Чӑваш пӗрлешӗвӗсен пухӑвӗсенче, конференцийӗсенче тухса калаҫакансен, чӑвашлӑхшӑн чунтан тӑрӑшнӑ пек кӑтартакансенех, хулара е район центрӗнче пурӑнакансен ачисем вырӑс пулса ӳсеҫҫӗ. Вӗсемех чӑвашсен шучӗ сахалланса пынишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха хӑйсен ачисемпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ, тӑван чӗлхерен пистереҫҫӗ? Кам кӑкӑр шаккаса мухтанма пултарать хулара е райцентрта пурӑнса ачине чӑвашла вӗрентетӗп тесе? Мӗншӗн сассӑрсем илтӗнмеҫҫӗ? Манӑн ачасем, кӗҫӗннисем 1-мӗш класранах Сызраньте вӗренме тытӑнчӗҫ пулин те, эпӗ вӗсемпе яланах чӑвашла калаҫнӑ. Вӗсем пурте чӑн чӑвашсем пулса ӳсрӗҫ.
Пӗрре Питрекелӗнче (Самар облаҫӗ) Тольяттри чӑваш автономийӗн ертӳҫинчен А. П. Глуховран: «Ялта ачасене вӗрентме шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсем пулмалла, чӑваш чӗлхи урокӗсене программӑна кӗртӗр-ха?» — тесе ыйтсан хирӗҫ: «Эсир малтан хӑвӑр ачӑрсене чӑвашла вӗрентӗр, вара пире хамӑр ачасене чӑвашла вӗрентме хушӑр», — сӑмаха илтме тиврӗ. Тӗрӗс те. «Пехил» пӗрлӗхӗн ертӳҫин В. Д. Калмыковӑн та, «Самар Ен» хаҫат редакторӗн Н. В. Давыдовӑн та ачисем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ. Ашшӗамӑшӗсем вӗсемпе вырӑсла кӑна калаҫаҫҫӗ. Чӑваш пӗрлӗхӗсен ертӳҫисемех: «Ман ачасем вырӑс пулччӑр та, вӗсен ачисем чӑваш пулса ӳсчӗр», — тенӗ пек пулса тухать. Тутарсемех ун пек мар, хӑйсен чӗлхишӗн, йӑлисемшӗн хытӑ тӑрӑшаҫҫӗ.
Библире ҫавӑн пек калани пур: «Хӑвӑрӑн аҫӑр-аннӗрсене, пиччӗр-шӑллӑрсене, аппӑр-йӑмӑкӑрсене хисеплӗр. Вӗсен ырӑ йӑли-йӗркисене тытса пырӑр. Ҫын хӑйӗн несӗлӗсене ҫичӗ сыпӑк таран питӗ лайӑх пӗлмелле, вӗсене сыхласа пымалла. Ҫаксене пӗлмесен эпир Турра юрӑхпӑ ҫын мар». Ырӑ йӑла-йӗркесен шутне тӑван чӗлхене те кӗртмелле.
Хуласенче чӑвашсен ансамблӗсем аван ӗҫленине палӑртса хӑвармалла. Анчах та ансамбльте чӑваш юррисене юратса юрлакансенех пӗрин те ачисем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ. Камсене ӳстеретпӗр эпир? Хамӑрӑн несӗлсене пӗлмен тӑхӑмсене мар-и?
Эпӗ Иван Егоров писатель-прозаик патӗнче пӗрре мар пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ — вырӑс. Павел ятлӑ ывӑлӗ амӑшӗпе вырӑсла пуплет, ашшӗпе вара шӑкӑлтаттарса чӑвашла калаҫать. Вӑт ку тӗрӗс. Ачасем ашшӗ чӗлхине те пӗлччӗр, амӑш чӗлхине те хисеплеччӗр.
Ҫав Питрекелӗнчи пулӑмах аса илетӗп. Вӑтам шкул умӗнче ачасем юр ҫинче йӑваланаҫҫӗ, ҫанталӑк сивӗ.
«Класа кӗрӗр, шӑнатӑр вӗт», — терӗм кусене.
Мы по-чувашски не знаем.
Вы же чуваши?!
Нет, мы русские, наши родители только чуваши. Они нам говорят, что чувашский язык плохой язык, нечего его знать.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ку ачасенчен пӗрин амӑшӗпе курса калаҫма тӳр килчӗ.
Чӑваш чӗлхи чухӑн вӑл. Эпир калаҫнӑ чухне те вырӑс сӑмахӗсемпе час-час усӑ куратпӑр, — терӗ.
Йӑнӑшать вӑл. Чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхипе танлаштарсан та пуянрах чӗлхе. Пирӗн падежсем вырӑсӑннинчен ытларах. Вырӑс чӗлхинче япала ячӗсен сӑпат аффиксӗсем ҫук, чӑваш чӗлхинче пур. Тӗслӗхрен, «кӗнекем», «кӗнеки». Кӗнеке камӑн пулнине местоимени лартмасӑрах ӑнланма пулать. Вырӑсла дедушка тетпӗр, те вӑл асатте, те вӑл кукаҫей — пӗлме ҫук. Вырӑссем ашшӗпе пӗртӑвана та, амӑшӗпе пӗртӑвана та дядя теҫҫӗ, пирӗн вара пичче тата кукка...
Хӑш-пӗр чӑваш ялӗсенчи шкулсенчех чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫҫӗ. Аксу районӗнчи Мӑкшелӗнче те ҫавах иккен. Эпӗ ҫав шкулта 7 класс пӗтернӗ. Пур предмет та чӑвашлаччӗ. 1956 ҫулта директор шкулта чӑваш чӗлхине пӗтернипе РОНО умӗнче чапа тухрӗ. Эпӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме ыйтсан та вӑл манпа килӗшмерӗ. Вара министерствӑна ҫырса ярсан тин чӑваш чӗлхине вӗрентме тытӑнчӗҫ. Эпӗ ялтан куҫса кайсан чӑваш чӗлхине пӗтерчӗҫ. Ялта 70 процент чӑваш пурӑнать пулсан та шкулта халӗ те чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫҫӗ.
Райцентрти пӗр пуҫлӑх (пирӗн халӑх ҫынни мар) каланӑ сӑмахсем асра: «Эсир хӑвӑра хӑвӑр хисеплеместӗр пулсан, сире кам хисеплетӗр? Ачӑрсем вырӑс пулса ӳсеҫҫӗ. Икӗ ҫырав хушшинчех ҫавна пула мӗн чухлӗ чӑваш чакрӗ! Тутарсем шутпа ӳсрӗҫ. Эсир хӑвӑра хӑвӑр пӗтеретӗр. Ачӑрсене тӑван чӗлхӗре юратма вӗрентӗр, унтан сире ытти халӑхсем те хисеплеме тытӑнӗҫ», — терӗ. Ман шутпа вӑл тӗрӗсех каларӗ.
Енчен те пирӗн чӗлхене, ырӑ йӑласене ӗмӗрсем хушши, ӑруран-ӑрӑва аталантарса, илемлетсе пынӑ мӑн асаттесене чӗртсе тӑратма май пулсан, вӗсем тӑван чӗлхе пирӗн ачасенчен татӑлса, пӗтсе юлнине курсан пире мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши? Ҫук, пире вӗсем уншӑн ниепле те каҫарман пулӗччӗҫ.
Виктор СИМАКОВ,
Чӑваш халӑх ӑсчахӗ.