Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йери-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, — ан парăн! Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕсенче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!
Сӗннӗ ӗҫсене йӗркипе те, уйрӑмшарӑн та пурнӑҫлама пулать. Кашни ӗҫӗн хӑйӗн кнопки пур.
Ӗҫсем ҫапла йӗркеленеҫҫӗ. Ыйту паллине пуссан диктор ӗҫ хушать. Ача хуравӗ мӗнле пулмаллине хӑй тӗллӗн шутлать, тивӗҫлӗ ӳкерчӗкне суйласа илет. Ӳкерчӗк ҫине пуссан хаклав янӑрать (ӑна диктор вулать). Хуравӗ тӗрӗс пулсан — «Маттур, тӗрӗс!», ача йӑнӑшсан — «Тимлӗ пул, шутла!». Кун пек чух ачан тӗрӗс хуравне маллала шутламалла.
Хӑш-пӗр ӗҫсенче хайлав пуҫламӑшне е вӗҫне аса илме сӗннӗ. Кӑтарту итленӗ хыҫҫӑн ача хуравӗ мӗнле пулмаллине хӑй тӗллӗн шутлать, каласа парать, тивӗҫлӗ ӳкерчӗкне суйласа илет. Тӗрӗс суйласа илнӗ ӳкерчӗк ҫине пуссан хурав янӑрать. Ача унпа хӑй каланине шайлаштарса тӗрӗслеме пултарать.
Пӗр ӗҫрен тепӗр ӗҫе малалла та, каялла та куҫма пулать. Ҫакӑн валли ятарлӑ кнопкӑсем пур.