Пĕтес марччĕ

Юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн кулянма пуҫларӑм. 1956 ҫулта пирӗн халӑх шучӗ 2 миллиона ҫитме пуҫланӑччӗ. Ун чухне 97 проценчӗ чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш йышӗ хӑвӑрт чакма пуҫларӗ. Кун пек пулсан 21-мӗш ӗмӗр вӗҫнелле йӑлтах пӗтетпӗр. Халӑхӑн тӗп палли — чӗлхе. Вӑл пулмасан халӑх та пӗтет. Пӗр тӗслӗх илсе кӑтартатӑп. Эпӗ институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Мордвара 9 ҫул ӗҫлерӗм. Манӑн мӑшӑр чӑваш мар. 1972 ҫулта эпир Чӑваш Ене куҫса килтӗмӗр. Икӗ ачаччӗ — 4 тата 7 ҫулта. Чӑвашра тепӗр ача ҫуралчӗ. Аслисем чӑвашла пӗлмен. Вӗсем вырӑнти ачасен хушшинче 4—5 уйӑхрах чӑвашла лайӑх калаҫма пуҫларӗҫ. Кӗҫӗнни садике ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗренчӗ. Виҫҫӗшӗ те чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ, чӑвашла ҫырма, вулама, калаҫма пултараҫҫӗ. Отличниксемччӗ.

Манӑн мӑшӑр ир вилчӗ, иккӗмӗш арӑм — чӑваш, хулара пурӑннӑ, упӑшки те чӑваш /вӑл вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ/. Вӗсен 2 ача, пӗри те тӑван чӗлхене пӗлмеҫҫӗ — шкулта 10 ҫул вӗреннӗ пулсан та. Манӑн 3 ача ӳссе ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланчӗ. Вӗсен ҫемйисем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Пиччен 3 ачи те чӑвашла пуплетчӗ, халӗ хулара пурӑнаҫҫӗ, ҫемйисем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Йӑмӑкӑн 5 ача, ҫемьеллӗ, Ульяновск облаҫӗнче тӗпленнӗ, пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Халӗ йӑмӑкпа упӑшки, пиччепе арӑмӗ ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Пирӗн йӑхран эпир мӑшӑрпа иксӗмӗр ҫеҫ чӑвашла калаҫатпӑр. Эпир те ҫамрӑк мар. Кайран пирӗн йӑхра чӑвашла пуплекен юлмасть.

Чылай ҫӗрте ҫакӑн пек. Капла чӑваш халӑхӗ пӗтме те пултарӗ. Ҫак пулӑма чарса лартма тӑрӑшакансем пур-ха. Ҫав вӑхӑтрах халӑх хӑйӗн чӗлхине паянах пӗтерме хатӗр, мӗншӗн тесен пирӗн наци нигилизмӗ питӗ вӑйлӑ. Культурӑпа искусство ӗҫченӗсен, тӑван чӗлхене упрама чӗнекен чылай ҫыннӑн ачисем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ.

«Хыпар» хаҫатра Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ертӳҫи Н. Казаков: «Ялсем пулсан чӑваш пӗтмест», — тенине вуланӑччӗ. Анчах ялсенче халь ытларах пенсионерсем пурӑнаҫҫӗ. Ачисем хуласенче. Энтри Пасар шкулӗнче 1972 ҫулта 350 ача пулнӑ, хальхи вӑхӑтра — 40. Чӑваш чӗлхи ан пӗттӗр тесен хулари чӑвашсемпе те тимлӗ ӗҫлемелле. Чӑваш ҫемйи кирек ӑҫта пурӑнсан та ачасене малтан тӑван чӗлхене вӗрентмелле, чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн тӗп чӗлхе пултӑр. Вырӑсла кайран та вӗренеҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир вырӑс патшалӑхӗнче пурӑнатпӑр.

Николай ИСАЕВ.
Куславкка районӗ, Энтри Пасар.
 
Разделы: