Нумай пулмасть Мускавран эпир пурте пӗлекен, чӑваш халӑх историне тӗпчекен Петр Ярушкович Мульдияров профессор килсе кайрӗ. Хусана вӑл наука конференцине хутшӑнас тӗллевпе килнӗ. Чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ вӗрҫӗнӗ икӗ ҫирӗплетӳ тупнӑ вӑл, анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, ученӑйсен тӗнчи ӑна йышӑнма хатӗр мар.
Конференцире Петр Ярушкович Енисей тӑрӑхӗнчи ӑрусем Атӑлҫине килсе вырнаҫни пирки анлӑ тӗпчевпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн вӑл пирӗнпе курса калаҫма кӑмӑл турӗ, интересленсех ыйтусем ҫине хуравларӗ.
– Петр Ярушкович, чӑвашсен кун-ҫулӗпе эсир хӑҫан интересленме пуҫланӑ?
– Шкул ҫулӗсенчех, вӑл вӑхӑтрах пӑлхарсем ҫинчен кӗнеке вуланӑччӗ. Татах вулас килетчӗ, анчах шкул библиотеки чухӑнччӗ. Ӗҫленӗ чухне те пит вулама вӑхӑт ҫукчӗ. 1992 ҫулта чӑваш обществин правленине илсен кӑсӑклану вӑйланчӗ.
«Лик» журналта манӑн «Вӑтам Атӑл ҫинчи Енисей тӑрӑхӗнчи ӑрусем» статья тухрӗ. Ӑна эпӗ чӑвашсем ӑҫтан, мӗнле майпа ҫак тӑрӑха килнине тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫыртӑм. Темиҫе ҫул кайрӗ тӗпчевсене пуҫтарма. Хакассен республикинче 80 ҫухрӑма тӑсӑлса выртакан Ӑш ятлӑ ту хырҫи пур. Ҫав ту ҫинчен Джабаш юхан шыв юхса выртать, чӑвашла каласан «Мӑн Шобаш» е «Мӑн Чӑбаш» пулать. Ҫак топонима эпир Чӑваш Ен тӗп хулин ятӗнче — Шупашкар (Шубашкар) куратпӑр, унра Минусин айлӑмӗнчи ту хысакӗн ячӗпе ҫырман ячӗ кӗнӗ. Тува тӑрӑхӗнчи ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнче Чаваш ятлӑ юхан шыв пур. Кемерово облаҫӗнче Шор, кун пирки Радов хушаматлӑ ученӑй Ыбаш ял ҫинчен ҫырнӑ чухне асӑнса хӑварнӑ, халӗ ҫав ял Чувашка ятлӑ, унччен Чыбаш тенӗ. Мӗн теме пулать-ха? Кӑнтӑр Ҫӗпӗрти топонимсемпе гидронимсем Вӑтам Атӑлҫире тӗл пулни ахаль мар. Скифсемпе сарматсен вӑхӑтӗнче куҫса ҫӳрекен халӑхсем ҫӗнӗ ҫӗре килсен шывсемпе юхан шывсене хӑйсен ӑрӑвӗн ятне панӑ. Юхан шывсен ячӗ улшӑнни вӗсен хуҫи улшӑннине пӗлтернӗ, ҫав вӑхӑтрах пысӑк шывсен ячӗсем ӗлӗкхи пекех юлнӑ, хӑйсен ҫывӑхӗнчи пайсене кӑна ӑрусем хӑйсенле каланӑ. Тӗслӗхрен, Атӑл, унӑн вӗҫне хазар, вӑтам пайне буртас, ҫӳлерех булгар тесе каланӑ, ҫав вӑхӑтрах унӑн ӗлӗкхи ячӗ Атиль те упранса юлнӑ. Топонимсемпе гидронимсене тӗпчени Кӑнтӑр Ҫӗпӗртен Вӑтам Атӑлҫине мӗнле халӑхсем килнине пӗлме май парать.
– Нивушлӗ халӑхсен, ӑрусен, ҫырма-ҫатрасемпе юхан шывсен ячӗсем ҫинче никӗслесех ҫакӑн пек хӑюллӑ ҫирӗплетӳсем тума пулать?
– Мӗншӗн пулмасть? Кун пирки эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп. Кӑнтӑр Ҫӗпӗрте чӑвашла илтӗнекен топонимсем пуррипе кӑна мар, вӗсем Атӑлҫине халӑхпа пӗрле килни нумай япалана ӑнлантарать. Этнотопонимсен пӗрлӗхӗ такама та шантарма пултарать.
– Сирӗн тӗпчевсем тӑрӑх, чӑвашсене мӗн авалтанах чӑваш тенӗ. Нумай историк вара пирӗн халӑха чӑваш тесе пит ӗлӗкех мар калама пуҫланӑ тесе ҫирӗплетет. Нумайӑшӗ паянхи кун чӑвашсен авалхи Сувар ятне тавӑрмалла тесе калаҫҫӗ.
– Тӗрӗс мар ку. Хам тӗпчевсемпе эпӗ шӑпах ҫак ҫирӗплетӳсене хирӗҫлетӗп. Ӑрусем ку тӑрӑха хӑш ӗмӗрте куҫса килнине тӳрех палӑртма ҫук, тӗпчевсем тӑрӑх, вӑл пирӗн эрӑри III-V ӗмӗрсенче пулнӑ. Тен, вӗсем ун чухне чӑваш чӗлхине те пӗлмен пулӗ-ха. Урӑхла каласан, чӑваш ячӗ чӗлхерен маларах пулса кайнӑ. Вӑл хӗвел тухӑҫри скифсен ятӗнчен тухнӑ, вӗсем хӑйсене «ӑсӑ», «ӑҫӑ», «ӑчӑ» тесе палӑртнӑ, тӗрлӗ халӑх ҫыннисем тӗрлӗрен каланӑ. «Ӑчӑ» тени «скиф» тенине пӗлтерет. Пӑлхар пирки. Пӑлхар ҫара пӗлтерет, «пӑл» ҫар ҫыннине палӑртать, вырӑсла «болг» тени те ҫавнах ӑнлантарать, «болгар» нумайлӑ хисепе кӑтартать, р нумайлӑ хисеп аффиксӗ, а сыпӑну аффиксӗ. Тӗрӗксем малтан пулман, скифсем иран чӗлхипе калаҫнӑ.
– Чӑваш чӗлхи апла хӑҫан пулса кайнӑ?
– Ӑна халӗ никам та пӗлмест. Кунта куҫса килнӗ чухне тӗрӗк чӗлхисене пӗлнӗ ӗнтӗ пирӗн мӑн асаттесем.
– Чӑваш историне тӗпчекен ӑсчахсем нумай, анчах хӑш-пӗрин ӗҫӗсем шантараймаҫҫӗ, наука тӗпчевӗсем енчен вӗсем шӗвӗ. Чылай япалана шанма йывӑр, вулама, паллах, интереслӗ, халап пек. Эсир топонимсене никӗсе хуратӑр.
– Мана Геннадий Егоровӑн тӗпчевӗсем шухӑшлаттараҫҫӗ, вӗсем тарӑн, Юхма Мишшин ытларах илемлӗ литературӑна аса илтереҫҫӗ. Топонимсене те тӳрех шанма йывӑр, паллах. Акӑ кӑркӑссен чош ятлӑ ӑрӑвӗ пур. Вӗсем ӗлӗк Енисей тӑрӑхӗнче пурӑннӑ, юлнисене халӗ те Енисей кӑркӑсӗсем теҫҫӗ. Вӗсем скифсем пулнӑ, калаҫма иран чӗлхипе усӑ курнӑ. Хунсен патшалӑхӗнче тӗрӗкле калаҫма пуҫланӑ пулас.
– Тӗрӗк чӗлхине нумай чӗлхе кӗрет-ҫке?
