Пайтул çинчен çырнă эпос

Вун ҫиччӗмӗш ӗмӗр варринче,

Пӑлхар паттӑр ывалӗ Пайтул,

Степан Разин халӑх ҫарӗнче

Пуянсемпе ҫапӑҫнӑ ҫав ҫул.

 

Пӑлхар халӑхӗ хӑй хушӑран

Лартнӑ вӑрҫӑ ертӳҫӗсене,

Вуншарӑн полковникӗсене —

Пайтула, пуҫлӑх Тойтемира.

 

Пайтул Сурӑмхӗрри ялӗнчен,

Тойтемир юнашар ялӗнчен,

Иккӗш те Ҫӗрпӳ таврашӗнчен,

Кашни урхамахӗпе ҫӳрет.

 

Пайтул князь Искеев йӑхӗнчен,

Пӑлхар ялӗнче ҫуралса ӳсет,

Пӗчӗкрен аслашшӗ патӗнче

Ҫар ӗҫне вӗренсе вӑй илет.

 

Ар ҫуралнӑ Сурӑмхӗрри ялӗнче,

Аслӑ князь Искеев йӑхӗнчен,

Утлӑ ҫар ӗҫне Пайтула

Ачаран аслашшӗ вӗрентет.

 

Юланутҫӑ Пайтул Искеев

Пӑлхарсен ӑратла тихана,

«Халат-Сокол» ятлӑ ӑйӑра

Ҫуралсанах пӑхса ӳстерет.

 

Пулас ҫын ачаран паллине

Ваттисен сӑмахӗ пӗлтерет,

Урхамахӗ ҫине утланса

Пайтул ҫиҫӗмле вӗҫтерет.

 

Шурӑ ҫилхеллӗ урхамахӗ

Чупнӑ ҫарӗн ҫулне ҫутатса,

Амазонка Минесса хӗрӗ

Ҫапӑҫнӑ каччӑна сыхласа.

 

Пайтул мӗнле ҫамрӑк пулсан та

Ӑсӗпе-ӗҫӗпе ҫӗнтерет,

Халӑх ҫапӑҫнине мухтаса

Вилӗмсӗр юрӑсем кӗвӗлет.

 

Йӑхран-йӑха пынӑ ҫар ӗҫне

Хресченсен вӑрҫинче йӗркелет.

Тимӗр ункӑллӑ кӗпе ҫийӗн

Вӑл епанча тӑхӑнса ҫурет.

 

Аслашӗнчен юлнӑ ҫар ӗҫне

Хресченсен тытӑҫура ҫӗклет,

Пайтул йӑм хӗрлӗ тумтирпе

Полкри салтаксене илӗртет.

 

Минесса уншӑн — пӗр ҫуначӗ,

Яланах Пайтула хӳтӗлет,

Тӑван ҫӗршыв — тепӗр ҫуначӗ,

Утлӑ ҫар пуҫлӑхне вӑй куртет.

 

Пайтул Тойтемир атаманпа

Ҫапӑҫнӑ нумай тытӑҫура,

Тӑшман Борятинский ҫарӗпе

Ҫӗрпӳ енчен Чӗмпӗре ҫити.

 

Пайтул вӑилӑ ҫарӗн ертуҫӗ,

Вун ҫиччӗре вӑл ертсе ҫурет.

Атӑл ҫумӗнчи хуласенчен

Ҫӑткӑн пуянсене сирпӗтет.

 

Пайтул ҫарӗн хаюллӑ ҫынни

Степан Разинпа пӗрле ҫурет,

Атаманӑн ҫумӗнче пулни

Вӑрҫӑра ҫапӑҫма хал чӗнет.

 

Кравков Пайтула кураймасӑр

Унӑн ялне ярать ҫунтарса,

Телей кайӑкӗ Куйкӑрӑш пек

Пайтул ялӗ тасалать ҫуталса.

 

Хаяр полковник Кравков янӑ

Полковник Петр Сюрикова

Ҫав тери пысӑк отрячӗпе

Вӑрҫма Пайтул салтакӗсемпе.

 

Пайтул Атӑлҫи хулисенчен

Тӑшмансене вӑйпа хӗстерет,

Астрахань хулине ҫитиччен

Шанчӑклӑ салтаксемпе йӗрлет.

 

Романовсен йӑхӗнчен тухнӑ

Патша Алексей Михайлович

Мӑнаҫлӑ влаҫне ҫирӗплетнӗ,

Крепостла йӗркине ӳстернӗ.

 

Хресченсене улпутсен ҫумне

Ирӗксӗрлесе ҫирӗплетнӗ.

Российӑпа Украинӑна

Тепре ҫӗнетсе пӗрлештернӗ.

 

Кӑмӑлсӑр хресченсем ҫӗкленнӗ

Улпутсене хирӗҫлӗ вӑрҫӑ,

Атаман Степан Разин ертсе

Путсӗр пуянсене хӗстернӗ.

 

Сахал мар пулнӑ юнлӑ вӑрҫӑ,

Пайтул ҫарӗ нумай ҫентернӗ;

Патша салтакӗсем тапӑнсан

Халӑха ҫаратнӑ, вӗлернӗ.

 

Патша йышлӑ салтакӗсене

Иуда Янмарса ертсе пынӑ,

Пӗлсе Пайтул ӑҫта пулнине

Ҫапӑҫма полковник ҫарӗпе.

 

Атӑлпа Ҫавал таврашӗнче

Юлашки хӑрушӑ вӑрҫӑра

Болгар нумай полковникӗсем

Шелленмесӗр ҫапӑҫса вилнӗ.

 

Вӑрӑ-хурахла ҫапӑҫура

Патша хаярлӑ салтакӗсем

 

Пайтула, Тойтемира тытса

Тыткӑнра асаплӑ вӗлернӗ.

 

Патша Алексей Михайлович

Путарнӑ хресченсен вӑрҫине

Мускавра, Новгородра, Псковра,

Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗнче.

 

Шутсӑр аслӑ Степан Разина

Казаксен ҫумӗнчи старшина

Ултавҫӑ патша влаҫне сутнӑ

Аслӑ Мускавра тертлентерме.

 

Полковник Пайтула пытарнӑ

Чиканкасси ялӗ ҫумӗнче,

Халӑхсем ялккаспа ҫӗр йӑтнӑ

Вилтӑприне сӑрт пек хӑпартса.

 

Атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗршывне

Тутарсем, монголсем ҫӗмӗрсен

Пӑлхар халӑхӗ хӳтлӗх шыраса

Вӑрманта, ҫырмара пураннӑ.

 

Российӑра патша указӗпе

Пӑлхар халӑхне айӑпласа,

Кашни ялта-килте шыраса

Ҫунтарнӑ тимӗрҫӗ лаҫҫине.

 

Атӑлпа Ҫавал таврашӗнче

Пулса иртнӗ юнлӑ ҫапӑҫу,

Патша пысӑк ҫарӗ ҫӗнтернӗ

Пайтулӑн хӗҫпӑшалсӑр ҫарне.