тӗл пулнӑ кун. Ашӑпа сивӗ тавлашнӑ кун. Кӑнтӑрла иртсен ӑшӑ тӑрать пулсан ҫуркунне ҫӗнтернӗ, сивӗ пулсан, ҫу вӑраха юлать. Тумла юхсан тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ ӑнса пулать тенӗ.

17. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.

20-26. Тумла эрни. Тумла пӑрӗ вӑрӑм пулсан пахча ҫимӗҫ тухӑҫлӑ пулать. Ӗне пӑруланӑ эрне. Ӗнесем ҫине чир-мур ӳкнӗ вӑхӑт. Сурӑх ырри, Ӗне ырри кунӗсем.

Картишӗнче вут чӗртсе чир усалне, ӗне мурне яраканне кӗл сапса, ял тавра вут пуҫҫи чиксе, чӳклесе мура хӑваласа янӑ. Картиш туррине, выльӑх ыррине пӑтӑпа чӳкленӗ. Ӑна асӑнса аслӑк ҫине пӑтӑ хунӑ. Эрне йӑлипе, чукне юн кун /22. 02/ е эрне кун /24. 02/ ирттернӗ.

Уйӑх тулсан ӗне ырри йӑлине ирттерме юрать. Тӑвансемпе пустарӑнса ӗне ырри пӗҫерсе ҫинӗ, кӳршӗсене салатса панӑ.

Уйӑх тулсан хӗр ҫураҫма хӑтана кайма юрать.

29. Тӑватӑ ҫулта пӗрре хушса пулакан «Куҫма» кунне /2008 ҫ. / «телейсӗр, ҫулталӑка хӑртакан кун» тесе калаҫҫӗ. Ҫак кун ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнмаҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗ

Пуш уйӑхне нарос, нурӑс, ҫӑварни, хӗр ҫураҫнӑ, ӗне, ӗне ырри, ҫуркуннене пуҫлакан уйӑх тесе калаҫҫӗ.

Нарос, нурӑс сӑмахсем чӑваш чӗлхине перссен — зороастризм /сарташ/ тӗнӗпе пурӑнакансен чӗлхинчен кӗнӗ.

Вӗсем хӗвеле «нар», хӗвел ҫутӑ кун енне куҫнӑ куна 21. 03 «ноуруз» — «ҫӗнӗ ҫул» тесе уявлаҫҫӗ. Вӗсем хӗвеле пӑхса тулнӑ 365 1/4 кунлӑ 12 уйӑхлӑ календарьпе пурӑннӑ. Кашни уйӑхра 30 кун тесе шутланӑ. Ҫулталӑка ҫитермелли 5 /6/ кунсене ҫут ҫанталӑка пӑхакан турӑсен ячӗпе каланӑ, вӗсене юлашки уйӑх /нарӑс ҫумне хушнӑ /Энциклопедия для детей. Аванта. Т. 6. Ч. 1 191 стр. /. Ҫулталӑк пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ.

Хӗвеле пӑхакан, хӗвел ҫулӗпе ҫӳрекен турӑна вӗсем «пуш», «пушан», «пуҫланаканӗ, ҫеҫке ҫураканӗ» тенӗ. Ӑна пӑтӑпа, сӑрапа асӑннӑ.

Чӑвӑшсем «пуш» сӑмахпа ҫулталӑк иртнине палӑртса калаҫҫӗ: пушмак пӑру — ҫулталӑкри, хӗл каҫнӑ пӑру.

Сарташ тӗнӗпе пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫул умӗн 12 кун чӳклесе кӗлӗ ирттереҫҫӗ. 13-мӗшӗнче усалсене хӑвалаҫҫӗ. Чӳк тумалли вырӑна тухса каяҫҫӗ. 14-мӗшӗнче таврӑнаҫҫӗ. Усалсем пӳрте пӗрле ан кӗччӗр тесе алӑк умӗнче вут чӗртсе ун урлӑ сиксе каҫса пӳрте кӗреҫҫӗ. Ку чӑвашсен Сӗрен, Мӑнкун уявӗсене аса илтерет.

Чылай йӑли-йӗрки уйӑх календарӗ тӑрӑх ирттерекен Ҫӑварни, Христос тӗнӗнчи Мӑнкун, Ҫимӗк уявӗсен йышне кӗнӗ.

Паянхи кунччен те Кӗнер тӑрӑхӗнчи /Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри/ Кӗнер, Туҫи, Шамал ялӗсенче Мӑнкун эрнинчи тунти кун урамра, хапха умӗнче, «пуш» ятлӑ вут ҫунтараҫҫӗ.

Ҫунтармасан усалсем яла, ҫурта ҫунтарса яраҫҫӗ имӗш.

Ку йӑлана авал Мӑнкунра — «нартуханра» /25. 03/ ирттернӗ.

Н. И. Ашмарин тата ытти ӑсчах ҫырнӑ тӑрӑх, «пуш» «пушӑ» вӑхӑта, пушӑ /ҫулталӑк ярӑмӗн чӑпӑркки/ пӑрахнине пӗлтерет иккен.

Сӑмахӑн тупсӑмне мӑн асаттесен тӗн вӗрентӗвӗнчи сартош тӗнӗнче шырамалла.

Перссем ноуруз кунне пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ислам тӗнӗпе пурӑнакансем навруз кунне, нарӑс — пуш уйӑхӗнче ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кунра шутлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Ураза байрам, курбан байрам, Хадж уявӗсем ирттереҫҫӗ.

Еврейсем, иудаистсем Мӑнкун /Пасха/ уявне пуш /иккӗмӗш ҫурринче/ е ака уйӑхӗсенче ирттереҫҫӗ.

Христиансем Христос вилӗмрен чӗрӗлнӗ куна — Мӑнкуна пуш-ҫу уйӑхӗнчи ҫӗнӗ уйӑх ҫуралнӑ эрнери вырсарни кун ирттереҫҫӗ.

Чӑвашсем авалхи тӗн тӑрӑх ирттерекен Мӑн кунӗ пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗпе тӗл килнӗ. Вырӑссем чӑваш Мӑнкунне «языческая пасха» тенӗ.

Мӑнкун умӗн тури кайӑкӗ — тӑри — вӗҫсе килнӗ. Вӑл килсен ҫуркунне пуҫланать иккен.

Чӑвашсен авалхи Мӑнкун умӗн Нартӑван, Сӗрен, Вирӗм уявӗсене ирттернӗ. Вӗсем ҫинчен Н. И. Ашмарин словарӗнче ҫырса кӑтартнӑ /Т. 5. 240-243 стр. Т. 11. 316—319 стр. /.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1—5. Сивве хӑваланӑ эрне. Вутӑ турттармалли вӑхӑт.

Ӗне мурне хӑваланӑ, карта ырри, ӗне ырри, хӗрт-сурт чӳкне ирттернӗ вӑхӑт. Ҫип арлама пӑрахнӑ, пир, сӑхман тӗртнӗ вӑхӑт.

3. Вӑрлӑх кӑларнӑ кун.

3—12. Хӗр ҫураҫма, хӑтана ҫӳренӗ вӑхӑт. Туй сӑрине лартмалли вӑхӑт.

3—24. Ушкӑнпа улах ларнӑ, хӗр парни хатӗрленӗ.

6—12. Чӑваш ҫӑварни эрни. Ӗне-выльӑх пӑруланӑ вӑхӑт. Выльӑх, карта мурне хӑваланӑ эрне.

9 /16, 23/. Ӗне ырри кунӗ. Йышпа сӗт, салма яшки, чӑкӑт пӗҫерсе ҫинӗ, кӳршӗсене ӗне ырри салатнӑ.

10. Сивӗпе чир хӑваланӑ, хӗрт-сурта асӑннӑ кун.

13. Ҫул пӑсӑлнӑ кун тата икӗ эрне ҫуна чупма пултарнӑ.

14. Шыв тухнӑ, тумла юхнӑ кун. Вӑкӑр /чӑх/ шыв ӗҫнӗ кун. Евтук кунӗ.

13—19. Калӑм эрни. Ваттисене асӑнмалли эрне.

17 /24/. Курак кунӗ. Кураксем кӑнтӑртан вӗҫсе килеҫҫӗ.

Сӗрен, вӗрем кунӗ. Ҫӗмӗрт, пилеш, кӑчкӑ хӑвипе ҫапса ялтан чир-чӗре хӑвалаҫҫӗ. Шакӑртми шатӑртатса усала ялтан хӗртсе хӑваласа яраҫҫӗ.

Ҫӑмарта, йӑва, икерчӗ, кӗрпе, сӗт-ҫу пуҫтарса ял хӗрринче лапамра пӑтӑ пӗҫерсе чӳклеҫҫӗ. Кӗлӗ сӑмахӗ калаҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ. Сӗрен хуллисене, шакмак, шӑкӑрчи, сӗрен-шӑпӑрне ҫунтарса яраҫҫӗ. Вут урлӑ сиксе каҫса, «усалтан тасалса», киле таврӑнаҫҫӗ.

Кӗнчеле арлама пӑрахнӑ кун.

19. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

20—26. Нартӑван эрни. Йӗрӗх эрни. Кайӑк кунта килме вӗҫсе тухнӑ эрне. Кайӑк йӑвана ларнӑ эрне. Кунпа ҫӗр танлашнӑ эрне.

21. Нартӑван кунӗ. Ҫутӑ виртнӗ кун. Авалхи ҫӗнӗ ҫул кунӗ.

Тӑри кунӗ. Тимӗрҫ лаҫҫине уҫнӑ кун.

22. Йӗрӗх кунӗ. Пӗлтӗрхи йӗрӗх турачӗсене шыва пӑрахнӑ. Ҫӗнӗрен пӗрнине пилеш, хӑва турачӗсем сӳспе ҫыхса хывнӑ. Нухратне ҫакнӑ. Пӑта хывнӑ. Йӗрӗх лаҫҫинче чӳк тунӑ.

25. Мӑнкун. Кун, каҫ вӑхӑтӗнчен мӑнӑланнӑ кун. Сӗрен, вирӗм ирттерсе киле вут урлӑ сиксе тасалса килнӗ хыҫҫӑн пысӑк уяв ирттереҫҫӗ. Ҫӑмарта /хӗрлӗ/ пӗҫереҫҫӗ, чӑкӑт, пашалу-кулач, пӑтӑ, кукӑль хатӗрлеҫҫӗ. Сӑра кӑлараҫҫӗ, ӑратри тӑвансемпе ӗҫкӗ ирттереҫҫӗ.

25—31. Пир-авӑр тӗртме пӑрахнӑ эрне. Юр ҫине пир-авӑра шуратма хунӑ вӑхӑт.

