Хам хамах е çын мĕлки?

Ҫав шӗл кӑвар — чӑваш сӑмахӗ,
Чечен чӗлхи — чӑваш чӗлхи.
Вӑл упрансассӑн — хам хамах эп,
Упранмасан — эп ҫын мӗлки...
П. Хусанкай.

Паянхи лару-тӑрӑва илес пулсассӑн чӑвашсен йышӗ чаксах пырать. Пӗтӗмӗшле пӑхсан чӑвашсен кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан ытти вак халӑхсен те ҫак проблемах. Хӑшӗ-пӗри ҫакна асӑрхамасть е вуҫех пӗлмест, пӗлекенни вара шӑпрах тӑма кӑмӑл тӑвать. Мӗн тӑвас тен, йӑваш чӑваш...

Кирек мӗнле ыйтӑва хускатсан та тарӑнрах чакаламалла. Тымарне тупса кӑкламалла. Ҫиелтен ҫеҫ тӑпӑлтарнин усси ҫук. Ҫум курӑк та ҫапла мар-и, ара; Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен тапса тухать тӗп тӑвиччен. Тӗрӗссипе, эпир тапратнӑ ыйту паян ҫеҫ ҫуралман. Ӗлӗкех пулнӑ вӑл. Ҫакна Гурий Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» статйи те ҫирӗплетет. Ӑна вуласан: «ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мар, тинтерех ҫырнӑ пулӗ ку ӗҫе?» — тесе тӗлӗнетӗн. Питӗ тарӑн та пӗлтерӗшлӗ, кивелми шухӑшсем палӑртнӑ тӑван халӑх культурине тишкерекен паллӑ историк. Чӑваш пӗтессине кӑтартакан хӑрушлӑхсен шутне вӑл ҫаксене кӗртнӗ: хастарлӑ ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне юрӑхсӑр ачи-пӑчи пулни; эрех-сӑра ӗҫме, чӗлӗм туртма юратни; начар кӗлетке; сывлӑх чакни; ухмах ҫурални; ача ҫуралманни (хунавсӑр чӑвашсем) ; чӑваш кӑмӑлӗ пӑсӑлни; пӗрле, кӗр пулса ӗҫлеменни; харпӑр хӑйне вӗлерни; урӑх халӑхсемпе хутӑшса кайни; чӑвашӑн хӑй ӑсӗпе тунӑ ырлӑхсем (культура) ҫукки.

Пӗр пункчӗпе те килӗшмесӗр май ҫук. Кашнин пиркиех темӗн чухлӗ калаҫма пулать. Анчах тӗп сӑлтавӗсем виҫҫӗ: пӗтӗмӗшле алкоголизаци; ача ҫуратманни; тӑван чӗлхене хисеплеменни.

Кашни ҫын пуҫне ҫулталӑкра 8 литр эрех-сӑра тивсен ку нацие вилӗм патне илсе ҫитерме пултарасса палӑртаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Раҫҫейре вара ҫак палӑртнӑ виҫе 12-13 литртан та иртет. Мӗн ҫинчен пӗлтерет-ши асӑннӑ хӑрушӑ статистика; Ҫапла, савӑнмалли сахалтарах. Анӑҫ «культурин» витӗмӗпе кӑмӑл-сипет нормисем хавшаса пыраҫҫӗ, нумай пулмасть килпетсӗр тенӗ япалана «йӗркеллех» пек йышӑнаҫҫӗ. Ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: 18 тултарман ачасемпе ҫамрӑксен 92 проценчӗ 15 ҫула ҫитичченех «хаяррине» тутанса пӑхнӑ. Кашни виҫҫӗмӗшӗ — 10 ҫултах. Ӑс-тӑнӗпе психики йӗркеленсе ҫитмен «пурнӑҫ чечекӗсем» пур информацие те хӑвӑрт йышӑнаҫҫӗ. Уйрӑмах сиенлисене. Мӗншӗн тесессӗн сиенли яланах ансат. Кӑткӑссисемпе пуҫа ватас килмест вӗсен. Ҫакна шута илеҫҫӗ те суту-илӳре ӗҫлекенсем. Эрех-сӑрана, сывлӑхшӑн сиенлӗ шӗвексемпе сӗткенсене, пируса тата ытти килпетсӗр япаласене рекламӑлакан роликсем илӗртӳллӗ, тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑпа, сӑрӑпа ялкӑшаҫҫӗ, кӗскен те витӗмлӗн каланӑ путсӗр сӑмахсем самантрах пуҫа минтерсе яраҫҫӗ. Тӳрех ас тивсе, тутанса пӑхас туйӑм ҫуралать. Уйрӑм ҫын инкекӗ кӑна мар вӑл, пӗтӗм халӑх хуйхи. Эрех-сӑрапа минренӗ ҫамрӑка тек нимӗн те кирлӗ мар. Унӑн характерӗ ҫирӗпленсе ҫитеймесӗ-рех пӑсӑлас енне сулӑнать. Ӑнсӑртран пулаҫҫӗ-ши ҫакӑн евӗрлӗ улшӑнусем; Ҫук, паллах. Таврара, ҫемьере мӗн хуҫаланнине сӑнаса ҫавна вӗренет ача. Ҫакӑнтан килет малашне лайӑх е усал ҫул суйласси. Ырӑ пуҫарусемпе аталанӑва ҫемьерен пуҫламалла. Вӑл — никӗсре. Ҫемье ҫирӗп пулсан ҫурт та — халӑх — тӗреклӗ ларать, ишӗлмест.

