Вырӑссен историкӗ, этнографӗ В. К. Магницкий чӑвашсенчен ҫырса илнӗ 10582 арҫын ячӗ хушшинче пӗр питӗ илемлӗ ят та пур: Саврӑш. «Саватӑп» сӑмахпа «Саврӑш» ятӑн пӗр тымар – «сав». «Саватӑп» – «юрататӑп; ӑшшӑн, ҫывӑххӑн куратӑп» тенине пӗлтерет. Апла-тӑк, Саврӑш ят та юратупа, кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ. Саврӑш ят Пӑлхар патшалӑхӗнче пурӑннӑ сӑварсемпе те ҫыхӑнма пултарнӑ – «сӑвар» тата «савр» пӗр пекрехех илтӗнеҫҫӗ.
Саврӑш – питӗ авалхи ят. Ялсене те ҫак ята панине шута илсен Саврӑш питӗ паллӑ ҫын пулма пултарнӑ. Кам ҫӳренӗ-ши ҫак ятпа? Те вӑл Тӑван ҫӗршывне хӳтӗлесе юнне, пурнӑҫне шеллемен ҫар пуҫӗ; те тӳрӗ чунлӑ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен ҫын; те ҫутӑ ӑс-пуҫлӑ шурсухал пулнӑ – ҫакӑн ҫинчен эпир тӗрӗссине нихҫан та пӗлеймӗпӗр...
Аксу районӗнче виҫӗ Саврӑш ялӗ пур: Кивӗ Саврӑш, Саврӑш, Саврӑшпуҫ, вӗсен ҫумӗнче Саврӑш ҫырми те юхса выртать. Ӑҫтан килнӗ-ши ҫак тӑрӑха Саврӑш ят, мӗнле пуҫланса кайнӑ ҫак чӑваш ялӗсем?
Историксем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Кама шывӗнчен кӑнтӑрарах ҫӗрсем ХIV ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче тӑшмансем тапӑнса, ҫаратса тӑнипе питӗ пушанса юлаҫҫӗ. Вӑл вырӑнсенче «тискер хир» пулса кайнӑ. Пӑлхар халӑхӗ ирӗксӗрех шыв урлӑ каҫса ҫурҫӗрелле – Хусан, Арск тӑрӑхӗсене, хальхи Чӑваш Республикин вӑтам, ҫурҫӗр пайне тарса куҫать. ХVI ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ «тискер хир» кӑшт лӑпланма пуҫлать, унта хуллен ҫӗнӗрен пурнӑҫ чӗрӗлме тытӑнать. Темиҫе ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пӑлхар-чӑвашсем те ҫак ҫӗрсене таврӑнма тытӑнаҫҫӗ. Авалхи пӑлхарсен ҫӗршывӗнче вуншар чӑваш ялӗ ҫӗнӗрен ҫуралать. Вӗсен хушшинче Кивӗ Саврӑш та пур.
Чӑвашсен паллӑ историкӗ В.Д.Дмитриев «Чӑваш халӑх историйӗн очеркӗсем» кӗнекере Кивӗ Саврӑш ялӗ пирки ҫапла ҫырать: «1936 ҫулта С.Афанасьев, Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Саврӑш ҫынни ҫакӑн пек каласа панине ҫырса илнӗ: «Пирӗн Кивӗ Саврӑш ялӗ, ваттисем каланӑ тӑрӑх, питӗ авалхи ял. Ӑна Кама леш енчен килнӗ чӑвашсем пуҫласа янӑ. Ҫак чӑвашсем ҫӗнӗ вырӑна киличчен, Саврӑш ятлӑ ялтах пурӑннӑ; ҫавӑнпа та кунта та яла Саврӑш ят панӑ. Халӗ вара пирӗн яла Кивӗ Саврӑш теҫҫӗ». Малалла В. Д. Дмитриев ҫакна ҫырса пӗлтерет: «Чӑнах та, Хусан уесӗн 1602—1603 ҫулсенчи Писцовый кӗнекинче Хусан хыҫӗнче, Зюрей ҫулӗпе Саврӑш ятлӑ чӑваш ялӗ пурри паллӑ». Акӑ ӑҫтан пуҫланма пултарнӑ Аксу тӑрӑхӗнчи Кивӗ Саврӑш... Ак ӑҫтан тухма пултарнӑ ман асаннен несӗлӗсем...