29. Сӑрт ҫамки хуралнӑ, ҫуна ҫулӗ пӗтнӗ вӑхӑт.

30. Шыв тапраннӑ кун. Шыв-шур пуҫланнӑ вӑхӑт.

Ака уйӑхӗ

Ака уйӑхне пушӑ, ӗне ырри, путек ырри, хӗр, ҫуна пӑрахнӑ, пӑр кайнӑ, шыв-шур, лаша уйӑхӗ тесе те каланӑ.

Ака уйӑхӗнче ҫӗр уҫӑлать, вӑранать, чӗрӗлет. Ҫӗлен-калта ҫӗр айӗнчен, упа хӗл каҫнӑ шӑтӑкӗнчен тухать. Тилӗ, кашкӑр ҫӗнӗ йӑвана куҫать.

Пӗрремӗш ҫумӑр /аслати/ хыҫҫӑн Ҫӗр чӳкне, Уй чӳкне, Учука чӳклеҫҫӗ. Ҫӑмарта кустараҫҫӗ, ҫӗр ҫине тухса ҫара уран, тумтире ярханах ярса ташлаҫҫӗ. Мунча кӗрсе тасалаҫҫӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.

Акана тухиччен пӗр эрне маларах ака чӳкне тухаҫҫӗ. Ялти паллӑ ҫын ывӑлӗпе иртерех тухса пӗр йӑран суха тӑвать. Пӑтӑпа ҫӑмарта ҫиет. Пӗр ҫӑмартине йӑран пуҫне пытарса хӑварать. Ҫӗр типне хыҫҫӑн, кашни ҫемье акана тухать. Ака уйӑхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук сасси татӑлмасть.

Куккук авӑтма, шӑпчӑк юрлама пуҫлать.

Вӗлле хурчӗ тытакансем хурт утарне тасатса вӗллисене утара кӑларса лартаҫҫӗ. Хурт амине, хурт туррине асӑнса утар чӳкне ирттереҫҫӗ. Хуртне пыл, шыв парса пӑхаҫҫӗ. Асӑнса пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ, пыллӑ сӑра ӗҫеҫҫӗ.

Акӑ уйӑхӗнче кӗтуҫ тытаҫҫӗ. Кӗтӳҫ кӗллипе выльӑх йышӗн чукне ирттереҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче /типӗтсен/ кӗту яраҫҫӗ. Выльӑхсене пилеш, ҫӗмӗрт, кӑчкӑ турачӗсемпе хӑвалаҫҫӗ, кӗтӳҫе кӗту пуҫтарӑнакан вырӑнта ҫӑмартасем парса чыслаҫҫӗ.

Уйӑх пуҫламӑшӗнче пир шуратса ҫапаҫҫӗ. Качча каякан хӗр килӗнче кӗпе-тумтир ҫӗлеҫҫӗ, парне пуҫтарса хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫӗсене акана тухиччен пӗтереймесен, туй умӗн пӗр-ик эрне маларах пуҫтарӑнса вӗҫлеҫҫӗ.

Шыв-шур вараланиччен, юр шывӗпе ҫу кунӗсем валли, хӑна валли, ҫемҫе сӑра тӑваҫҫӗ. Ҫак уйӑхра ытларах чиркӳ ирттерекен Мӑнкун уявӗ иртет /кӑҫал 8. 04. 07 ҫ. /. Акӑ уйӑхӗнче ҫӗр ӗҫченӗ уя тухать, суха тӑвать, тырри-пуллине акать.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-9. Юр шывланнӑ вӑхӑт. Пахча хыҫӗнчи, ҫырмари юр ҫинче пир шуратнӑ вӑхӑт. Ача-пӑча уҫӑлнӑ сӑрт ҫамки ҫеремӗ ҫине лапталла выляма тухать.

7. Чирку календарӗнчи Палхавӑшни кунӗ. Хӗвел вылянӑ кун. Ҫуна пӑрахнӑ кун. Ҫут ҫанталӑк амаланнӑ эрне. Кайӑксем йӑва ҫавӑра пуҫлаҫҫӗ. Курак тӑманӗ тухса юр ҫунӑ вӑхӑт.

8-15. Мӑнкун эрни. 8. Мӑнкун — Пасха. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх килекен Мӑнкун умӗн чӑвашсем Сӗрен, Вирем йӑлипе хӗл чирӗсене, усалӗсене хӑваласа кӑларнӑ, чӳк ирттернӗ, ваттисене асӑннӑ.

14. Вӑхӑт вун тӑваттӑ ҫапнӑ кун. Атӑл ҫинчи пӑр кайнӑ вӑхӑт. Ваттисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑра пӑрчӑкан /пӑр+чан/ хӳрипе ҫапса ватать иккен.

17. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

17-23. Пир ҫапнӑ вӑхӑт. Ҫамрӑксем вӑййа тухнӑ: карталанса юрланӑ, ылмашӑнса вылянӑ, чуччу ярӑннӑ, пӑтти-патти параппан ҫалса, алӑ ҫупса, купӑс каласа, ура хуҫса ташланӑ вӑхӑт.

19. Хурт амине, утар ыррине чӳкленӗ кун. Вӗллесене утара кӑларнӑ. Утар кунӗ.

20. Ҫӗр чӗрӗлсе амаланнӑ кун. Ҫӗр /ҫерем/ ҫийӗпе, ана ҫийӗпе, пуҫ ҫийӗпе ҫӑмарта кустарнӑ. Хӗвел тухӑҫ еннелле пӑрахнӑ. Чир-чӗре, усал-тӗселе хӑваланӑ. Ярханаха ярӑнса ҫара уран ташланӑ. Мунча хутса ҫӑвӑннӑ, пуҫ тӑрӑх шыв ярса чир-чӗртен хӑтӑлнӑ, ҫамрӑкланнӑ.

Ҫак кун ҫӗр ҫинче ӗҫлеме юраман.

24-30. Акана тухнӑ эрне.

26. Ака уявне пӑтӑпа, сӑрапа, апат-ҫимӗҫпе чӳкленӗ.

30. Уйӑх тунӑ кун. Купӑста акаҫҫӗ, лартаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗ

Ҫу уйӑхне тата ака, лаша, хир уявӗ, курак чӗпӗ кӑларнӑ, ҫурхи аслати авӑтнӑ, ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурнӑ, шапасем кваклатма пуҫланӑ, чӗкеҫ вӗҫсе килнӗ, шӑпчӑк юрлама, куккук авӑтма пуҫланӑ уйӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗнче ака вӗҫленет. Пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми лартаҫҫӗ.

Ялти ватӑсем, кӗлӗ йӗркине пӗлекенсем, ӑрӑмҫӑ-мӑчаварсем, кӗлмӗҫ-пӗлӳҫсем уйӑх вӗҫӗнче, ӗҫе пӗтерсен паллӑ вырӑнсенче, киреметре уй чӳкне /учук/ ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн акатуй, ҫамрӑксен вӑйӑ-юрӑ, ӑмӑрту уявӗ пулнӑ. Халӗ чиркӳ календарӗнчи акана пӗтерекен Симон Зилот апостол кунӗ хыҫҫӑн халӑхӑн ӗҫпе кану уявӗ — акатуй пулать. Чӑваш Енре акатуйӑн тӗп уявне, Чӑваш Республикине туса хунӑ кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче ирттереҫҫӗ. Авланма, качча тухма, туй тума пуҫтарӑннисем туя хатӗрленсе ирттереҫҫӗ. Алӑ ӗҫӗсене пӗтерейменнисем ал-ӗҫ ӑстисене пуҫтарса, ниме туса парне тӗрлеҫҫӗ, кӗпе-йем, тумтир ҫӗлеҫҫӗ. Туй сӑри тӑваҫҫӗ, кӑрчама ҫӗнетсе чӗртеҫҫӗ. Туй кӳнне палӑртса пӑлчав-йӑвасене кайса параҫҫӗ.

Ваттисем туй уявне тунти кун ирттерме сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал 22. 04-3. 06 тата 12. 07-12. 08 кунсем аван. Туй умӗн картишне, сарай, аслӑк айӗсене тасатаҫҫӗ. Кӗреке-шыльӑкӗ туса лартаҫҫӗ. Туй йӗркине пӳртре, ӗҫкӗ ташши-юррине кил картинче ирттернӗ.

Ака-суха ӗҫне пӗтерсен лашасене те канӑва яраҫҫӗ. Лашасене юпахран тасатаҫҫӗ, шыва кӗртеҫҫӗ. Курӑк таптаниччен ҫаран ҫине улӑха яраҫҫӗ. Каҫхи ҫитермене тухаҫҫӗ.

Ваттисем уйӑх тӑрӑх «ҫу уйӑхӗ ултӑ уйӑх, хӗл уйӑхӗ ҫичӗ уйӑх» тесе шутланӑ.

Паллӑ кунсем, уявсем

1-7. Ака-суха вӑхӑчӗ. Выльӑха кӗтӗве янӑ эрне.

1. Пир тӗртме пӑрахнӑ кун.

2. Уйӑх тулнӑ кун.

3. Ҫемьепе, кӳршӗсемпе ирттерекен ака чӳкӗ. Пӑтӑпа, ҫӑмартапа чӳкленӗ. Килти ватӑ кӗлӗ каланӑ, вӑрлӑх ҫӑмартине уя тухса ана пуҫне чавса хунӑ.

Хӗвел анӑҫ енчи халӑхсем ҫак куна «хӗвел кунӗ» ятпа календаре кӗртнӗ. Авалхи чӑвашсем ҫак вӑхӑта ҫӗр чӗрӗлнӗ, сывланӑ вӑхӑт тесе асӑннӑ.

6. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх Егорий /Георгий, Юрий/ кунӗ. Егорий ҫӗлене ҫӗнтернӗ кун. Чӑвашсем халӗ ҫак куна ҫӗр чӗрӗлнӗ кун тесе асӑнаҫҫӗ.

Ваттисем: «Ҫак кун ҫӗленсем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ, ҫӗлен сӑртне пуҫтарӑнаҫҫӗ», — тесе каланӑ.

Кӗтӗве ҫерем ҫине кӑларнӑ вӑхӑт. Выльӑх ури, мӑйӗ ҫине пилеш турачӗ ҫыхнӑ. Пилеш турачӗпе /халӗ кӑчкӑ турачӗпе/ хӑваласа кӗтӗве янӑ. Эрнерен картишне, сарайне тасатса картиш ыррине /туррине/ пӑтӑпа чӳкленӗ. Аслӑк ҫине темиҫе ҫӑпала пӑтӑ хывнӑ.

