Пирĕн тăрăхри чи авалхи ялсем

Евгений Илюхинӑн тавра пӗлӳ енӗпе ҫырнӑ статйисене эпӗ «Суварта» питӗ кӑсӑкланса вулатӑп. Нумай тӗпчет автор, шырать, чӑваш ялӗсен историйӗпе интересленет. Манӑн «Энциклопедия чувашских сел Самарской области» (Самар, 2008) кӗнеке тухсан Самар облаҫӗнчен ман пата ҫырусем нумай килме пуҫларӗҫ. Пурте хӑйсен ялӗсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес теҫҫӗ. Пӗр кӗнеке Евгений Илюхин аллине те лекнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ман пата ҫыру ячӗ. Манӑн кӗнекере Саврӑш, Шешкел, Ӑрсиел ялӗсем ҫинчен каланисем те пур. Ҫапла Евгенипе ҫырусем ҫӳретме тытӑнтӑмӑр. Нумай пулмасть унӑн «Шырав» статйине интересленсех вуласа тухрӑм («Сувар» 12 №, 23.03.2012). Унта автор Самар облаҫӗпе Тутарстанри нумай ял ятне асӑннӑ. Вӑл вӗсен историйӗпе интересленет, тӗпчет, хӑй шухӑшне пӗлтерет. Самар облаҫӗнчи чӑваш ялӗсен историйӗсем манӑн асӑннӑ кӗнекере пур. Хӑй ҫуралса ӳснӗ Кивӗ Шешкелпе пӗрле Саврӑш, Емелькке (Емелькино) ялӗсем пирӗн тӑрӑхра чи авалхи ялсем. Емелькинӑран хӑш-пӗрисем хальхи Шунтал районӗ вырӑнне куҫса ларнӑ. Унта та Ӗмелькке ялӗ пур.

«Свое поселение наши предки назвали Саврушами, от названия их племени «Савары», а речку, которая плела их, назвали Саврушкой» (Н. Пильщиков, «Легенды и были Саврушского края», Анат Кама, 2004). Николай Пильщиков хӑйӗн ҫак асӑннӑ кӗнекинче Саврӑш-паттӑр ҫинчен калакан легендӑна ҫырса кӑтартнӑ. «Когда татары-монголы решили покорить эти земли, всполошились предки булгар и савар. Мужчины во главе Савруш-батыра приготовились отразить натиск. Савары крепко бились с ненавистным врагом» (ҫав кӗнекерех. — В.С.). Суварсене «саварсем» те тенӗ. Тен, ҫав вӑхӑтранах пырать Саврӑш ялӗ. Камсем пулнӑ-ха саварсем? «По сообщению византийских источников ко времени вторжения гуннов в Европу в 375 г., восточными соседями были аланы. Ещё одним народом, оказавшимся в аланском союзе являются сувары (савары)» (В.В.Николаев. «История чувашей. Атлас. Древняя эпоха»), «В 1936 году С. Афанасьев, уроженец д. Старые Савруши Аксубаевского района Татарской АССР, записал такое предание: наша деревня Старые Савруши по рассказам стариков, является очень старинной деревней. Она основана в старину чувашами, переселившимися из Закамья. В писцевой книге Казанского уезда 1602—1603 гг. в Закамье, по Зюрейской дороге, значится чувашская деревня Савруш. В 1936 же году уроженец д.Старое Сережкино, ныне Черемшанского района Татарстана, А. П. Корнилов записал следующее: «Говорят в старину в д.Старое Сережкино переселились чуваши Призаказанья. Вначале их было только 3-4 двора (ҫавӑнтах. — В.С.).

Евгений Илюхин шучӗпе Саврӑш ялӗ 1236 ҫулчченех йӗркеленнӗ («Шырав»). Саврӑш ялӗ 1602—1603 ҫулсенче пулнӑ тесе ҫирӗплетекен документсем те пур Е. Илюхин шучӗпе. Кӑна та шанма пулать.

«XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Кивӗ Саврӑшран уйрӑлса тухнӑ чӑвашсем Ӑрсиел (Рысайкино) ялне йӗркеленӗ. Ҫак ял халӗ Самар облаҫӗнчи Похвиҫнӗ районне кӗрет», — вӗҫлет Е.Илюхин хӑйӗн «Шырав» статйине («Сувар» 12 №, 23.03.2012).

Самар облаҫӗнчи Похвиҫнӗ районӗнчи Ӑрсиел ялне XIX ӗмӗр вӗҫӗнче мар, XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче никӗсленӗ. Пӑкӑрӑсланти (Бугуруслан, Оренбург облаҫӗ) архиври упранакан документсем тӑрӑх, Ӑрсиел ялне 1713 ҫулта пуҫласа асӑннӑ. Ял никӗслекенӗ Рысай (чӑвашсем Ӑрси тенӗ) Ляков пулнӑ (В. Д. Димитриевӑн, «Чувашские исторические предания» кӗнекинче Иляков тенӗ. — В.С.).