– Авалхи тӗрӗксене уйӑрмаҫҫӗ, авалхи тӗрӗк каганачӗ пӗрле каласан.
– Авалхи тӗрӗк чӗлхине хӑш чӗлхе паян ҫывӑхрах?
– Капла калама юрамасть. Мӗншӗн тесен вӗсен тӑхӑмӗсем кӑпчаксем те, уйгурсем те пулнӑ, чӗлхисем уйрӑлса тӑнӑ. Тӗрӗк чӗлхине куҫнӑ халӑхсем питӗ нумай. Пӗтӗм Еврази тӑрӑхӗнчи куҫса ҫӳрекен халӑхсем иран чӗлхи ҫине куҫнӑ. Паллах, вӗсем пурте Иран ҫыннисем пулман, хальхи тӗрӗк чӗлхисемпе калаҫакансем те тӗп тӗрӗк мар. Туркменсен, азербайджансен, узбексен шутне ирансем нумай кӗнӗ. Нихӑш халӑха та таса тӗрӗк теме ҫук, кашнинчех Иран компонентне тупма пулать.
– Апла пулсан пирӗн мӑн-мӑн асаттесем Иран йӑхӗсенчен тухнӑ?
– Иран йӑхӗнчен тухнисем компонент пулса кӗнӗ. Акӑ Енисей тӑрӑхӗнче кетсем пурӑннӑ, пирӗн историре вӗсен йӗрне те курма пулать. Вӗсен сӑмахӗсене 2007 ҫулта пухса танлаштарса статья кӑларнӑччӗ. Унпа Шупашкарта доклад та тунӑччӗ.
– Петр Ярушкович, сирӗн шутпа мӗншӗн тӗпчевҫӗсем хушшинче чӑвашсен историйӗ пирки хирӗҫлевсем пулаҫҫӗ? Шухӑшсем нумай, анчах халӑхӑмӑр пирки наукӑлла ҫирӗп никӗс ҫук.
– Ӑсчахсем хушшинче хирӗҫлевсем яланах пулнӑ, ку йӗркеллӗ япала. Чӑваш историйӗ туптанса ҫитмен-ха тетӗр, ыттисен те ҫаплах, ак вырӑссенех илер. Вӗсем халӗ те-ха «русь» сӑмах ӑҫтан тухнине пӗлмеҫҫӗ. Тӗпчевсем тунӑ хыҫҫӑн эпӗ вырӑссем скифсемпе сарматсенчен тухнине ҫирӗплетрӗм. Аорс ятлӑ халӑх пулнӑ, вӗсем хӑйсене «ӑрӑс» тенӗ. «Аорс», «ӑрӑс», «орус» «рус» сӑмах тымарӗ ҫумне скиф чӗлхин правилисемпе сӑмах умне уҫӑ сасӑ лартнипе пулса кайнӑ, чӑвашсем вара хуть хӑҫан та «в» сасӑ лартнӑ , ҫапла «врус», «вырус», «вырӑс» пулса кайнӑ. «Рус» сӑмах ӑҫтан тухса кайни пирки эпӗ Рязаньте 2008 ҫулта иртнӗ историксен конференцийӗнче доклад тунӑччӗ.
– Эпир те «чӑваш» хӑҫан тата мӗнле пулса кайнине ҫирӗплетсе калаймастпӑр.
– Эпӗ пӗлетӗп. «Ӑчӑвӑш» сӑмахран пулнӑ вӑл, «ӑчӑ» скиф тенине пӗлтерет, «вӑш» — вӗсен туррине. Вырӑсла каласан вӑл «божественный человек» тенине пӗлтерет. Кашни сӑмахӑн хӑйӗн историйӗ, акӑ кӑркӑссен «чоож» сӑмахне илер, -чо сыпӑк -ӑчӑ сыпӑкпа пӗр ӑнлавлӑ, каярахпа малти протеза, уҫӑ сасӑ, тухса ӳкнӗ те -чӑ юлнӑ. Пӗр ученӑй ҫак сӑмах тымарӗ шыв тенине пӗлтерет тесе ҫырнӑ. Г. Егоров вырӑс чӗлхине кӗнӗ чӑваш сӑмахӗсем ҫинчен кӗнеке кӑларнӑччӗ. Вӑл унта илсе кӑтартнӑ сӑмахсем вырӑссене чӑвашсенчен куҫнӑ тесе ҫирӗплетет, пӗр япалара кӑна йӑнӑшать. Ҫав сӑмахсем чӑваш чӗлхине, унтан вырӑс чӗлхине ирансенчен куҫнӑ.
