Палăк умне — чечексем

Ку мероприятие Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн членӗсем, ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин, чӑваш наци культурине пулӑшакан «Сувар» фондӑн тата пултарулӑх интеллигенцийӗн представителӗсем хутшӑннӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн этнологи тата социаллӑ тӗпчевсен уйрӑмӗн наука аслӑ сотрудникӗ Виталий Иванов тата Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тухса калаҫнӑ май В. В. Николаева чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.

Хыпар. — 2014 ҫ., нарӑс 13. — 27 №. — 4 стр.