Шихан тăвĕ

Шихан тӑвӗТутарстан Республикипе Самар облаҫӗн чиккинчи Ҫӗнӗ Шешкел, Кивӗ Шешкел, Аксаку тата Чӑтӑрлӑ ялӗсем хушшинчи вӑрманта тӑпра йӑтса купаланӑ ту пур. Шихан тӑвӗ теҫҫӗ ӑна халӑхра. 1950 ҫул вӗҫӗнче ун ҫинче дозор вышки ларнӑ. «Тӑрринчен йӗри-таврари 30 ытла ял курӑнатчӗ», – теҫҫӗ унта хӑпарса курнисем. Йывӑҫ вышка ҫӗрсе, ишӗлсе аннӑ ӗнтӗ, анчах ҫуркунне е кӗркунне унӑн вырӑнӗ халӗ те палӑрать. Ӗлӗк, паллах, ту вӑрман варринче мар, хирте ларнӑ.

Чикӗре пулнипе кунта халь ҫын ҫӳресех каймасть. Анчах вӑрман хӗрринчен 40-50 ҫухрӑмри тавралӑх, ҫав шутра Ҫарӑмсан та, алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать.

Ҫак ту пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳрет халӑхра. Пӗрисем ӑна 1700 ҫулсенче Ҫарӑмсан тата Шешминка крепоҫӗсене тӑвакансем купаланӑ теҫҫӗ. Тӑшман тапӑнсан, ту ҫинче вут чӗртмелле пулнӑ имӗш, ҫулӑма курса крепоҫсенчи салтаксем тӑшмана хирӗҫ тухнӑ е ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ. Ҫак ту маяк тӑвӗ шутланнӑ. Анчах пӗр ҫын та пӗлмест ӑна хӑҫан тата кам купаланине.

Кивӗ Шешкелӗн пысӑк шурлӑхӗ ҫумӗнче ҫӗршер ытла пӗчӗк тӗме (курган) пур. Ӑна кивӗшешкелсем пушкӑрт масарӗ теҫҫӗ. Ҫакӑн пекех масар Ҫӗнӗ Шешкел ҫумӗнче те пулнӑ. Халь вӑл ҫук – сухаласа кайнӑ. Ҫӗнӗ Шешкел ял музейӗн директорӗ Александр Ванюков вӗсене ӗлӗкхи пӑлхар халӑхӗн масарӗсем тесе калать. Ҫӗнӗ Шешкел ялӗ ҫывӑхӗнче пӑлхарсем пурӑннӑ пулать. Кунта пысӑк юман хапхан ҫуннӑ тӗпне, тимӗр ухӑ вӗҫӗсене тупнӑ. Ку хапхаран тӗкме кайнӑ. Пӑлхар ҫарӗсем ҫак вырӑнсенче тутар-монголсемпе е каярах, XVII-XVIII ӗмӗрсенче, пушкӑртсемпе патша ҫарӗсем ҫапӑҫман-ши? Тен, чӑнах та, пушкӑртсен масарӗ? Паянлӑха пӗри кӑна паллӑ: ҫапӑҫура вилнӗ ҫынсене тимӗр кӗреҫесем пулманнипе ҫӗр ӑшне чавса мар, тӑпра витсе пытарнӑ.

Тӗмесен тӑршшӗ икӗ метра, сарлакӑшӗ пӗр метра, ҫӳллӗшӗ 70 сантиметра яхӑн. Йӗркерен вырнаҫнӑскерсен шучӗ ҫӗр ытла. Ку вырӑнта вӑйлӑ ҫапӑҫу пулнӑ ахӑр, нумай ҫын вилнӗ. Анчах та ҫакӑнти ҫапӑҫу пирки историре ҫырни ҫук. Ваттисем те кунта вӑрҫӑ пулнине асӑнаҫҫӗ, кампа кам ҫапӑҫнине ҫеҫ калаймаҫҫӗ.

Ӗмӗр тӑршшӗпе вырӑнти ҫынсем ку масара сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Анчах пӗлтӗр нефтяниксем хӑйсем валли ҫул тунӑ чух тӗмесенчен ҫуррине яхӑнне бульдозерпа тикӗслесе тухнӑ. Тӗмесем малашне сыхланса юлас шанчӑк ҫук. Ҫак вырӑнсене тӗпчеме вӑхӑтӗнче археологсене те чӗнсе пӑхнӑ, анчах укҫа ҫуккипе вӗсем килеймен.

Шихан тӑвӗ пирки тепӗр верси пур. Шихан – ҫаврака пуҫлӑ ту. Ҫӳллӗшӗ 20 метра яхӑн. Ҫак тӑва ҫынсем купаланӑ. Ӗлӗк тимӗр кӗреҫесем пулман. Алтиччен, ҫӳлелле купалама ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Суха пуҫӗпе ҫемҫетнӗ ҫӗре пӗр тӗле йӑтнипе Шихан тӑвӗ купаланнӑ.

Толча, Баландай, Чӑтӑрлӑ, Кивӗ Шешкел ялӗсен ҫывӑхӗнче те пӗчӗк тӗмесем пур. Вӗсен ҫӳллӗшӗ – 2 метра, диаметрӗ 5 метра яхӑн.

Халӑхра унта тутар-монголсен ҫар пуҫлӑхӗсене пытарнӑ текен сӑмах ҫӳрет. Пуҫлӑх мӗн чухлӗ аслӑрах, тӗмене ҫавӑн чухлӗ ҫӳллӗрех купаланӑ. Вилнӗ ҫар пуҫне салтакӗсем кашни пӗрер кутамкка ҫӗр йӑтса хупланӑ имӗш.

