Ӗлӗк Хусан ханствинче вӑрмансем нумай ӳснӗ. Аҫтӑрхан (Астрахань) енче вара пачах пулман. Ҫавӑнпа ҫурт валли пӗренесене Атӑл тӑрӑх сулӑсем туса ҫеҫ антарма пултарнӑ. Ҫак ӗҫсене тархансене хушнӑ. Тархансем – патшалӑх ҫыннисем, патшалӑх хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсене налук тӳлессинчен хӑтарнӑ.
Кивӗ Шешкел ялӗнчен инҫех мар ӳсекен вӑрмана чӑвашсем – Таркӑн, вырӑссем Тархан вӑрманӗ теҫҫӗ. Ун чух кунта таркӑнсем те нумай пулнӑ, вӑрман ҫывӑхӗнче пытанса пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах тархансем те килнӗ. Таркӑнсем тархансем валли вӑрман касса, Ҫарӑмсан шывӗ тӑрӑх Атӑл еннелле юхтарнӑ.
Кивӗ Шешкел таврари чӑваш ялӗсенчен чи малтан никӗсленнӗ ял шутланать. Ӑна чума вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ. Чума 1601—1603, 1748, 1770 ҫулта та пулнӑ. Хӑш вӑхӑтра пуҫланса кайнӑ-ши Шешкел ялӗ? Хусан уесӗн ҫыру кӗнекинче 1602—1603 ҫулсенче Кивӗ Шешкел тата Кивӗ Саврӑш ялӗсене асӑнни пур.
Анчах ку таврара пурӑнма хӑрушӑ пулнӑ. Куҫса ҫӳрекен халӑхсем (кочевниксем) вырӑнти ҫынсене пусмӑрланӑ, ҫаратнӑ, вӗлернӗ, хӑйсемпе илсе кайнӑ. Ҫак сӑлтавпа Кивӗ Шешкел ялӗ пӗтнӗ. Вӑл хальхи Ҫарӑмсан ҫывӑхӗнчи ту ҫинче, Самар облаҫӗпе Тутарстан Республикин чиккинче, шыв арманӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ тетчӗҫ ваттисем.
Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫак таврара пушкӑртсем хӑйсен лаша, сурӑх, ӗне кӗтӗвӗсемпе куҫса ҫӳреҫҫӗ. Анчах инҫете тухса каймаҫҫӗ. Ҫакӑнта вырнаҫаҫҫӗ. Вӑрмансем, Ҫарӑмсан юхан шывӗн икӗ хӗррипе те ҫыран таранах ӳсеҫҫӗ. Ӗшнесем, ҫарансем нумай. Выльӑх тытма курӑк нумай пулнӑ. Ҫак таврара Ҫарӑмсан хӗрринче пушкӑртсем пурӑнма пуҫланӑ.
XVII ӗмӗр вӗҫӗнче – XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Ҫарӑмсан хӗрринчи ҫӗрсем ҫине каракалпаксемпе кӑркӑссем тапӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра 18 ялтан вуннӑшӗ ҫеҫ хӑтӑлса юлать.
1730—1740 ҫулсенче пушкӑртсем вырӑс патшине хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ. Хальхи Кивӗ Шешкел вырнаҫнӑ пысӑк шур ҫывӑхӗнче патша ҫарӗпе пушкӑртсен ҫарӗсем хушшинче ҫапӑҫу пулса иртет. Вырӑс ҫарӗ пушкӑртсене салатать. Ҫапӑҫу вырӑнӗнче пушкӑрт масарӗ ҫеҫ тӑрса юлать.
Пушкӑртсене, хальхи Кивӗ Шешкел ялӗ ҫумӗнчен кӑна мар, Ҫӗнӗ Шешкел ялӗсенчен те хӑваласа яраҫҫӗ. Ҫак ҫӗрсем служивый тутара Надыр Уразметова куҫаҫҫӗ.
