Кивĕ Саврăш

Саврӑш ҫырми хӗррине хӑҫан ҫынсем килсе вырнаҫма пуҫланӑ? Мӗнрен пуҫланать тӑван ял историйӗ? Мӗншӗн Кивӗ Саврӑш тесе ят панӑ?

Мана кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине П. Е. Пильщиков, Н. Я. Пильщиков, Д. В. Захаров, А. Г. Кузьмин хуравларӗҫ. Вӗсене итленӗ хыҫҫӑн эпӗ хӑш-пӗр ӑнлантарусемпе килӗшесшӗн пулмарӑм. Хам шухӑша ҫырса пӗлтерем.

Тутарстан чӑвашӗсемпе Хусан тӑрӑхӗ ҫинчен вырӑс ӑсчахӗ А.И.Артемьев ҫырнӑ. Атӑл тӑрӑхне ҫул ҫӳреве А.Олеария, З.Герберштейн килсе ҫӳренӗ. Санкт-Петербургри Ӑслӑлӑх академийӗнчен те XVIII ӗмӗртех пирӗн тӑрӑха экспедицисем килнӗ. Пирвай вара Г.Ф.Миллер академик Хусан кӗпӗрнинчи чӗлхе тӗнӗллӗ халӑхсен культурине тӗпчени паллӑ. Манӑн ентеш, халӑх академикӗ Н.Я. Пильщиков хӑйӗн очеркӗсенче Кивӗ Саврӑш ялӗ X ӗмӗрччен пулса кайнине пӗлтерет. Ӑна ялӑн авалхи вырӑнӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн пӗлнӗ. Хальхи масар ҫумӗнчи чул палӑксене XVI ӗмӗртисем теҫҫӗ. Саврӑш ҫырми хӗрринче апла авалах пирӗн мӑн асаттесем пурӑннӑ. Анчах хальхи Кивӗ Саврӑш вырӑнӗнче вӑл вӑхӑтри пӗр япала-палӑк та ҫук. Манӑн ял каярах пулса кайнӑ ахӑр.

Патшалӑхӑн официаллӑ докуменчӗсенче Кивӗ Саврӑш ҫинчен пирвайхи хут 1749 ҫулта асӑннӑ. Пирӗн тӑрӑхри таврапӗлӳҫӗ В.И.Волков ҫакна ҫирӗплетет. Раҫҫейӗн 1871 ҫулхи перепиҫӗнче ҫакна паллӑ туни пур: Кивӗ Саврӑш Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи Ҫӗнӗ Этемшӳ вулӑсне кӗрет.

Саврӑш сӑмаха та тӗпчевҫӗсем тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Эпӗ В.П.Станъял ҫырнине вуланӑ хыҫҫӑн пачах урӑхла шухӑша кайрӑм.

Тӗрӗк халӑхӗсен кивӗ чӗлхе тӗнӗнче, Сартӑш теҫҫӗ ӑна, 4 вӗрентӳ пур. Вӗсене «саврӑш» теҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ чӗрчун тӗнчине сӑнлать, тискер кайӑксене. Иккӗмӗшӗ – тавралӑх пуянлӑхӗ: хир, вӑрман, ҫырма-ҫатра, ҫӗр сиплӗхӗ. Виҫҫӗмӗшӗ – таса ҫут ҫанталӑк: космос, ҫӑлтӑрсем, тӳпе, пӗлӗт, вут, шыв, ҫил, аслати, ҫиҫӗм. Тӑваттӑмӗш – чун хӑтлӑхӗ, тӑвансем, тус-юлташсем, ҫын шухӑшӗпе туйӑмӗ, халӑх телейӗ. Христос тӗнӗнче леш тӗнчери чунсене хӑтарас теҫҫӗ пулсан, чӗлхе тӗнӗн 4 саврӑшӗнче те ҫӗр ҫинчи ыр-хаярсене чӳклеҫҫӗ.

Саврӑш ҫырми хӗррине вырнаҫнӑ халӑх нумай турра ӗненнӗ. Ун ҫинчен выльӑх пусса чӳк тунӑ вырӑн ҫирӗплетет – киремет. Ҫырма тӑрӑхӗнчи Саврӑшпуҫӗнче, Чӑвашьелӗнче, Саврӑш салинче, Анат Саврӑшра XVIII ӗмӗрччен Христос тӗнне йышӑнман халӑх пурӑннӑ. Чӑвашсем кунта килсе вырнаҫсан Сартӑш тӗнӗнчи 4 саврӑшне пула ҫакӑнти ялсене Саврӑш ят пама пултарнӑ. Тата ҫакна та шута илес пулать: чӑвашсем Самар, Оренбург облаҫӗсенче те пурӑнаҫҫӗ. Унта та Саврӑш ятлӑ ялсем пур. Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне салатнӑ хыҫҫӑн халӑх Ҫӗпӗрелле куҫнӑ. Вара ҫӗр ҫинчи турӑсене шанакан халӑх Саврӑш тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑна юратса вырнаҫнӑ та ӗнтӗ. Ҫырмана та Саврушка тенӗ. Ҫапла пур историри пулӑм та Раҫҫейри ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ. Саврӑш тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Христос тӗнне 1750 ҫулалла ҫеҫ йышӑннӑ. Таврара тӗне кӗмен ватӑсемпе ҫамрӑксем халь те пур-ха. Ман шутпа, кивӗ чӗлхе тӗнне ӗненекенсемех яла Кивӗ Саврӑш ят панӑ.

Ялӑн хальхи историйӗ ҫинчен малтан ҫӳлерех асӑннӑ таврапӗлӳҫӗсем аван пӗлеҫҫӗ.

Тӑван яла, тавралӑха чун-чӗререн юрататӑп. Пирӗн вӗрентекен, историк ҫапла калать: «Иртнине пӗлмесӗр малашлӑха йӗркелеме ҫук». Питӗ тӗрӗс сӑмахсем.

Марина ВАСИКОВА.
Аксу районє, Кивӗ Саврӑш ялӗ.
Сувар. — 2007. — Утӑ, 20 (29 (707) №).