9. Пур кайӑк та кӑнтӑр енчен вӗҫсе килнӗ кун. Чӗкеҫ чӗвӗлтетме пуҫланӑ вӑхӑт.

14. Суха туса пӗтернӗ кун. Килти картишне, улӑхри, уничери сурӑх тытакан кушарсене салатса, тислӗкрен тасатса, ҫӗнетсе тытнӑ вӑхӑт. Ҫамрӑксем кушар уявне ирттернӗ вӑхӑт.

15. Шӑпчӑк юрлама, куккук авӑтма пуҫланӑ кун.

16. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

18. Тырӑ акса пӗтернӗ вӑхӑт.

22. Пӑрҫа акса, ҫӗр улми лартса пӗтернӗ вӑхӑт.

Чиркӳ календарӗ тӑрӑх Ҫурхи Микули кунӗ. Ҫӑл куҫсене, тарасасене тасатнӑ вӑхӑт. Лашасене шыва кӗртсе тасатнӑ утӑ таптаниччен улӑха янӑ вӑхӑт.

22-24. Ӳпре тухнӑ вӑхӑт.

22-28. Ака вӗҫленнине палӑртса халӑхпа акатуй ирттернӗ эрне. Маларах чӳк ирттернӗ. Пӑтӑ /темиҫе хуран/, ҫӑмарта /кӗлӗне пуҫтарӑннӑ халӑх шучӗпе/ пӗҫернӗ.

Кӗлӗ ӑсти, ваттисем, асамҫӑ-мӑчаварсем кӗлӗ сӑмахӗ каланӑ: «Акнӑ тырри-пулли, лартнӑ пахча ҫимӗҫӗ ӑнса пултӑр... Ҫанталӑкӗ лӑпкӑ, пултӑр... Ӗҫне тума вӑй-хал ҫиттӗр. Кӗр ҫитсен тырри-пуллине пуҫтарса кӗртме Турри ырлӑх патӑр...» — тенӗ.

Вӑрлӑх ҫӑмартине /пӗчӗк чӗрӗ ҫӑмартана ҫӑкӑр-кулач ӑшне хывса/ уя тухса ана пуҫне чавса хунӑ, кӗлӗ сӑмахӗ каланӑ.

Тахҫан авал, ваттисенчен уйрӑммӑн, хӗрсем хӑйсем акатуй ирттернӗ. Яла усалсенчен тасатнӑ. Хӗр аки, хӗр сухи чӳкне ирттернӗ. Хӗр аки туса ҫут ҫанталӑкран пӗтӗлӗх ыйтнӑ.

Йӑпи ҫапларах. Ялти хӗр-упраҫ /30-40 ҫын/ акатуй умӗн йӑла вырӑнӗнче суха пуҫпе чӗрсе хӗр аки пуҫланӑ. Ҫара уран, ҫивӗте салатса, пиҫиххисене салтса суха пуҫне кӳлӗннӗ. Суха пуҫне тытаканӗ ҫемьере пӗччен ӳсекен хӗр ача пулнӑ.

Хӗр сухине ҫӑл куҫ тӗлӗнчен пуҫланӑ. Хӗвеле май, хӗр аки лаптӑкӗ тавра, йӑран чӗрсе ҫӑл куҫ тӗлне ҫаврӑннӑ. Суха пуҫне ҫӗклесе уй чӳкне ирттерекен тӗле е хӗр-упраҫсем ирттерекен вӑйӑ вырӑнне ҫитнӗ, чӳк тунӑ.

Яшсем ҫак кун килтен-киле ҫӳресе урпа, ҫӑнӑх, ҫӑмарта, ҫу пуҫтарнӑ. Хӗр сухи пӗтнӗ тӗле йӑла вырӑнне тухнӑ. Ҫамрӑксем кунта пӑтӑ, ҫӑмарта, икерчӗ пӗҫернӗ. Ҫут ҫанталӑкри чӗрӗлӗх, амалӑх ырлӑхне, ҫӗр амӑшне, хӗрлӗ ҫыр турӑна асӑнса чӳкленӗ. Вырӑнӗсене халӑхра чипер уй, хӗр кати, хӗр вӑрманӗ, вӑйӑ тӗми, хӗр варӗ, хӗр аки тата ытти ятпа асӑннӑ. Чӳк хыҫҫӑн вӑйӑ вылянӑ. Киле ирхине таврӑннӑ. Тепӗр кун ялта халӑх акатуйӗ пуҫланнӑ. /Кӑна кушар, пуху, тапӑ уявӗсем тесе те калаҫҫӗ/.

21, 25. Туй пуҫламалли вӑхӑт. Йӑла тӑрӑх туя тунти кун е кӗҫнерни кун пуҫласан аван.

30-31. Юман ҫулҫӑ, ҫеҫке кӑларнӑ вӑхӑт. Вӑрман турат хушнӑ вӑхӑт.

Хура тул акнӑ вӑхӑт. Ҫуркунне вӗҫленнӗ вӑхӑт.

Ҫӗртме уйӑхӗ

Ҫӗртме уйӑхне тата ҫу, хӗр, ҫум, канлӗ, уяв, ҫӗнӗ вут, вут-хӑват, хытӑ/ӑ/ суха /и/ ҫум, ӳпре, выльӑх апат ҫисе тӑраннӑ уйӑх тесе каланӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче чи вӑрӑм кунсемпе кӗске каҫсем тӑраҫҫӗ. Хӗвеллӗ, шӑрӑх кунсем пуҫланаҫҫӗ.

Авал ватӑсем хӗвел тӳпене улӑхса ҫитнӗ /21. 06/ вӑхӑтра пӗтӗленнӗ ҫӗршыври ӳсен-тӑран хӑйӗн вӑрлӑхне, выльӑх-чӗрлӗх хӑй ҫинче юлнӑ ырлӑхпа хӑмри ҫурисене ӳстерсе йывӑрланать тенӗ. Ҫавӑнпа ҫак эрнесенче ҫӗр ӗҫне тума чарӑннӑ. Кану вӑхӑчӗ пуҫланнӑ, икӗ эрне хушшинче пӗтӗленнӗ ҫӗрпе шывӑн уявне, Ҫинҫе уявне ирттернӗ.

Ҫинҫе уявӗ... Ҫӗр таврӑниччен икӗ эрне маларах пуҫланнӑ, ҫӗр таврӑнсан тепӗр эрнерен пӗтнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫинҫе уявӗнчи нумай йӑла-йӗрке Ҫимӗкпе Питрав уявӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫимӗк вӑхӑчӗ, чиркӳ календарӗ тӑрӑх, Мӑнкуна пӑхӑнса ҫултан-ҫул улшӑнса, пӗр вӑхӑта пӑхӑнмасӑр ҫӳрет. Ҫимӗкре — ваттисене, троицӑра — пӗтӗленнӗ йывӑҫ-курӑка, Питравра самӑрланакан выльӑх-чӗрлӗх ырлӑхне асӑнса така пусса чӳклетпӗр.

1983-1911 ҫулсенче /Н. И. Ашмарин. 3 том тата ытти ҫӑл куҫ/ ҫырса хӑварнисем тӑрӑх Ҫинҫе уявӗ ҫапларах иртнӗ:

Вӑхӑчӗ. Тулли уйӑх хыҫҫӑн, ҫӗр таврӑнас вӑхӑт умӗнхи /21. 06/ икӗ эрне умӗн, эрне кун ваттисем: «Канлӗ вӑхӑт пуҫланчӗ», — тесе пӗлтернӗ. Ваттисем те, ҫамрӑксем те уява хатӗрленнӗ.

Вырӑнӗ. Ватӑсем чӳк вырӑнӗнче, киремет умӗнче кӑлӗ вуланӑ. Ҫамрӑксем пуху лаппине

Уявне пуху, тапӑ, вӑйӑ, акатуй вырӑнӗнче ирттернӗ.

Йӑли-йӗрки. Ватӑсем выльӑх пусса, пӑтӑ пӗҫерсе, учукра, киреметре кӗлӗ вуланӑ, чӳк чӳкленӗ.

Кӗлӗ, чӳк тунӑ хыҫҫӑн, кӗҫнерни кун, ҫамрӑксем вӑйӑ вырӑнне пуҫтарнӑ, уяв пуҫланӑ. Вӑл темиҫе куна тӑсӑлнӑ.

Ҫак вӑхӑтра туйсем ирттерме тӑрӑшнӑ.

Вут чӳкӗ. Ялти ватӑсем тата хӗвел чи ҫӳлте /21. 06/ тӑнӑ эрнере ытлари кун е эрне кун ҫӗнӗ вут чӳкне ирттернӗ: «Пӗлтӗрхи вут, вут-йышӗ ватӑлать, вучахран сиксе тухса кайма, пушар кӑларма пултарать», — тенӗ.

Ирхине ял халӑхӗ килти вучаха сӳнтернӗ. Хӗвел ларнӑ вӑхӑтра ял тӑваткалӗнче е йӑла вырӑнӗнче вут йӗкине ҫавӑрса, вӑчӑм кӑмпипе тивертсе вут тупса, чӗртсе кӑларнӑ.

Лаҫри хатӗр вучаха, вӑчӑм кӑмпи хӗлхемӗпе вӗрсе чӗртнӗ.

Каярах пӑтӑ пӗҫернӗ. Вучах умӗнче, ҫӗнӗ вут амӑшне кӗлӗ туса пӑтӑ лартса парса чӳкленӗ. Йӗркеллӗ ҫунса тӑма, кил-йыша пӑхӑнма, ӑшӑтма ыйтнӑ. Ача-пӑчана пӗлмесӗр, уямасӑр вут ҫине, вучаха шӑма-сурма хушман. Вутӑ-вучаха таса тытма хушнӑ, кӗлӗ хыҫҫӑн пӑттине ҫинӗ.

Шыв чӳкӗ. Ҫӑл куҫ чӳкӗ. Ҫӗнӗ вут тупса чӗртнӗ хыҫҫӑн тепӗр эрнере ҫӑл куҫне, тарасана тасатса шыв чӳкне ирттернӗ. Шыва кӑмрӑк, кӗмӗл укҫа пӑрахнӑ.

Шыв ыррине /вутӑша/ асӑнса валашка ҫине кӗсел, чӗрӗ ҫӑмарта, ҫӳхе икерчӗ хунӑ.

Вутӑшран таса чӗрӗ шыва парса тӑма ыйтнӑ, чир-чӗр ан яр тесе ӳкӗтленӗ.

Вутпа шыва чӳкленӗ кунсенче аслатиллӗ Ҫумар ҫусан — вутпа шыв кӗрешни, тавлашни тесе каланӑ.