– Петр Ярушкович, хӑвӑр пирки калаҫар-ха, ӑҫта тата мӗнле ҫемьере ҫуралса ӳснӗ эсир?
– Эпӗ Ҫарӑмсан районӗнчи, халӗ Элмет районне кӗрет, Пакраш ялӗнче 1935 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье пысӑкчӗ пирӗн, аттепе анне вун пӗр ача пӑхса ӳстернӗ. Пирӗн ял тӗттӗм ялччӗ, вӑл вӑхӑтра почта та, телефон та, радио та ҫукчӗ. Шкула аслӑ тетепе вӗренме ҫӳреттӗм, тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Клемтел ялӗнчи шкула кайма пуҫларӑм. Инҫе ҫӳреме тивнипе хӗллехи вӑхӑтсенче тӑвансем патӗнче пурӑнма тиветчӗ. Ҫиччӗмӗш класс пӗтернӗ ҫӗре хамӑр ялтах малтан сакӑр, унтан вунӑ класлӑ шкул уҫрӗҫ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Хусанти медицина институтне вӗренме кӗтӗм.
– Института вӗренме кӗни питӗ кӑсӑк пулса иртни пирки илтнӗ.
– Ҫапла, интереслӗ пулса тухрӗ. Хусана аслӑ пӗлӳ илме ҫул тытсан патшалӑх университечӗ, медицина тата авиаци институчӗсем хушшинче суйлав турӑм. Кашнинче вӗренме кӑмӑл пурччӗ. Вара хӑшӗ ҫул ҫинче малтан тӗл пулать, ҫавӑнта кӗретӗп тесе шухӑшларӑм. Хусан патшалӑх университетне ҫитме нумай та юлманччӗ пӗр ҫамрӑк ҫын чӗнсе илчӗ, калаҫса кайрӑмӑр, вӑл та вӗренме килнӗ иккен, чӑваш, медицина институтне шырать. Иксӗмӗр вара тӳртен выртакан университет ҫулӗнчен пӑрӑнса картишсем урлӑ медицина институчӗ патне килсе тухрӑмӑр. Шӑпа илсе килчӗ-тӗк, кунтах вӗренес терӗм вара. Чи йывӑрри 1-2-мӗш курссене иртесси пулчӗ, шӑп ҫак тапхӑрта студент профессиллӗ кирлӗлӗх тӗрӗслевне иртет. 3-мӗш курса ҫитрӗн-тӗк, эсӗ медицина ҫынни. Тӑваттӑмӗш курсра чухне хама-хам тӑрантарас шутпа больницӑна хутнӑ ҫӗрте ӗҫлерӗм, вутӑ йӑтаттӑмччӗ. Нумай ача-пӑчаллӑ аттепе аннерен пулӑшу кӗтместӗмччӗ. 1952 ҫулта терапевт специальноҫне алла илсе вӗренсе тухрӑм унтан.
– Распределенипе ӑҫта ячӗҫ?