Тутар-монголсем, Уксах Тимӗр Пӑлхар ҫӗршывне тӗпӗ-йӗрӗпе аркатса тӑксан Хусан ҫӗрӗ нумай вӑхӑт хушши нушана юлнӑ халӑхӑн кӑмӑлне, чӗрине ӑшӑтса тӑнӑ. Анчах та хӑш вӑхӑтран-тӑр Хусан тӑрӑхӗнче те саланас, уйрӑлас вӑйсем ҫиеле тухаҫҫӗ. Халӑх темиҫе пая пайланса каять: тӗрлӗ сӑлтавсене пула ҫакӑнта вырнаҫнӑ пӑлхарсем – «суассем» ислам тӗнне илсе «тутара» ҫаврӑнма тытӑнаҫҫӗ, авалхи тӗнпе пурӑнас текенсем вара ҫак вырӑнсенчен куҫса кайма тытӑнаҫҫӗ.
Мӗнле шӑпа кӗтнӗ-ши Зюрей ҫулӗ ҫинче (унӑн тӑрӑхӗпе чӑвашсем йышлӑ пурӑннипе ӑна «Чӑваш даруги» тенӗ) вырнаҫнӑ Саврӑш ялне? Халь Хусан таврашӗнче чӑваш тӑрӑхӗ мар, чӑваш ялӗсем те ҫук... Ялсен ячӗсем ҫеҫ чӑвашла илтӗнеҫҫӗ, ҫывӑх пек туйӑнаҫҫӗ... «Ӑҫта-ши, мӗнле ятлӑ-ши халь ҫав авалхи ял?» – тесе шутлаттӑм. «Авалхи ялсем вӗсем пысӑк, пысӑк ялсем хӑвӑрт саланмаҫҫӗ... Карттӑ ҫине пӑхас терӗм. Чӑнах та, Хусантан ытлашши инҫех мар, Тюлячи поселокӗ витӗр иртекен ҫул тӑрӑх «Старые Зюри», «Большие Савруши» текен ялсене шыраса тупрӑм.
Большие Савруши... Ҫакӑ мар-ши ХVI ӗмӗрти Зюрей ҫулӗ ҫинчи Саврӑш чӑваш ялӗ? Камсем пурӑнаҫҫӗ унта халӗ? Кӗнекесем вуласа тата ҫакна пӗлтӗм. Максим Глухов-Ногайбек 1993 ҫулта кӑларнӑ «Сеюмбеки гвардеецӗсен шӑпи» кӗнекере крешӗн тутарсем ҫинчен ҫырса кӑтартать. Кӗнеки вӗҫӗнче крешӗн тутарсен ялӗсен ячӗсене те ҫырса кӑтартнӑ: ҫав хушӑра Тюлячи районне кӗрекен Большие Савруши ялӗ те пур... Крешӗн тутарсем пурӑнаҫҫӗ иккен ҫав ялта.
Ҫав кӗнекерех М.Глухов крешӗнсен паллӑ сӑвӑҫи, драматургӗ, «Кзыл элем» ятлӑ хаҫат редакторӗ Давид Григорьев-Саврушевский (1876—1939) ҫинчен те асӑннӑ. Псевдонимне кура ҫак талантлӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ те «Саврӑш» ятпа ҫыхӑннӑ пулнӑ.