Ӑрси Ляков Аксу ялӗнчен (хальхи Ҫӗпрел районӗ). Унти халӑха ирӗксӗрлесе тӗне кӗртме тытӑнсан (XVII ӗмӗр вӗҫӗ) чиновниксене хирӗҫ калаҫать. Халӑха вырӑс тӗнне йышӑнмалла мар тесе ӳкетлет. Ӑна вара тытма тытӑнсан хӑйӗн Ишпулак, Рапай, Ӑраскал ятлӑ ывӑлӗсемпе хальхи Аксу (Аксу районӗ) вырӑнне тарса килет. Ҫакӑнта вӑл вӑрман варринчи Кӗҫӗн Сӗнче хӗрринчи уҫланкӑра ҫурт лартать. Ывӑлӗсем те хӑйсем валли ҫурт тума тытӑнаҫҫӗ. Вӗсен хыҫҫӑн вара Аксуран Васютка, Янюк, Маняк, Шеменей, Куҫин, Исей ятлӑ юлташӗсем хӑйсен ҫемйисемпе тӗне ирӗксӗрлесе кӗртессинчен тарса ҫак вырӑна килсе вырнаҫаҫҫӗ. Анчах та тепрер ҫултанах ку вырӑна та чиновниксемпе чиркӳ ҫыннисем килсе каллех халӑха тӗне кӗртме тытӑнаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра ку тӑрӑхра Саврӑш, Емелькке (Емелькино), Шешкел чӑваш ялӗсем пулнӑ (Саврӑш вӑл вӑхӑтрах иккӗ те пулнӑ), Атлас (Атлашкино) ялӗ те ҫав вӑхӑтрах пулнӑ. Атлас ялӗ Атлас чӑваш ялӗнчен пуҫланнӑ. Унти ҫынсем мӗнле хӗсӗрлесен те тӗне кӗмесӗр юлнӑ. Каллех Ӑрсие айӑплаҫҫӗ кун пирки. Ӑрси вара Ҫӗн Аксу вырӑнне хӑйӗн ывӑлӗн ҫемйисемпе 1700 ҫулсенче тарса килсе тепӗр ял никӗслет. Каллех Ӑрсие арестлемешкӗн шырама тытӑнаҫҫӗ. Вӑл вара хӑйӗн ывӑлӗсен ҫемйисемпе, ҫӳлерех асӑннӑ юлташӗсемпе тарса хальхи Похвиҫнӗ районӗнчи Ӑрсиел ялне пуҫласа яраҫҫӗ. Ял ятне те Ӑрси ятнех парса Ӑрсиел теме тытӑнаҫҫӗ. Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Аксу ҫыннисем те тӗне кӗмен, Похвиҫнӗ районӗнчи Ӑрсиелӗнче те тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ӑрси ҫак вырӑна тарса килнӗ вӑхӑтра та Саврӑш ялӗнчен темиҫе килӗ унпа пӗрле ҫак вырӑна тарса килет. Кунта та йӗри-тавра вӑрман пулнӑ. Ҫырма хӗрринчи уҫланка суйласа илеҫҫӗ ҫӗнӗ ял пуҫласа яма. Ӑрси кунти ҫӗре Али Кутлигуш ятлӑ тутар купсинчен 40 тенкӗ парса сутӑн илнӗ пулнӑ (хальхи Самар облаҫӗ).

1728—1731 ҫулсенче ку вырӑна чӑвашсемпе пӗрле ирҫесем (мордва) те килсе вырнаҫаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ялне никӗслеҫҫӗ. Кунти ҫӗрсене вӗсем те тутарсемпе пушкӑртсенчен сутӑн илнӗ пулнӑ. Акмалли ҫӗрсем тӑвас тесе вӑрман кӑкланӑ.

1881 ҫул Арсиелӗнче 200 килӗ пулнӑ. 1986 ҫул 861 кил шутланнӑ. 2001 ҫул Ӑрсиелӗнче 1034 ҫын пурӑннӑ.

Ӑрсиелӗнче халӗ те тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Кунта куҫса килнӗ Маняк тӑхӑмӗсенчен Манюков, Киякран — Киреев, Исейрен — Исаев, Янукран — Яндулов хушаматсем пулса каяҫҫӗ.

Кунти кӑтартусене «Похвистневский вестник» (63№, 11.06.1998) хаҫатран, архивсенчен илнӗ.

Юлашкинчен Е.Илюхина хӑйӗн шырав, тӗпчев ӗҫӗсенче ӑнӑҫлӑх сунатӑп.

Виктор СИМАКОВ.
Аксу районӗ, Меречен.
Сувар. — 2012. — Ҫӗртме, 15 (24 (962) №).

Тата вулӑр