– Кӑркӑс Республикине, СССРӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп управленийӗн виҫҫӗмӗш системине лекрӗм. Уран промышленноҫӗн медсанчаҫӗнче, васкавлӑ пулӑшу пункчӗн заведующийӗнче 3 ҫул ӗҫлерӗм. Каярахпа терапевт пулса тӑрӑшрӑм, унтан мана вӑтам машиностроенин профсоюзӗн тӗп комитечӗн тухтӑрӗ пулма чӗнсе илчӗҫ. Ӗҫ кӗнеки манӑн Мускавра упранатчӗ, хам вара Кӑркӑс Республикинче. Фрунзе хулинче аспирантурӑна кӗтӗм, вӗренме Мускав хулинче, Вишневский ячӗллӗ хирурги институтӗнче тиврӗ. 1967 ҫулта кандидат диссертацине хӳтӗлерӗм. Тепӗр ҫултан ревматологи институтӗнче ӗҫлеме тытӑнтӑм. Малтан кӗҫӗн, унтан аслӑ сотрудник шайӗнче. 1985 ҫултан пуҫласа клиникӑпа диагностика лабораторине ертсе пытӑм. Унта 1993 ҫулччен ӗҫлерӗм, самана улшӑннипе пенсие тухма тиврӗ. Вӑл вӑхӑтра эпӗ Мускаври Красногвардейски райканашӗн депутачӗччӗ. 1993 ҫулта райканашсене салатса янипе 58 ҫул тултарнисене пенсие маларах тухма ирӗк пачӗҫ.
– Анчах эсир халӗ те ӗҫлеме пӑрахмастӑр-ха.
– Кӑштах канса илтӗм, анчах укҫа енчен хӗсӗкрех пулнипе специализаци курсне иртнӗ хыҫҫӑн ревматологра ӗҫлеме пуҫларӑм.
– Чӑвашсен обществинче хӑҫантан пуҫласа тӑратӑр?
– 1992 ҫулта ентешсем Мускавра чӑваш культурин обществине йӗркеленине пӗлтӗм. Ун чухне председательте эпир пурте пӗлекен Андриян Григорьевич Николаев ӗҫлетчӗ, ҫумӗ радиотехнологи институчӗн сотрудникӗ Пряниковчӗ, анчах теме пула вӑл ку тивӗҫрен кайма шутланӑ. Кама хӑвармалла хӑй вырӑнне? Шӑп ҫак самантра эпӗ килсе тухрӑм. Декабрь уйӑхӗнче мана правление илчӗҫ, ҫакӑн чухнех ҫӗнӗ председателе Виталий Якимова суйларӗҫ. Тем те тума тиврӗ: тӗрлӗ мероприятисем, концертсем, уявсем, чи пысӑкки — Акатуй. Пӗрремӗшӗ чӑнах та кӑшт пиҫменрех пулса тухрӗ. Чи пысӑк ӗҫ чӑвашсене пуҫтарассипе ҫыхӑннӑччӗ. Кайран хула мэрийӗ пулӑшма пуҫларӗ, уявсене ирттересси ҫӑмӑлланчӗ. 1998-1999 ҫулта организацийӗн статусӗ улшӑнчӗ, Мускаври Чӑваш наципе культура автономийӗ пулса тӑчӗ. Халӗ эпӗ ҫав ӗҫрен пӑрӑнтӑм, наука тӗпчевӗсем нумай вӑхӑта илеҫҫӗ.
– Ҫемьере ӗҫсем мӗнлерех?
– Халӗ мӑшӑрӑмпа Ольга Семеновнӑпа иксӗмӗр кӑна пурӑнатпӑр. Вӑл манӑн хими наукисен кандидачӗ, хирурги институтӗнче ӗҫлесе пенсие тухрӗ. Пирӗн пӗртен-пӗр хӗр тахҫанах качча кайнӑ, хӑй ҫемйипе пурӑнать. Шел пулин те, чӑвашла пӗлмест, хамӑн айӑп та пур пуль, хӑйӗн те кӑмӑлӗ пулмарӗ, пысӑк хулара чӑваш чӗлхин кирлӗлӗх пӗлтерӗшӗ пӗчӗк пулсан ҫамрӑксене вӗрентме самай йывӑртарах.
– Петр Ярушкович, сирӗн тӗпчевсем питӗ анлӑ, интереслӗ, ытти тӗпчевҫӗсем еплерех йышӑнаҫҫӗ, мӗнле хаклаҫҫӗ сирӗн ӗҫсене?