Куҫса ҫӳрекен халӑхсенчен сыхланма Черемшан крепоҫне тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ Вар ялне, вӑл Чӗмпӗр кӗпӗрнинче вырнаҫнӑ пулнӑ, кӗҫех салтаксемпе пупсем чӑвашсене тӗне кӗртме килеҫҫӗ. Чӑвашӑн хӑйӗн тӗнне мӗнле улӑштармалла? Вырӑс тӗнне кӗрес мар тесе Ҫерушке ҫемйи (Ермиш, Енилле, Ерке ывӑлӗсем ҫемйисемпе пӗрле) Хӗрлӗ Вар ялӗнчен тухса Кондурча шывӗ хӗррипе Хӗвел тухӑҫ еннелле утать. Пурлӑх ун чухне пулман тесен те юрать. Мӗн пур пурлӑхӗ те – лаша, урапа ҫине вӑрлӑха хунӑ пӗр-ик михӗ тырӑ. Пӗчӗк ачасем те ҫав урапа ҫинех вырнаҫнӑ. Нумай утаҫҫӗ ҫак ҫынсем вырӑс тӗнӗнчен тарса. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑка яхӑн. Пӗр ялта чарӑнаҫҫӗ. Ку ялта юлас шухӑш та ҫуралать, анчах унта мӑкшӑсем пурӑннӑ иккен. Вӗсемпе хирӗҫӳ пулса иртнипе Ҫерушке ҫемйи малалла утать. Ҫарӑмсан урлӑ каҫса ту ҫинче ҫӗр каҫма чарӑнать. Апрель уйӑхӗ пулнӑран ҫанталӑк кӑнтӑрла ӑшӑ, ҫӗрле сивӗ тӑнӑ. Ҫӗрле икӗ ҫынни вилет. Чума чирӗ пуль тесе вӗсене ту ҫинех пытараҫҫӗ.
Пӗчӗк ҫырма хӗррипе утнӑ май хӗрарӑмсем ҫакӑнтах юлма шут тытаҫҫӗ. Тавралӑхӗ хӑйсен ялӗнчи пекех туйӑннӑ вӗсене: хӗрлӗ ҫыран, пысӑк ҫӑл, типнӗ лупашка – лачака. Ҫырмана – Ачалла ят параҫҫӗ. Ҫапла пуҫланса каять Кивӗ Шешкел.
Смолькино, Ухинкел, Шешкел, Салей, Антриял, Чӑтӑрлӑ, Баландай ялӗсен ҫыннисем Надыр Уразметовран ҫӗр сутӑн илеҫҫӗ. Пӗр теҫеттин ҫӗрӗн хакӗ 31 пус. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, Шешкел 1748 ҫултан пуҫланса каять.
Ҫӗрне 1750 ҫулта сутӑн илнӗ. Сутаканӗ Надыр Кульметов пулнӑ. Шешкел, Ухинкел, Смолькино, Тӑварма, Баландай, Салей ялӗсенчен ҫӗр илекенӗ Григорий Федоров тата Янихмет Селищевсем пулнӑ.
1797 ҫулта ҫӗр виҫекенсем килнӗ. Ылтӑна хуплу ӑшне хурса ҫӗр виҫекенсене (взятка) памалла пулнӑ. Шешкелсем ылтӑнне ҫӗршӗн пухнӑ. Абрам ятлӑ ҫын ылтӑна ҫӗр виҫекенсене хуплура памалла пулнӑ. Анчах Абрам вӗсене ашпа пӗҫернӗ хуплуне кӑна тыттарать. Ылтӑнпа пиҫнине хӑйне хӑварать. Ҫӗр виҫекенсем хуплӑва уҫса пӑхаҫҫӗ те – ылтӑн ҫук. Ҫилленнипе ҫӗре сахал касса параҫҫӗ. Кӑнтӑр енчен тата картмалла пулнӑ. Анчах унта ӗлӗкхи Шешкел ялӗ пулнӑ вырӑнта пӗр ҫурт ларнӑ. Ҫав ҫуртра пӗччен хӗрарӑм пурӑннӑ. Ҫав хӗрарӑм чӗркуҫленсе пуҫ ҫапса, тархасласа Шешкел валли ҫӗр хӑварма ҫӗр виҫекенсенчен ыйтать. Ӑна хӗрхенсе Шешкел валли ҫав хӗрарӑм ҫурчӗ таран ҫӗр касса хӑвараҫҫӗ. Ҫапла Шешкел ялӗ сыхланса юлать.
1774 ҫулта Салей ялӗ хушшинче Пугачев майлӑ ҫапӑҫакан Чике отрячӗпе патша ҫарӗ хушшинче ҫапӑҫу пулса иртет. Пугачевсене ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ. Чикан отрячӗ пӗр пай Ҫарӑмсан урлӑ каҫса Шешкел ялӗ еннелле чакать. Анчах патша ҫарӗ вӗсене икӗ ҫырма юппинче хуса ҫитет. Ҫакӑнта тепӗр ҫапӑҫу пулса иртет. Пугачевецсене йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ.
Евгений ИЛЮХИН.
Кивӗ Шешкел ялӗ,Ҫарӑмсан районӗ.
Сувар. — 2008. — Раштав, 19 (51 (781) №).