Чим-ха, тата Саврӑшсем ҫук-ши ку тӑрӑхра? Авалхи Аслӑ Саврӑш пулсан кӗҫӗнреххи, пӗчӗкрех Саврӑшӗ те пулмалла! Ҫавна пӗлес тесе Тюлячине шӑнкравласа пӑхас терӗм. Леш вӗҫӗнче телефона хӗр-оператор тытрӗ. Эпӗ унран вырӑсла: «У вас в районе есть Большие Савруши, а еще какие-нибудь Савруши есть?» – тесе ыйтсан, вӑл трубкӑна хурса пӗр вӑхӑта ҫухалчӗ. Кӑшт тӑрсан: «У нас есть Большие Саврӑш и Нижний Саврӑш», – терӗ. «А кто там живет, кряшены или мусульмане?» – тесен: «Там татары живут», – тесе хуравларӗ. Телефон калаҫӑвӗ хыҫҫӑн ҫакна ҫеҫ ӑнлантӑм. Тутар е крешӗн хӗрӗ Саврӑш текен ялсене питӗ лайӑх пӗлмесен те, вӗсен ячӗсене каланӑ чух чӑвашсем евӗрлех «ӑ» сасӑпа «Саврӑш» тесе каларӗ. Мӗншӗн паянхи куна Меша ҫывӑхӗнчи Аслӑ Саврӑш ялӗнче крешӗн тутарсем пурӑнаҫҫӗ, Саврӑш шывӗ ҫинчи Саврӑш ялӗсенче – чӑвашсем? Ҫакна ҫапла кӑна ӑнлантарма пулать: Зюрей ҫулӗпе пурӑнакан пӑлхар-чӑвашсем каярахри ӗмӗрсенче ислам тӗнне илсе «тутара» тухнӑ; вӗсен пӗр пайӗ вара, кӑшт вӑхӑт иртсен, исламра ҫирӗпленсе ҫитеймесӗрех, православи миссионерӗсем хӗстернипе христиан тӗнне илсе крешӗн тутарсем пулса тӑнӑ.
Ҫавӑн ҫинчен «Хусан ӳкнӗ хыҫҫӑн» кӗнекере Рашит Галлямов историк те ҫырать: «...пирӗн шухӑшпа, тӗпченӗ вӑхӑтри тутарсенчен тухнӑ «ҫӗн крешӗнсем» нумайӑшӗ тутара тухнӑ финно-угорсенчен, ногайсенчен пулнӑ. Ҫавсен несӗлӗсенчен каярах крешӗн тутарӗсем пулса кайнӑ», – тенӗ. Кунта автор чӑвашсем ҫинчен асӑнмасӑр хӑварать. Паллах, хӗрринчи, айккинчи крешӗн тутарӗсен историйӗ мордва, мари, удмурт халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ; анчах та шалти тӑрӑхрисен шӑпи ӗлӗк ҫав тӑрӑхра йышлӑ пурӑннӑ халӑхпа – чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ (тӗслӗхрен, Нурлат районне кӗрекен Чура-Батыр ялӗнче ӗлӗк «чюваша» – чӑвашсем пурӑннӑ, халӗ унта крешӗн тутарсем пурӑнаҫҫӗ). Ахальтен мар тӗпчевҫӗсем чӑвашсемпе крешӗн тутарсем хушшинче питӗ нумай пӗрпеклӗх тупаҫҫӗ: культурӑра, чӗлхере, йӑла-йӗркесенче, тумтирте.
Пӗр ят, икӗ шӑпа... Ҫулсем иртеҫҫӗ... Вӑхӑт, пурнӑҫ малалла пырать. Анчах та манмаҫҫӗ, манмаҫҫӗ пӑлхар тӑхӑмӗсем – чӑвашсем, тутарсем, крешӗн тутарӗсем Саврӑш ятне. Ҫутатать вӗсен пурнӑҫне ӗмӗрсемпе пыракан илемлӗ, асамлӑ «Саврӑш» ят.
Пӗлмелӗх. «Саврӑш-Савруш» ят пире ҫывӑх вырӑнсенче те сарӑлнӑ.
Самар облаҫӗнче Савруш ҫырми пур. Оренбург облаҫӗнче – Пысӑк Савруши ҫырми, Савруша ялӗ (Бугуруслан районӗ), Савруш поселокӗ (Ҫурҫӗр районӗ).
Тӗрлӗ шухӑшсем, тӗрлӗ шухӑшсем... Кивӗ Саврӑш ҫумӗнче, масар ҫинче, икӗ авалхи чул палӑк тӑрать... Вӗсем пире мӗн каласа парасшӑн-ши, Саврӑш-паттӑра вӗсем астумаҫҫӗ-ши?
Микулай ПАВЛОВСКИЙ.
Ульяновск хули.
Сувар. — 2011. — Нарӑс, 18 (7 (893) №).