Куҫма Элле пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартсамӑр.
В. ГАВРИЛОВА.
Кӳкеҫ поселокӗ.
Кузьма Васильевич Элле этнограф, историк, педагог, истори наукисен кандидачӗ. 1896 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑвайри икӗ класлӑ училищӗпе Хусанти учительсен семинарийӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, чехословаксемпе ҫапӑҫнӑ. Кайран Хусан хулинче службӑна малалла тӑснӑ. Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан 1922—1924 ҫулсенче Канаш станцийӗнче икӗ сыпӑклӑ шкула ертсе пынӑ. Комсомольски ялӗнче хресчен ҫамрӑкӗсен шкулне йӗркеленӗ, Чӑваш тӑрӑхне тӗпчекен пӗрлӗхӗн хастар членӗ пулса тӑнӑ.
Республикӑн Ҫутлӑх ӗҫӗн халӑх комиссариачӗ чӗннипе 1926 ҫулта Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Шкулта тата тӗп педагогика техникумӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Кӗҫех ӑна Чӑваш тӑрӑхне тӗпчекен пӗрлӗхӗн секретарьне суйланӑ. Ҫӗр-ҫӗр истори халапне тата фольклор хайлавӗсене пухса пичетленӗ. «Чӑваш ялӗсен ячӗсем истори ҫутинче» темӑпа 1933 ҫулта диссертаци хӳтӗленӗ. 1933—1935 ҫулсенче Учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра, наука библиотекин директорӗнче, ЧАССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн / халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ / штатра тӑман сотрудникӗнче ӗҫленӗ.
1937 ҫулта элеклесе национализмшӑн айӑпланӑран республикӑран тухса кайма тивнӗ. 1937—1944 ҫулсенче Одесса патшалӑх педагогика институчӗн авалхи тӗнче тата вӑтам ӗмӗрсен историйӗн кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1944 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн /халӗ университет/ пӗтӗмӗшле истори кафедрин доценчӗ пулса тӑнӑ. «Феодализм ӗмӗрӗнчи чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ /археологи, ҫырулӑх тата сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен ҫӑл куҫсем тӑрӑх/» темӑна халалланӑ диссертаципе ӗҫленӗ. 1947—1948 ҫулсенче пуринчен малтан Чӑваш Енӗн археологи-этнографи карттине тунӑ.
Ҫавӑн пекех К. Элле Фрунзе, Гомель хулисенчи педагогика институчӗсенче вӗрентнӗ.
Хыпар. — 2012. — Юпа, 13 (195—196 №№)