Тӑван-пӗтене палламасан, кил-йышшӑн хаклӑ, пӗлтерӗшлӗ япаласене пуҫтармасан, вӗсене упраса йӑхран-йӑха памасан питех те япӑх. Аслашшӗ-асламӑшӗ хӑш йӑхран, мӗн ӗҫлесе пурӑннине кашни ачанах пӗлмелле. Ку тӑванлӑх туйӑмне аванрах палӑртма пулӑшать, чӑваш йӑхне малалла тӑсма, йышлӑлатма хавхалантарать.

Чӑваш ҫемйи яланах йышлӑ та туслӑ пулнӑ. Ахальтен кил-йыш теместпӗр ӑна. Пӗр ҫуртрах ват аслашшӗ-асламӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗ, ачисем пурӑннӑ. Килтен уйрӑлса тухакансем — аслисем. Ар ҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ҫурт ҫӗклемелле, ача ҫитӗнтермелле — ҫакӑнта чӑваш халӑхӗн мӗн пур философийӗ. Ҫут тӗнчене килекен кашни ачана Турӑ парни вырӑнне хунӑ. Никамӑн та пепкене ҫураличченех вӗлерес, планласа ҫут тӗнчене килтерес шухӑш пулман. Халӗ пачах урӑхла ӳкерчӗк. Ытти халӑхсен витӗмӗпе чӑвашсем те усал серепене ҫакланчӗҫ. Ача ҫуратмасан, ҫӗнӗ ӑру йышланса пымасан наци пӗтес хӑрушлӑх ҫивӗчленет. Тепӗр ене те палӑртмалла. Ача шучӗ ӳсни кӑна халӑх пӗтменнине ҫирӗплетмест-ха. Чӑвашӑн кил-йышӗнче «вырӑс ҫуралса ҫитӗнсен» унӑн мӗнле пуласлӑх пултӑр; Харпӑр хӑй чӗлхине хисеплеменни илсе пырать те вилӗм патне. «Ху чӗлхӳне ан хурла!..» ят панӑ Ҫемен Элкер 1917 ҫулта «Хыпарта» пичетленнӗ пӗр статйине. Унта вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Хӑй чӗлхине юратмасӑр унтан йӗрӗнсе тӑракансене Турӑ та юратмӗ, ун пек халӑхсем Турӑ умӗнче те, ытти халӑхсем умӗнче те малалла каяймӗҫ, вӗсем пурӑннӑҫем пӗтсе ҫӗр ҫинчен ҫухалсах пырӗҫ...»

Чӑвашсем вырӑс патшалӑхне кӗнӗ хыҫҫӑн вӗсен хушшинчен те ҫутталла турткӑнакансем туха пуҫланӑ. Малтанхи тапхӑрта маттуртарах та пултаруллӑраххисем пӗлӳ шайне тӗн семинарийӗсенче ӳстернӗ. И. Я. Яковлев наци шкулне йӗркелесен вара — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче.

Анчах темшӗн вӗреннӗ ҫынсемшӗн вырӑс чӗлхи малти вырӑна тухса тӑнӑ. Вӗсене никам та тӑван чӗлхерен писме хистемен-ҫке! Ирӗклӗ суйлав!.. Ҫӳллӗрех «картлашка» ҫине хӑпарнӑскерсемшӗн, «ӑсланса ҫитнӗскерсемшӗн», ашшӗ-амӑшӗн чӗлхи вӗсене тивӗҫлӗ мар, ҫителӗклӗ аталанайман пек курӑннӑ-ши; К. В. Иванов та «Хальхи самана» ятлӑ хайлавӗнче ҫакна лайӑх палӑртнӑ:

Тӗрлӗ ҫутӑ тӳмешӗн

Тенки тухать ав лешӗн?

Чӑвашла та калаҫмасть,

Тӑванне те ас тумасть...

Паянхи кун та сарӑлса пырать ҫак юхӑм. Тарӑнрах шухӑшласассӑн, тен, лару-тӑру ҫавӑн пек япӑхах та мар? Тен, кунта ятарлӑ психологи витӗмӗ те пур? Ачашраххисем, черченкӗреххисем пур пӗрех пӗтетпӗр тесе «вырӑса тухаҫҫӗ». Ун тӗслӗхне кура тепри ҫапла хӑтланать. Кайрӗ вара... Лешсене, халӑха пӗтерме шут тытнисене (глобализаци идейипе сӗмленекеннисене), ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ. Сӑмах вӑйӗ пирки пурте пӗлетпӗр. Ҫӗклеме те, пӗтерме те пултарать вӑл. Ҫавӑнпа та ют элеке итлес марччӗ. Ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн кайса вакка сикесрен асӑрханасчӗ.

Чӑваш халӑхӗ — этемлӗх йывӑҫӗн пӗр турачӗ, эпир вара — ҫав турат ҫинчи ҫулҫӑсем. Хӑрса ӳкме парас марччӗ ҫав турата. Ун ҫинчи кашни ҫулҫа упрасчӗ!

Ольга ПӐРТАС

Ҫӑлкуҫ: http://www.tst.smi21.ru/samant...

 

Разделы: