Эпир – суварсем

Юханшыв юхӑмӗнче –
ӗмӗрсен ташши.
Ташшинче ик ташӑҫ пур –
Тӑнӑҫпа хӗн-хур.
 
Сӗм вӑрман кашлавӗнче –
Несӗлсен сасси:
«Сувар ятлӑ йышлӑх пур,
эй, тӗнчеҫӗм, кур!».
 
Чӗвӗл шӑпчӑк сассинче
Несӗлсен юрри.
Юрринче сӗм авалхи
Суварсен чӗлхи.
 
Ытарми куҫ умӗнче
Кӗпе ум тӗрри.
Ум тӗрри – сувар ӗнчи –
Ӑслӑлӑх тӗнчи.

Микулай Шаймӑрса. 2015 ҫул.