Хутшăнусем çывăхлатаççĕ

Встреча Президента Чувашии с учеными республики

Чӑваш Республикин Президенчӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ отрасльте вӑй хуракансемпе тӗл пулусем ирттерни кӗтмен япала мар. Ҫак кунсенче вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑсчахсемпе тата писательсемпе тӗл пулчӗ. Шӑпах вӗсем — халӑхӑн ӑс-хакӑл, интеллект шайне ҫӗклекенсем.

Республика ертӳҫине тата асӑннӑ тытӑм ӗҫченӗсене курнӑҫса чуна уҫса калаҫма мӗн хистенӗ-ха? Президент ҫивӗч ыйтусене халӑхпа пӗрле татса пама тӗв тытни куҫ умӗнчех терӗмӗр. Гуманитари ӑсчахӗсен те, писательсен те унашкал самантсем ҫук мар. Ҫавӑнпа та тӗл пулу вӑхӑтӗнче Михаил Игнатьев вӗсене те, кусене те тимлӗ итлерӗ, кайран сӑмах каланисен шухӑшӗсене пӗтӗмлетрӗ. Тӗл пулӑва Президентпа пӗрле ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, ЧР культура Министрӗ Роза Лизакова, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хутшӑнчӗҫ.

Хӑнасене гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе унӑн директорӗ Юрий Исаев паллаштарчӗ. Тӑван халӑхӑн этнокультурине тарӑн та тӗрлӗ енлӗн тӗпчекен пӗртен пӗр учреждени пулнӑран институтӑн пысӑк ӗҫсем пурнӑҫлама тивет. Кунти ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем халӑх историне, этнографи ӑслӑлӑхӗсен аталану ҫул-йӗрӗсене, халӑхӑмӑрӑн пурлӑхпа ӑс-хакӑл культурин тӗрлӗ палӑрӑмӗсене, мӑшӑрлану йӗркисемпе кил-йыш тытӑмне, ӗмӗрсен хушши ламран лама аталанса пынӑ уяв культурипе йӑли-йӗркисен пуянлӑхне, халӑх тата общество аталанӑвӗнче, халӑхсен хушшинче пулса иртекен пулӑмсене тата ыттине те тӗпчеҫҫӗ.

Юрий Исаев хальхи вӑхӑтри этнокультура аталанӑвӗ пирки сӑмах хускатнӑ май ҫак самантсене палӑртрӗ. Культура мулӗпе ҫывӑхланма, сӑмахран, комплекслӑ экспедицисем нумай пулӑшаҫҫӗ. Хӑш енӗпе? Фольклор, этнографи, чӗлхе, социологи экспедицийӗсем хальхи культурӑра пулса иртекен улшанусене курса-туйса тӑма, вӗсене тӗрӗс хак пама тата ытти те. Анчах та пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑк пулсан та унашкал экспедицисем сайра иртеҫҫӗ. Ҫапла тума укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр пулни чӑрмантарать.

Юрий Николаевич пӗлтернӗ тӑрӑх — ӑсчахсем ку енӗпе ҫапах та малаллах ӑнтӑлаҫҫӗ, грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ, спонсорсен пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ тата ытти те. Тата хӑш енӗпе ҫитӗнӳсем пур-ха?

- Иртнӗ ҫул икӗ томлӑ «Чӑвашсем» этнофафи тӗпчевӗ кун ҫути курнӑ, «Раҫҫей халӑхӗсемпе культурисем» ярӑмпа пичетленекен кӑларӑм валли «Чӑвашсем» том хатӗрленӗ, — паллаштарчӗ Юрий Николаевич. — «Чӑваш ҫӗр-шывӗн портречӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме пуҫларӑмӑр. «Ҫамрӑксен ҫураҫулӑхне аталантарасси» ыйтупа тӗпчевсем ирттертӗмӗр. Унти пӗр самант шухӑшлаттарать: чӑваш ачисен 18 проценчӗ хӑйне харӑсах чӑваш та, вырӑс та тет. Тӑван чӗлхен шӑпи те питӗ пӑшӑрхантарать. Район центрӗсенче ҫеҫ мар, ялсенче те чӑваш ачисем вырӑсла калаҫса ӳсеҫҫӗ. Шкулсенчи тӑван чӗлхепе литературин кабинечӗсен алӑкӗсем ҫине те вырӑсла ҫырса хунӑ.

Ытти самант пирки те чарӑнса тӑчӗ Юрий Исаев. Хӑйӗн шухӑшӗсене пӗтӗмлетсе ҫакӑн пек сӗнӳ пачӗ: «Республикӑра наци культура политики пулмаллах», — терӗ.