Вут хапхи. Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче выльӑх мурӗ, выльӑх чирӗ хӑвӑрт саланать. Выльӑха ҫӑлас тесе, ӑна ҫырмара икӗ енчен ҫунса тӗтӗмленсе тӑракан вут вучаххисенчен кӗперлесе хунӑ вут хапхи витӗр хӑваласа кӑларнӑ. Вутӑ тӗтӗмӗ чир-чӗре хӑратать тесе шутланӑ.

«Хӗр аки». «Мур аки». Ял тавра хӗр аки /мур аки/ сухаласа ҫавӑрнӑ. Хӗр акине хӗр-упраҫсем ҫаппа-ҫарамас е ҫара уран, ярханах тӑхӑнса, хӑлатласа /ҫивӗте салтса/ суха пуҫне пӳлӗнсе туртса тунӑ. Вӗҫне пуҫӗпе ҫыхӑнтаракан тӗлте, ҫунакан вут урлӑ сиксе выльӑх мурӗнчен тасалнӑ, мунчара ҫӑвӑнса ӳт-пӗве тасатнӑ.

Уйӑх вӗҫӗнче ҫӗртме тунӑ. Пусман ҫӗре сухаласа, ыраш акма ӑна хатӗрленӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-11. Уйӑх тулнӑ вӑхӑт. Пахча ҫимӗҫе акса, лартса пӗттернӗ вӑхӑт.

Типӗ вӑхӑтра, типӗ ҫулта ҫумӑр ҫумасан ҫӗрҫи чӳкӗ, уй чӳкӗ туса ирттернӗ, шывпа вылянӑ.

1. Ыраш пучаха ларнӑ вӑхӑт. Чиркӳ календарӗпе ҫак уйӑхра — ҫимӗк, троица, утӑ-курӑк уявне асӑнаҫҫӗ.

2. Хӑяр акмалли кун.

4. Им-ҫам курӑкӗсене пуҫтармалли вӑхӑт.

7. Ял урамӗсене, килти хуҫалӑхри картишсене тасатса пӗтернӗ вӑхӑт. Чир килсен выльӑх мурне хӑваланӑ. Выльӑха вут витӗр, «вут хапхинчен« кӑларнӑ.

Вырӑссем мур килсен выльӑх ҫӳрекен ҫаран ҫине виҫӗ каҫ сунӑ сӗте витрере лартса хӑварнӑ, «мура кӳпӗнтернӗ».

11. Усалсем вылянӑ каҫ. Уйрисем, вӑрмантисем, ҫырмарисем, шыврисем, шуйттансем тӗпсӗр Ахрат тӗлне пӗрле пуҫтарӑнса алхаснӑ каҫ. Тухатмӑшсем, юмӑҫсем кивӗ масар ҫине, хаяр, усал вырӑна пуҫтарӑнса иртӗхнӗ, усал тунӑ каҫ.

Вырӑссем ҫак куна ҫулталӑкри чи ӑнӑҫсӑр кун тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш Ен тӑрӑхӗнче ҫак вӑхӑт тӗлӗнче иртекен Ҫимӗк каҫӗнче, ҫурма ҫӗр тӗлӗнче ҫамрӑксем усалсен «вӑййине» выляҫҫӗ. Хапхасене пӑсаҫҫӗ, мунчасене сӳнтереҫҫӗ, вут-шанкӑна салатаҫҫӗ, урапасене ҫырмана тӗртсе яраҫҫӗ, тӗрлӗ тӳнтерле ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсене хӑратаҫҫӗ.

12-13. Ҫӗлен-калта «туя» пуҫтарӑннӑ вӑхӑт. Шапасем шывра пӗр-пӗринпе йӑраланнӑ вӑхӑт. Хурӑн пуҫлӑ ҫӗленсем вӑрман уҫланкинчи тункатасем тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫыхланса, купаланса пӗтӗленеҫҫӗ. Кашни ами 8-12 ҫӑмарта туса хӑварать, ҫӗлен чӗпписем кӗр еннелле тухаҫҫӗ. Тунката айне тепӗр ҫулччен кӗрсе выртаҫҫӗ.

Хура ҫӗленсем уҫланкӑна, ҫӗлен сӑртне е ҫаран ҫинчи кивӗ выльӑх картине пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫӑмхаланса пӗтӗҫленеҫҫӗ, саланаҫҫӗ. Кӗр енне ҫӗлен чӗпписене ҫуратаҫҫӗ.

12-18. Авалхи йӑлапа Ҫинҫе умӗнхи Сӗрен, Вирӗм уявӗсене ирттермелли эрне.

1-14. Ыраш шӑркана ларнӑ вӑхӑт. Ваттисем ыраш шӑркана ҫичӗ хут ларать тенӗ.

15. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

16. Выльӑх самӑрланнӑ, апат ҫисе тӑраннӑ вӑхӑт.

18-25. Ҫуллахи аслати кунӗсем. Вутпа шыв тавлашнӑ вӑхӑт. Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт.

21. Хӗвел чи ҫӳлти тӳпере ларнӑ кун. Ҫӗнӗ вут кунӗ. Чи кӗске каҫ, чи вӑрӑм кун. Ҫӑл куҫсене, тарасасене тасатса пӗтерсе ҫӑл чӳкне, шыв чӳкне ирттернӗ вӑхӑт. Шывпа вылянӑ вӑхӑт. Ҫак кун лашасене шыва кӗртнӗ.

22. Хӗвел тайӑлнӑ, ҫӗр таврӑннӑ кун. Чӑваш патшалӑх кунӗ.

25. Ҫӗнӗ ҫу пуҫланнӑ кун. Кун пӗр минут катӑлать.

28. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

25-30. Ҫӗртме сухине тухнӑ вӑхӑт. Шӑна-пӑван вӑхӑчӗ. Выльӑха шӑна-пӑван ҫиет. Шӑрӑх тӑрать. Кайӑксем юрлама пӑрахнӑ вӑхӑт.

Утӑ уйӑхӗ

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Утӑ уйӑхне хӗр, туй, ӳпре-пӑван, ҫум, ҫӗртме, хыт сухи, ҫырла уйӑхӗ тесе калаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн малтанхи эрнинче пӗрлешме шутланӑ ҫамрӑксен туйӗсене вӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫемьене ӗҫе кӳлӗнтереҫҫӗ.

Хытӑ анана сухаласа ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Утарти вӗллесене тӗрӗслеҫҫӗ, ҫӑвӑр хуртне уйӑрса ҫӗнӗ вӗллене лартаҫҫӗ.

Вӗллесене ҫӑка чечекӗ ларнӑ тӗле, ҫӑка кати ҫумне куҫарса лартаҫҫӗ. Хурт ҫемйи ҫӑка чечеке ларнӑ кунсенче, кунне 6-7 килограмм ҫӑка пылне пуҫтарма пултарать.

Утӑ ҫулас умӗн, курӑк ҫитӗннӗ вӑхӑтра, утӑ чӳкне ирттереҫҫӗ. Улӑха тухса пӗрер карта утӑ ҫулаҫҫӗ. Утӑран явса, пилӗк ан ыраттӑр тесе, пиҫиххи туса ҫыхаҫҫӗ. Вучах туса пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Кӗлӗ тӑваҫҫӗ, Улӑхри кайӑк-кӗшӗке, ҫӗлен-калтасене, чӗр чунсене ҫаран ҫинчен тухса кайма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ҫӑвасене тимӗрпе шаккаса хӑратаҫҫӗ, шав кӑларса, ҫухӑрса хӑвалаҫҫӗ. Каярах апат ҫиеҫҫӗ.

Тепӗр кун утӑ ҫулма тухаҫҫӗ. Пӗр-икӗ эрнерен ҫарансене ҫулса пӗтерсе утӑ-курӑка капан туса пуҫтарса лартаҫҫӗ. Ҫаран ҫинчен тухса кайиччен выртса йӑваланаҫҫӗ: усалсенчен тасалаҫҫӗ, улӑх вӑйне пуҫтараҫҫӗ.

Курӑка ҫулса пуҫтарсан улӑха выльӑхсене кӗртсе яраҫҫӗ. Така пусса кӗтӳ-кушар чӳкне, выльӑх чӳкне ирттереҫҫӗ.

Халӗ ку йӑлана Питрав кунӗнче /12. 07/ ирттереҫҫӗ.

Утӑ вӑхӑтӗнче чир-чӗртен сипленмелли курӑксене татса пуҫтараҫҫӗ. Хурлӑханпа хӑмла ҫырлине татса типӗтеҫҫӗ. Ҫӗмӗрт пуҫтарса типӗтеҫҫӗ. Утӑ ҫулса пӗтерсен тӗрлӗ курӑка пӗҫерсе мунча хутса ҫӑвӑнаҫҫӗ, ӳт-пӗве тасатаҫҫӗ. Ыраш вырма тухма хатӗрленеҫҫӗ.

Вырма умӗн чук ирттереҫҫӗ. Ялти паллӑ, пурте хисеплекен хӗрарӑм палӑртнӑ кун уя тухса виҫӗ кӗлте ыраш вырса килет. Тепӗр кун ял-йышпа кӗлтесене ҫапса, тыррине ал арманӗпе авӑртса ҫӗнӗ тырӑ пӑтти пӗҫереҫҫӗ. Кӗлӑ хыҫҫӑн уй пуҫне, йӗтем кӗтесне, тырӑ кӗлетне пӗрер ҫӑпала пӑтӑ ӑсса лартаҫҫӗ. Уй пуҫӗнчен, ырлӑхӗнчен — пархатарлӑхне, йӑтем хуҫинчен — перекетне, кӗлет ырринчен пурлӑхне упрама ыйтаҫҫӗ.

Тепӗр эрнерен ял-йыш тырӑ вырма тухать. Хӗру ӗҫ пуҫланать. Уйӑх вӗҫнелле кайӑксем юрлама пӑрахаҫҫӗ, чӗпписене ҫарансем ҫинче вӗҫме вӗрентеҫҫӗ. Кун тӑршшӗ сехет ҫурӑ катӑлать. Ҫак уйӑхра кӗтӳри выльӑх вылять, чупса пӗтӗленет. Утӑ уйӑхӗнче ӳсентӑран, тырӑ-пулӑ пиҫсе ҫитет. Кӗрхи ака анине сухаласа, ҫӗртме тӑваҫҫӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-9 Туй ӗҫкисем вӗҫленнӗ вӑхӑт.

2. Пыл хурчӗсем хӗрсе пыл пуҫтарнӑ вӑхӑт.