– Официаллӑ ҫирӗплетнӗ историк е тӗпчевҫӗ ят ҫук манӑн. 2007 ҫулта Шупашкарта доклад тунӑ хыҫҫӑн ӑна пӗлекен ҫынсене паллашма хӑварнӑччӗ, литература списокне йӑлт палӑртнӑччӗ унта. Шӑнкӑравлакан пулмарӗ. Ман тӗпчевсем официаллӑ версирен уйрӑлса тӑраҫҫӗ, кӑшт хирӗҫ те. «Хыпар» редакторӗ Алексей Леонтьев килӗшнипе кӑна статья «Лик» журналта тухрӗ.
– Эсир, хӑвӑр камӑн ӗҫне ытларах хаклатӑр?
– Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ тӗпчевсене ырлатӑп, нумайӑшӗн ӗҫӗсем килӗшеҫҫӗ. 1975 ҫулта Урхин «Чувашско-иранские лексические параллели» статйи пичетленнӗччӗ. Чӑваш сӑмахӗсем иран чӗлхинчен куҫни пирки питӗ ӗненмелле ҫырнӑччӗ вӑл.
– Петр Ярушкович, мӗнле шутлатӑр, чӑваш чӗлхи чӑнах та пӗтсе пыраканнисен шутне кӗрет-и? Мӗн тумалла ҫак процеса чарас тесен?
– Ӑна чарас тесен пирӗн тӑвайманнине тумалла. Чӑваш чӗлхи юлтӑр тесен ӑна патшалӑх чӗлхи тумалла. Республика шайӗ тивӗҫтермест, анчах паянхи кун никама пӑхӑнман чӑваш патшалӑхӗ нимӗнле те тума ҫук. Истори тӗрӗслӗхне тӗпе хурса хамӑр пурнӑҫа йӗркелеме вӗренмелле.
– Калӑр-ха, мӗншӗн нумай чухне чӑваш хӑйне чӑваш теме вӑтанать?
– Тӗрӗс, шел пулин те, пирӗн халӑхра ку пур. Ҫакӑ историпе нумай ҫыхӑннӑ, пирӗн халӑха нумай хур кӑтартнӑ, тан халӑх вырӑнне шутласа хисеп туман. Тепӗр енӗ, чӑваш хӗрарӑмӗ хӑй пекех мӗскӗн ачасем ҫуратать.
– Сирӗн ҫак шухӑшпа эпӗ пӗрре те килӗшместӗп.
– Менталитетран килет ку.
– Ман шутпа чӑваш хӗрарӑмӗ хӑш-пӗр енӗпе арҫынсенчен те ирттерет.
– Хӑш-пӗри чӑнах та вӑйлӑ, анчах пурте мар. Чӑваш хӗрарӑмӗ ял ҫыннине ӳстерет, ял ҫынни вара патшалӑх тӑваймасть. Амӑшӗн ачине «эпӗ вилсен те чӑваш пул» тесе вӗрентмелле. Сирӗнпе килӗшетӗп, ашшӗн те каламалла, анчах анне калани ҫывӑхрах. Чӑваш хӗрарӑмӗ тӳсӗмлӗ, вӑйлӑ мар. Чӑваш халӑхӗн статусӗ пирки. Республикӑна патшалӑхпа танлаштарма ҫук, пӗлтерӗшӗпе пӗр-пӗр облаҫпа кӑна танлаштарма пулать. Тепӗр енӗ, ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсем чухӑн пулсан темле тӑрӑшсан та халӑхсен хушшинчи пӗлтерӗше ӳстерме йывӑр.
– Тавтапуҫ сире, Петр Ярушкович, пирӗнпе курса калаҫма вӑхӑт тупнӑшӑн.
– Сире те пысӑк тав.
Ирина Трифонова калаҫнӑ.
Сувар. — 2010. — Чӳк, 03. — 45 (879) №