Сала кайăк салмашăн, ула карак улмашăн

Марина Карягинӑн Тимӗр Тяпкинран ыйтса пӗлмелли питӗ нумай.Эпир хамӑр та ҫавнашкал:
Кукӑльшӗн те йӑвашӑн.
Пире кукӑль памасан,
Кӑмака ани катӑлтӑр!
Пире пӑрҫа памасан,
Миххине шӑши шӑтартӑр!

Мӗнле кӑна юрламан пуль ӗлӗк ачасем Сурхури уявӗнче! Кучченеҫ миххисем хӑвӑртрах тулччӑр тесе кил хуҫисене "хӑраткаласа" такмаклам пек те тунӑ. Хресченшӗн мӗн хӑрушӑ пулнӑ? Паллах, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчеменни тата тырӑ-пулӑ ӑнса пулайманни. Мӗн пирки ӗмӗтленнӗ-ха чӑваш? Сак тулли ача-пӑча пултӑр тесе. Ку ӗмӗт ҫинчен те пӗлнӗ юрӑ юрласа ҫӳрекенсем.

Сурхури!
Сурӑхсем путек туччӑр-и,
Арӑмсем ача туччӑр-и,
Хӗрсем хӗсӗр пулччӑр-и?
Кӗрпе пур-и?
Ҫу пур-и?
Тӑвар пур-и?
Сак тулли ача-пӑча,
Урай тулли путекки...

Анатолий Кибеч Зоя Сергеевӑна мӑйӑрпа хӑналать.Хӗллехи ҫак чи хаваслӑ уяв ҫулталӑкне пӗрре килнине те палӑртмасӑр хӑварман.

Ай, Сурхури, Кӗркури!
Пирӗнтен тухнӑ йӑла мар,
Эпӗр чупса ҫӳретпӗр...
Ме-е-ек, сурхури!
Ҫулталӑкра пӗрре килет,
Ҫулталӑкра пӗрре чупатпӑр,
Ме-е-ек, сурхури!

Несӗлӗмӗрсен ырӑ йӑлине асра тытса "Сӑвар" чӑваш наци аталану фончӗ 5-мӗш ҫул ӗнтӗ Сурхури уявне ирттерет. Кӑҫал та хӑнӑхнӑ йӗркепе ЧНК ҫуртӗнчи "Ҫӑлкуҫ" кафене паллӑ чӑваш ҫыннисем пухӑнчӗҫ.

Уявра такмакласа ҫӳрекен ачасем пулмарӗҫ пулин те, Сурхури йӑлине асра тытса Анатолий Кибеч ҫыравҫӑпа Николай Енилин художник урайне пӑрҫа сапрӗҫ. Кӗрекене пухӑннисем пӗр-пӗрне Сурхурин чи паха кучченеҫӗпе — мӑйӑрпа — хӑналарӗҫ.

Фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин хаваслӑ ачалӑхне аса илчӗ. Вӗсене мӑйӑра урайнех сапса панӑ иккен: кам маттуртарах — ҫавӑ нумайтарах пухнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче те хӑш ачаран мӗнле ҫын пуласса шӳтле-шӳтлех сӑнама тӑрӑшнӑ аслисем. Ача-пӑча пултарулӑхне, ӗҫченлӗхне тӗрлӗ майпа аталантарма тӑрӑшнӑ.

Раштавра пысӑках мар парне те чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳме пултарнине пӗлсех-тӗр уява пушӑ алӑпа килнӗ хӑна ҫукпа пӗрехчӗ. Тутарстан Республикинчи чӑвашсен обществӑпа политика хаҫачӗн "Суварӑн" кӑҫалхи номерӗсене пурте хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Николай Адёрӑн "Ман хунавӑн тымарӗ кунтан..." кӗнеки те кӗтнӗ парне пулчӗ. Алексей Аксар маттуррисенчен те маттуртараххисене "Ҫартӑр" (Рыцарь) паллипе чысларӗ.

Чи пахи вара - кӗреке хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларни, малашлӑха ҫӗнӗ шанӑҫпа пӑхни, тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине манманни.

Юрӑсем те янрарӗҫ уявра. Чи малтанах — "Алран кайми". Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна чӑваш халӑх гимнӗ теҫҫӗ. Иван Христофоров шӑрантарнӑ юрӑсем пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗҫ, килес ҫул та ҫӗнӗ хӑватпа ҫак кӗреке тавра пухӑнма хавхалану кӳчӗҫ.

Римма ПРОКОПЬЕВА.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.
Тантӑш. — 2010 ҫ. — Кӑрлач, 21 (2 (4167) №).