Ыйту: XVIII ӗмӗрте Атӑлҫире миссионер ӗҫ-хӗлне туса пыма ятарлӑ учреждени йӗркеленӗ. Вӑл хӑш енӗпе уйрӑмах курӑмлӑ ӗҫленӗ?
А. ГЕРАСИМОВ.
Елчӗк районӗ.
Хурав: Сӑмах ҫӗнӗ тӗн йышӑнтаракан кантур пирки пырать. 1700-1710 ҫулсенче I Петӗр патша Атӑлҫи халӑхӗсене Христос тӗнне йышӑнтарасси пирки темиҫе указ кӑларнӑ. 1731 ҫулта Свияжск хулинче ҫӗнӗ тӗн комиссине йӗркеленӗ, анчах вак халӑхсене тӗне кӗртесси питӗ вӑрах пурнӑҫланнӑ. Патшан 1740 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫӗнӗ тӗне йышӑннисем валли маларах палӑртнӑ ҫӑмӑллӑхсене ҫӗнӗрен ҫирӗп-
летнӗ. Шыва кӗнисене виҫӗ ҫуллӑха налуксенчен тата салтакран хӑтарнӑ, пурне те хӗрес ҫакнӑ, укҫапа тата тумтирпе хавхалантарнӑ. Налук-хырҫӑна тӗне кӗменнисен тӳлеме тивнӗ.
Ҫӗнӗ тӗн комиссийӗнчен 1740 ҫулта ҫӗнӗ тӗн йышӑнтаракан кантур туса хунӑ. Унӑн тытӑмӗнче тӗп ертӳҫӗ, унӑн икӗ пулӑшуҫи, виҫӗ вӗрентӳҫӗ /проповедник/, комиссар, канцеляри ӗҫченӗ, комитетсем, ҫар командисем
пулнӑ. Кантурӑн пӗрремӗш ертӳҫинче Д.А.Сеченов ӗҫленӗ. Ку тӑрӑхри чиркӳ ҫыннисем ҫӗнӗ тӗн йышӑнтаракан кантур ертсе пынипе халӑха ҫӗнӗ ят пама пикеннӗ. Вӗсене вырӑнти влаҫ органӗсем, купсасем пулӑшнӑ.
Кантур ҫыннисемпе вӗсен пулӑшаканӗсем салтаксемпе пӗрле чӑваш тата мари ялӗсене пырса урӑх йӑла-йӗркене тытса пурӑнакансене вӑйпах Христос тӗнне йышӑнтарнӑ. 1753 ҫул тӗлне чӑвашсемпе марисен пысӑк пайӗ тӗне кӗнӗ тесе палӑртнӑ. Тутарсем христианлӑха йышӑнман.
1764 ҫулта II Кӗтерне патша указӗпе ҫӗнӗ тӗн йышӑнтаракан кантура хупнӑ.
Хыпар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 26 (95-96 №№).