3. Путене чӗпӗ кӑларнӑ, утӑ ҫулма хатӗрленнӗ, утӑ чӳкне туса ирттернӗ вӑхӑт.

6. Утарти вӗллесене пӑхнӑ, ҫӑвӑр хуртсене уйӑрнӑ вӑхӑт. Шывпа вылянӑ вӑхӑт. Ҫак кунсенче аслати усалсене, шуйттансене ӑмӑр, салху вырӑнсенчен хӑвалать тенӗ. Вырӑссем утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗш кунӗсене таса Аграппинпе Иван шыва кӗнӗ кунсем теҫҫӗ. Вырӑссен хӗр-упраҫӗпе яш-кӗрӗмӗ пӗрле шыва кӗнӗ кун. Ҫак каҫсенче Вутӑш хӗрӗсем шывран тухса ҫерем ҫинче е тырӑ ани ҫинче выляҫҫӗ, каччӑсене шыва туртса кӗрсе, шыв тӗпне илсе анса каяҫҫӗ тенӗ.

1-7. Ҫӑка чечеке ларнӑ, хурт вӗллисене ҫӑка кати, ҫӑка вӑрманӗ ҫывӑхнерех куҫарса лартнӑ вӑхӑт. Ҫырла, эмел курӑкӗсене пуҫтарнӑ вӑхӑт.

9. Вӗлле хурчӗн кунӗ. Вӗллесене ҫӗнӗ карассем лартнӑ вӑхӑт.

10. Ҫуллахи ҫумӑр вӑхӑчӗ. Уплюнкка тухать.

11. Питрав мунчи. Курӑк шывӗпе ҫӑвӑнса, вӗлтренпе ҫапӑнса мунча кӗнӗ.

12. Питрав. Чӑвашсем выльӑх, кӗтӳ чӳкне ирттереҫҫӗ. Така пусса тӑванӗсене чӗнсе ӗҫкӗ ирттереҫҫӗ. Кун катӑлнӑ, ҫӗр вӑрӑмланнӑ кун. Ҫырла-ҫӗмӗртсене, эмел курӑкӗсене пуҫтарнӑ вӑхӑт. Милӗк касса ҫыхнӑ вӑхӑт. Шӑпчӑк юрлама, куккук авӑтма пӑрахнӑ кун.

14. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

14-15 Утӑ ҫулса пуҫтараҫҫӗ. Выльӑха улӑха кӑлараҫҫӗ. Кайӑксем юрлама пӑрахнӑ вӑхӑт.

16. Ыраш тулса пиҫнӗ вӑхӑт. Йӗтем тасатнӑ вӑхӑт.

21. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх Хусан ҫӗрне хӳтӗлекен Турӑ амӑшӗн турӑшӗн кунӗ. Ыраш вырма юрать.

22-25. Кайӑксем чӗпписене йӑваран кӑларса вӗҫме вӗрентнӗ вӑхӑт.

26. Шурӑ тумтир тӑхӑннӑ Турӑ анасене анса пӑхса ҫӳренӗ вӑхӑт. /Юмах/.

29-31. Йышпа тырӑ вырма тухнӑ вӑхӑт. Юлашки хытӑ анасене сухаласа пӗтернӗ вӑхӑт.

Ҫурла уйӑхӗ

Ҫурла уйӑхне тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, ана, йӗтен кӗрхи ака, аслати, шыва кӗме пӑрахнӑ уйӑх тесе те калаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗ тыр-пула вырса пуҫтарнӑ, каю уттине ҫулса илнӗ, утарти вӗллесенчен карассене кӑларса пыл юхтарса илнӗ, кӗрхи тырра акнӑ вӑхӑт.

Утар ыррине, хурт амине пылпа, пӑтӑпа асӑнса чӳкленӗ вӑхӑт.

Пахча ҫимӗҫне, улма-ҫырлана пухса кӗртеҫҫӗ. Хӑяр тӑварлаҫҫӗ, сухана кӑларса типӗтеҫҫӗ.

Улма кукли туса улма уявне ирттереҫҫӗ. Уйӑх варринче е вӗҫӗнче кӗрхи ыраш акса пӗтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ тырӑ кӗрпинчен йӗрӗх пӑтти пӗҫерсе чӳклеҫҫӗ, пӗлтӗрхи тыр-пула кивӗтеҫҫӗ. Пулас уявсене, йӑласене ҫӗнӗ тырӑпа ирттереҫҫӗ. Ваттисене асӑнса автан сӑри уявне ирттереҫҫӗ.

Уйӑх вӗҫнелле чӗкеҫ, вершен /кӗске хуре, шурӑ пӗсехе/ кайӑксем кӑнтӑр еннелле вӗҫсе каяҫҫӗ.

Кӗр умӗн тарасасене, ҫӑл куҫсене тасатаҫҫӗ. Шыв чӳкне ирттереҫҫӗ. Шыв хӗрне, шыв ачине-вутӑша асӑнса кӗсел лартса параҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тырӑ-пулла вырса пуҫтараҫҫӗ. Уйри ҫӗмелсене урапапа турттарса йӗтем ҫинчи капансем ҫине хываҫҫӗ. Выльӑха уя кӗртсе яраҫҫӗ. Выльӑх тӑранса самӑрланакан вӑхӑт. Лашасене юлашки хут шыва кӗртеҫҫӗ.

Ҫурт-йӗр лартакансем платник ӗҫӗсене вӗҫлеҫҫӗ. Кӑмака тума хатӗрленеҫҫӗ. Кирпӗч, хӑйӑр, там турттарса хураҫҫӗ.

Каҫсем сивӗ тӑма пуҫлаҫҫӗ. Йывӑҫсем ҫинче сарӑ ҫулҫӑсем палӑрма тытӑнаҫҫӗ. Пан улмисем пиҫсе саралаҫҫӗ, хӗрелеҫҫӗ. Автан сӑри чӳкне ирттереҫҫӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-6. Пур ҫӗрте те тырӑ вырма тухнӑ вӑхӑт. Аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑчӗ. Тилӗ, кашкӑр /йыт-качка/ чӗпписене йӑвинчен сунара илсе тухнӑ вӑхӑт.

2. Кӗрхи илем кунӗ. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх, Илем, Илья Пророк кунӗ. Чӑвашсем аслати кунӗ тесе калаҫҫӗ. Аслати, Илья Пророк ҫак кун ултӑ лаша кӳлнӗ урапи сине ларса аҫтаха ҫӗлене аҫа-ҫиҫӗмӗпе ҫапса пӗлӗт ҫинчен ҫӗр сине хӑвалать тет.

Ҫак кун пӳрте-ҫурта йытӑ кушак кӗртме юрамасть, уйра ӗҫлеме юрамасть, аҫа ҫапма пултарать тенӗ. Килти Аҫа чулне вучах умне кӑларса хывнӑ.

Илем кунӗнче ҫӗр улми уявӗ. Ҫӗнӗ ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.

3. Утарти вӗллесене тӗрӗсленӗ, карассене илсе лартнӑ вӑхӑт, пыл юхтарнӑ кунсем.

4. Аслати алхаснӑ кун, аҫа-ҫиҫӗм ҫапасран сыхланмалли кун. Ҫак кун хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑрсем лӑпланаҫҫӗ.

Ҫырласене татса, пуҫтарса, упрама хатӗрлемелли вӑхӑт.

6. Тырӑ-пулӑна ӳстерекен ырлӑха, ана пуҫне асӑннӑ кун. Тырӑ выраканӗсем апат вӑхӑтӗнче вӗсене апат пӑрахса, лартса парса чӳкленӗ.

7. Кӗрхи пасар, суту-илӳ ярмӑрккисем уҫӑлнӑ вӑхӑт.

Авалтанпах ҫапла. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче суту-илӳ Ака Базарта, пулнӑ Хусан патшалӑхӗнче — Хусанта. Хусана илсен Макарьене куҫнӑ. 1817 ҫулта Атӑлҫи ярмӑркки Макарьерен Чулхулана ҫитнӗ. Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче, ялсенче ярмӑрккасене чиркӗвӗн таса /престол/ кунӗсенче ирттернӗ. Пасар ытларах эрне кун, вырсарни кун пулнӑ.

9. Купӑста пуҫне ҫавӑрнӑ вӑхӑт.

12-13. Тухатмӑшсем, усалсем вылянӑ каҫ. Вӗсене сӑтӑр тӑвасран вырӑссем кил умне, картишне чашӑкпа каҫхине сунӑ сӗте лартса панӑ. Чӑвашсем кил умне тимӗрпе чӗрсе «тимӗр карти тунӑ».

13. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.

14-21. Тырӑ акмалли ырӑ кунсем.

14. Хурт амӑшне, утар ыррине, пыл паракан ырӑна чӳкленӗ кун. Ӑна пӑтӑпа, пылпа тата пыллӑ пӑтӑ хупнӑ кукӑльсемпе асӑннӑ, чӳкленӗ. Хурт амӑшӗ ларакан вӗлле тӗлне пыл лартса панӑ.

1164 ҫулта вырӑссен Владимир Кнеҫӗ Андрей Боголюбский Атӑлҫи Пӑлхар ҫине вӑрҫӑпа тапӑннӑ. Ҫак кун вӗсенчен питӗ нумай пыл туртса илнӗ.

Чиркӳ ҫыннисем кӑна Турӑ пани тенӗ. Ҫак куна пачӑшкӑсем пыл кунӗ, пыллӑ сӑпас тесе асӑна пуҫланӑ. Халӗ пӗрремӗш спас, медовый, пыл спасе тесе асӑнаҫҫӗ.

12. Эмел курӑкӗсен кунӗ. 12 тӗрлӗ курӑк пуҫтарса хатӗрленӗ.

19. Улма-ҫырла кунӗ. Иккӗмӗш спас. Кукӑль пӗҫерсе асӑнаҫҫӗ, уявлаҫҫӗ. Чиркӳ кӗнекисем тарах, Христос ҫак кун ҫӳллӗ ту ҫине Петр, Ияков, Иоанпа пӗрле улӑхсан вӗсен умӗнче ҫап-ҫуттӑн ялкӑшса курӑннӑ иккен.

Атте Турӑ хӑй сассипе вӗсене ку манӑн ывӑл тесе каланӑ.

Ҫак куна тата «Христос Спаситель» ҫутӑ сӑнарпа курӑннӑ кун тесе калаҫҫӗ иккен.