Искусствоведени докторӗ, ЧР Президенчӗн канашҫи Михаил Кондратьев профессор шухӑшӗпе — кирек хӑш халӑхӑн культури те тӗнче пӗлтерӗшлӗ. Унашкалли урӑх ниҫта та ҫук. Ҫавӑнпа чӑваш халӑх ӑс-хакӑл пуянлӑхне паян тӗпчесе ҫитес ӑрусем валли хӑварасси тӗп тӗллев пулмалла. Михаил Григорьевич сӑнанӑ тӑрӑх — пирӗн хальхи общество гуманитари ӑслӑлӑхӗпе ҫителӗклӗ усӑ курмасть. Ҫакна вӑл тӗп хулари пӗр вӗренӳ заведенийӗн вулавӑшӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗ. Унта гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫченӗсен, чӑваш писателӗсен пӗр ӗҫӗ те ҫук-мӗн.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, чӗлхе пайӗн ертӳҫи Николай Егоров профессор патшалӑх ӗҫӗнчи чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки чарӑнса тӑчӗ. Ытти республикӑра хӑйсен тӑван чӗлхине тӗпчес тӗлӗшпе ятарлӑ институтсем пур пулсан, пирӗн ҫак ӗҫе пурӗ те 6 ҫын пурнӑҫлать. Ӑсчах мӗн калас тенине вулавҫӑ хӑех ӑнкарса илчӗ пулӗ.

Николай Иванович ҫавӑн пекех этнографи туризмне Чӑваш Ен бренчӗ туса хурас тӗлӗшпе те хӑйӗн шухӑшне палӑртрӗ. Ҫакна йӗркелеме республикӑра майсем пайтах терӗ. Паллӑ чӗлхеҫӗмӗре этнографи музейӗн шӑпи те канӑҫсӑрлантарать. Унӑн концепцине вӑл 15 ҫул каяллах ҫырса хатӗрленӗ.

ЧР Профессионал писательсен союзӗн председателӗн Сергей Павловӑн шухӑшӗпе — кунашкал шайри тӗл пулу юлашки 17 ҫулта пӗрремӗш хут иртрӗ. Вӑл союзӑн хальхи вӑхӑтри ӗҫӗ-хӗлӗ, ун умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусем пирки чарӑнса тӑчӗ, кӗнеке вӑйне, витӗмне ҫӗклес тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене асӑнчӗ. Сӑмахран, юлашки вӑхӑтра ача-пӑча литературине аталантарас тӗлӗшпе грантсем параҫҫӗ. Ҫак мелпе аслисем валли кӑларакан литература тӗлӗшпе те усӑ курмалла.

ЧР Профессионал писательсен союзӗн председателӗн ҫумӗ Геннадий Максимов гонорар фондне ӳстересси ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Калав-повеҫ ҫырса кӗнеке кӑларакансене гонорар тӳлесси паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑмасть. Кӳршӗ республикӑсемпе танлаштарсан, чӑваш писателӗсем ку енӗпе питех те хыҫалта тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпах вӗсен «чун ҫимӗҫне» вулавӑшсем валли туянасси те тивӗҫлӗ шайра мар.

Культура министерствипе Кӗнеке издательстви асӑннӑ тивӗҫсене халӗ уйӑракан укҫа-тенкӗпе ниепле те пурнӑҫлаймӗҫ. Эсир пулӑшни, витӗм кӳни кирлӗ. Бюджетра ҫаксем валли ятарлӑ пунктпа укҫа-тенкӗ палӑртса хӑвармалла», — терӗ.

ЧР культура министрӗ Роза Лизакова та ҫакӑн пек тӗл пулусем кирлине асӑнчӗ. Ҫапла майпа ҫеҫ халӑха пулӑшма, унӑн культурӑри, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчи ҫитменлӗхӗсене пӗтерме пулӗ.

ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов шкулсенчи вулавӑшсем валли литература туяннӑ май ҫак саманта асӑрханине палӑртрӗ: кӗнекесем тивӗҫтерсе каймаҫҫӗ. Уйрӑмах словарьсем, наци сӗмне палӑртакан кӑларӑмсем ҫитмеҫҫӗ. Министр шухӑшӗпе — ку енӗпе правительство ҫумӗнче координаци канашӗ кирлӗ.

 

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Иванов К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен тата «Сувар» фондсем пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Виталий Петрович та этнопаркпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатрӗ. Ҫапла туни вырӑнлӑ та пулчӗ. Унпа ҫыхӑннӑ ӗҫе хула администрацине шанса панӑ-ҫке. Тӗл пулӑва вара унӑн пуҫлӑхӗ те хутщӑнчӗ. Леонид Черкесов, паллах, сӑмах чӗнмесӗр тӑма пултараймарӗ. Президент: «Этнопарк хӑҫан пулӗ?» — тесе ыйтсан ҫак ӗҫе ҫитес ҫул пуҫӑнасса шантарчӗ.

Унтан Михаил Игнатьев тӗл пулӑва хутшӑннисене, сӑмах илекенсене ҫивӗч ыйтусем хускатнӑшӑн тав турӗ.

Надежда СМИРНОВА
Хыпар. — 2011 ҫ. — Чӳк, 15 (219 №)