Паттăрсене асăнса

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Санкт-Петербургра ЧР Минисгрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре çуралнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Ленинграда хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсен ячĕпе Асăну плити уçма хутшăннă.

Пухăннисем малтанах пĕр минут шăп тăнă, унтан тинĕс-çар базин оркестрĕ Раççей Гимнне тата Чăваш Ен Гимнне янраттарнă. Асăну хăмине сăвапланă хыççăн Санкт-Петербург тата Чăваш Республики, çавăн пекех Нева çинчи хулари Чăваш наци культура автономийĕн ячĕпе чечек кăшăлĕсем хунă. Мухтав аллейинче экскурси йĕркеленĕ.

Мемориал музейра Иван Моторин хисеплĕ хăнасен кĕнекине çырса хăварнă. Официаллă делегаци валли йĕркеленĕ культура программи РФ тава тивĕçлĕ, ЧР халăх художникĕн, Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн Анатолий Рыбкинăн мастерскойĕнче малалла тăсăлнă.

Çав кунах делегаци Сăваплă Троица Александр Невский лаврин масарĕ çинче пулса ентешĕмĕрĕн, хĕвел тухăç тĕпчевçин Никита Бичуринăн вил тăпри çине чечексем хунă.

С. Волков
Хыпар. — 2012 ç. — Çу, 29 (97 №).