20. Ҫуртри тырӑсене вырма тухаҫҫӗ. Тулӑ ани ҫинче темиҫе пуҫлӑ /2-4/ пучах тупсан, ӑна тырӑ амӑшӗ /турри/ вырӑнне хурса ҫуртри турӑш умне хураҫҫӗ. Е тырӑ кӗлетне, кашта айне чиксе ҫакаҫҫӗ. Вӑрманти шӗшкӗ мӑйӑрне пуҫтарма пуҫлаҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтра мулкачсем самӑрланаҫҫӗ, тытма юрать. Какайӗнчен кукӑль пӗҫереҫҫӗ.

Хур кайӑксем кӑнтӑра вӗҫсе кайма кӗтӳленеҫҫӗ.

21-23. Ҫил вылянӑ, шыв тасалнӑ вӑхӑт. Ҫанталӑк сивӗтет. Ҫӑл куҫсене, тарасасене кӗр умӗн тасатаҫҫӗ. Кӗсел, чӗрӗ ҫӑмартапа, вут кӑмпине чӗртсе тӗтӗмлентерсе чӳклеҫҫӗ. Ҫӑлкуҫа кӑмрӑк яраҫҫӗ.

24. Ваттисене асӑнмалли кун. Вилнисем ҫӑва ҫине тухаҫҫӗ.

24. Вилнисем ҫӑва ҫинче вылянӑ каҫ. Вӗсем виле шӑтӑкӗсенчен тухса, шурӑ тӑхӑнса ҫурта тытса ҫӳреҫҫӗ. Шурӑ лаша ҫине ларса таврара чупса выляҫҫӗ тенӗ.

27. Ҫил амӑшӗ, ҫил ашшӗ кунӗ. Кӗрхи ҫил тухнӑ кун. Ҫанталӑк уяртнӑ, пӗлӗт ҫутӑлнӑ, тӑрӑлнӑ вӑхӑт. Вырӑссем «Ҫамрӑк арӑмсен ҫу кунӗ» /27. 08 — 11. 09/ тесе калаҫҫӗ.

Чӑвашсем тӑрна кунӗсем тенӗ.

28. Ҫӗнӗ тырӑ кунӗ. Тыр-пула пуҫтарса пӗтерме вӑхӑт. Ҫӗнӗ ҫӑкӑр чӳкне, кивӗ тырӑна /пӗлтӗрхи тырӑна/ киветсе тунӑ чӳк. Ана ыррине, пулӗхе ҫулти Турра асӑннӑ. Ана кӗтессине, пӗр ҫупкӑм тыррине, «сухалне» вырмасӑр хӑварнӑ. Турӑ «сухалӗ» тӗлне пӳлӗхҫӗ, ана ыррине, туррине чашӑкпа пӑтӑ лартса панӑ. Кӗлӗ тунӑ. Кӗлӗ хыҫҫӑн ларса апат ҫинӗ. Ана вӑйӗ ан кайтӑр тесе ана ҫинче йӑвалӑннӑ, хӑвӑрттӑн сиксе тӑнӑ.

29. Виҫҫӗмӗш спас. Мӑйӑр пиҫнӗ кунӗ. Кӗрхи ҫимӗҫсен кӗрхи тырӑ кунӗ. Автан сӑри кунӗ.

Тырӑ акса пӗтернӗ вӑхӑт. Ваттисене асӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫӑва ҫине кайма ыйтаҫҫӗ, кӗрхи сӑра уявне ирттереҫҫӗ.

31. Лашасем канава тухнӑ вӑхӑт. Вӗсене юлашки хут шыва кӗртеҫҫӗ, ҫерем ҫине улӑха яраҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗ

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Авӑн уйӑхне ҫурла, ыраш аки, йӗтем, кӗре кӗртекен, кӑмака лартакан, хуракан уйӑх тенӗ. Ҫулҫӑ саралнӑ, ҫулҫӑ тӑкӑннӑ, хура кӗре кӗнӗ уйӑх тесе те каланӑ. Авӑн уйӑхӗнче кая юлса пулакан сӗлӗ, урпа тыррисене пуҫтарса пӗтернӗ, юлашки ҫӗмелсене уйран йӗтем ҫине турттарса капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ. Лупас айӗнче салат шӑтарнӑ. Авӑн вучахне хывса типӗтнӗ, юпа уйӑхӗнче авӑртнӑ.

Ҫӑка ҫулҫи саралса пӗтиччен, чиркӳ календарӗпе Ҫимион кунӗччен, кая юлнисем ыраш акса пӗтернӗ.

Авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланать. Ача-пӑча шкула ҫӳреме пуҫлать.

Хур-кайӑк кӑнтӑр енне вӗҫсе кайма пуҫтарӑнать, ытти кайӑк ҫула тухать. Пахча ҫимӗҫ, пан улми пуҫтараҫҫӗ. Кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтри /22. 09/ эрнере, эрне кун кӗрхи ҫимӗк, юпа уявне ирттереҫҫӗ. Утарти вӗллесене хӗл каҫма хатӗрлеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, карас ҫинчи пылсене пӑхаҫҫӗ, апатланма ҫитни-ҫитменнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Утар ҫуртне, вӗлле лартакан хупӑ-хушӑсене, лаҫсене тӳрлетсе ҫӗнетеҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, типтерлеҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫӗлен-калта ҫӗр ӑшне, упа-кашкӑр авӑрти йӑвине, хӳтлӗхне кӗрсе выртӑть тенӗ.

Выльӑх картишӗсене, кушарӗсене, лаҫӗсене ҫӗнетсе тӳрлетнӗ. Выльӑхсене сутмалли, самӑртмалли, хӗл каҫармалли ушкӑнсене пайласа уйӑрса пӑхнӑ.

Кашкӑрсем сунара ҫӳресрен ял тавра, картиш тавра вут чӗртсе «вут пуҫҫисем» пӑрахнӑ.

Ҫӗнӗ пӳрт-ҫурт лартнисем кӑмака туса ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ. Ҫӗнӗ пӳрте хӗрт-сурт кӗртсе /кивӗ вучахран ҫӗнӗ вучаха вут-кӑвар килсе хывнӑ/ хӗрт-сурт пӑттине пӗҫерсе ҫинӗ, кӗлӗ тунӑ, ҫӗнӗ ҫуртра ырлӑх-пурлӑх тулли пултӑр тенӗ.

Уйӑх вӗҫӗнче купӑста касма, ҫарӑк, кӑшман кӑларма пуҫланӑ.

Вырӑссем авӑн уйӑхӗнче, кӗрхи уяр кунӗсенче ҫу кунӗсем таврӑнаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑта — «арӑмсен кунӗсем /а. к. / — бабье лето» тесе калаҫҫӗ тата ӑна виҫӗ пая уйӑраҫҫӗ: ҫамрӑк а. к. /27. 08 — 11. 09/, ватӑ а. к. /14 — 29. 09/, ҫитӗннӗ ватӑ а. к. /24 -29. 09/.

Чӑвашсем ҫак вӑхӑта тӑрна кунӗсем тесе каланӑ. Уйӑха вӗҫлекен куна ҫӑва ӑсатнӑ кун тесе калаҫҫӗ. Ӑна купӑста кукӑлӗ туса, пӗҫерсе-ҫисе асӑнаҫҫӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ кун.

1-10. Вӑрманти ырӑ-усалсене /арҫурисене, ырҫурисене/ вӑрман пуянлӑхне ӳстерекен ырӑсене асӑнса чӳкленӗ вӑхӑт.

2. Кӑшман-ҫарӑк ҫитӗннӗ вӑхӑт.

3-4. Вӑрманти арҫурисем, хура каҫсенче вӑрмантан тухса йӗтем ҫине пыраҫҫӗ тенӗ. Вӗсем авӑн вучахӗнче выляҫҫӗ, ҫил кӑларса кӗлтесене сирсе пӑрахаҫҫӗ тенӗ. Вӗсене хуралҫӑсем тумтир, кӗрӗк тавӑрса тӑхӑнса турчӑкапа, сенӗкпе хӑваласа авӑн картинчен кӑларса янӑ иккен.

4. Йӗтем, авӑн вучах сыхчин кунӗ. Пӑтӑпа асӑннӑ.

4-7. Сӗлӗ-урпана, уйри ҫӗмелсене йӗтем сине турттарса, кӗрхи ыраша акса пӗтерсе /15-мӗшӗччен/ ана пӑтти пӗҫерсе кӗрхи чӳке чӳкленӗ, ваттисене асӑннӑ вӑхӑт.

7. Ҫӗнӗ пурт лартнисем кӑмака туса пӗтереҫҫӗ, вучаха хӗрт-сурт вуттине /кӑварне/ илсе килсе вут чӗртсе, хӗрт-сурт пӑттине пӗҫерсе чӳклемелли вӑхӑт.

11. Чирку календарӗ тӑрӑх Иоан пуҫна каснӑ кун. Ҫак кун купӑста касма юрамасть тенӗ.

12. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.

14. Кӗрхи ака чӳкне ирттернӗ кун. Ҫак кун 4-5 ҫулти ачасене лаша ҫине лартса урам тӑрӑх чуптарнӑ. Шыври ҫӗленсем ҫаран ҫине, уйри-хирти ҫӗленсем вӑрман уҫланкине, хур кайӑксем ҫула тухма пуҫтарӑннӑ вӑхӑт. Ҫӗрҫисем, катӑркас катине, ҫул ҫумӗнчи чӗмчен курӑкӗ ӳсекен ҫерем ҫине пуҫтарӑннӑ вӑхӑт. Йӗтен-кантӑра шӳтернӗ вӑхӑт.

14. 09-15. 11 кунсенче /22. 09 чи аван вӑхӑт/ кӗрхи туйсене ирттермелли вӑхӑт.

15. Кӗтӳне, каҫсенче, карта хушшине кӗртнӗ кун.

21. Утар кунӗ. Кӗрхи хурт чӳкӗн кунӗ.

22. Христос амӑшӗ ҫуралнӑ кун. Кунпа ҫӗр танлашнӑ кун. Юпа кунӗ. Юпа чӳкне уйӑх пӗтнӗ эрнере ирттереҫҫӗ.

23. Пилеш кунӗ. Пилешпе хуҫалӑхран усалсене хӑваланӑ.

25-30. Авӑн ҫапса пуҫтарнӑ вӑхӑт. Йӗтем чӳкне, авӑн чӳкне, перекет чӳкне, кӗлет чӳкне, йӗрӗх чӳкне ирттернӗ вӑхӑт. Кӗрхи ӗҫке, ял ӗҫкине хатӗрленме пуҫланӑ, сӑра лартнӑ.

27. Сурӑхсен ҫӑмне касса пуҫтарнӑ вӑхӑт. Ҫӗлен-калта ҫӗр ӑшне, шапа шыв тӗпне, упа авӑрти йӑвине хӗл каҫма кӗрсе выртнӑ вӑхӑт.

