Шупашкар хӑнисемпе ҫыннисем кӳлмек еннелле утнӑ чухне Василий Николаев академике асӑнса лартнӑ палӑка асӑрхаҫҫех. Пур ҫавӑн пек ҫынсем ҫут тӗнчере. Вӗсен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ӗмӗрлӗхе историре юлать. Ун пеккисем пирки каласа кӑтартма та ансат, ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс та. Шӑпах ҫавӑн пек пулнӑ производствӑн паллӑ йӗркелӳҫи, пултаруллӑ ӑсчах, тӑван халӑхӑн кӑвар чӗреллӗ ывӑлӗ Василий Васильевич Николаев. Шел, ӗмӗрӗ кӗске килчӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗнче 75 ҫул тултаратчӗ.
РФ Ҫут ҫанталӑк, Сӑрт-ту ӑслӑлӑхӗсен академийӗн академикӗ, техника наукисен докторӗ В. Николаев профессор Пушкӑрт Республикинчи Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче ҫфлӑхӗнче ӗҫленӗ.
В. Николаев пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ тапхӑр Эрӗнпур хулине куҫсан пуҫланнӑ. 1976-1978 ҫулсенче Пӗтӗм Союзри «Эрӗнпургазпром» промышленноҫ пӗрлешӗвӗн гели завочӗн строительствине ертсе пынӑ. 1986 ҫулта — пӗрлешӳн тӗп инженерне, 1989 ҫулта — пуҫлӑха, 1991 ҫулта генеральнӑй директора ҫирӗплетнӗ. Ертӳҫӗ пулнӑ ҫулсенче вӑл пысӑк ӑсталӑхпа, ӗҫе лайӑх пӗлнипе тата производствӑна ӑнӑҫлӑ йӗркелеме пултарнипе палӑрнӑ. В. Николаева тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн патшалӑх наградисемпе чысласа хисеп тунӑ.
2002 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухсан ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫне кӳлӗннӗ. Ӑна темӗн те кӑсӑклантарнӑ. Вӑл ҫут ҫанталӑк газӗнчен гелий уйӑрса кӑларас ыйтуран пуҫласа чӑваш халӑхӗн этногенезӗ тата унӑн илемлӗ пултарулӑхӗ таранах тӗпченӗ. Вӑл 83 ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра чӑвашсен историйӗпе тата культурипе ҫырнӑ 9 монографи, авторӗ. 35 япала шухӑшласа кӑларнӑ. 23-шӗн автор свидетельстви, 12-шӗн патент пур. Вӑл пуҫарнипе 2000 ҫулта Мускавра коммерцилле мар К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи фондне йӗркеленӗ.
Юлашки ҫулсенче В. Николаев ҫичӗ томлӑ «Иллюстрированная история чувашей» кӗнекепе ӗҫленӗ. Виҫҫӗшне ҫеҫ кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрчӗ. Унӑн ӗҫӗсем чӑваш ӑсчахӗсене халӑх историйӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене вирлӗрех ҫӗклеме хистерӗҫ. Пултаруллӑ издатель пек те палӑрчӗ вӑл. Ӑслӑлӑх кӑларӑмӗсене илемлӗ, ҫӑмӑллӑн вуланакан, илӗртӳллӗ кӗнекесем туса кун ҫути кӑтартма пултарчӗ.
Василий Васильевич халӑх искусствине тата музей еткерлӗхне тӗпчес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Г. Иванов-Орков искусствоведпа тата В. Иванов этнографпа пӗрле хатӗрленӗ «Чувашский костюм от древности до современности» кӗнекене 2004 ҫулта Майна ҫинчи Франкфуртра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке ярмӑрккинче дипломпа чысланӑ.
Тӑван халӑх историйӗ, культури В. Николаева чӑннипех те кӑсӑклантарнӑ. 1999-2003 ҫулсенче вӑл М. Сафинпа пӗрле виҫӗ томлӑ «История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы» кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ. Ку кӑларӑм хальхи вӑхӑтри гуманитари ӑслӑлӑхӗшӗн ҫӗнӗлӗх.
Василий Васильевич тӑван халӑхне, ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхне, сӑпкара сиктернӗ ялне чунтан юратнӑ. Меценат тата спонсор Чӑваш Хурамалӗнче чиркӳ, пасар уҫнӑ, урамсене асфальт ҫул сартарнӑ, культура ҫуртне, вӑтам шкула юсаса ҫӗнетме, чӑваш хӗрӗсемпе каччисене аслӑ пӗлӳ илме, ӑсчахсемпе тавра пӗлӳҫӗсене кӗнеке кӑларма нумай пулӑшнӑ. Ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ хулине диаспорӑпа тӗл пулма хаваспах тухса ҫӳренӗ, пӗрле Шупашкартан артистсене тата наци культурипе ӑслӑлӑхӗн ӗҫченӗсене те илсе кайнӑ.
В. Николаевпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисен асӗнче ӑсчах чӑрмавсене пӑхмасӑр тӗллевсене пурнӑҫа кӗртекен ҫын пек тӑрса юлнӑ. Вӑл, тӗпрен илсен, Мускавра тата Шупашкарта ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш Ене ҫула май 10-15 кунлӑха килсен культура тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе тӗл пулма та вӑхӑт тупнӑ. Художниксен мастерскойӗсене, чӑваш театрӗсем лартакан спектакльсене ҫитсе курнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче час-часах пулнӑ, учреждение укҫа-тенкӗпе чылай пулӑшнӑ.
Василий Васильевич питӗ кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Шӳтлеме ӑстаччӗ. Унпа калаҫма питӗ ҫӑмӑлччӗ. Темле хӑват ҫынсене ун патне туртатчӗ. Кирек кам та ентешӗмӗр пирки ыррине кӑна аса илме пултарать.
Ӑслӑлӑха аталантарас, халӑхӑн историне тӗпчес, культура еткерлӗхне упрас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн В. Николаева 1999 ҫулта Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысланӑ. 2001 ҫулта — ӑслӑлӑх енӗпе, 2006 ҫулта литература тата искусство енӗпе ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Унӑн курӑмлӑ ӗҫӗсене ҫавӑн пекех 2005 ҫулта М. А. Шолоховӑн юбилей медалӗпе /Мускав/, 2006 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ фондӑн премийӗпе /Чӗмпӗр/ палӑртнӑ.
Василий Николаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫичӗ ҫул иртрӗ. Апла пулин те унӑн сӑнарӗ халӑх асӗнче упранать. Ӑсчахӑн пархатарлӑ хӗрӗсем тӑрӑшнипе 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта В. Николаева асӑнса палӑк /авторӗ — халӑх художникӗ А. Чаркин, Санкт-Петербург/ лартрӗҫ. К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи фончӗн офисӗн пӗр пӳлӗмӗнче музей ӗҫлет, Пушкӑртри Чӑваш Кармалӗнчи шкула унӑн ятне панӑ, кунтах тавра пӗлӳ музейӗ йӗркеленӗ, Эрӗнпурта пӗр урам унӑн ячӗпе хисепленет, ҫак хуларах ас тӑвӑм стели уҫнӑ.
Виталий Иванов,
истори наукисен докторӗ, профессор, К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи фончӗн директорӗ