Ҫар пуҫлӑхӗ вилсен унӑн арӑмӗн те пурнӑҫӗ пӗтнӗ, ӑна, тарҫисене, лашисене, ӗнисене, сурӑхӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, чашӑк-тирӗкне – леш тӗнчере кирлӗ пулма пултарнӑ япаласене пурне те – пуҫлӑхпа пӗрле пытарнӑ. Пирӗн тӑрӑхра 4 вӑтам тата пӗр пысӑк тӗме пурри ҫак вырӑнсенче пысӑк ҫапӑҫу пулнине ҫирӗплетет. Кунсӑр пуҫне 1960 ҫулсенче Чӑтӑрлӑ ялӗ патӗнче ферма тунӑ чух пӗр тӗмене чавнӑ та ҫӗр айӗнчен вӑрҫӑ тумне (доспех) тӑхӑннӑ арҫын тата хӗрарӑм шӑмми-шаккисем тухнӑ. Ферма тӑвакансем вӗсене каялла чавса хунӑ.

Тепӗр верси тӑрӑх, ылтӑн-кӗмӗле пӗрле илсе ҫӳреме йывӑррипе, ҫапӑҫусенче тӑшман аллине лекесрен хӑранипе тутар-монголсем пурлӑха Шихан тӑвӗ туса пытарса хӑварнӑ. Паллах, ҫакӑ тӗрӗс пулсан та, ылтӑн-кӗмӗле тахҫанах тупнӑ ӗнтӗ. Шихан тӑвӗ ҫинче тӑватӑ метра яхӑн тарӑнӑш чавнӑ шӑтӑк чӑнах та пур. Ку ылтӑн шыракансен йӗрӗ пулма пултарать.

Паллах, ҫак версисене археологсем кӑна ҫирӗплетме е хирӗҫлеме пултараҫҫӗ. Паянхи кунччен пирӗн тӑрӑха килсе тӗпчекен ҫук. Тӗрӗссипе, тӗмесем пуррине историре ҫирӗплетсе хӑвармаллах.

Пирӗн тӑрӑхран тутар-монголсен ҫарӗ иртсе кайнӑ, вӑйлӑ ҫапӑҫусем пулнӑ пулсан, Ҫарӑм шывӗ хӗррипе ӗлӗк аслӑ ҫул пулма пултарнӑ. Халь ҫак ҫула ҫынсем маннӑ. Тӗмесем ҫеҫ ӗлӗкхи ҫула кӑтартакан маяксене аса илтереҫҫӗ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫакӑн пек халап та ҫӳрет: ӗлӗк ҫынсем утрав ҫинче пурӑннӑ. Йӗри-тавра тинӗс пулнипе никам та утравран тухайман. Вӗсем пӗр вырӑнта асапланнине курса улӑпсем кӗпер туса ҫынсене пысӑк ҫӗр ҫине каҫарса янӑ. Утрав Цейлон ятлӑ пулнӑ имӗш, ун ҫинчен тухсан ҫынсем тӗнче тӑрӑх саланма пуҫланӑ. Пӗр улӑпӗ, Еремей ятлӑскерӗ, суха пуҫпа ҫӗр сухаланӑ. Пирӗн тӑрӑха та ҫитнӗ, унӑн суха пуҫӗн йӗрӗнчен Чӑтӑрлӑ, Анатри ял, Кивӗ Шешкел, Кивӗ Ӳтемӗш тӑвӗсем пулса юлнӑ. Кивӗ Шешкел патӗнче вара улӑп тӑпра тулнӑ ҫӑпатине салтса силленӗ тет те тӗмеске пулса юлнӑ. Ӑна Еремей тӗмески теҫҫӗ. Еремей хӗвел анӑҫнелле суха пуҫӗпе сухаласа каять. Йӗрӗ тӑрӑх шыв юхма пуҫлать. Ҫак юхан шывӑн ячӗ – Ҫарӑм.

Тата ҫакна та палӑртмалла: пирӗн тӑрӑхри пекех тӗмесем Оренбург хули ҫывӑхӗнче те пулнӑ. Оренбург облаҫӗнчи Патшалӑх архивӗнче Попов тӗпчевҫӗн ӗҫӗсем сыхланса юлнӑ. Попов 100 ҫул каялла ҫак тӗмесене чавса тӗрӗсленӗ иккен. Унта вӑл ҫын, лаша, ӗне, сурӑх, йытӑ шӑммисене чавса кӑларнӑ. Кӑкшӑмсем, турилккесем, ҫуннӑ кӗлпе ҫӗрнӗ йывӑҫ касӑкӗсем те тупнӑ. Ылтӑн-кӗмӗл тупни пирки ҫырман. Хӑш вӑхӑтри шӑмӑсем пулнине палӑртма та май пулман. Пӗр вырӑнта ҫеҫ Попов «авалхи шӑмӑсем» тесе палӑртнӑ.

Самар облаҫӗпе Тутарстан чиккинчи Шихан тӑвне, Тонга, Баландай, Чӑтӑрлӑ, Кивӗ Шешкелпе Ҫӗнӗ Шешкел ҫывӑхӗнчи тӗмесене, ман шутпа, тӗпчекен пулмаллах, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн истори, ӑна пулас ӑрусен пӗлмеллех.

Евгений ИЛЮХИН.
Ҫарӑмсан районӗ, Кивӗ Шешкел.
Автор сӑнӳкерчӗкӗ.
Сувар. — 2010. — Ҫурла, 13 (33 (867) №).