Хур кайӑксем кӑнтӑралла вӗҫсе кайнӑ вӑхӑт. Ҫак вӑхӑтра пӑшисем кӗрхи уя, калча ҫине тухаҫҫӗ. Вӑрманта ар-ыр ҫурисем алхасаҫҫӗ.

30. Вырӑс хӗрарӑмӗсем кӗрхи ҫу кунӗсем вӗҫленчӗҫ тесе купӑста куклин уявне ирттереҫҫӗ. Чӑвашсем: «хур кайӑксене ӑсатрӑмӑр, хура кӗре кӗтӗмӗр», — тесе калаҫҫӗ. Кӗрхи ӗҫке пуҫлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем улаха тухаҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗ

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Юпа уйӑхне тата авӑн, йӗтен-кантӑр, вугӑ, вучах, хура кӗре, пӳрге-ҫурта кӗнӗ уйӑх тесе калаҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗнче йывӑс ҫулҫисем тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ. Вӑрман хуралать. Куҫ курман тӗттӗм каҫсем тӑраҫҫӗ. Кашкӑрсем кӗтӳленсе выль-ӑхсене, сурӑхсене тытма сунара тухаҫҫӗ, яла ҫӳреҫҫӗ. Хур кайӑксем кӑнтӑр енне вӗҫсе кайса пӗтеҫҫӗ.

Кураксем, чанасем ушкӑнланса, кӗтӳленсе, чанкӑлтатса вӗҫеҫҫӗ.

Чанисем: «Эпир те сирӗнпе, эпир те сирӗнпе кӑнтӑра пыратпӑр. Кӑнтӑра, кӑнтӑ-ра», — тесе чанкаҫҫӗ тет. Пӗрремӗш юр ӳксенех вӑрмана е хулана вӗҫсе тараҫҫӗ. «Каймастпӑр, каймастпӑр», — тесе калаҫҫӗ тет.

Пӗрремӗш юр ӳксен хурт вӗллисене утарти лаҫсене кӗртсе лартаҫҫӗ. Шӑши куршанакне, хура курӑк хывса хӑвараҫҫӗ.

Йӗтем ҫинчи шутлӑ капансене /тырӑсене/ ҫапса пӗтереҫҫӗ. Усрав /запас/ капанӗсене ҫапмасӑрах хӑвараҫҫӗ. Вӗсене тырӑ хаклансан е ҫитес ҫулта тырӑ пур-ҫук вӑхӑтра ҫапаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче тырӑ авӑртма армана тухаҫҫӗ. Кӗрпе, ҫӑнӑх, салат, выльӑх ҫӑнӑхне /пусӑпкӑ/ авӑртаҫҫӗ.

Сутмалли тырӑсене тепӗр хут алласа тасатаҫҫӗ.

Кил-йышпа юпа чӳкне, кӗрхи ҫимӗке кил-йышпа хӗрт-сурт, пӳрт сыхчи чӳкне ирттереҫҫӗ. Ҫуллахи хӳшӗ-лаҫсенчен хӗллехи ҫурта куҫаҫҫӗ.

Хӗрарӑмсем, ҫамрӑксем купӑста касса тӑварлаҫҫӗ.

Ниме туса васкаканӗсем шӳтернӗ, типӗтнӗ кантӑр-йӗтӗне тылӑпа тыллаҫҫӗ, шӑртпа шӑмӑсенчен тасатаҫҫӗ. Сӳс туса кӗнчеле арлаҫҫӗ.

Ҫӑм таптарса арлаҫҫӗ. Сивве кӗриччен сӑхман тӗртсе, пусса-ҫуса тӑлла-сӑхман таваҫҫӗ, ӑшӑ тумтир ҫӗлеҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсем — улахра, ал-ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ.

Картишри выльӑха умри апат ҫинче усраҫҫӗ. Сутмаллине пасара илсе тухаҫҫӗ. Какай тумаллине самӑрлатма ҫитереҫҫӗ, Хӗл каҫмаллисене, йышланса пӑру памаллисене уйрӑм ушкӑна уйӑраҫҫӗ.

Кӗрхи ҫимӗк, юпа чӳкӗ хыҫҫӑн, ӗҫ пуҫтарсан ял-йышпа уйӑх вӗҫнелле кӗрхи сӑра ӗҫкине, ял-йыш ӗҫкине туса ирттереҫҫӗ.

Кӗр вӗҫленет. Ҫул-йӗр шӑнса хытать. Ял ҫынни ҫул уҫӑласса кӗтет.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-8. Вӑрман хуралнӑ, ҫулҫӑ тӑкӑнса пӗтнӗ вӑхӑт. Утар лаҫӗсене тасатнӑ, тӳрлетнӗ вӑхӑт. Хур кайӑк, тӑрнасем вӗҫсе кайнӑ вӑхӑт.

2. Кӗрхи пыла илнӗ кун. Хурт ами кунӗ.

2-10. Ҫак кунсенче вӗллесене утар лаҫҫине кӗртсе лартаҫҫӗ. Вӗллери карассене тӗрӗслеҫҫӗ. Утар чӳкне, хурт усравӗн чӳкне ирттереҫҫӗ. Кӑрчама сӑрине уҫаҫҫӗ. Ача-пӑчана утар ӗҫне явӑҫтараҫҫӗ.

3. Арман кунӗ. Авӑн ҫапса пӗтерсе йӗтем чӳкне чӳкленӗ. Авӑн, йӗтем сыхчине пӑтӑпа-сӑрапа асӑннӑ. Армансенче тырӑсене авӑртма пуҫланӑ. Хӗллехи пӳрте пурӑнма куҫнӑ вӑхӑт.

5-10. Юпа чӳкне ирттермелли вӑхӑт.

10. Юпа кунӗ. Кӑҫал вилнисен тӑпри сине юпа лартнӑ кун /юпине ӳппӗн лартаҫҫӗ/. Ваттисене /вилнисене/ килтен ӑсатса кӑларса янӑ кун.

11. Ҫӗнӗ уйӑх кунӗ.

14. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх Пукрав. Купӑста касмалли, ҫарӑк кӑшмансене пуҫтарса пӗтернӗ вӑхӑт.

Юлашки кайӑксем /кураксем/ кӑнтӑралла вӗҫсе кайнӑ вӑхӑт.

Уйӑп, кӑсӑя, ула такка, ҫурҫӗрти кайӑксем ял-хула ҫумне вӗҫсе килеҫҫӗ. Туйсем ирттермелли вӑхӑт. Улах пуҫланать.

17. Арҫурисем, вӑрманти ыр-усалсем ҫил кӑларса йывӑҫсене хуҫса алхасаҫҫӗ. Ҫанталӑк улшӑннӑ вӑхӑт.

22. Кӗрхи кӑмпасене пуҫтармалли вӑхат.

23-29. Килти хӗрт-сурт чӳкне, ял-йыш ӗҫкине, кӗрхи сӑра ӗҫкине ирттермелли вӑхӑт.

27. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх, ал ӑстисене хӳтӗлекенӗн, эрне куна хисеплекен Праски кунӗ. Ваттисен кунӗ.

28-31 Кантӑр тылласа сӳслес ӗҫ вӗҫленнӗ. Тӑла сӑхман туса ӑшӑ тумтир ҫӗленӗ. Урапасене хӗллехи лупас айне лартнӑ. Ҫуна-кӳмесене кӑларса тӳрлетнӗ. Ҫӗр шӑнасса, юр ҫӑвасса, ҫул уҫӑласса кӗтнӗ.

Чӳк уйӑхӗ

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Чӳк уйӑхне тата хура кӗр, юпа, шалча, хӗле кӗрен, ҫуна уйӑхӗ тесе калаҫҫӗ.

Чӳк уйӑхне хӗлпе кӗр кӗрешекен уйӑх, мулкач юпах пӑрахса улӑштарнӑ уйӑх тенӗ. Ҫак уйӑхра кӗр вӗҫленет, хӗл пуҫланать. Хресчен урапа ҫинчен ҫуна ҫине ларать.

Кӳлленсе тӑракан шывсем пӑрланса лараҫҫӗ. Юр ӳксе ҫуна ҫулӗ уҫӑлать. Чӳк уйӑхӗнче вилнӗ ваттисем /чунӗсем/ ҫӑва ҫине таврӑнаҫҫӗ тенӗ. Уйӑха /уйӑх пӗтнине/ пӑхса вӗсене асӑннӑ.

Кӗлӗ, чӳк, киремет вырӑнӗсенче кӗрхи чӳксене ирттернӗ. Киремете тасатса, хапхине хупнӑ. Тӑванӗсемпе пӗрле килте хӗрт-сурт, картиш, кил-ҫурт, ял-кӳршӗн чӳкне ирттерсе кӗрхи ӗҫке ӗҫсе ирттернӗ. Унта ҫемйипе, тӑванӗсемпе, кӳршӗ-аршӑсемпе пуҫтарӑннӑ.

Сунарҫӑсем типе, мулкач тытма сунара тухнӑ. Пулӑҫсем шыв вутӑшне кӗселпе чӳклесе пулӑ тытма пуҫланӑ. Килти выльӑха, хур-кайӑксене пусса тирпейленӗ. Качча тухма ҫитӗннӗ хӗр-упраҫ валли минтер-тӳшек тултарнӑ.

Килти ватӑсен вырӑнӗсене улӑштарнӑ. Ҫӗнӗ ыраш-улӑм тӳшекне сарса панӑ. Пасар хакне кура усрама хӑварнӑ хӑш-пӗр тырра /капана/ ҫапнӑ. Парӑмсене татса пӗтернӗ. Ҫамрӑксем ушкӑнпа улах ларнӑ. Сӳс, ҫӑм арланӑ: пир тӗртме ҫип хатӗрленӗ. Чӑвашсем кӗр енне туйсем ытла туман. Хӗле хирӗҫ «ҫӗнӗ ҫӑвар» хушас мар тенӗ. Туйсене ҫу, ҫурхи ӗҫсем умӗн тума тӑрӑшнӑ. Ачи-пӑчи ҫура хирӗҫ ҫуралнине ырланӑ. Арҫынсем юр ӳкиччен вӑрман касса хатӗрленӗ. Ҫул уҫӑлсан вутӑ турттарнӑ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-5. Выльӑх ыррисене асӑнса карта чӳкне ирттернӗ вӑхӑт.

2. Кашкӑр амине, пихампара чӳкленӗ кун.

3, 10, 17, 24. Кӗрхи сӑра ӗҫкине пуҫлама юрать.

10. Кӗнчеле арлакансен кунӗ. Ӑсталӑх кунӗ. Ал ӗҫ сыххине, ыррине пӑтӑпа асӑннӑ.

11. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун. Кӗтӳҫ кунӗ. Парӑма татса тав тунӑ кун.

12. Кӑсӑя кунӗ.

12-14. Кӗрхи кайӑк-кӗшӗксен кунӗ. Кӑсӑясем яла, кил-ҫурт патне апат шырама таврӑнаҫҫӗ. Ҫӗрҫисем арпа ҫинче чакаланаҫҫӗ.

14. Тимӗрҫӗ кунӗ. Тимӗрҫӗ лаҫҫине хупса ҫӗр шӑнтиччен канса илнӗ. Вырӑссем тимӗрҫӗ уявне чӑх пусса уявланӑ. Чӑвашсем тимӗрҫӗ лаҫҫинче пӑтӑ пӗҫернӗ, тимӗрҫе тав тунӑ.

14-19. Сутмалли тырӑ капанӗсене ҫапнӑ, кантӑр тыллама вӑхӑт.

16-20. Сунарҫӑсен кунӗ. Килти хур-кӑвакалсене пусса тирпейленӗ вӑхӑт. Ӳссе ҫитӗннӗ хӗрачасем валли тӳшек-минтер хатӗрленӗ. Сунарҫӑсем сунара тухнӑ, пулӑҫсем пулла кайнӑ вӑхӑт. Ҫуна ҫула тухма хатӗрленӗ вӑхӑт.

23. Хӗллехи тумтир кунӗ. Кӗрӗк ҫӗлесе тӑхӑннӑ.

28. Усалсем вылянӑ, тӗрлӗ ҫанталӑк, ҫил-тӑманлӑ вӑхӑт.

29. Ваттисене асӑнса ҫӑва ҫине ӑсатнӑ кун. Парӑмсене парса татнӑ.

29-30. Кӗре ӑсатнӑ, хӗле кӗтнӗ, чӳк, киремет картисене хупнӑ вӑхӑт. Умри кӗлӗсене хӗлле килте, ҫуртри е лаҫри, картиш варринчи вучах умӗнче туса ирттернӗ.

Раштав уйӑхӗ

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Раштав уйӑхне чӳк, кӑрлач, сурӑх ури, хӗл, шартлама хӗл, Атӑл ларнӑ уйӑх тесе калаҫҫӗ.

Ӑсчахсем уйӑх /раштав/ ячӗ чиркӳ календарӗнчи Христос ҫуралнӑ кун /25-12. с. с/ «Рождество» ятӗнчен е мӑсӑльмансен ҫак вӑхӑтри Мухамед пророкӑн виллине Иерусалиме Керем сӑртне илсе пырсан вал унта чӗрӗлсе пӗлӗт ҫине вӗҫсе кайнӑ. «Раджаб» ятӗнчен раштав ят пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Раштав уйӑхӗнче юхан шывсем пӑрланаҫҫӗ. Вичкӗн сивӗ ҫилсем тухаҫҫӗ. Ҫаванпа ӗлӗк уйӑха: «Хӗл карчӑккин, раштав карчӑккин, карачунӑн /вилӗм яраканӗн уйӑхӗ тесе каланӑ. Ку уйӑхра вӑрманти чӗр чунсем, кайӑк-кӗшӗк апат шыраса хӑшкӑлаҫҫӗ. Кашкӑрсем йышланса ялсем патне пырса ҫӳреҫҫӗ... Ҫак уйӑхра Атӑл тӑрӑх обоз ҫӳреме пуҫланӑ. Ямшӑксем лашисене хӗллехи ҫулсемпе хӑваланӑ, ҫуллахи тавра ҫулсене пӑрахӑҫланӑ. Ял хресченӗ йӑлӑмри утӑ капанӗсене, ҫурт-йӗр тума касса хунӑ йывӑҫа вӑрмантан, Атӑл леш енчен килелле, Чӑваш Еннелле турттарнӑ. Ялсенчи, саласенчи пасарсенче йывӑҫ-вутӑпа, утӑ-улӑмпа суту-илӳ тума пуҫланӑ.

Ялти ача-пӑча шкул хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшне килти ӗҫе тума пулӑшсан ҫунащкапа, йӗлтӗрпе ярӑнма ял ҫумӗнчи тӑвайккине тухнӑ.

Каҫхине хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм улаха пуҫтарӑннӑ, ал-ӗҫ тунӑ, юрланӑ, ташланӑ.

Ҫитӗннисен йышне кӗрес теекен хӗр-упраҫ Хӗр сӑри уявне пуҫтарса ирттернӗ. Ҫамрӑксем хӗл вӑхӑтӗнче хӗр ӗҫки, йӗтес ӗҫки, кӑшарни, сурӑх ури, хӗллехи ӗҫкӗ уявӗсене ирттернӗ.

Авланас каччӑсем лаша кӳлсе, ялтан-яла, улахран-улаха ҫӳренӗ: пулас мӑшӑрне шыранӑ, хӗр суйланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн, кӑшарни эрнинче, сурӑх ури уявӗ тӗлӗнче юмӑҫ янӑ, тухатулла вылянӑ. Хӑш енчен мӑшӑр килессе, унӑн мӗнле кӑмӑл-сипет пуласса пӗлесшӗн ҫуннӑ. Ватӑраххисем хӗл ӗҫки пуҫланӑ. Хӑна пуҫтарнӑ. Хӗл ӗҫки пӗрин патӗнчен теприн патне сиксе пынӑ. Пӗрисем кӑҫал, теприсем ҫитес ҫул тӑванӗсене пуҫтарса хӑналанӑ.

Хальхилле Ҫӗнӗ ҫула 50-60 ҫул каярах уявлама пуҫланӑ.

Ял ҫынни ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Хӗлле картиш тулли выльӑха пӑхса усрать. Раштав уйӑхӗнче сурӑхсем пӑруланӑ вӑхӑт. Вӗсене пӑхса илсен, сурӑх ыррине тав туса пӑтӑ пӗҫерсе ҫисе карта чӳкне чӳкленӗ.

Кашкӑрсене хӑратас тесе картиш тавра, ял тавра вут пуҫҫисем чиксе тухнӑ. Кун таврӑнсан ҫанталӑк сивӗтнӗ, шартлама хӗл пуҫланнӑ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1. Килти йӗрӗхе, ача-пӑча сыхчине пӑтӑ-кӗселпе чӳкленӗ вӑхӑт. Ача-пӑчасене килти вӑйӑсене, йӑласене, ӗҫсене тума вӗрентнӗ.

3. Пасарсене, ярмӑрккасене тухнӑ пӗрремӗш кун, ҫул ҫине усал-тӗсел ҫыпӑҫасран темиҫе пус укҫа пӑрахаҫҫӗ.

5. Ҫуна ҫулӗ уҫӑлнӑ кун.

7. Хӗрачасем юмӑҫ ярса, тӗлӗк ыйтса ҫывӑрса, пуласлӑха пӗлме, курма тӗшмӗшленнӗ каҫ.

Ҫул тӑрӑх ҫап касса чиксе палӑртса тухнӑ вӑхӑт.

9. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун. Кашкӑрсем кӗтуленсе ҫул ҫине, ял ҫывӑхне тухнӑ вӑхӑт...»Кашкӑр-кашаман пӗччен лавран хӑраман», — тенӗ.

Кӳлӗсенче вак касса ӑскӑчпа ӑсса пулӑ тытнӑ вӑхӑт. Шӑннӑ пулӑна ҫуна хурманкисене тултарса пасара сутма ҫӳренӗ тапхӑр.

10. Вӑрманти пӑшисем мӑйракине пӑрахнӑ вӑхӑт.

14. Карачун, раштав карчӑкӗн е хӗл карчӑкӗн эрни пуҫланнӑ. Чи кӗске кунсен, чи вӑрӑм каҫсен эрни.

Авалхи вӑхӑтра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ кун. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх, ӑс паракан Наум кунӗ.

17. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх, Варвари кунӗ. Сивӗ вӑхӑт тапхӑрӗ.

19. Шартлама сивӗн кунӗ. Шартлама Микули. Микули сивви ваттине те чуптарать, карчӑксене те ташлаттарать.

21. Чи кӗске кун.

22. Карачун кунӗ. Хӗвел вилсе чӗрӗлекен кун.

24. Кӑшарни эрни пуҫламӑшӗ.

25. Кун таврӑнни. Кун вӑрӑмӑшӗ ҫӗрҫи виҫҫӗ сикмелӗх, автан, чӑх-чӗп пӗр утас утмалӑх тӑсӑлать тенӗ. Кун таврӑнсан ҫанталӑк сивӗтет. Сурӑх ури уявӗ ҫитет.

26-30. Вучах чӳкне, вут чӳкне, килти йыш чӳкне ирттереҫҫӗ. Хӗрт-сурта кӑмака ҫине пӑтӑ лартса параҫҫӗ, киле пӑхма ыйтаҫҫӗ. Хӗрт-сурт, /ватӑ хӗр/ килтисем ҫывӑрса кайсан, кӑмака умне кӗнчеле арлама тухса ларать тет, ача сӑпкине сиктерет тет.

31. Ҫӗнӗ ҫула кӗтеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче, пулас пулӑм-телейӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫемьене кучченеҫпе, тулли сӗтелпе хӑналаҫҫӗ. Тум-тир кӗсйисене темиҫе пус укҫа ярса ҫывӑрма выртаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫултан тулли ырлӑх кӗтеҫҫӗ.

 

Усӑ курнӑ литература

  1. Ашмарин Н. И. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки. Словарь. Т. 17.
  2. Времена года. Православный народный календарь. /Сост. В. Соколовский, Урал-пресс. — 1992.
  3. Димитриев В. Д. Чувашский календарь и метрология. Шупашкар, 1982.
  4. Климшин И. А. Календарь и Хронология. Наука. М., 1990.
  5. Куликов С. Нить времен. Малая энциклопедия календаря. Наука. М., 1991.
  6. Мифы народов мира. М. Сов. Энциклопедия в 2 томах.
  7. Николаев Н., Харлампиев В. Звездочеты древности. М., 1991 г.
  8. Православный календарь. /Сост. Б. Рожковский, Владис. — Ростов, 2001.
  9. Религии мира. Энциклопедия в 2-х томах. Москва. Аванта, 1996 г.
  10. Романов Н. Р. Чувашский народный календарь; Ученые записки. Чув. НИИ ЭЛ. Вып 21. — Шупашкар, 1962.
  11. Стрижев А. Н. Календарь русской природы. — М. 1972.

 

Сыпăксем: