С. С. Сачков

1934 ҫулта эпӗ учитель ӗҫне тытӑнтӑм. 1939 ҫулта мана Совет Ҫарне илчӗҫ. Пӗр уйӑх хушши Смоленск хулинче ҫар ӗҫне вӗрентӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра Финляндипе вӑрҫӑ пыратчӗ. Пирӗн ҫав фронта лекмеллеччӗ. Анчах вӑхӑтлӑх килӗшӳ туни чӑрмантарчӗ. Январӗн 1-мӗшӗнче пирӗн эшелон Хӗвеланӑҫ Белоруссинчи Гродно хулине пырса чарӑнчӗ. Кунти командирсен шкулӗнче кӗҫӗн командира вӗренсе тухрӑм. Службӑна тӑсма сержант званийӗпе Литва ССРӗнчи Шауяй хулине ячӗҫ. 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ир енне нимӗҫ самолечӗсем бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Ҫапла вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланчӗ. Тепӗр икӗ кунтан тӑшманӑн танкӗсем пирӗн оборонӑна аркатса тӑкрӗҫ. Ленинград еннелле чакма приказ пулчӗ. Июль уйӑхӗнче эпир Эстонин Нарвӑпа Тарту хулисем хушшинче оборонӑра тӑтӑмӑр. Тӑшман чӑнахах вӑйлӑ ҫав, вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫнелле куҫрӗ, Балти тинӗсӗпе пырса Нарва хулине илчӗ. Эпир тӑшман ункинче тӑрса юлтӑмӑр. Фашистсем ункӑри пысӑк ҫара тӗп тӑвассишӗн нумай тар тӑкрӗҫ. Пирӗн ҫар техники ванса пӗтрӗ, апат-ҫимӗҫ сахалланса юлчӗ. Июль уйӑхӗн вӗҫнелле вӗсем пире Чуд кӳлли патнелле хӗссе пычӗҫ. Шурлӑхлӑ, ҫунакан вӑрманта икӗ эрнене яхӑн выҫӑллӑ-тутӑллӑ, таса мар шыв ӗҫсе пурӑнса вӑйсӑрланса ҫитрӗм, чирлесе кайрӑм. Тыткӑна лекрӗм. Нимӗҫсем Эстонири Мустфе хулине илсе кайрӗҫ. Тепӗр темиҫе кунтан вара — чукун ҫулпа хӑйсен Ригӑри лагерьне. Кунта 1942 ҫулччен вӑрман касса ӑна Шауя юханшыв тӑрӑх юхтарса пурӑнтӑм. Кӗркунне, чылай малтан хатӗрленнӗ хыҫҫӑн, ултӑ юлташпа лагерьтен тухса тартӑмӑр. Вӑл вӑхӑтра кӑнтӑрла кирек кам куҫ умне те курӑнма хӑрушӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа каҫхине кӑна малалла кайма тиврӗ. Великие Луки еннелле, хамӑрӑннисем патнелле ҫитме шут тытнӑччӗ. Анчах нумаях малалла каяймарӑмӑр, улӑхра, утӑ сарайне пытанма тӑрсан, латышсем пирӗн пирки нимӗҫсене пӗлтернӗ. Тӑшман автоматчикӗсем сарая хупӑрласа илсе пире арестлерӗҫ, тӑшман аллине пачӗҫ, Рига хулинчи тӗрмене хупса хучӗҫ. Пӗр уйӑхран Латвинчи «Саласпилье» лагере ӑсатрӗҫ. 1943 ҫулта кунтан Дануич ҫывӑхӗнчи «Штутгофа» куҫарчӗҫ. Ку лагерьсенче пурнӑҫ калама ҫук йывӑрччӗ. Пирӗннисем тӑшмана хӗвелтухӑҫнелле хӑвалама тытӑнсан вӗсем те лагерьсене унталла куҫарма тытӑннӑ. Пире Австринчи «Маутхаузен» лагере куҫарчӗҫ, унтан — «Кузен-1» лагере. Ҫапла вара вӑрҫӑ пӗтичченех карьертан чул кӑларма лекрӗ. Лагерьте Польшӑпа Испани ҫӗршывӗсен салтакӗсем те чылай нуша курчӗҫ. Вӗсен пулӑшӑвне пула эпӗ чӗрӗ тӑрса юлтӑм. 1945 ҫулхи майӑн 5-мӗшӗнче Америка ҫарӗсем пырса пире тыткӑнран хӑтарчӗҫ. Эпӗ Совет Ҫарӗнче службӑна малалла тӑсрӑм. Октябрьте тӑван киле таврӑнтӑм. Ялти шкулта, малтанхи пекех, учительте ӗҫлеме пуҫларӑм.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