Мăкшăм палăкĕсем

Мăкшăм палăкĕсем пирки каласа кăтартсамăр...

О. Петрова.
Çĕрпÿ районĕ.
 

Мăкшăм ушкăнне тĕрлĕ вăхăтри археологин 30 палăкĕ кĕрет. Çак шутра — мезолитăн сакăр, неолитăн вунă, энолитăн пĕр вырăнĕ, вутчуль хĕç-пăшалĕсене тата вăтам ĕмĕрсенчи керамикăна тупнă вырăнсем икшер. Çиччĕшĕнне вăхăчĕсене тĕрĕс палăртайман. Вăл Атăл леш енче Шупашкартан çурçĕр-хĕвел анăçĕнче, ГЭС тунă май шыв айне юлнă хăйăрлă утравсем çинче тата Атăлăн сулахай çыранĕн террассинче вырнаçнă. Палăксен пысăк пайĕ шывра вăйлă сиенленнĕ, арканнă. Шыв управĕ хута кайиччен ку тăрăхра пулнă Мăкшăм поселокĕн ятне панă. 1991 çулта А. Соколов неолитăн пĕр вырăнне тĕпченĕ. 1999 çултанпа ыттисене тĕпчеççĕ.

Мăкшăм ушкăнĕнчи мезолит вырăнĕсенче тахçан çурт ларнă 22 путăка тупнă. Пĕтĕмпе 600 тăваткал метра яхăн лаптăка уçнă, тÿрĕ кĕтеслĕ тата çаврака, тăррине ÿпленни евĕр витнĕ тăватă çĕр пÿрт юлашкине тĕпченĕ. Юпасене, кăмака шăтăкĕсене, тухса, кĕрсе çÿремелли вырăнсене тупнă. Пÿртсен лаптăкĕ 90—200 тăваткал метра яхăн. Вĕсен-

че хĕлле те пурăннă, ăшăтнă, юсаса тăнă. Кунсăр пуçне ку тăрăхра чултан ăсталанă 25 пине яхăн тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ /ухă йĕппи, çĕçĕ, пуртă т. ыт. те/ тупнă.

Мăкшăмри 14-мĕш вырăнта тупнă çуннă шăмăсем /çурçĕр пăланĕн, мулкачăн, кăвакалăн, ăмăрт кайăкăн/ авалхи çынсем сунара çÿренине çирĕплетет. 1, 7, 13, 16, 19-мĕш вырăнсенче те çĕр айĕнчен чултан тунă 11 пин ытла япала кăларнă. Шыв управĕ хупличчен неолит вырăнĕсенче те тĕрлĕ хатĕр нумай тупнă. 2, 3, 4, 5, 6, 12, 17, 20, 24, 25-мĕш вырăнсенче чул япаласене тата тăм кăкшăмсен пайĕсене асăрханă. Керамика Балахна, Атăл-Кама культурине евĕрлет.

Энеолитăн 26-мĕш вырăнĕ çÿлерех вырнаçнă. Кунта тăсăкрах çаврака çичĕ пÿрт вырăнĕ лайăх курăнать. Çĕр айĕнчен кăларнă материал шутĕнче тĕпрен илсен чул хатĕрсем тата тăмран йăваласа тунă япаласем. Мăкшăмăн 9 тата 29-мĕш вырăнĕсенче вăтам ĕмĕрсенчи керамикăна /авалхи марисен тĕрĕсĕр тăм савăт-сапи пулĕ теççĕ/ тупнă.

Хыпар. — 2012. — Авăн, 1 (171—172 №№)