Камсем эпир: чăвашсем е сăварсем?

Темиҫе ӗмӗр хушши ӗнтӗ тӗпчевҫӗсем ҫак ыйтӑвӑн тупсӑмне шыраҫҫӗ. Вӗсен пӗр ушкӑнӗ пирӗн мӑн асаттесемпе мӑн асаннесем сӑварсен ӑрӑвӗнчен тухнине палӑртаҫҫӗ. Теприсем – пӑлхарсен шутне кӗртеҫҫӗ. Хунсен йӑхӗсенчен пулса кайнӑ текен шухӑшли те сахал мар. Чӑнах та камсем-ши эпир: сӑварсем е пӑлхарсем?

Маларах асӑннӑ ыйтусен хуравне Владимир Алмантайӑн тӗпчев кӗнекинче тӗплӗн ҫутатса панӑ. Вӑл “Сувары – предки чувашей” ятпа кун ҫути курнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтри тата чылай ҫӗр-шыв тӗпчевҫисен ӗҫӗсемпе ӗнентерӳллӗ факчӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ ӑна. Кунта чӑвашсем ӑҫтан пулса кайнине, вӗсен авалхи пурнӑҫне, тӗнӗпе йӑли-йӗркине сӑнласа панӑ. Ӑнланма йывӑр сӑмахсемпе терминсен словарӗ те пур.

Ҫакӑнтах тӗрлӗ ӑсчах каланисемсӗр пуҫне авторӑн чӑваш этносӗ пирки ҫирӗплетнӗ шухӑшсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем кӗнекен пахалӑхне самай ӳстереҫҫӗ. Алмантай хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗнче чӑвашсем суварсен йӑхӗнчен пулнине уҫҫӑнах палӑртать. Тӗслӗх вырӑнне марисем чӑвашсене еплерех чӗннине илсе кӑтартать. Вӗсем пире марилле “суаз” тенӗ иккен. Мӑн асаттесем суварсем пулнине хальччен те пӗлме пулать. Унчченрех Шупашкар Веда (Вӑтам) Сувар ятпа ҫӳрени те паллӑ. Автор сӑмахӗсемпе А.П.Смирнов, Н.И.Ашмарин, В.В.Николаев, А.М.Курбский, Г.П.Егоров ӑсчахсемпе академиксен тӗпчевӗсем тӳр килеҫҫӗ. Вӗсем те сувар халӑхне каярахпа монгол-тутарсенчен тарса пирӗн тӑрӑхалла куҫса килсен тин чӑваш тесе чӗнни пирки ҫирӗплетеҫҫӗ.

В.Алмантай кӗнекинче пӑлхарсем пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӗсене автор темиҫе халӑх пӗрлешӗвӗпе танлаштарать. “Пӑлхар патшалӑхӗ” Атӑл хӗрринче (пӑлхарла Болге) вырнаҫнӑ ҫӗр-шыв тенине ҫеҫ пӗлтерет иккен. Ун чух вӗсем сӑварсене пӑхӑнтарас кӑмӑлпа ячӗ ҫумне пулкар (пӗрле пул) хушма ят ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ час-часах сӑвар-пӑлхар тени тӗл пулать.

Ку кӗнекерен сӑварсене чӑвашсем тесе чӑн малтан кӳршӗллӗ халӑхсем чӗнме пуҫлани паллӑ. Вӗсем ҫапла Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче тӗпленнӗ ҫынсене каланӑ. Шӑп ҫавӑн пек майпа сӑвартан чӑваш пулса тӑнӑ та. ХV ӗмӗртенпе пире чӑвашсем тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫапах та юлашки вӑхӑтра политиксемпе историксем тӑрӑшнипе “сувар”тени ҫӗнӗрен вӑй илсе пырать.

В.Алмантайӑн иллюстрацисемпе илемлетнӗ “Сувары – предки чувашей” кӗнеки тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе, культурипе кӑсӑкланакансемшӗн хаклӑ тупра пулса тӑчӗ.

Ирина МАМУТКИНА.
Самант — 2010 ҫ. — Утӑ (№ 7).