Эпӗ, Александр Маркович Русин, 1925 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах кӗнекене юратса ӳсрӗм. Ултӑ ҫулта чухнех вулама, шутлама, ҫырма вӗрентӗм. 1932 ҫулта Ҫавалҫырмари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӑн пӗрремӗш класне кайрӑм. Ӑна 1938 ҫулта мухтав грамотипе пӗтертӗм. Ҫав ҫулах Ҫӗрпӳри педагогика училищине ҫул тытрӑм, ӑна 1941 ҫулта вӗренсе пӗтертӗм. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ алхасма тытӑнчӗ. Ҫамрӑксемпе вӑйпитти арҫынсене фронта илме пуҫларӗҫ. Мана Нимӗчкассинчи пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Ҫав ҫул тӑшман пирӗн хуласене иле-иле хӗвелтухӑҫнелле талпӑнатчӗ. Чӑваш енре хӳтӗлев сооруженийӗсем тӑвас ӗҫ пуҫланчӗ. Эпӗ Тӑвай районӗнчи Пуянкасси ялӗнче 1942 ҫулхи март уйӑхӗччен агитатор пулса ӗҫлерӗм. 40-45 градус таран сивӗсем тӑратчӗҫ, анчах ҫынсем ҫав-ҫавах лумсемпе шӑн ҫӗре чавнӑ-ҫке. 1942 ҫулхи сентябрьте Ҫавалҫырма шкулӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм, ачасене ҫар ӗҫне, физкультурӑна, юрӑ тата рисовани урокӗсене вӗрентеттӗм. Коллективра арҫынсенчен Т. Родионов ҫеҫчӗ. Ӑна, ватлӑх енне пуснӑскере, фронта илменччӗ. 1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне илчӗҫ, Чкаловскри пулемет училищине вӗренме ячӗҫ. Эпир кунта «Максим» пулемета, ытти хӗҫпӑшала алла илнӗ. Ҫав вӑхӑтра тӑшман каялла чакатчӗ, анчах фронтра ҫӗнӗ вӑй кирлӗччӗ. Пирӗн училищӑн пӗтӗм йышне Чкаловскран Тула хули таран, Ясная Поляна ҫывӑхне, поездпа илсе кайрӗҫ. Эпир тӑххӑрмӗш корпусӑн ҫиччӗмӗш мехбригадине кӗтӗмӗр. Пирӗн взводра виҫӗ «Максимкӑпа» пӗр «ГАЗ-51» автомашинӑччӗ. Сентябрь уйӑхӗнче пирӗн корпус Киевран анаталла, Днепр юханшывӗ патнелле куҫрӗ. Эпир Красавкино станци ҫывӑхӗнче чарӑнтӑмӑр. Техникӑна каҫарма строительство батальонӗ кӗпер хыврӗ. Сиен кӳрес тӗллевпе ӑна тӑшман тӑтӑшах персе тӑратчӗ, каҫсерен бомбӑсем пӑрахатчӗ. Салтаксем каҫ сӗмӗ ҫапсан сулӑсем ӑсталатчӗҫ. Эпир ҫав-ҫавах Днепр урлӑ каҫрӑмӑр. Анчах ҫакӑнта чылай ҫухату пулчӗ ҫав, юханшыв хӗп-хӗрлӗ тӗслӗччӗ, чылай техника шыв айне пулчӗ. Ир енне тӑшмана Днепртан 15-20 ҫухрӑм хӑваласа кайрӑмӑр. Пирӗн ушкӑнта виҫӗ ҫын кӑна тӑрса юлчӗ. Часах йыш хушӑнчӗ. 1943 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче мана йывӑр амантрӗҫ, тӑшман пульли хырӑм витӗр тухнӑ. Пӗверпе сылтӑм пӳре суранланнӑ. Операци виҫӗ сехете тӑсӑлчӗ. Эпӗ хамӑн ентеше, Канашра ҫуралса ӳснӗ Т. С. Ермошкина тухтӑра пула кӑна сывах юлтӑм. Вӑл мана икӗ уйӑх хушши сиплерӗ, тепӗр икӗ уйӑхран вара Сума хулине ячӗҫ. Санитари поезчӗ Новосибирска илсе ҫитерчӗ, унтан — Бердскри эвакогоспитале. Кунта 1944 ҫулхи май уйӑхӗччен сиплентӗм, уйӑх вӗҫӗнче вара киле ячӗҫ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хутӑм. 1949 ҫулта юратнӑ ӗҫе кӳлӗнтӗм, Чатукасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм.
Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